Хресчен сасси 18 (3008) № 15.05.2024
Пĕр-пĕрне 55 çул каяллахи пекех юратаççĕ
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николай Васильевичпа Валентина Лукинична Васильевсем çемье çавăрни кăçал 55 çул çитрĕ. «Пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхеллĕ, пĕр шухăшлă пулни, ăнланни, хисеплени çемьене çирĕплетет. Ачасем тĕрĕс-тĕкел пурăнни пире тĕрек парать», — теççĕ вĕсем.
Çемье пуçлăхĕ — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Николай Васильевич Вăрмар тăрăхĕнчи «Хĕрлĕ ялав» район хаçатĕнче 30 çул тăрăшнă. Мăшăрĕ Валентина Лукинична тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмарти вăтам шкулта ĕçленĕ. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскерсем, ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. «Эпĕ Кивĕ Вăрмарта çуралнă. Çамрăклах колхоз уйĕнче вăй хунă. «Большевик» колхозра тырă вырнă, авăн çапнă. Шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн çемьери йывăр лару-тăру пирки укçа ĕçлесе илмешкĕн чукун çул çинчи куçса çÿрекен строительствăпа монтаж пуйăсĕ çине ĕçлеме кайнă. Хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Пермь облаçне вăрман касма та кайнă. Тăван енне таврăнсан транспорт кантурне шофера вырнаçнă. Ун чухне Вăрмар районĕ пысăкчĕ. Ялсене тăтăш тухса çÿренĕ, асфальт çул пулман, ирех тухса кайни, канмалли кунсемсĕр ĕçлени пайтах пулнă. Хыççăн парти райкомĕн пай заведующийĕнче вăй хунă, партин Горькинчи аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1975 çулта ĕç вырăнĕ пулман пирки район хаçатне ĕçлеме янă мана. Вăхăтлăх çеç тесеччĕ те… 12 çул – редактор çумĕнче, 18 çул редакторта тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн район администрацийĕнче ĕçленĕ», — каласа кăтартрĕ Николай Васильевич. Валентина Лукинична Çĕрпÿ районĕнчи Славаш ялĕнче çуралнă. 10 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн ăна направленипе Вăрмар районĕнчи Тупах ялне ĕçлеме янă. Час-час ĕçпе центра кайма тÿр килнĕ унăн. Вăрмарта паллашнă та пулас мăшăрĕпе Валентина. Хыççăн ăна Вăрмарти вăтам шкула куçарнă. Ĕмĕр тăршшĕпех ачасене математика предметне вĕрентнĕ. «Йĕркеллĕ çын пулни тÿрех курăнатчĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатчĕ, сиввĕн калаçнине те илтмен, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене яланах канаш-сĕнÿпе пулăшатчĕ. Çак енсем килĕшрĕç, илĕртрĕ курăнать хайхискер мана. 1969 çулта эпир çемье çавăртăмăр», — аса илчĕ Валентина Лукинична мăшăрĕпе паллашнă саманта. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
«Хирте ĕçлекен трактор сассине килĕштеретĕп»
Чăваш Сурăмĕнчи Генрих Романов пурнăçне техникăпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра çамрăк «Новый путь» хуçалăхра тĕп инженер тивĕçне чун-чĕре ыйтнипе туллин пурнăçлать, механизаторсен ĕç-хĕлне куллен тимлĕ сăнать. Вĕсен вăл е ку ыйту сиксе тухсан васкавлăн пулăшма тăрăшать.
Генрих Георгиевичшăн тĕп вырăнта çын. Çавăнпа та мехпаркра вăй хуракансене кашнине хисепе хурать. — Эпĕ ачаран ĕçе юратнă. Атте-анне мĕн хушнине вăхăтра пурнăçланă. Ман çине нихăçан та сасă хăпартман вĕсем. Шкулта лайăх вĕренме те мĕн пур май туса панă. Тăрăшнă, паллах. Çывăх çынсен умĕнче пите хĕретес килмен-тĕр. Дневнике лайăх паллă çаклансан ташша яма хатĕр пулнă, анчах та чунри савăнăçа ыттисене кăтартман. Учительсем хавхалантарни вара хама тата ытларах çирĕплетме пулăшнă, — терĕ Генрих Романов. — Аслă пĕлÿ илес шухăш аслăрах классенче вĕреннĕ чухне çуралчĕ-и? — ыйту патăм ăна. — Вĕреннĕ çын пулас тĕллев лартман, анчах та тивĕçлĕ пĕлÿ илес туртăм ачаран малалла туртса пынă. Пушă вăхăт тупăнсан кĕнеке алла тытма тăрăшнă, страницăра мĕн çырнине çиелтен пăхса тухман, кашни йĕркене тимлĕ вуланă. Çавăн пекех киле парса янă ĕçсене те тĕплĕ пурнăçланă. Ача чухне килте кăна ларас килмест-çке! Урама та тухнă, тантăшсемпе пĕрле выляса савăннă. Аттен трактор пурччĕ. Унран вара пĕр шит те уйрăлас килместчĕ, мĕншĕн тесен техника хăй патне туртатчĕ. Çывăх çын трактора мĕнле юсанине куç сиктермесĕр тенĕ пек сăнаттăм, çавна май çĕннине нумай пĕлеттĕм. Атте хăйĕнпе пĕрле кабинăна лартсан çав самантра вĕçсе кайма хатĕрччĕ. Уйра çÿренĕ чухне хурçă утăн рульне тыттарма йăлăнса ыйтаттăм та вăл хирĕçлеме пултараймастчĕ. Руле нумайлăха мар, темиçе минутлăха кăна тытма ирĕк паратчĕ. Хăй, паллах, юнашарахчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенскере пĕтĕмпех шанаймăн вĕт. Çапах та хамăн кăмăл-туйăм хавхаланупа тулатчĕ. Мĕнех калăн, ача телейĕ техникăна хăнăхса пынинче-çке. Ахальтен мар 11 класс пĕтернĕ тĕле нумай вăрттăнлăха пĕлме пултартăм. Трактора лайăх пĕлни Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс-хакăла тарăнлатнă вăхăтра питех те кирлĕ пулчĕ. Вĕренÿри йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарса пытăм, — кăмăллăн калаçрĕ çамрăк. <...>
Юрий КОРНИЛОВ
♦ ♦ ♦
Халал паян та пĕлтерĕшлĕ
Шупашкарти Ленин районĕнчи чи вăрăм урамсенчен пĕри — Иван Яковлев проспекчĕ. Вăл 1984 çултанпа çак ятпа хисепленет.
Иван Яковлев — пултаруллă педагог, ученăй, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. Вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр ир юлнă. Ăна Пахом Кириллов хресчен çемйи усрава илнĕ. 1856 çулта Иван Пăва уесĕнчи училищĕне вĕренме кĕнĕ. Кайран ăна Чĕмпĕрти çĕр виçекенсен училищине вĕренме янă. Кун хыççăн Чĕмпĕрти удельнăй кантура службăна янă, ялти мерщикре тăватă çула яхăн ĕçленĕ. Чĕмпĕр, Самар тата Хусан кĕпĕрнисенче час-часах çул çÿревре пулнă май Иван Яковлев тĕрлĕ халăх культурипе, пурнăçĕпе тата йăли-йĕркипе паллашнă. Унăн шухăш çуралнă: чăваш халăхĕн пурнăçне çăмăллатмалла, хута вĕрентмелле, пулăшмалла. Ĕмĕте пурнăçа кĕртмешкĕн чи малтан хăйĕн те пĕлÿ илмеллине лайăх туйнă. Укçа-тенкĕ пухса Чĕмпĕре куçса кайнă вăл, экзаменсене ăнăçлă тытса гимназийĕн 5-мĕш класне кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра чăваш шкулне йĕркелес шухăш çуралнă унăн. 1868 çулта ялти арçын ачасене — Алексей Рекеева, Егор Улюкина, Василий Каликарова тата Иван Исаева — чĕнсе илнĕ. Часах чăваш учителĕсен шкулĕ йĕркеленĕ. Гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, Хусанти университета вĕренме кĕнĕ. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...