Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Шăпа парниллĕ Çĕнĕ çул

Çĕнĕ çул - çамрăклăхри чи кĕтнĕ, чи хаваслă, чун теме шаннă уяв. Пĕлтĕр Çĕнĕ çула хĕрсен ушкăнĕ- пе кăна кĕтсе илсе шар курнă, çур çĕр иртсенех çывăрма выртнă хыççăн, кăçал чун хаваслă уява шăп та лăп казармăна тимĕр çăрапа питĕрсе хунă салтаксем пек кĕтсе илес темерĕм - çитет, ват хĕр мар-ха хальлĕхе! Ялтан тин кăна килнĕ хĕр ача мар вĕт, ăна-кăна курнă, такампа та паллашнă. Пурнăç опычĕ- пе туллин те пĕлсе усă курмалла кун пек чух!

Хĕрсем ăнланаççĕ ĕнтĕ, каччăсене шанса ларсан - нимĕн те пулмасть. «Толковăй» йĕкĕтсем динозаврсенчен те маларах вилсе пĕтнĕ. Тен, çут тĕнчере нихăçан пулман та вĕсем - ку хитре шухăша та тÿрех пăрахăçлама юрамасть. Çапла вара, Çĕнĕ çула чаплăн паллă тума чăн-чăн парашютист пекех ха- тĕрлентĕм. Урăхла каласан, уяв валли «тĕп парашют» та, «заппасрине» те тупса хутăм. Кам пĕлсе пĕтерет, тен, Çĕнĕ çул пĕрле кĕтсе илме калаçса татăлнă каччăн сасартăк хырăмĕ касса ыратса кайĕ те ăна часрах больницăна илсе кайса операци тăвĕç: аппендиксне касса кăларĕç. Паллах, ырă япала ку, кăмăла кайнă каччăна вилме паман, малашне шик шăхăрса пурăнма ăна хирург çĕçĕпе кассах пилленĕ. Çапах та ку телейлĕ вĕçленекен чир историйĕнче хĕр пĕрчи те пур, унăн вара - телейсĕрскерĕн - хирурги уйрăмне пырса палатăра Çĕнĕ çул кĕтсе илмелле-и-ха? Çавăнпа яланах иккĕмĕш вариант кирлĕ: хоккеистсем калашле, заппасри вăйăç.

Чăнах та чĕре теме сиснĕ пулмалла ман: Çĕн çул çывхарса пырать, тĕп вариант вара ман уяв пирки нимĕн те чĕнмест. Çынсем Çĕр чăмăрĕпех ăна кĕтсе илме кар тăнă, çут тĕнчере вара пĕртен-пĕр этеме кăна кирлĕ мар вăл - манăн каччăна! Хĕр туссен пурин те шанчăклă савнисем, манăн вара чăн-чăн шпион - Штирлиц. Раштав вĕçленсе пынă май «заппасри вăйăçпа» ытларах калаçа пуçларăм. Пытармастăп: иккĕшĕ те килĕшетчĕç вĕсем, хуть çурăлса кай - кама качча тухмаллине пĕлместĕп! Вĕсенчен хăюллăраххи хама вăрласа кĕрсен те хирĕçлеместĕм - çивĕч ыйту хăйне хăй татăлать.

Раштавăн 29-мĕшĕнчен тĕп варианта тек курмарăм. Ман юратнă Олег «Титаникпа» ларса Атлантика океанне круиза кайнă тейĕн çав! Юрать çумра юратнă Слава пур. Çĕнĕ çула Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи вĕсен общежитийĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Эпир виçĕ хĕр тус «Ромашка» чарăнăва акăш пек вĕçсе çитетпĕр, виçĕ каччă пире хальлĕхе оркестрсăрах тĕл пулаççĕ те - эпир, хĕрсем, хамăр чиперлĕхпе общежитири йĕкĕтсене тĕп тăватпăр! Тĕллев пĕрре: пирĕн виçĕ каччăна шутсăр ăмсаннăран общежити халăхĕн этажĕ-этажĕ- пе «вилсе» выртмалла!

Питĕ хаваслăн кĕтсе илтĕмĕр Çĕнĕ çула. Каччăсем шампань эрехне витрипех илсе хунă пулмалла - шыв пек юхать. Кайран «Шупашкар» универмаг патне ташлама-юрлама та кайса килтĕмĕр. Ирпе ирех, автобус-троллейбуссем çÿреме тытăнсан хĕр туссемпе хамăр общежитине пуçтарăнтăмăр. Паллах ĕнтĕ, Славăпа каçкÿлĕм тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. План тăрăх, кăрлачăн малтанхи каçĕн ытарайми илемне «Çеçпĕл» кинотеатрта кино курнинчен туйма пуçламалла. Каçхи пил- лĕкри сеанса каятпăр.

Утатпăр хĕрсемпе чарăнăва. Чĕре темшĕн вырăнта мар. Тем амакĕ сиксе тухасса сисет чун. Кăмăл та пĕтсе кайрĕ. Кĕтĕмĕр троллейбуса. Пуçа çĕклерĕм те... Ман умра пĕр хыпарсăр çухалнă паттăр - Олег тăра парать! Дежурствăран таврăнать иккен. Çĕнĕ çулта ĕçлемелле пулнă - юлташĕ тем нушаран раштавăн 31-мĕшĕнче авланма шутланă та Олегăн ирĕксĕрех дежурствăна тухма тивнĕ. Çавăнпа Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илесси пирки каламан иккен вăл мана. Олег ялĕсене пĕлетĕп, пурте вĕсем чăн-чăн партизансем: пушар тухсан та кăшкăрмаççĕ! Шывсăр касăхнă чĕмсĕр пулă пек çăварĕсене уçкалаççĕ те - пулчĕ те. Те çынпа калаçма хăраççĕ вăл ялсем, те кирлинчен те ытларах сăпайлă.

«Эсĕ вара ăçта пулнă?» - ыйтрĕ вăл нушине ăнлантарса панă хыççăн. «Хĕрсен общежитийĕнче Çĕн çул турăмăр», - тетĕп ним пулман пек. «Ромашка» чарăну таврашĕнче хальччен хĕрсен общежитийĕ çукчĕ, ар çынсен кăна!» - тет вăл. «Веç каласа пар-ха сана!» - хуравлатăп эпĕ. Пĕр-пĕрне йĕкĕлтесе пыратпăр, чарăнура та пĕрлех анса юлтăмăр - ăсатса ярать иккен вăл мана. «Темĕскер, шампански ытла нумай ĕçнĕ пулмалла, тăна кĕртес тесен юрпа уçăлтармалла», - тесе мана кĕрт тăрринех çĕклесе вырттарчĕ Олег. Çанă ăшне, мăя юр кĕрсе кайрĕ, мĕнле сиксе тăтăм - аллинчен шăтăр-шатăр çыртса илтĕм. Мĕнле пÿрнине çыртса татса илмерĕм тульккăш? Пĕр сăмахпа, каçкÿлĕм Олегпа тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. «Çеçпĕле» кино курма каятпăр!» - тет вăл. «Пиллĕкри сеанса мар, çиччĕрине», - тетĕп ăна. - Çывăрса тăранмалла, кайран марафет тумалла!» Туятăп хам: чуна çак Олегах çывăх!

Çывăрса тăрсан пÿлĕмри шкап хыçне пытанса лартăм. Хĕрсене эпĕ яла «срочнă» кайнă теме хушнă. Пĕр тăваттă çурăсенче алăкран шаккарĕç. Эпĕ часрах шкапа чăмрăм.Слава пырса кĕчĕ. Ăнлантарчĕç ăна хĕрсем лару-тăрăва. Малтан каварлашнă пекех, пĕр хĕрĕ ман вырăна кинона кайма ки- лĕшрĕ. (Ăна Слава ăсатма пырсан каялла мĕнле маршрутпа таврăнмаллине те тĕплĕ инструкци панă).

«Килет-и ку, килмест-и?» - тесе шухăшласа ларатăп Олег пирки. Çитрĕ хайхи, кайрăмăр кинона. Кĕркунне вара эпир пĕрлешрĕмĕр. Çав Çĕнĕ çул маншăн кăна шăпаллă тухмарĕ. Мана хăтарма тесе ытахаль кино курма вĕçтернĕ юлташ хĕр те - Валя - Славăпа чип-чиперех çÿресе кайрĕ. Вĕсем пиртен эрне каярах туй турĕç. Валя пирĕн туйра свидетельница пулнинчен тĕлĕнмĕр-ха эсир. Свидетелĕ кам пулчĕ тетĕр/

Олегăн юлташне тăвасшăнччĕ, пуçларĕ Валя: «Славăпа сирĕн туйра пĕрле пулатпăр. Пăхар-ха çынсем мĕнле мăшăрланнине. Эрнерен хамăрăн та çак тамăк витĕр тухмалла», - теме те - килĕшрĕмĕр. Шел, мăшăрланнисене туйра свидетельсем тумаççĕ, атту пулсан Олегпа иксĕмĕр хаваспах пулаттăмăр та. Юлашкинчен çакна калас: эпир çемьесемпе халĕ те туслă, хамăр кăна мар, ачасем те юлташлă. Манăн асли ывăл, Вальăн - хĕр. Ÿссе çитĕнчĕç ĕнтĕ, аслă шкулта вĕренеççĕ. Халь вара тусăмпа иксĕмĕр шутлатпăр та: «Вĕсене мăшăрлантарсан мĕнле лайăх пулатчĕ!» - тетпĕр. Упăшкасем те хирĕç мар çак шухăша.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.