Комментари хушас

8 Çу, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 17 (6518) № 08.05.2024

«Çĕнтерӳ мĕнле туптанни çинчен каласа паратпăр»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине халалласа республикăра мероприятисем иртеççĕ: «Вилĕмсĕр полк», «Георгий хăйăвĕ», «Çĕнтерÿ ялавĕсем», «Тумтир çинчи герой портречĕ», «Астăвăм стени»...

Тĕрлĕ акци иртет

Кашни çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ «Вилĕмсĕр полк» акци кăçал та урăхла форматпа, онлайн мелпе, иртет. Вăрçăра пулнă çывăх çыннисен сăн ӳкерчĕкне Раççейри хуласен тĕп урамĕсем тăрăх йăтса утас йăлана хăрушсăрлăх йĕркие пăхăнса вăхăтлăха пăрахăçлама йышăннă. Онлайн мелпе иртекен акцие кирек кам та хутшăнма пултарать. «Контактра» социаллă сетьри страницăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуç хунă е унтан таврăнса мирлĕ вăхăтра çĕре кĕнĕ çывăх çынсен портретне ˇнашБессмертныйполк хэштегпа вырнаçтармалла çеç. Кăçал ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсене уйрăмах хисеплетпĕр. Çавăн пекех çуртсен тата автомобильсен чӳречи, тумтир çине вăрçа хутшăннă тăвансен сăн ӳкерчĕкне вырнаçтарма та май пур. Предприятисенче, вулавăшсенче, музейсемпе шкулсенче хăйне евĕрлĕ астăвăм стенисем йĕркелеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çутă пуласлăхшăн çапăçнă ветерансене те, халĕ пурăнаканнисене, тимлĕхсĕр хăвармĕç. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн вĕсене чыслас тĕлĕшпе те йăлана кĕнĕ акцисем иртеççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем патриотлăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак уяв вăрçă вут- çулăмĕ витĕр тухнă салтаксен ачисемпе мăнукĕсемшĕн уйрăмах хаклă. Ялсемпе хуласенчен пин-пин паттăр тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Анчах, шел те, Çĕнтерĕве пурте кĕтсе илеймен. Нумайăшĕ паттăрла çапăçса пирĕн ирĕклĕхшĕн пуç хунă. Пĕртен-пĕр сăн ӳкерчĕке типтерлĕн упраççĕ Шупашкарти халăха комплекслă майпа социаллă пулăшу паракан центрăн пай заведующийĕ Надежда Мастеровăн мăн аслашшĕ Лука Давыдов вăрçăра лейтенант пулнă. Лука Ефремович 1909 çулта Элĕк районĕнчи Ураскилтре çуралнă. 30 çултан иртнĕ арçын 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта кайнă. Килте арăмĕ Мария Сергеевна ултă ачипе юлнă, çиччĕмĕшĕ хырăмра пулнă. Салтак III Беларуç фрончĕн стрелоксен 376-мĕш полкĕн взводне ертсе пынă. Йывăр суранланнă, госпитальте сипленнĕ. Лука Давыдов Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен, 1945 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче йывăр суранĕсене пула вилнĕ, ăна Калининград облаçĕнче пытарнă. «Паттăрлăхшăн» медале, Хĕрлĕ Çăлтăр тата II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсене тивĕçнĕ. Çемье халĕ Лука Давыдовăн пĕртен-пĕр сăн ӳкерчĕкне типтерлĕн упрать. «Эпир хамăрăн ачасене Çĕнтерӳ мĕнле майпа туптанни çинчен каласа паратпăр. Тăван çĕршыва юратни çемьерен, асаттесемпе мăн асаттесене хисепленинчен пуçланать-çке-ха», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Надежда Мастерова. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çамрăксен пултарулăхне кăтартма май паракан ăсталăх лаççи

Çĕр çывăрман каçсем, репетици, сцена тата… юратнă куракансем. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Студентсен çуркунни» фестивале пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхипе вăл 55-мĕш хут иртрĕ. Фестиваль пĕр уйăха яхăн пычĕ.

Кăçал Чăваш Енĕн тĕп хули Шупашкар 555 çул тултарать. 55-мĕш хут, 555 çул… Çак икĕ цифра савăнăçлă уяв валли сăлтавсем пулса тăчĕç. Тĕп хулан çавра юбилейĕ пирки И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров та асăнчĕ. «Студентсен çуркуннине» кăçал хула юбилейне халалларăмăр. Университетра иртекен пур мероприятие те шăпах çак кун тĕлне йĕркеленĕ. Ку пуриншĕн те пысăк пулăм. 55-мĕш «Студентсен çуркуннине» хулан юбилейĕпе çыхăнтарма пултарнăшăн савăнатпăр», — палăртрĕ Андрей Юрьевич. Концертсенче харпăр хăй çырнă юрăсем, тĕрлĕ жанрлă кĕвĕсем янăрарĕç, тĕрлĕ постановка кăтартрĕç. Чи чаплă номерсене галаконцерт программине кĕртнĕ. Студентсем вара фестивале хатĕрленсе чăн-чăн туслă çемье пулса тăнине палăртрĕç. Кăçал конкурсантсем жюри членĕсене интереслĕ чылай постановкăпа тĕлĕнтерчĕç. Гран-прие юридици факультечĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна «Техи» ушкăн тивĕçрĕ, «Сборная 3-х» тата историпе географи факультечĕ 3-мĕш вырăна пайларĕç. Çĕнтерӳçĕсене çул çӳрев кĕтет, вĕсем Раççейри чи паллă вырăнсене çитсе курĕç. «Студентсене эпир тĕрлĕ енлĕн хаклатпăр, тĕп критерисем çук. Урăхла каласан, эпир пултарулăха, хастарлăха пăхатпăр. Чи пĕлтерĕшли — студентсем хăйсен ĕçне чунран пурнăçлани», — палăртрĕ жюри председателĕ Евгений Евграфов. Студентсем темиçе уйăх çанă тавăрса хатĕрленнĕ: постановкăн темине палăртнă, юрă-кĕвĕ шăрçаланă, сценари çырнă. Куракансем культура керменĕнче пилĕк жанр кунĕнче 10 концерта çитсе курнă. Ку пĕтĕмпе — 200 пултарулăх номерĕ. «Фестиваль студентсем валли тĕрлĕ май уçса парать. Кунта кашниех аталанать, хăйне тупать», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ 5-мĕш курсра вĕренекен Екатерина Мемикова. «Проект студентсене вĕренсе тивĕçлĕ профессие алла илме май парать кăна мар, вăл çĕнĕ майсем, кăмăл-туйăм тата савăнăç та парнелет», — хушса хучĕ 1-мĕш курсра вĕренекен Анастасия Ананьева. Куракансем кăмăллă юлччăр тесе факультетсем нумай ĕç тунă. «Ку «Студентсен çуркунни» — маншăн пĕрремĕш, çавăнпа питĕ пăлхантăм. Куракансем пирĕн ĕçе лайăх енчен хаклаччăр, кунта килсе вăхăта сая янă тесе ан кулянччăр тесе тăрăшрăмăр», — кăмăл-туйăмĕпе пайланчĕ фестивале хутшăннă Мария Александрова. Пултарулăх номерĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни чылайăшне тĕлĕнтерчĕ. Фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне, артист ăсталăхне тата искусствăна юратнине кăтартса пачĕç. Юрă-ташă, кулăш, театр искусстви, креативлăх — çаксене пĕтĕмпех сцена çинче курма май пулчĕ. Студентсем юрланă кăна мар, тĕрлĕ музыка инструменчĕ те каланă. Кунсăр пуçне факультетсем искусствăн хăнăхнă жанрĕсенчен урăхларах номерсемпе те тĕлĕнтерчĕç. Сăмахран, «Техи» ушкăнри Анна Журавлева сывлăшра ункă çинче çакăнса тăрса тĕрлĕ акробатика элеменчĕсене пурнăçларĕ. Хĕр сăнчăртан хăтăлма пултарнă кайăка сăнласа пачĕ. Илемлĕх, ирĕклĕх, хӳхĕмлĕх — çаксем пурте куракансен чунне тыткăнларĕç. <...>

Ульяна ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Аманнă хыççăн та юлташĕсем патне таврăнасшăн

«Эпĕ 47 çула çитсе те салтак тивĕçне пĕр кун та пурнăçласа курманччĕ. Хăй вăхăтĕнче мана çар тивĕçĕнчен хăтарчĕç. Çук, сусăр пулман эпĕ. 1977 çулта Улатăр хулинче çуралнă, ытти ачапа тан шкула çӳренĕ. Çемьере пĕртен-пĕр ывăл ӳснĕ эпĕ. Аннепе çеç пурăннă. Улатăрти вăтам шкултан вĕренсе тухсан автомобильпе çул-йĕр техникумĕнче специальноç илтĕм. Унтан «Электроавтомат» заводра ĕçлерĕм. Питĕ лайăх специалист пулнă эпĕ. Паянхи кун та мана унта кĕтеççĕ», — çапла паллаштарма пуçларĕ хăйĕнпе Алексей Родин.

Амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ

Унпа ăнсăртран тĕл пултăм. Çĕршывра теракт пулнă хыççăн полицейскисем питĕ сыхă тăраççĕ, иртен-çӳрене чарса тĕрĕслеме пултараççĕ. Канаш хулинче мана пĕр кунра виçĕ хутчен чарса документсене тĕрĕслерĕç. Пĕрремĕш хутĕнче ним ăнланмасăрах кĕсьери хутсене кăларса кăтартрăм. Иккĕмĕшĕнче сисчĕвлентĕм. Мĕншĕн каллех мана? Юрĕ, малалла кайрăм. Чукун çул вокзалĕ патне çитсен виççĕмĕш хут чарчĕç. Çав вăхăтрах çар тумне тăхăннă арçыннăн докуменчĕсене те тĕрĕслетчĕç. Ăна та пĕрре кăна мар чарнă иккен. Вăл мăкăртата-мăкăртата кутамккинчи япалисене кăларатчĕ. Эпĕ те хам тарăхнине кăтартас терĕм-ши? Полици çыннисене тĕрлĕ сĕнӳ пама тытăнтăм. Çав вăхăтра çар çынни тумне тăхăннă çын мана лăплантарма пуçларĕ. Тĕрĕслев хыççăн малалла пĕрлех кайрăмăр. Пирĕн çулсем те пĕр еннеллех выртрĕç. Çапла паллашрăм эпĕ Алексей Родинпа. Алексейăн каймалли çулĕ вара инçе. Малтан Мускава пуйăспа çитмелле, унтан Красноярск хулине самолетпа вĕçмелле, кайран Тыва Республикине автобуспа каймалла, хыççăн каллех çав маршрутпах каялла таврăнмалла та Донецк облаçĕнчи Авдеевкăна çитмелле. Çавăнпа унпа тĕплĕнрех калаçма вăхăт сахалрах пулчĕ. Мана пĕр япала çеç тĕлĕнтерчĕ: инçе çула тухнă арçынна никам та ăсатса ямарĕ. Каярахпа салтак сăлтавне уçса пачĕ: «Улатăр хулинче анне пĕчченех пурăнать. Юлашки сакăр çулта вара эпĕ Саранск хулинче кун кунларăм. Анне патне час-часах килсе çӳрерĕм. Вăл 74 çулта. Унпа пĕр çултисенчен нумайăшĕ тăнтăн çӳрет-ха. Манăн анне вара чирлекелет. Сăлтавĕ те пур çав. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех заводра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕнчен çамрăклах юлнăскер мана, пĕртен-пĕр ывăлне, тивĕçлĕ воспитани парса ӳстересчĕ тесе нумай тăрăшрĕ. Те пурнăçлайрăм аннен ĕмĕтне, те çук... Мĕн пур амăшĕн ачисем çемье çавăрнине курас, мăнукĕсене утьăкка сиктерес килет. Эпĕ вара чылай çул аннене çав ырлăха кăтартаймарăм. Çук, авланман мар. Икĕ хутчен те çемье çавăрса пăхрăм. Икĕ ача пулнă манăн. Халĕ чылай çамрăк хут уйăрттармасăр пурăнать вĕт. Анчах ку, манăн шутпа, выляни çеç. Çемье тĕвĕленĕ пулсан ăна çирĕп тытса пыма тăрăшмалла. Арăмĕпе упăшкин иккĕшĕн те. Виççĕмĕш хутĕнче çемье çавăртăмах пулĕ тенĕччĕ. Саранск хулинче тĕпленнĕччĕ. Пирĕн хĕр София çуралчĕ. Хам стройка енĕпе ĕçлеттĕм. Манăн ку енĕпе алă пырать. СВО пуçланчĕ те, юлташсем пĕрин хыççăн тепри контракт çырса унта кайма тытăнчĕç. Эпĕ, салтакра пулманскер, тăхтарăмха. Çемьере хура кушак каçса кайма нумай та кирлĕ мар иккен. Арăмпа иксĕмĕр хушшинче хирĕçӳ сиксе тухрĕ те вăхăтлăха уйрăм пурăнса пăхар терĕмĕр. Амăшĕшĕн ачи хăть те миçере те ача вĕт. Анне мана ăнланчĕ, хамăн шухăшсене йĕркене кĕртиччен лăпланса пурăнма сĕнчĕ. Юлташсем пурте лереччĕ, унти пурнăç çинчен каласа паратчĕç. Пурте пĕр шухăшлă пулса çĕнтерĕве кĕтни çинчен пĕлтеретчĕç. Çавăн хыççăн манăн та вĕсем патне каяс килчĕ. Кунта мана тытса тăраканни нимĕн те çукчĕ. Аннене ятарлă çар операцине контрактпа каяссине пĕлтертĕм. Пĕртен-пĕр ывăлне çапăçу хирне кăларса ярасси çăмăл мар пулсан та вăл мана ăнланчĕ. 2023 çулта СВОна кайрăм. Вĕренӳре пулнă хыççăн танксен çарĕнчи БМП çинчи аслă механик специальноçне алла илтĕм. Анчах хам ку специальноçпе пĕр кун та çапăçса курман. СВОна лекнĕренпех «эвакуатор» пулса ĕçлетĕп. Вăл — çапăçу хирĕнче тăрса юлнă çар техникине тыла илсе тухакан салтак. Аманнисене илсе тухакансене те «эвакуатор» теççĕ. Манăн çарти позывной – «Чуваш». Хам чăвашла питех пĕлсе каймастăп пулин те Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕрен мана çавăн пек ят илме сĕнчĕç. Пирĕнпе пĕрле чăваш, мăкшă чылай. Çĕпĕр енчисем те йышлă. Мĕншĕн тесен пирĕн дивизи Тыва Республикинче йĕркеленнĕ. Эпĕ çав дивизин салтакĕ шутланса тăратăп. Çавăнпа манăн халĕ чи малтан Тыва Республикине çитмелле, унтан тин Донецк тăрăхне», — хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ Алексей Родин. Алексей 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнче Авдеевка патĕнче аманнă. Унăн вăйлă контузи пулнă. Çапах вăл госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн пурпĕрех хăйĕн чаçне кайма тухнă. Паллах, çапăçу хирне кайиччен унăн медкомисси витĕр тепĕр хут тухмалла. «Ун витĕр пурпĕрех тухăп. Пĕрремĕшĕнче мар тăк иккĕмĕшне кайăп. Манăн юлташсем патне таврăнмаллах», — терĕ вăл çирĕппĕн. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пĕр юрра та «ку çавăн чухлĕ укçа парать-ха» тесе çырман»

Унăн юлташĕ — гитара тата пĕчченлĕх, чун тĕпренчĕкĕсем — юрăсем. Чуна тыткăнлакан сассипе, шухăша яракан юррисемпе вăл итлекенсене çавăрса илчĕ. Виктор Горелов — чăваш эстрадинчи çĕнĕ çын. 40-рен иртсен вăл пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрне пуçăннă, ăна юрăсем çырса пуянлатнă.

Чун киленĕçĕ

— Виктор, санпа калаçмашкăн хатĕрлентĕм: санăн юррусене итлерĕм, «Контактри» страницуна пăхса тухрăм. «Пăла» юрруна уйрăмах килĕштеретĕп. Сана юрăç пек кăна мар, çын пек те пĕлес килет.

— Эпĕ Елчĕкре çуралса ӳснĕ. Гитара калама шкул ачи пулнă чухнех вĕреннĕ. Хам тĕллĕн те аппаланнă, музыка шкулне те кăштах çӳрекеленĕ. Шкултан таврăннă чухне вокзал урлă килеттĕмĕр. Унта тир ларатчĕ. Пăшалтан персе Валерий Леонтьевăн пластинкине выляса илнине астăватăп. Килте проигрыватель пурччĕ. Кайран кассетăллă магнитофон туянса пачĕç. Пирĕн килте винил пластинкисем упранаççĕ. Ĕлĕкхи «мода» таврăнчĕ, вĕсене çынсем итлеме кăмăллаççĕ халĕ.

— Эсĕ профессионал мусăкçă мар. Кама вĕреннĕ?

— 1995 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме Шупашкара килтĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пирĕн енчи чылай çамрăк çак аслă шкулалла туртăнатчĕ. Те самани çавнашкал пулнă вара? Эпĕ те пурнăçран юлман темелле-ши? Аграри производствин экономистне вĕрентĕм. Анчах ку профессипе пĕр кун та вăй хуман. Эпĕ яланах хам çине ĕçленĕ. Халĕ ирĕклĕ художник евĕр туятăп. Ку пурнăç йĕрки мана шутсăр килĕшет. Хамăн вăхăтпа — хам хуçа. Анчах ĕçлемесĕр пурăнма çук çав. Бизнесмен тесе калаймастăп. Тиевсем турттарас енĕпе хамăн ĕçе уçрăм, транспортсем туянтăм. Тĕрлĕ саккаса та çӳретĕп. Нумай çĕрте ĕçлесе куртăм, Мускавра та пурăнтăм. Унта 4 çул таксире тăрăшрăм, стройкăра та пилĕк аврăм.

— Апла эсĕ ялтан 11 класс хыççăн тухса кайнă та хула çынни пулса тăнă.

— Çапла, тăван салана хăнана çеç кайса çӳретĕп. Ку тĕрĕс те, мĕншĕн тесен ӳссе çитнĕ çыннăн уйрăм пурăнмалла, хăйĕн пурнăçне йĕркелемелле. Çапах эпĕ чунпа — ял çынни. Тен, ватлăх çитсен унта пурăнăп. Ватă çыншăн çĕр çинче кĕштĕртетни подъезд умне тухса ларнинчен лайăхрах пуль.

— Эпĕ ăнланнă тăрăх, юрăсем çырасси — санăн чун киленĕçĕ. Мĕнрен пуçланнă ку туртăм?

— Чун киленĕçĕ нумай манăн. Чи çывăххисем — музыка тата спорт. Велосипедпа ярăнатăп, пляж волейболĕ выляма Атăл хĕррине çӳретĕп. Вăйлă спортсмен мар паллах, канмалла кăна кăсăкланатăп. Ăс-тăн вăййисем килĕшеççĕ. Шахматла, бильярдла хаваспах вылятăп. Пушă вăхăтра кĕнеке вулатăп, театра, кинона, концерта тухса кĕме пултаратăп. Ытти çын пекех пурăнатăп. Юлашки çулсенче гуманитари енĕ — сăвăсем, юрăсем, кĕнекесем… — ытларах туртаççĕ. Сăвăсем малтанах çыркалаттăм. Социаллă сетьсене тытса пынă май пĕр-пĕр сăн ӳкерчĕке вырнаçтарнă чухне кĕске сăвă çырса хураттăм. Пĕтĕмпех çакăнтан пуçланчĕ. Эпĕ ятарласа ларса юрă çыраймастăп. Вĕсем ăнсăртран килеççĕ. Юлашки вăхăтра час-часах юрă çырса пама ыйтаççĕ. Анчах эпĕ вĕсен кăмăлне тивĕçтерейместĕп. Юрăсем çырса пуяс тĕллевĕм çук. Çулталăк çурă каялла юрăсене аранжировка тутарса çыртарма тытăнтăм. Хам хыççăн хитре юрăсем хăварсан аван вĕт. Вĕсенче мĕнле те пулин шухăш пĕлтерес килет. Концерт ĕçĕпе те аппаланса пăхас, сцена çине юрăç пулса тухас килет.

— Халăх пуçтарма йывăр пек туйăнать. Ку хăратмасть-и?

— Кашкăртан хăрасан вăрмана кайма хушман. Юрă çыртарма та халĕ йӳнĕ мар: 20-50 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Темиçе хут çыртарма та тивет, ун чухне ытларах та тăкакланать. Халăха пуçтарма чăннипех те йывăр пек туйăнать. Интернет çынсене наянлатать. Çамрăксем уйрăмах апат-çимĕç туянма та лавккана каймаççĕ, киле саккас параççĕ. Пурнăç улшăнчĕ: веçех илме пулать, пĕтĕмпех алă айĕнче халĕ. Çав шутра концертсем те видеопа пăхма май пур. Тăрăшсан таçта та ĕçлеме пулать. Шоу-бизнесра та ăнăçу çĕнсе илнĕ çынсем пур. Пур çĕрте те çавах: пĕринчен пулать, тепринчен çук. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Вилнĕ хутне» илсен те анне аттене кĕтме пăрахмарĕ»

«Эх, мăнтарăн пурнăçĕ, кăлтăртатса иртсе кайрĕ хăйĕн çулĕпе. Мĕн кăна курмарăм-ши? Мĕнле кăна тертленмерĕм-ши?» — тесе пуçларĕ калаçăвне вăрçă ачи Анна Васильева.

Анна Васильевна 1937 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Смычка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. «Аттепе анне эпĕ çураласса савăнсах кĕтнĕ, аппа та эпĕ çут тĕнчене килнĕ саманта савăнса аса илетчĕ. Анчах шăпа çапла пӳрнĕ-тĕр: вăрçă вăхăтне лекрĕмĕр», — шухăш çăмхине малалла салтрĕ Анюта инке. Вăрçă пуçланнă чухне Анюта 3 çулти ача кăна пулнă. Ун чухнехи пурнăçа йăлтах астумасть вăл, çапах хăш-пĕр самант унăн асĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. «Ваççа, вăрçă пуçланнă теççĕ. Эх, алă-ура çавăрса янăччĕ кăна ĕнтĕ, халь тата мĕн пулса тухрĕ-ха?» — тенине илтрĕм аннерен. Вăхăт нумай та иртмерĕ — атте патне повестка килчĕ. Ури уксахчĕ унăн, пĕр уйăх маларах колхоз витине юсанă чухне аманнăччĕ. Аттепе сыв пуллашмалли кун çитрĕ. Вăл ман ума чĕркуçленчĕ. «Ах, Анюта-а-а, эпĕ кайсан мĕнле пурăнатăр-ши ĕнтĕ? Текех курайăп-ши сире? Мĕнле шăпа килсе тухĕ-ши?» — тесе мана пуçран шăлчĕ. Пĕчĕк пулин те вăрçă урамри вăйă маррине лайăхах чухланă эпĕ. Сисĕнмесĕрех пит тăрăх куççуль юхса анчĕ. Аннепе аппа аттене ăсатма урама тухрĕç. Манăн та питĕ тухас килчĕ, анчах кăлармарĕç. Çапла атте кайнине чӳречерен çеç курса юлтăм. Кутамккине çакнăскер аманнă урине сĕтĕрсе вăрçа тухса кайрĕ. Темччен пăхса лартăм ăна, куç умĕнчи хура мĕлке пач çухалсан тин майĕпен чӳрече умĕнчен пăрăнтăм. Çапла анне, 7 çулти Клавди аппа, 5-ри Макар пичче, асатте тата эпĕ килте юлтăмăр. Вăрçă çулĕсем выçлăхпа та асра юлчĕç. Ялти пур арçынна та тенĕ пекех фронта илсе кайрĕç. Пирĕн асаттен ури питех утмастчĕ, çавăнпа аннепе аппа арçын ĕçĕсене хăйсем тума тытăнчĕç. Нимрен те хăрамастчĕç. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле колхоз анине çумлама çӳреттĕм, хамăн пĕчĕк алăпа май çитнĕ таран пулăшаттăм. Çапла кăштăртатса хĕл каçрăмăр, çуркунне çитрĕ. Ун чухне тухтăрсем пирĕн тăрăха çулталăкра пĕрре кăна килкелетчĕç, чирлĕ ачасене укол тăватчĕç. «Пирĕн Макара та укол тăвăр-ха», — хуйха сиснĕн ыйтрĕ вĕсенчен анне. «Чирлемен ачасене укол тума юрать текен саккун çук», — çапла хуравларĕ те тухтăр хăйĕн çулĕпе малалла кайрĕ. Пĕр-икĕ кунранах Макар чирлесе те ӳкрĕ. Тринкки-транкки сикекен ача пĕр самантра пусăрăнчĕ, темиçе кунран унăн пурнăç çиппи татăлчĕ. «Эх, ачам, сана епле упраса хăвараймарăмăр-ха? Мĕн туса хутăмăр?» — ĕсĕклесе йĕчĕ анне Макарăн пĕчĕк кĕлетки çумĕнче. Ачана хура тăпрапа хупларăмăр. Асатте те: «Макар ашшĕнчен та маттуртарахчĕ. Шăпи мĕншĕн çапла килсе тухрĕ-ши?» — тесе хуйхăрчĕ. Макара пытарнă хыççăн анне аванах хуçăлчĕ, çапах пурпĕрех атте вырăнĕнчех ĕçлерĕ, пире тăрантассишĕн нумай тăрăшрĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнсах тепĕр çуркунне те çитрĕ. Çав çул эпĕ чирлесе ӳкрĕм. Макара пытарнăранпа çулталăк кăна çитетчĕ, хуйха пула аннен суранĕсем те ӳт илменччĕ — инкек ман пата çитрĕ. Чӳрече умĕнче сарлака вăрăм сак ларатчĕ. Çемçерех пултăр тесе анне çавăнта тумтир пăрахрĕ те мана вырттарчĕ. «Анюта вилет-им?» — тенине илтрĕм. Пĕрле вылякан шăпăрлансен хăлхине эпĕ чирлени пирки сăмах кĕнĕ иккен. Ялĕ пысăк мар та. Анне те, аппа та сăнран улшăнчĕç. Пĕр-икĕ кунран сасартăк аппа кăшкăрса ячĕ: «Анне, тухтăрсем килнĕ!» Аппан куçĕ çуталчĕ, тахăш самантра килтен чупса тухрĕ те шурă халатлă çынна пӳрте илсе кĕчĕ. Мана укол турĕç. «Ну, халь хĕрӳ вилмест, пурăнатех», — терĕ тухтăр анне çине савăнăçлăн пăхса. Чăнах та, темиçе кунран вăй илме пуçларăм, кил хушшинче çӳрекен пултăм. Эрнерен чир мĕн иккенне те манма ĕлкĕртĕм. Çав тухтăра паянхи кун та тав тăватăп». Кун хыççăн кун иртрĕ, пурнăç йывăрлансах пычĕ. Аттерен кашни кун çыру кĕтеттĕмĕр. Пĕр сăмах та пулин илтесчĕ теттĕмĕр. Анчах нимĕн те çук. 1944 çулта шкула кайрăм. Анне пиртен çĕлесе панă сумкăна çакса кашни кун пĕлӳ çуртне васкаттăм. Пĕрре çапла ларатăп килте, анне кĕчĕ те: «Анюта, мĕн туса ларатăн? Ма шкулта мар эсĕ?» — терĕ. Сумкăна çакрăм та пахча хыçĕпе сиккипе вĕçтертĕм. Шкул умне çитрĕм те пăхатăп — алăк çинче тем пысăкăш çăра çакăнса тăрать. «Ара, хĕрĕм, мĕн тăватăн эсĕ кунта паян?» — тени илтĕнсен çаврăнса пăхрăм. Темле арçын тăрать. «Мана анне шкула янă», — терĕм. «Ара, хĕрĕм, паян кану кунĕ-çке, шкул ĕçлемест», — терĕ палламан çын. Вара виçĕ çухрăмра ларакан пĕлӳ çурчĕ умĕнчен каялла киле вĕçтертĕм. Киле çитсен анне ятлама пуçларĕ: «Эсĕ ма урокра мар?!» «Анне, паян кану кунĕ, вĕрентмеççĕ», — хуравларăм эпĕ. «Э-э-э, чăнах-çке, мансах кайнă. Каçар ĕнтĕ, хĕрĕм, тем пăтрашăннă манăн пуç», — терĕ те анне малалла хăйĕн ĕçне тума васкарĕ. Çичĕ çула çитичченех килте аванах пулăшакан пултăм. Ун чухне путексене çăка милĕкĕ çитеретчĕç, «путек милĕк» теттĕмĕр ăна. Çавна хуçма ялан мана яратчĕç. Вăрман çывăхра пулнипе пĕчченех каяттăм. Пĕррехинче анне каллех «путек милĕк» хуçма ячĕ. Вăрман хĕррине çитрĕм — çывăхра çăка çук, хамах хуçса пĕтернĕ-ха ĕнтĕ. Нумай шухăшламарăм, юнашар ларакан çирĕк çăмăллăнах хуçăлнипе шатăртаттартăм кăна. Тем чулах пулчĕ милĕкĕ. Ну, ку эрнене çитет-ха тесе киле темиçе хут та хутларăм. Кашни турата вите хыçне тăратса хутăм. Хам пысăк ĕç тунăшăн питĕ савăнтăм. Каç кӳлĕм малтан анне, кайран аппа таврăнчĕç. Аппа кĕчĕ те: «Анне, пĕлетĕн-и, пирĕн Анюта мĕн пысăкăш ĕç тунă? Курасчĕ санăн, мĕн чухлĕ милĕк хуçса килнĕ вăл», — терĕ куллине чараймасăр. Эпир аннепе ним ăнланмасăр пĕр-пĕрин çине пăхсан тин «çирĕк милĕкĕ» тесе сăмахне вĕçлерĕ те ахăлтатсах кулса ячĕ. Анне те йăл кулчĕ. «Ачам, çирĕке путек çимест, ăна хуçмалла мар», —терĕ мана лăпкăн. Çапла кулăш-камит кăтартсах ĕçе вĕренсе пытăм. <...>

Игорь ВАСИЛЬЕВ, Мария ОРЛОВА. Йĕпреç округĕ, Липовка шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.