Чăваш хĕрарăмĕ 18(1348) № 16.05.2024
Салон уçас умĕн плинтус çирĕплетме вĕреннĕ
Чăваш хĕрĕсем илемлĕ кăна мар, пултаруллă та çирĕп тĕллевлĕ. Çавнашкал пикепе, Куславккари Светлана Ларионовăпа, паллаштарас килет. Тăрăшуллăскер социаллă контракт çырса хулара массаж салонĕ уçнă. 27 çулти массажисткăпа шăпах унта тĕл пултăм.
Массажистсен çемйинчен
— Светлана, сирĕн салонра питĕ хăтлă та илемлĕ.
— Кунти хатĕр-хĕтĕре чун ыйтнипе суйларăм. Минтер-и вăл е хăнасене чей ĕçтермелли курка-и — йăлтах хама килĕшекен япаласем. Клиент кĕлеткепе кăна мар, чунпа та кантăр тесе тăрăшатăп.
— Салон уçас шухăш хăçан çуралчĕ?
— Тĕрĕссипе, ку наччасра тĕвĕленнĕ тĕллев пулман. Унччен çынсене килте йышăнаттăм, анчах тем вăхăтран хваттерте вырăн сахалли сисĕнме пуçларĕ. Ирĕкрех ĕç вырăнĕ пирки шухăшлама пуçăнтăм вара.
— Палăртнине пурнăçа кĕртме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пулчĕ?
— Тара илмелли пÿлĕме пĕлтĕр раштав уйăхĕн вĕçĕнче шырама пуçларăм. Кăрлач уйăхĕнче çакăн пирки пĕлтерÿ патăм та манпа çыхăнакан тупăнчĕ. Вăл сĕннĕ пÿлĕмре нимĕн те, çав шутра розеткăсем те, çукчĕ. Салона йĕркене кĕртме сахал мар вăй хума тиврĕ. Специалистсене тытрăм, хам та стена сăрлама, плинтус çирĕплетме вĕрентĕм. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче тинех салон алăкĕ уçăлчĕ.
— Çывăх çыннăрсем шухăштĕллевĕре епле йышăнчĕç?
— Эпĕ хам тĕллĕн пурăнма, йышăну тума хăнăхнă, çавна май салон уçасси пирки атте-аннепе канашламан. Чылай вăхăт шарламарăм. Мĕншĕн тесен çывăх çынсем те массажистсем. Атте тĕп ĕçĕсĕр пуçне сиплевпе медицина массажĕ енĕпе тăрăшать. Аттепе анне мана ачаранпах массажист профессине суйласран асăрхаттаратчĕç темелле-ши — эпĕ ытлашшипех имшеркке пулнăран çак ĕç ман валли мар тетчĕç. Çавăнпа манăн йывăрлăхсем пирки вĕсем пĕлмен. Эпĕ салон уçма хатĕрленнине пĕлсен вĕсем хаваспах юсама пулăшрĕç, пĕчĕк мăнукне тимлерĕç. Аттепе анне яланах хам тĕллĕн аталанма ирĕк панă, çакăншăн савăнатăп. Вĕсем яланах юнашар, пулăшса пыраççĕ. — Урăх профессисем илĕртместчĕç-им сире?
— Ача чухне тем те кăсăклантарнă-ха, уйрăмах алăпа тумалли ĕç кăмăла каятчĕ. Эпĕ тĕрĕслĕхе юрататăп, çынсен прависене пăснă тĕслĕхсем чуна ыраттараççĕ. Çавăнпах-тăр юридици енĕпе вĕренсе тухрăм. Ача çураличчен манăн пысăках мар юридици фирми пурччĕ. Вăхăт иртнĕ май ăнлантăм: юридици — манăн çул мар. Ытлашшипех пăшăрханаттăм, кулянаттăм, çăмăллăн сывлама май çукчĕ. <...>
Татьяна УСТИНОВА калаçнă
♦ ♦ ♦
Задачăсене çурт пĕренисем çине çырса шутланă
Вăрнар округĕнчи Нурăс салинчи вăтам шкул директорĕн вырăнĕ пушансан районти комитет ертÿçисем çак тивĕçе Татьяна Ефимовăна сĕннĕ. Анчах та маларах директор тилхепине арçынсем кăна тытса пынă. Мĕнлерех арçынсем-ха тата! Иван Нарышкин, сăмахран, математика наукисен кандидачĕ пулнă. Çавăнпа хĕрарăм малтанах аптăраса ÿкнĕ, шикленнĕ. Шкул пысăк, учительсен коллективĕ вăйлă. Хăй вĕсене ертсе пыма тивĕçлĕ тесе те шухăшламан вăл. Шкул ячĕ кĕрлесе кăна тăнă, питĕ хисеплĕ пулнă, унта ют çĕршывсенчен те сумлă хăнасем килсе çÿренĕ. «Хĕрарăм качча тухсан капла та мăйне хăмăт тăхăнать. Эсир халĕ ăна татах та тепĕр хăмăт тăхăнтартасшăн. Пĕр хĕрарăмăн мăйĕ мĕнле чăттăр? Вăт мăшăрĕ пулăшса пырсассăн…» — тенĕ Татьяна Павловнăн амăшĕ. Çапах та ертÿçĕсем ÿкĕте кĕртнех. Çапла хĕрарăм йывăр та кăткăс, çав вăхăтрах питĕ яваплă ĕçе кÿлĕнме килĕшнĕ. Унтанпа сахал та мар, нумай та мар — 28 çул иртнĕ. Пĕтĕмĕшле вара шкул сукмакне 51 çул такăрлатнă вăл.
Шкула — кĕпер тăрăх
Татьяна Ефимова /хĕр чухне Павлова/ Вăрнар районĕнчи Услапа ялĕнче ултă ачаллă çемьере кĕçĕнни пулса çут тĕнчене килнĕ. Ун умĕн тăватă пиччĕшĕ тата пĕр аппăшĕ пулнă. Сăмах май, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшнăшăн, пур енлĕн пулăшса пынăшăн тăванĕсене паян та чунран тав тăвать вăл. Чи ырă та ăшă сăмах, паллах, ашшĕ-амăшне. Шăпах вĕсем панă пурнăç урокĕсем çитĕнÿсем тума, çынлăха упраса хăварма пулăшнă та. — Эпĕ шкула кайичченех вулама вĕреннĕ, — пуçарчĕ калаçăва Татьяна Павловна. — Сас паллисене паллама-уйăрма «Коммунизм ялавĕ» хаçатран пуçланă. Хутлав таблицине анне вĕрентнĕ. Вăл пире хутласа шутламалли задачăсене çурт пĕренисем çине çыртаратчĕ. Атте-анне питĕ ăслă-тăнлă çынсемччĕ. Сăпайлă, ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Пире питĕ çемçе тытнă тесе калаймăп. Пирĕнтен йĕркеллĕ çынсем ÿстерме тăрăшатчĕç. «Ухмах çын пуç вĕçне лариччен ăслă çын ури вĕçне ларăр», — тесе вĕрентетчĕ анне. Услапа ачисем икĕ ял хушшинче çуркунне шарласа юхакан Хирлеп шывĕ урлă силленекен кĕпер тăрăх каçса Хăмăша утнă. — Шкул мана ылтăн евĕр сарă тĕспе кĕтсе илчĕ, — тăсăлчĕ калаçу. — Колхоза ун чухне Григорий Индюков ертсе пыратчĕ. Шкула пирвайхи хут кайнă чухне ун умĕнче çавăн пекех сап-сарă çÿçлĕ ача тăни асра. Вăл колхоз председателĕн ывăлĕ пулнă-мĕн. Эпир питĕ тăрăшса вĕрентĕмĕр. Пултаруллă учительсем ĕçлетчĕç унта. Нина Индюкова тĕрлеме вĕрентетчĕ, чечек тĕнчине юратма та вăлах хăнăхтарчĕ. Çакă пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулчĕ. Вăл кăтартса пынипе картише хăтлăх кÿреттĕмĕр, шкул çавăнпах питĕ хитреччĕ, курмашкăн районтан та килетчĕç. Эпĕ вулама пĕлнĕрен мана класс ертÿçи Иван Иванов, вăрçă ветеранĕччĕ вăл, хăй вырăнне те хăваратчĕ, урокра çапла тăтăшах кĕнеке алла илме тиветчĕ. Тăххăрмĕш класа вара Услапасем Нурăса кайнă. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ çак шкулпа çыхăнасса ун чухне, паллах, хĕрача шухăшлама та пултарайман. Ку шкулта ытларах вырăсла калаçнă. Райком сĕннипе каярахпа хăй вĕренсе тухнă шкултах аслă пионер вожатăйра ĕçлеме пуçланă хĕр. Ĕнер хăйне вĕрентнĕ учительсенчен именнĕ те вăл. Çавăнпа ăçта-тăр тухса калаçмалла пулсан каçхине килте çырса хатĕрленнĕ. Çакă та яланлăхах унăн ĕç йĕркине çаврăннă. <...>
М.МИХАЙЛОВА
♦ ♦ ♦
«Мираж» ушкăн та вăл кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарнă
Ăшă кĕркуннеччĕ. Эпĕ 11-мĕш класра вĕренетĕп. Ял клубне лăк тулли халăх пуçтарăннă. Ара, чăваш эстрада юрăçисем концертпа килнĕ-çке. Эх, çав тери юрататтăмăр çакнашкал сайра пулакан пулăма. Пĕр юрăç сцена çине тухрĕ, тепри… Халăх ташлать. Унччен те пулмарĕ, питĕ илемлĕ кĕвĕ янăраса кайрĕ. Тÿрех тыткăна илчĕ вăл. «Çутă уйăх тухрĕ тÿпене, сапаларĕ вăл хăй çутине, вăл куç хĕсрĕ аякри пĕр çăлтăрне, систерсе чунтан хăй савнине…» — пĕрре илтсех астуса юлтăм юрă сăмахĕсене. Çавăн чухне уçă та янăравлă саслă Светлана Печниковăн пултарулăхĕпе пуçласа паллашрăм. 17 çул иртрĕ унтанпа. Паян вара Светлана Владимировнăпа çывăхрах паллашар...
Урамри «концертсем»
— Светлана Владимировна, мĕнпе кăсăкланса, еплерех ĕмĕтсемпе ÿснĕ эсир?
— Анне клубра ĕçленĕрен пулĕ концерт лартма кăмăллаттăм. Ял урамĕнчи ачасемпе пухăнса юрлаттăмăрташлаттăмăр. Питĕ хаваслă пурăннă ун чухне. 4 урам ăмăртса концерт ирттернĕччĕ пĕррехинче. Эпир 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Куншăн пире «Гусиные лапки» канфетпа сăйланăччĕ. Сĕре тутлăччĕ. Вăл яланах пулман лавккара. — Концертсене хутшăннă çеç е йĕркеленĕ те? — Кĕçĕнрех чухне хутшăннă кăна. 5-6-мĕш классенче хам концерт йĕркелеме пуçларăм. Клубра, унта мар пулсан урамра пухăнаттăмăр. Пĕррехинче тус-тантăшпа ташăсем хатĕрлерĕмĕр, юрăсем юрларăмăр. Ун чухнех юрăç пулас килнĕ пуль çав ĕнтĕ! «В мире животных» кĕввипе вальс, «Встаньте дети, встаньте в круг» юрăпа ташланăччĕ. «То березка, то рябина», «Выглянуло солнышко» юрăсем шăрантарнăччĕ. Концерт пуçланиччен маларах масар çине кайса чечек татса килтĕмĕр. Çын пахчинчен татма юраман та... Вара хатĕрленĕ чечек çыххисене хамăра парнелеме хушса куракансене патăмăр. Концерт вĕçĕнче вĕсене пире тухса тыттарчĕç /йăл кулать/.
— Ачалăхăр питĕ хаваслă пулнă иккен…
— Ялта ун чухне тем те пурччĕ. Çулла çамрăксем валли ташă каçĕ урамрах иртнĕ, кино кăтартнă. Клубрах мăшăрлану мешехине ирттеретчĕ анне. Эпир пĕр класра вĕренекен хĕрсемпе Вальăпа, Ларисăпа тата Светланăпа çамрăк мăшăрсем валли «Тили-тили тесто ой-ой-ой», «Шăматкун каçхине кĕмĕл уйăх тухсан» юрăсене янраттараттăмăр. Шкула гитара калама пĕлекен çĕнĕ химик килнĕччĕ. КВН ирттереттĕмĕр шăпах вăл вăхăтра. Тепĕр командăра баян калакан пурччĕ. Пирĕн вара никам та музыка инструменчĕпе туслă мар. Гитара килте те пулнă-ха. Пиччесем калатчĕç ăна. Намăс курас килменрен номер валли чавса тавăрсах гитарăпа «Живи, родник, живи» юрра калама вĕрентĕм. Аккорчĕсене пиччерен ыйтрăм... Пирĕн команда çĕнтерчĕ. 8-мĕш класчен клубра Кĕрхи бал, Çĕнĕ çул уявĕсем йĕркелеттĕм.
— Мĕншĕн 8-мĕшччен кăна?
— Аслă классенче ăс пухма кÿршĕ яла çул тытрăм. Вара Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче уявсем хатĕрлеме пуçларăм. Мана ку питĕ кăсăклантаратчĕ. Вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркелерĕмĕр.
— Шкулпа сыв пуллашсан ăçталла çул тытрăр?
— Мускава вĕренме каясшăнччĕ. Пĕр экзаменра «3» паллă лартса пачĕç те – пулмарĕ. 16-рах атте-аннерен уйрăлса кайма та йывăрччĕ. Вара яла таврăнтăм, шкулта лаборантра тăрăшрăм, колхозри ансамбльте юрларăм. Ахаль ларман. Ялсем тăрăх концертсемпе çÿренĕ. Çулталăкран Хусанти патшалăх культура институтне çул тытрăм. Йышăнмаççĕ пуль тенĕччĕ. Иккĕленни кăлăхах пулчĕ, çăмăллăнах вĕренме кĕтĕм. <...>
Валентина СЕЛЕНИНА калаçнă
Материалсемпе туллин паллашас тесен...