Комментари хушас

8 Çу, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 17(1347) № 08.05.2024

Сцена çинче те — пурнăç

Чăваш Республикин наци библиотеки вулама юратакансене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарсах тăрать. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче кунта чăваш сăмахне, театра юратакансемпе çыравçăсем пухăнчĕç, хальхинче «Варкăш» литература клубĕ йĕркеленипе «Сцена çинче те — пурнăç» кĕнекене пахаларĕç. Ăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă, редакторĕ — Галина Антонова.

«Çырасси — çĕр чавнă пек»

Кĕнекене кĕнĕ ĕçсемпе, сăмах май, вĕсем ниçта та пичетленмен, драматургсем Чăваш Республикин Культура министерстви йĕркеленĕ конкурса хутшăннă. Чи нумай балл пухнă хайлавсене Светлана Каликова министр кĕнеке хальлĕн пичетлесе кăларма сĕннĕ. Çапла çуралнă «Сцена çинче те — пурнăç» çĕнĕ кăларăм. Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Аслисем валли уйăрнинче Александр Пăртта, Николай Сидоров, Рита Арти, Надежда Кириллова, Арсений Тарасов хайлавĕсем вырăн тупнă. Александр Пăртта, Марина Карягина, Николай Сидоров, Левтина Марье, Владислав Николаев хăйсен ĕçĕсене ачасене халалланă. Галина Алексеевна сăмах илнĕ май кăларăмпа ĕçлеме питĕ интереслĕ пулнине палăртрĕ. Кĕнеке вулакан патне çитичченех унпа паллашма май пулнăран, пушшех те. Пьесăсем жанр, тематика енчен тĕрлĕ енлине, драматургире çĕнĕ ятсем уçăлнине палăртрĕ вăл. Калăпăр, Надежда Кириллова ку таранччен пьесăсем çырман. Хăй те артистка пулнипе-и, тен, ăна Тани Юн пултарулăхĕпе кун-çулĕ питĕ кăсăклантарни курăнать. Александр Пăртта юрату çинчен питĕ черчен туйăмсемпе çырса кăтартнă. Владислав Николаев чĕр чунсем урлă çынсене сăнланă. Левтина Марье хайлавне Сăр чиккине тунă хастарсене халалланă. Арсений Тарасов шухăшĕсен ярăмне малалла тăснă темелле — ялсенче çуртсем пушанса пыни пăшăрхантарать ăна. Марина Карягина хăй ăста поэт пулнине çирĕплетсе пьесăна сăвăласа хайланă. Рита Арти Шураç ялĕ урлă пĕтĕм чăвашăн кун-çулне, историне сăнланă. Галина Алексеевна кĕнекене кĕнĕ пур пьесăна та сцена çинче курасса шаннине палăртрĕ. «Аппа шăнкăравларĕ те яла килме каларĕ — урай хăмисем тикĕс марланнă, анне вилес-тăвас пулсан тупăкĕ тÿрĕ лармĕ… — «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей» пьеса мĕнле çуралнине аса илчĕ Арсений Тарасов. — Кайрăм. Пирĕн ялта ватă хĕрарăмсен каçхине килтен тухса каяс йăла пур. Эпĕ, тĕлĕрме пуçланăскер, анне пуканепе мăкăл-мăкăл калаçнипе вăранса кайрăм. Лешне хĕрлĕ кĕпе тăхăнтартнă та, анне ун çине ăмсанса пăхнине туйрăм. Атте те вăхăтĕнче аннене хĕрлĕ пусмаран кĕпе çĕлесе парасшăн пулнине пĕлтĕм. Çакăн хыççăн çĕрĕпе çывăраймарăм, куçран куççуль юхрĕ те юхрĕ…» <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Шăлаçыртса, куççуле çăтса...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тылрисем те ырми-канми тар тăкнă. Уй-хирте вăй хунă, окоп чавнă. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă чухне иртен пуçласа каçчен, кунне 10 сехет, ĕçленĕ. 17-ри хĕрсене çеç тивмен çак асап-нуша, 13-16 çулсенчи ачасене те явăçтарнă. Йывăр ĕçе шăла çыртса, куççуле çăтса, анчах туслăн, пĕр чăмăрта пурнăçланă, Çĕнтерĕве çывхартнă.

Мăян çăкăрĕ

«13 çула çеç кайнăччĕ эпĕ ун чухне. Ялти Серафима Власовăпа тата Галина Григорьевăпа пĕрле мана та Çÿлти Кинчер ялĕ патне окоп чавма ячĕç», — аса илчĕ Вăрмар округĕнче Çитмĕшре пурăнакан Валентина Власова. Аслăраххисем: «Ытла çамрăк-çке», — тесе ăна шеллесе калаçнă. Ял канашĕн председателĕнче унăн тăванĕ ĕçленĕ те «çын шучĕ пултăр тесе мана янă-ши» тет вăл час-часах. — Виççĕшĕ те пĕр пĕчĕк пÿртре хваттерте пурăнни пирки каласа кăтартатчĕ аппа. Çăпатисене вара тулах хывса хăварнă, мĕншĕн тесен типсен вăл хуçăлма пултарнă. Ун чухне аппа хĕр пĕвне кĕме ĕлкĕреймен-ха та, паллах, ыттисемпе тан ĕçлеймен. «Чаваймастăм, мана Серафимăпа Галина пулăшатчĕç. Алă шăнса нимĕн туйми пулатчĕ», — час-часах каласа кăтартатчĕ вăл, — калаçăва хутшăнчĕ Валентинăн аппăшĕн Верăн кинĕ Елена Власова. Окоп чавса таврăннă хыççăн вĕсене Улатăрпа Йĕпреç тăрăхĕсене вăрман касма çуран илсе кайнă. Амăшĕ мăян вăррипе, шăннă çĕр улмирен пухăннă крахмалпа тата çăнăхпа çăрса çăкăр пĕçерсе килтен парса янă. Мăян çăкăрĕ ÿксенех тĕпреннĕ. Ăна пĕрчĕнпĕрчĕн пуçтарса çинĕ ытла та ир асап курма тивнĕ хĕр. Валентина Власовăн ашшĕ Василий Власов, пиччĕшĕсем Иванпа Мишша вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Мĕн чухлĕ куççуль тăкнă пулĕ амăшĕ… Йăмăкĕсем Вальăпа Вера вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех кĕтме пăрахман ахăр… Вăрçă чарăнсан Валентина шкула ĕçлеме вырнаçнă. Уншăн питĕ савăннă. «Ачасем валли çăмах пĕçерсе çитернĕ май хама та пĕрре лекнĕ-çке. Анчах окоп чавма яракан тăван шкул вуттине вăрлатăн тесе ĕçрен кăларчĕ...» — каласа кăтартнă хĕрне вăрçă ачи. Валентина Власовăна качча тухма ыйтакансем пулнă, анчах вăл амăшне хĕрхенсе, пĕччен хăварас мар тесе çемье çавăрма шухăшламан. Нушаллă самана çамрăклах унăн пурнăçне тулланă, пуçне кĕмĕлпе витнĕ. Çирĕп чунлă хĕрарăм хуçăлман, пурнăçа юратнă. Анчах синкер çав кунсене паян та куççульпе аса илет вăл… <...>

Елена ЛУКИНА

♦    ♦    ♦


5 çултах шурă халат тăхăнма ĕмĕтленнĕ

— Пулăшмалла мар-и? — больницăра картлашкапа алла туя тытса хăпаракан кинемей патне васкарĕ шурă халатлă хĕрарăм. — Йывăр, ахăртнех, сире…

Пуканесене «сипленĕ»

Çавăн пек çын вăл — Республика клиника больницин поликлиникин аслă медсестри Елена Остерова. Пулăшу кирлĕ чухне ним пулман пек иртсе кайма пултараймасть. «Унсăр пуçне — тĕлĕнмелле пултаруллă, пысăк та ăшă чунлă, ĕçе пысăк яваплăха туйса йĕркелеме тата пурнăçлама пултараканскер. Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлемех çуралнă тейĕн. Ун пеккисем çинчен мар тăк — тата кам пирки çырмалла? Тивĕçлĕ», — Пĕтĕм тĕнчери медицина сестри кунĕ умĕн Республика клиника больницин поликлиника заведующийĕ Валентина Егорова пĕр шухăшласа тăмасăр Елена Александровнăпа çыхăнма сĕнчĕ. Паллах, чи пĕрремĕш ыйту та професси пиркиех пулчĕ — мĕншĕн шăпах çак çула суйланă? Çур ĕмĕр ытларах каялла Шупашкарта çуралнă хĕрача. Александр Ивановичпа Тамара Федоровна Кузнецовсен çемйинче икĕ хĕр пĕрчи çитĕннĕ. Пĕчĕкскерсем вăхăта пуканелле выляса ирттернĕ темелле. Анчах та чĕмсĕр «тусĕсем» темшĕн тăтăшах «чирленĕ». Вĕсем кăна та мар-ха, Еленăн ашшĕ-амăшĕ те, йăмăкĕ те тăтăшах «хавшанă»: е «пуçĕ ыратнă» вĕсен, е «шăннă» вĕсем… Пĕчĕк «тухтăрăн» вĕсене «сиплеме» тивнĕ: çывăх çыннисене «эмел» панă хĕрача, йывăç тураттинчен тунă «йĕппе укол та тунă»… — 5 çултанпах, астăватăп, эпĕ хама сывлăх сыхлавĕнче кăна кураттăм, — шухăшĕпе ачалăха таврăнчĕ Елена Александровна. — Пурне те «сиплеттĕм», никам та мар, тухтăр кăна пулатăп тесе ĕмĕтленеттĕм. Маншăн питĕ чыслă, сумлă, хисеплĕ пулнă çак професси. Тен, аннен йăмăкĕ тухтăрта ĕçлени çапла витĕм кÿнĕ-ши? Эпĕ ăна питĕ юрататтăм. Пĕррехинче, астăватăп, аслисем асăрхаттарнине итлемесĕр ÿксе пÿрнене кастартăм. Юн юхать! Аннен йăмăкĕ чупса пычĕ те пÿрнене çыхса ячĕ. Эпĕ шурă «пуканеке» çÿлелле тăратса çÿретĕп — курăр, аннен йăмăкĕ çыхса ячĕ, вăл тухтăр! Этем ĕмĕтленет те, Турă ăна хăйĕн çулĕпех уттарать теççĕ. Хĕрĕн те хăй палăртнине пурнăçлама тÿр килмен. Шкултан вĕренсе тухсанах тенĕ пек çемье çавăрнă Елена. Ывăлĕ Саша çуралнă. Аслă пĕлÿ шухăшĕ-и унта? Капла та медицина училищинче вĕренекенскерĕн пепкине пăхма кам кăна пулăшман-тăр: тăванĕсем те, юлташĕсем те. Çакна ĕнер пулса иртнĕ пекех астăвать Елена Александровна: пĕр аудиторире вăл юлташĕсемпе пĕрле экзамен тытнă, тепринче вара студентсен ушкăнĕ йĕрмĕшекен ывăлне лăплантарма тăрăшнă. Сăмах май, вĕренекен çамрăксем пĕчĕк пăхаттире витĕм кÿнĕ-ши, Саша ÿссе çитсен студентсен çулĕпе кайнă. Мускав патшалăх университетĕнче инженер геолога вĕренсе тухнă, алла хĕрлĕ диплом илнĕ. <...>

М.МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.