Чăваш хĕрарăмĕ 15(1345) № 18.04.2024
Ялти культура вучахне сÿнме памасть
«Атте Николай Петрович, совхозра трактористра нумай çул ĕçленĕскер, хăна-вĕрле пуçтарăнса юрă шăрантарнă май ташлама юрататчĕ. Ватăлсан та кĕвĕ май ура хуçса хускалатчĕ. 40 çул ытла Шемшерти больницăра санитаркăра вăй хунă анне Серафима Алексеевна тăван-хурăнташпа халăх юррисене юрлама кăмăллатчĕ. Халĕ вĕсем ку тĕнчере çук. Атте вăрçă çулăмĕ витĕр тухнăскер, пирĕн çарсем çĕнтерсен тÿрех тăван тăрăха таврăнман. Вăл совет тата яппун çарĕсен хирĕç тăрăвне хутшăннă. Яппунсем шутсăр харсăр та вăйлă пулнине аса илетчĕ. Хирĕç тăру лăплансан çывăх çыннăм Камчатка çурма утравра топографи специалисчĕ пулса службăра тăнă. 1944 çулта фронта тухса кайнăскер яла 7 çултан çеç çаврăнса çитнĕ. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Шорчекассинче çуралнă, кайран Юртукассине куçрăмăр. Кунта кукамай пурăнатчĕ, анне çак ялта çуралса ÿснĕ», — калаçу пуçарнă май паллаштарчĕ хăйĕнпе 69 çулти Вера Блинова.
4 ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. 9-мĕш класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре маляр профессине алла илнĕскер кайран пĕр вăхăт стройкăра вăй хунă. 1978 çулта районта чăх-чĕп фабрики уçăлсан Вера Николаевна унта вырнаçнă. Чăх-чĕп пăхаканра тăрăшнă. Ĕçрех хĕр пулас мăшăрне Геннадие тĕл пулнă. «Гена çынпа хутшăнма пĕлет, нихăçан та вăрçăннине, харкашнине, тÿрккес сăмах каланине илтмен. Манпа та çаплах калаçатчĕ: сăпайлăн, кăмăллăн. Тимлеме те пĕлетчĕ. Çакă тыткăнларĕ пулинех», — йăл кулса аса илчĕ юрату мĕнле çуралнине хĕрарăм. Ăшă сăмах такамăн чĕрине те ирĕлтерĕ ахăртнех. Геннадий Ивановичпа Вера Николаевна чăннипех çирĕп çемье çавăрнă, 40 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Халĕ 6 мăнукĕпе савăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе кăларнă, пурте аслă пĕлÿллĕ. Кашниех çемье çавăрнă ĕнтĕ. Тĕрлĕ хулара-ялта пурăнаççĕ пулин те тăван киле тăтăшах килсе çÿреççĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
♦ ♦ ♦
Пулас упăшки хăнана килнĕ те… пĕрле пурăнма пурăнма тытăннă
Елена Молякова нăйкăшакан çынсене чăтма пултараймасть. «Мана хĕрхенмелле мар, кирлĕ пулсан хамах шеллĕп», — терĕ. Шăпа ăна пуçран шăлман пулин те вăл пурнăçа юратать.
Апельсинпа хăналайманшăн ÿкĕнет
Елена — амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. ДЦП диагнозпа çуралнăскер мĕн ачаран хăйĕншĕн çирĕп тăма вĕреннĕ. Ашшĕ пирки вăл нимĕн те пĕлмен, амăшĕ ун ятне асăннине Елена астумасть. 15 çул тултарсан хĕр ашшĕне шыраса тупнă. Шупашкарта пурăнаканскер тăванĕ урлă ашшĕн адресне пĕлнĕ, палăртнă вырăна çитнĕ. Амăшне кун пирки шарламан. «Атте мана мĕнле йышăнĕ-ши? Палласа илĕ-и?» — пуç ватнă ют хваттер алăкĕ умĕнче тăнă самантра. Пурнăç парнеленĕ арçынпа куçа-куçăн тĕл пулса сăмах чĕнсенех кăмăлĕ хуçăлнă çамрăкскерĕн. Ашшĕ сиввĕн кĕтсе илнĕ: «Эсĕ кам пулатăн вара? Ăçтан тупăннă?» Пач ют çын пек йышăннă. Елена вăл çемьеллине, хăйĕнчен çулталăк кĕçĕнрех ывăлне çитĕнтернине пĕлнĕ. Ашшĕне кирлĕ маррине ăнланнăскер йывăр кăмăлпа тухса утнă та текех çак адреспа килмен. «Хама нихăçан та сусăр вырăнне хуман, ача чухне тусюлташ нумайччĕ, сывăскерсемпе тан чупаттăм, сикеттĕм. Вĕсем мана пăрахса хăварман. Тĕлĕнмелле, çумра яланах сывă çынсем пулнă. Тулли мар çемьере çитĕнтĕм, аннепе тата унăн икĕ аппăшĕпе пурăнтăм. Вĕсем тăрăшнипе манăн веçех пурччĕ: апат-çимĕç те, çи-пуç та, пурăнмалли кĕтес те», — каласа кăтартрĕ 56-ри хĕрарăм. Пĕр уйрăмлăх çеç пулнă тантăшĕсенчен: вăл шкула çÿремен, килтех пĕлÿ илнĕ. Хĕр уçă кăмăллă, ырă чĕреллĕ çитĕннĕ. Елена йывăрлăхсене парăнтармашкăн çÿлти хăватсем пулăшса пынине ĕненет. Çывăх çыннисене пĕрин хыççăн теприне ĕмĕрлĕхех çухатнă вăл. Амăшĕн аппăшне Марийăна апельсинпа хăналама ĕлкĕрейменшĕн, унтанпа вăхăт нумай иртнĕ пулин те, ÿкĕнсе калаçрĕ: «Ăна пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пытартăмăр. Инфаркта пула больницăра выртрĕ, унпа тĕл пулма кайрăм. Реанимацие аран кĕртрĕç. Лайăхах калаçрăмăр, апельсин илсе килме ыйтрĕ. Кăнтăрла хыççăн килме шантарса сыв пуллашрăм. Киле çитрĕм çеç, телефон янăрарĕ: «Сирĕн Мария вилчĕ», — пĕлтерчĕç усал хыпар. Чутах ÿкмерĕм… Ăна пытарнă чухне иккĕмĕш аппа юнашар вырăна тĕллесе çапла каларĕ: «Ку вырăнĕ — ман валли». Шăп икĕ çултан Елена амăшĕн иккĕмĕш аппăшне сивĕ тăпрапа хупланă. Пытарас умĕнхи каç çÿç-пуçа вирелле тăратакан самант пулса иртнĕ. Подћездри каçхи шăплăха темскер кĕмсĕртетнĕ сасă сирнĕ. Сехре хăпнă Моляковсем хваттертен вирхĕнсе тухсан тĕлĕннипе шак хытнă: стена çумне тăратса хунă тупăк хуппи кÿршĕре пурăнакан хĕр çине ÿкнĕ те ăна хупласа хунă. Еленăн куçĕ чарăлнă: ку епле пулма пултарнă? Чĕри ырă мара сиссе йăшканă. Çакна усал паллă пек йышăннăскер кÿршĕ хĕрĕн вилĕмне /вăл 3 çул иртсен пурнăçран уйрăлнă/ çак пулăмпа çыхăнтарать. Елена ĕненет: пурнăçри самантсем ахаль çеç пулса иртмеççĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
♦ ♦ ♦
Российская хушаматлă хĕрарăм ыттисене тĕслĕх кăтартнă
Российская… Çак сăмах хыççăн вырăсла мĕн-тĕр хушса хурас килет, çапла вĕт? Шупашкар округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Мария Михайловнăшăн вара ку сăмах мĕн çуралнăранпах çывăх, мĕншĕн тесен çут тĕнчене хĕр пĕрчи çак хушаматпа килнĕ. Çапла-çапла, çак округри Питтукассинче 80 çул каялла кун çути курнăскер паян кунчченех Российская хушаматпа çÿрет. Вăл вара çемьене хĕрарăмăн тăванĕнчен лекнĕ. Мария Михайловнăн икĕ тăванĕ 25 çул çар хĕсметĕнче Мускавра тăнă. Вĕсенчен пĕри, Антун ятлăскер, тăван тăрăха Российский пулса таврăннă. Марийăн пулас амăшĕ Васса Васильевна та, çемьеленсен унăн мăшăрĕ те, килĕштернĕ çак хушамата. Çапла Шупашкар районĕнче Российскисем йышланма пуçланă.
«Эпĕ ача кăна вĕт-ха!» «Ачалăх çăмăл килмерĕ, — каласа кăтартрĕ Мария Михайловна. — Атте те, унăн пиччĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Российскисем хушаматпа хутшăннă. Атте, телее, çапăçу хирĕнчен киле тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Эпĕ вăрçă чарăнас умĕн 1944 çулта çуралнă. Ман умĕн аппа Галина, каярахпа шăллăм Витя çут тĕнчене килнĕ. Аттен те ачалăхĕ çăмăл пулнă теме çук. Унăн амăшĕ ирех вилнĕ, те çăмăлланнă хыççăн хĕне кайнă? Килте хĕрарăм пулманнипе атте хăй тăхăр çулта чухнех çăкăр пĕçернине каласа кăтартатчĕ. Çапах та вăйлă хуçалăх тытнă вĕсем. Аттесем ялта ура çинче çирĕп тăракан çемье пулнă, лавкка тытса тăнă, лаша усранă, пăлтăрлă, икĕ пÿлĕмлĕ пысăк çуртра пурăннă. Шел, çак пурлăхпа нумай савăнма пÿрмен вĕсене. Кил-çурт икĕ хутчен çунса кĕлленнĕ. Текех ура çине тăрайман вара çемье. Мĕн астăвасса атте çĕнĕ çурт çĕклеме ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ Шăмăш шкулĕнче çиччĕмĕш класа вĕренсе çитсен фермăра ĕçлекен аппана дояркăна куçарчĕç. Вăл вара сысна пăхатчĕ. Вăт çапла вĕçленчĕ манăн шкул сукмакне малалла такăрлатасси… Çурт çĕклеме укçа кирлĕ. Эпĕ вун тăватă çула çитичченех фермăра вăй хума тытăнтăм, аппа вырăнне йышăнтăм. Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен ирхине сыснасене анне тăрантаратчĕ, уроксем хыççăн хам чупаттăм». Фермăна пĕрре пырса пуç чикнĕ те хĕр пурĕ 45 çул тăрăшнă унта. Мария Михайловна çав вăхăтри йывăр çулсене аса илсе каласа кăтартнине, çÿçенмесĕр итлеме те май çук. <...>
М.МИХАЙЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...