Комментари хушас

21 Çу, 2024

Хыпар 53 (28229) № 21.05.2024

Ырă сăмахпа аса илеççĕ

Муркаш округĕнчи Купăрляра пурăнакансем мухтавлă ентешне Николай Никольские асра тытса çулсеренех çу уйăхĕнче илемлĕ паркри унăн бюсчĕ умне пуçтарăнаççĕ. Хальхинче те ырă йăлапа «Хыпар» хаçат никĕслевçине сума суса пухăнчĕç. Николай Васильевич çуралнăранпа кăçал 146 çул çитрĕ.

«Муркаш тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Николай Никольскин çак тăрăх çыннисемшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн капашсăр пысăк ĕç тунă. Тăван чĕлхене, халăх историне, культурине тĕпчеме яланах вăхăт та, май та тупнă. 300-е яхăн ал çырăвĕ хатĕрленĕ, 30-а яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă… Николай Васильевичпа калаçнă çынсем халĕ те пурăнаççĕ, ăна ырă сăмахпа кăна аса илеççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, ентешĕмĕр хулара пурăннă вăхăтра тăван яла килсе çÿреме юратнă, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен историйĕсене пухнă. Çамрăк ăрăвăн мухтавлă профессортан тĕслĕх илмелле. Ентешĕмĕре эпир яланах асра тытатпăр. Çынна асра тытсан вăл яланах чĕрĕ», — пухăннисене тав турĕ Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов сăмах илнĕ май. Вăл палăртнă тăрăх, Купăрляна çитмелли асфальт çула юсама тĕллев лартнă. Кăçал вара Николай Никольские халалланă парка тата унти пĕвене тирпейлесе йĕркене кĕртĕç. Ял çыннисене кăмăллă çак хыпар уйрăмах хавхалантарчĕ. — Паллă çынсем тухнă ялсем пĕтмеççĕ, вĕсене тирпейлесе, пăхса тăраççĕ. Унта яланах пурнăç вĕрет. Çавна май сирĕншĕн чи пĕлтерĕшли — Николай Никольскин ятне çÿлте тытасси, ăна упрасси. «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те ав Николай Васильевичăн «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ» халалне тивĕçлĕн упраççĕ, пурнăçласа пыраççĕ. «Хыпара» тивĕçлĕ шайра кăларса тăма тăрăшатпăр», — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн — тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


Усен-тăрана сивĕрен сиплетпĕр

Çурхи сивĕ çанталăк пахча çимĕçе, улма-çырла йывăç- тĕмне палăрмаллах сиенлетрĕ. Вĕсене вăй илме мĕнле пулăшмалла? Тĕплĕнрех Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна ПЫРКИНА паллаштарать:

— Ăшă кунсем хыççăн çанталăк сасартăк сивĕтни çеçкери улмайывăç тĕмне, пахча çимĕçе, илемлĕ ÿсен-тăрана самай сиенлетрĕ. Симĕс çулçă пĕтĕрĕнсе хуралчĕ, типрĕ. Маларах лартнă-акнă культурăсем те шар курчĕç. Вĕсене тепĕр хутчен вăй илме пулăшмаллах. Унсăрăн вăйсăрланса, аманса юлма пултараççĕ. Кун пеккине вара чир-чĕр те, сăтăрçăсем те тапăнаççĕ. Хальхи вăхăтра пахча çимĕçе, улма-çырла йывăç-тĕмне çитĕнме пулăшакан хими тата биологи препарачĕсемпе апатлантармалла. «Гуматпа», комплекслă удобрени хушнă шывпа шăварсан лайăхрах. Ир пулакан çырла çеçки шăнса хуралнă пулсан пăшăрханмалла мар. Ку сорт çуркуннерен пуçласа кĕрчченех çимĕçĕпе савăнтарать. Апла пĕрремĕш çеçки кăна шăннă, çанталăк ăшăтнă май каллех чечекленĕ. Сезонра пĕр хутчен çимĕçне параканнин çеçкине сивĕ тивсен тухăçĕ палăрмаллах чакать е пач пулмасть. Çимĕçĕ тĕвĕленмесен ÿсен-тăрана лайăх апатлантармалла кăна. Çитес çул валли вăй пухса çирĕпленĕ. Пуш уйăхĕ вĕçнелле лартнă-акнă пахча çимĕç шăтса тухма та ĕлкĕрчĕ. Сухан çитĕннĕ май хытă тунана каясран асăрханмалла. Тухăçа ÿстерме хытă туни тухсанах хуçмалла. Шăтса тухса ĕлкĕрейменнине вара малтан азот удобренийĕ, икĕ эрнерен комплекслă удобрени хывмалла. Маларах çĕр улми лартнисен те тимлĕ пулмалла. Калча шăтмасан тăприне чавса пăхмалла. Мĕншĕн тесен тăпрари вăрлăх та сивве хăй çине туртнăран хытса «кантăк» пек пулать. Кун пекки шăтмасан та пултарать, апла тепĕр хутчен лартма тивет. Шăтса тухсан ăна удобренипе апатлантармалла. Кишĕр çу культури шутланать, сивве чăтăмлă, çавăнпа ăна çут çанталăк синкерĕ питех сиенлеймен. Кăшман вăрлăхĕ вара пĕтме те пултарать. Малашне кăнтăрла сывлăш температури 14 градусран чакмасан пахча çимĕçе, улма-çырла йывăç-тĕмне вăй илме пулăшакан препаратпа апатлантармалла. Йăрансене, улма-çырла тавра çĕре кăпкалатмалла, шăвармалла. Кăпăшка тăпрара нÿрĕк тымар патне хăвăртрах çитет, ÿсен-тăран сĕткенĕ те вăйлăрах куçать. Кун пек чухне им-çама, удобрение лайăх йышăнать. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


«Библиотекăна çуресси модăран ан тухтăр»

Хăйĕн ĕçне вăл чунтан парăннă. «Халĕ эпĕ артист та, вĕрентекен те, воспитательница та», — тет вăл. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти Юрий Гагарин ячĕллĕ библиотекăри тавра пĕлÿ уйрăмĕн ертÿçи Ольга Николаева çинчен. Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн Ольга Витальевнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. «Эпĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă, унтах вăтам шкул пĕтернĕ. Ача чухне шкул библиотекинче ĕçлекен Людмила Хораськинăна питĕ килĕштереттĕм. Людмила Васильевна питĕ ырă кăмăллă хĕрарăмччĕ. «Çак кĕнекене илсе вула-ха», — тетчĕ яланах вулавăша пырсассăн. Пĕррехинче мана Эрнест Хемингуэйăн «Старик и море» кĕнекине сĕнчĕ. Ăна вуласа тухсан кăмăлăм çĕкленчĕ. Питĕ килĕшрĕ вăл мана. Çапла библиотекăна çÿреме пуçларăм. Вулас туртăм çуралчĕ. Вырăсла та, чăвашла та вулаттăм. Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăрине», Александр Артемьевăн «Салампине», Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлакине», Илпек Микулайăн «Хура çăкăрне» вуласа ÿснĕ эпĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне «Ÿссен кам пулатăн?» темăпа сочинени çыртаратчĕç. Эпĕ библиотекарь пуласси çинчен шăрçалаттăм. Манăн çав ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ», — каласа пачĕ Ольга Николаева. Вырăнти шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине библиотека уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Библиотекăран шăнкăравланă. Çĕрпÿ - ри культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ Ольга Николаевăна Шупашкарти Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекăн Шолохов ячĕллĕ вулавăша аслă библиотекаре йышăннă. Шупашкарти Чапаев поселокĕнче вырнаçнăччĕ вăл. Çамрăкскер çулталăк ĕçленĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкар каччипе Юрий Николаевпа çемье чăмăртанă. Качча тухнă хыççăн химиксен хулине пурăнма куçнă. Ачапа ларнă вăхăтра ун патне хулари Юрий Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотекăран шăнкăравланă, хăйсен патне ĕçлеме чĕннĕ. Ăна асăннă вулавăшăн филиалне, ача-пăча библиотекине, библиотекаре йышăннă. «Пĕр çулталăкран тĕп библиотекăна тавра пĕлÿ уйрăмĕн ертÿçи пулма чĕнсе илчĕç. Çак вырăнта 22 çул ĕçлетĕп. Пĕтĕмĕшле стаж — 28 çул», — каласа пачĕ Ольга Витальевна. Сăмах май, 2006-2010 çулсенче вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчи библиотека уйрăмне куçăн мар майпа пĕтернĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Журналистикăна çул хываççĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕ хастар авторсемпе çыхăну тытас, журналистикăн анлă çулĕ çине тухма хăнăхтарас йăлине çирĕп тытса пырать. Çак тĕллевпех çуллен Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртет. Унта «Тантăш» хаçатпа тата «Тетте» журналпа туслă ачасем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнаççĕ. Акă хальхинче те юнкорсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятие 100 ытла ача пухăнчĕ.

Ку хутĕнче Çамрăк корреспондентсен слетне «Тетте» журнал никĕсленнĕренпе 30 çул çитнине халалланă. Уява лекес тесе ачасем редакцие çулталăк тăршшĕпе çырусем ăсатнă, тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, слет «Тантăш» хаçат гимнĕнчен пуçланчĕ. Палăртса хăварар: илемлĕ юрра Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи çырнă, Людмила Кинер кĕвĕленĕ. Сцена çинче ăна «Радужная страна» эстрадăпа вокал ушкăнĕ /ертÿçи – Людмила Кинер/ шăрантарчĕ. Слета килнĕ ачасене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев ăнăçу сунчĕ. Вăл «Тантăш» хаçат çамрăк корреспондентсене журналист çулĕ çине тăма пулăшнине палăртрĕ. Чăнах та, паянхи паллă журналистсене пăхсан çак сăмахсен тĕрĕслĕхĕпе килĕшетĕн. Вĕсенчен чылайăшĕ ача чухне «Тантăш» /«Пионер сасси»/ хаçата çыру çÿретнех, лауреат ятне тивĕçнисем те сахал мар. Сăмах май, Çамрăк корреспондентсен слетне кăçал та Александр Никифоров-Çиларман ертсе пычĕ. Çак ĕçе кăмăлтанах хутшăнать вăл, мĕншĕн тесен ача чухне хăй те «Тантăш» хаçатпа туслă пулнă, литература конкурсĕсене хутшăнса çĕнтернĕ. Паян вара вăл — паллă ертÿçĕ, шоумен, юрăç, фокусçă. Слетра хаçатăн хастар авторĕсене, редакци ирттернĕ конкурссен çĕнтерÿçисене чысласси халĕ те пĕтмен-ха. Дмитрий Моисеев «Тантăш» хаçатăн 2023 çулхи лауреатне — Муркаш округĕнчи Чуманкасси шкулĕнче вĕренекен София Игнатьевăна Хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Унсăр пуçне ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Чăвашла çырнă чи лайăх сăвă», «Вырăсла çырнă чи лайăх юмах», «Чăвашла çырнă чи лайăх калав», «Тантăш» хаçатăн чи хастар авторĕ» номинацисен çĕнтерÿçисене те палăртнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Еншик ялĕн кун-çулĕ…

çынсен пурнăçĕнчен эрешлесе тĕртнĕ катан пир евĕр

«Еншик ялĕн кун-çулĕ уйрăм çынсен пурнăçĕнчен эрешлесе тĕртнĕ катан пир евĕр. Тĕрлĕ шăпа: витĕмлĕ е чапсăр, телейлĕ е синкерлĕ, çĕкленÿллĕ е шанчăка çухатса пуç уснă тапхăрлă... Çынсен ырă ĕçĕсем ĕмĕрлĕх асра юлĕç. Тăван яла, тăван çĕре хĕрÿллĕн юратни, тÿрĕ чунпа ĕçлени, салтак тивĕçне чĕререн парăнса пурнăçлани — çаксем пурте 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçă тата унăн суранĕсене сипленĕ вăхăтра уççăн палăрнă». Ку йĕркесем «Аслă Çĕнтерÿ салтакĕсем» кĕнекерен. Патăрьел округĕнчи Еншик ялĕн Астăвăм кĕнеки нумаях пулмасть кун çути курчĕ.

Ку кĕнеке Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут- çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтаксемпе паллаштарать. Унта 261 салтак çинчен çырса кăтартнă. Авторсем архивсенче, музейсенче, интернет уçлăхĕнче салтаксен пурнăçне уçса паракан чылай материал пуçтарнă: автобиографисем, награда хучĕсем, хушусем, справкăсем, списоксем, учет карточкисем тата ытти те. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Салтаксен чылай портретне вырнаçтарнă. Çырусемпе аса илÿсем иртнĕ вăхăта тавăраççĕ. «Аслă Çĕнтерÿ салтакĕсем» кĕнеке авторĕсем — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Петр Маслов тата Чăваш Енри çыравçăсен союзĕн членĕ Валерий Кадеев. Вĕсем Еншикре çуралса ÿснĕ. Иккĕшĕ те — вăрçă паттăрĕсен ывăлĕсем. Петр Николаевич тăван ялти шкулта нумай çул ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ, пĕлÿ çурчĕн директорĕ пулнă. Шăпах шкулта тăрăшнă вăхăтра вăл вĕренекенсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсем çинчен материалсем пухма тытăннă. Валерий Титович, истори учителĕн дипломне алла илнĕскер, Çĕнĕ Шупашкарти хими-механика техникумĕнче вăй хунă. Унта «Патриот» музей уçнă, унăн ертÿçи пулнă. Вăл — «Новочебоксарцы — фронтовики Великой Отечественной войны» кĕнеке авторĕ те. 2021 çулта тухнă кăларăма хулара пурăннă 1873 салтак кĕнĕ. Çавăн пекех тавра пĕлÿçĕ хăйĕн йăх-несĕлне тĕпчесе «Семейная летопись» кăларнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Иртни патне çула май кĕме пулать-и?

Иртни патне çула май кĕме пулать-и? Пулать тĕк — мĕн тĕллевпе? Ăçталла утать çак сăмахсене калакан çын? Ыйту хыççăн ыйту çуратать Станислав Сатурăн çĕнĕ кĕнеки. Вăл «Иртни патне эп кĕтĕм çула май… Я к прошлому зашел на огонек…» ятпа нумаях пулмасть пичетленсе тухрĕ. Кĕнекен редакторĕ — Галина Антонова.

Тĕксĕм хăмăр хуплашка айне статьясемпе рецензисене, интервьюсене, презентацисенче каланисене тата халал сăввисене пуçтарнă. Вĕсем тĕрлĕ пичет кăларăмĕнче тĕрлĕ вăхăтра кун çути курнă, çав вăхăтрах пĕрремĕш хут пичетленнисем те пур. Кăларăм автобиографирен пуçланать. Ăна автор вырăсла çырнă. Вăл вулакансене Станислав Николаевичăн шалти тĕнчипе паллашма, пултарулăх тĕпелне кĕрсе курма, çапла майпа унăн хайлавĕсене лайăхрах ăнланма пулăшать. Станислав Сатур /Никоноров/ 1959 çулта Канаш районĕнчиУшанарта çуралнă. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш професси училищине пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă стройкăра платник-монтажникра ĕçленĕ, çарта пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах вăл хăйĕн пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанта зонăри комсомол шкулĕнче, Мускавра Пĕтĕм Союзри комсомолăн курсĕнче ÿстернĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Республикин писательсен союзĕ çумĕнчи «Сунтал» литература пĕрлешĕвне çÿренĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври М.В.Фрунзе ячĕллĕ Çар академийĕнче пушар хĕсметĕнче тăрать. Станислав Сатур – Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ. Унăн кĕнекисем: «Чĕре хĕлĕхĕсем» /1993/, «Кăмăл тĕкĕрĕ» /1997/, «Сăмах» /2001/, «Сăмах майăн» /2002/, «Чун вĕçевĕ» /2005/, «Юхăмра» /2017/, «Эпĕ» виçе» /2019/, «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура» /2020/, «Чĕнÿллĕ çул» /2021/, «Кĕр ванчăкĕ» /2022/. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.