Чăваш хĕрарăмĕ 16(1346) № 25.04.2024
Картишне чечек патшалăхне çавăрнă
Чăнлăхпа пĕрлех интернетра паян виртуаллă пурнăç хуçаланать. Унтах инçетре е çывăхра пурăнакан пĕлĕш е тăван мĕнле пурăннине те пĕлме-курма пулать, паллах, вĕсем çакăн пирки сăн ÿкерчĕк е хыпар вырнаçтарсан. Социаллă сетьсенче уйрăмах блогерсемпе çăлтăрсем хастарлăхпа палăраççĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пурте паллаканпĕлекен шăпчăк сасăллă юрăç Катя Петрова тăтăшах тĕрлĕ хыпарпа савăнтарать хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансене. Уйрăмах унăн сăн ÿкерчĕкĕсем куçа тыткăнлаççĕ, чуна хавхалану кÿреççĕ — ялти çуртпа унăн таврашне кăтартма кăмăллать вăл. Пÿрт картишĕнчи пин-пин тĕспе йăмăхакан чечексене кам юратмĕ? Мĕн тĕрли кăна çук унта! Çĕр çинчи хитре те тирпейлĕ йăрансенче те, çакăнса тăракан капăр куршаксенче те ÿсеççĕ вĕсем. Явăнса та, тăсăлса та, сарăлса та, çĕре тÿшек евĕр витсе те… Çакна «Анне ĕçĕ» тесе палăртнă сăн ÿкерчĕксенче. Мĕнех, çурт таврашне, кил хăтлăхне çĕр çинчи çăтмах кĕтесне çавăрнă хĕрарăмпа хăйĕнпе çывăхарах паллаштарас килет вулакана.
Виççĕшĕн те — хăйĕн çулĕ
«Эпĕ, тен, хăш-пĕр сăмаха тĕрĕсех каламăп…» — питĕ сăпайлăн пуçларĕ калаçăва Мария Александровна. Халĕ нумайăшĕ чăвашла таса калаçма маннă, хушăран вырăс сăмахĕсем туха-туха каяççĕ те, çавăнпа малтанах хĕрарăм каланине ăша хывмарăм та темелле. Анчах та хăйĕн çинчен каласа кăтартма пуçласанах йăлтах вырăна ларчĕ. Мария Александровна Мари Элта çуралнă иккен, чăваш мар, çармăс хĕрарăмĕ. Апла пулин те, малалла калаçнă май, унран урăх чĕлхепе пĕр сăмах та илтмерĕм, тап-таса чăвашла шăкăлтаттарса кăна пуплерĕ вăл. Чĕлхене Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Пилешкассине мăшăрĕн ялне куçса килсен кăна вĕренме пуçланă. Нумай та пурăнман, çулталăкранах, шÿтле-шÿтлех: «Халĕ эпĕ хăйсенчен те лайăхрах калаçатăп», — тенĕ те, çак сăмахсен тĕшши пурах. «Вăл вăхăтра «Кукаçипе куками» юрă анлă сарăлнăччĕ. Мана та, яланах юрлама юратнăскерне, питĕ килĕшетчĕ вăл. Лартăм та виçĕ кунрах вĕрентĕм ăна, — тăсăлчĕ калаçу. — Пилешкасси Хутар çывăхĕнче вырнаçнă. Питĕ хăйне майлă çынсем пурăнаççĕ кунта: тĕлĕнмелле ырă та лайăх кăмăллă, хастар… Çавăнпах, çынсене хисепленипех, çапла хăвăрт калаçма вĕрентĕм пулĕ чăвашла», — Мария Александровна чăваш маррине калаçуран нимĕнпе те уйăрса илме çук тупата. Пулас мăшăрне, çамрăк агронома Владимир Петровича ял хуçалăх институчĕ хыççăн Марийăсен ялне ĕçлеме янă иккен. Бухгалтера вĕренекен пикепе яш хушшинче хĕлхем хăвăрт хыпса илнĕ, малтан юратăва, унтан çемьене çаврăннă. Мăшăр пĕр вăхăтран чăваш тăрăхне таврăннă. Пĕрин хыççăн тепри виçĕ хĕр çуралнă: Катя, Наташа, Таня. <...>
М.МИХАЙЛОВА
♦ ♦ ♦
Чăваш чĕлхи кунĕнче çуралнăшăн мăнаçланать
«Эпĕ — йăхри пĕрремĕш учитель, ку профессире тăрăшакан хальччен пулман çемьере. Ача чухне урамра шкулла выляттăмăр та эпĕ яланах вĕрентекен пулаттăм, тăратса хунă хăмасене доска вырăнне усă кураттăм. Кÿршĕ ачисем манăн «вĕренекенсемччĕ». Диктант пекки çыраттăмăр, ÿкереттĕмĕр. Хамăн пĕрремĕш учительницăна пуçласа курнине питĕ лайăх астăватăп — епле çамрăкчĕ, чиперччĕ-ха та вăл! Хăй пухăвамĕне каймалла чухне мана явапли вырăнне хăваратчĕ. Эх, епле хăпартланаттăм! Хама чăн-чăн педагог пек тытма тăрăшаттăм. Пурнăçăма вĕрентÿпе çыхăнтарас шухăша вăл та витĕм кÿчĕ ахăртнех. Тĕрлĕ професси илĕртетчĕ, анчах ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарасси уйрăмах тыткăнларĕ, кăчăк туртрĕ. Хам лайăх вĕрентекенсемпе пĕлÿ илни, вĕсем пирĕнпе, ачасемпе, епле хутшăнни… çаксем йăлтах çитĕнсен шкулта ĕçлеме хистерĕç. Куç умĕнчех ырă тĕслĕхсем пулнă вĕт. Чи тĕлĕнмелли акă мĕн: паянхи кун эпĕ хама алла ручка тытса сас паллисем çырма, сыпăкăн-сыпăкăн вулама хăнăхтарнă учительницăпа Людмила Вороновăпа юнашар тăрăшатăп-çке! Унăн пултарулăхĕнчен яланах тĕлĕнетĕп», — каласа кăтартрĕ Йĕпреç округĕнчи Хурамал шкулĕнчи кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, çĕр-çĕр ача умĕнче пĕлÿ тĕнчин алăкне уçнă Ирина Степанова.
Педагог пулас çирĕп тĕллевпе вăл шкулпа сыв пуллашсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухнă. Диплом илсен тăван яла, Хурамала, таврăннă. Хăй пирки вăл: «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пултăм», — тет хавхаланса. Тăван шкула кĕçĕн классен вĕрентекенне вырнаçнă çамрăк специалист. Пурнăç йĕрки хăй еккине çырăнса пынă: Ирина Дмитриевна пĕр ял каччипе Николай Аркадьевичпа çемье çавăрнă, виçĕ ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратаççĕ. Асли Митя 27 çулта, юрист профессине алла илнĕ. Вăтамми Настя Хусанта медицина енĕпе вĕренет. «Кĕçĕнни, пирĕн пукане, чун йăпатмăш Милена 6-мĕш класа çул такăрлатать. Мăшăрпа икĕ хутлă çурт хăпартрăмăр, çапла пурнăçа пĕчĕккĕн аталантарса пытăмăр», — терĕ çемйипе паллаштарнă май Ирина Дмитриевна. Ялта пурăнаканăн ир-ирех вăранса тем тĕрлĕ ĕç те туса ĕлкĕрмелле, уйрăмах хĕрарăмăн алли пур çĕре те çитет. Ирина Дмитриевна та шкула çитиччен ĕне суса, сĕтне парса, апат хатĕрлесе ĕлкĕрет. «Атте-анне пире мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Çывăх çыннăмсем колхозра вăй хуратчĕç. Çулла пирĕн вăхăтра килте кĕрĕк арки йăваласа ларман ачасем, кашни кун ĕç тупăннă. Тырă аллама çÿренĕ, кăшман, купăста лартса шăварнă, пĕр кун та ахаль ларман. Хĕлле те çаплах: алă ĕçĕ тунă, çăм арланă, çип пĕтĕрнĕ, тĕрленĕ те. Хамăн пĕлĕве ачасене те пама тăрăшатăп, хăйсене май вĕсем те ĕç патне туртăнасшăн», — сăмах çăмхине сÿтрĕ 30 çула яхăн педагогра тăрăшакан хĕрарăм. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
Çапмасăр, ятламасăр тĕрĕс воспитани панă
— «Никама та усал сăмах ан кала, ан кÿрентер, ан вăрç, итле, ют япалана ан тыт, ÿкнĕ çынна тăма пулăш, путакана туртса кăлар», — вĕрентетчĕ атте, — аса илчĕ ашшĕн Нестер Семеновичăн сăмахĕсене Шупашкар округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Зинаида Гранацкая. Вăл 100 çулта. Хисеплĕ ватă çулне кура мар çамрăкрах курăнать. Пурнăçĕнчи тĕрлĕ саманта, савăнăçлине те, терт-нуша тÿснине те, астăвать. Пуçласа колхоз йĕркеленĕ чухне унта кĕрекенсенчен ашшĕ пĕрремĕш çын пулнине те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хăй ачасене шкулта вĕрентнине те…
Колхоза чи малтан кĕнĕ
Зинаида Нестеровна Чулкасси ялĕнче ултă ачаллă çемьере çуралнă. Килте чи асли пулнă. Хыççăнхисем — икĕ йăмăкĕпе виçĕ шăллĕ. Çемье пуçĕ Нестер Гранацкий Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕн шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Юлашки курсра чухне пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. — Эпĕ çуралнă вăхăтра колхозсем йĕркеленме пуçланман-ха. Анне Анастасия Васильевна килте ачасене пăхнă, выльăхчĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал нумай усранă, лаша та пулнă. Атте ĕçленĕ май яваплăх анне çинче пулнă. Анне чиперччĕ, вăрăм çÿçлĕччĕ. Атте Граждан вăрçинчен таврăнсан çемье çавăрнă. Ăна Шемшер вулăсĕн председательне лартнă. Çав вăхăтрах вăл шкулта та ĕçленĕ, шут ĕçне те пурнăçласа пынă. Часах вун пĕр хуçалăх пĕрлешсе колхоз йĕркеленĕ. Атте килти лашана, тăрантаса, çунасене унта илсе кайнă. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене ытларах анне пурнăçланă май вăл лаша çине те хăпарса ларатчĕ. Атте ăна: «Наçтаç, ку лашаран мĕнле хăрамастăн?» — тетчĕ. Пирĕн лаша пысăкчĕ, мăнтăрччĕ, ăна лайăх пăхатчĕç, — аса илчĕ Зинаида Нестеровна. Унăн ачалăхĕ мĕнле иртни сисĕнмен те. Кĕçĕннисене астумалла. Аслă ачи амăшĕн сылтăм алли вырăнĕнчех пулнă. — «Çина, пĕремĕк çиес килет, пĕр канфет кăна та пулин пар ĕнтĕ», — ыйтатчĕç йăмăксемпе шăллăмсем. Анне мана шанса паратчĕ, эпĕ ыттисенчен уйрăм пĕртте çимен. Çителĕклĕ пулманран çапла ыйтатчĕç кĕçĕннисем. Колхоз йĕркеленсен аттене председателе лартрĕç. Унта панă лашасене пăхма хуçалăхсене çирĕплетрĕç. Атте килтен питĕ тĕреклĕ лаша илсе кайрĕ, хăй вара председатель пулсан та «Лохмат» ятлăскере пăхрĕ. Чăн та, ятне кура лĕпĕслĕпĕс чупатчĕ. Каçхине ачасемпе вĕсене утланса çитерме каяттăмăр. Пĕррехинче Лохмат такăнчĕ те эпĕ ун çинчен ÿкрĕм. Темĕнле ăнăçлă пулчĕ. Тырă вырма пайтах çÿренĕ. Килте пĕртте ларман — атте пире уя никамран малтан хăваласа яратчĕ. Çурлапа алла кастарни пайтах пулнă. Ача чухнех ирхине пĕр вăхăтра вăранма хăнăхрăмăр. Ерш шывĕн хĕррине пахча çимĕç шăварма, тырă вырма е утă пуçтарма каймалла-и — юлташсем кантăкран шаккатчĕç те пĕрле вĕçтереттĕмĕр. Шăварнă чухне пĕр-пĕрне сапмалла та выляса илеттĕмĕр — йĕп-йĕпе пулса таврăнаттăмăр. Хĕр пĕвне çитсен вăйăран та юлман. Кунĕпе ĕçлесе ывăнсан та савăнма вăхăт тупнă. Ялта питĕ туслă пурăнаттăмăр, — каласа кăтартрĕ пĕр ĕмĕре хыçа хăварнăскер. <...>
Елена ЛУКИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...