Комментари хушас

18 Ака, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 25 (6516) № 18.04.2024

Малти линире салтаксен пурнăçне çăлать

Сергей Чугунов тухтăр ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайнă

Сергей Чугунов — хăйĕн ĕçĕнче ăста профессионал, унăн çурăмĕ хыçĕнче — пысăк опыт. Коронавирус сарăлнă вăхăтра вăл ковид госпиталĕн заведующийĕ пулнă. Халĕ ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене малти линире медпулăшу парать. Сергей Николаевич унта хăйĕн ирĕкĕпе кайнинчен тĕлĕнмелли те çук. Вăл урăхла пултарайман.

«Хĕрӳ вырăнта» — универсал

Гражданкăра чухне Сергей Чугунов Етĕрне районĕн тĕп больницин реанимаци уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унăн унта тухтăр пек каяс шухăш пулнă. Пĕр япала кăна тытса чарнă ăна: ывăлĕ медфакран вĕренсе тухса Етĕрнери больницăна тин кăна ĕçлеме килни. Ашшĕ малтан ăна хăйĕн ăсталăхне парса хăварма, вĕрентме шутланă. Пурăна киле «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ Кирилл Сергеевич хăнăхса çитнĕ. Сергей Николаевич ятарлă çар операцине каяс кăмăл пуррине мăшăрĕнчен пытарман, кун пирки ăна тӳрех каланă. Светлана Владимировна упăшки хăйĕн сăмахĕнчен пăрăнманнине пĕлсе тăрсан та ăна кунтах юлма ӳкĕте кĕртме тăрăшнă. «Эпĕ çавах каятăп вĕт», — тенĕ Сергей Николаевич. «Вăл салтакра пулман. Эпир çамрăклах пĕрлешрĕмĕр. Икĕ ача çуралчĕ те, ăна повестка памарĕç. Ун чухне икĕ ачаллисене илместчĕç», — каласа кăтартрĕ Светлана Владимировна. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Сергей Чугунов телевизорпа çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене пăхсах тăнă, унти тухтăрсемпе интересленнĕ. 2022 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тахçанах тĕвĕленнĕ шухăшĕ вĕçне пăнчă лартнă, пĕр иккĕленмесĕр çар комиссариатне кайнă. 2023 çулхи кăрлач уйăхĕччен кĕтме тивнĕ. Халĕ Сергей Николаевич — Донецк тăрăхĕнчи Авдеевка çывăхĕнче, унти салтаксене çапăçу вăхăтĕнче тата ун хыççăн медпулăшу парать, кирлĕ пулсан госпитале илсе çитерет. Терапевт, отоларинголог, стоматолог, невролог… Гражданкăри анестезиологреаниматологăн «хĕрӳ вырăнта» универсал пулма тивет. «Кунта тухтăрсем çитмеççĕ. Эпĕ салтаксене эрнере 7 кун, талăкра 24 сехет кирлĕ», — тет Сергей Николаевич. Унта кайсанах вăл 15 килограмм начарланнă, пурăна киле каялла ӳт хушнă. Çапах йывăр пулнине палăртмасть. Унта вăл чунĕпе тата çирĕпленнĕ, пурнăç пĕлтерĕшне лайăхрах ăнланнă. «Унăн пĕлтерĕшĕ — çемьере, ачасенче, тăвансенче. Вĕсемсĕр тунсăхлатăп, вĕсем вара — мансăр», — палăртрĕ çар тухтăрĕ. Амăшĕ Гея Осиповна чирлет, ăна хĕрĕ пăхса пурăнать. Окопра та операци тăваççĕ Аманнă салтаксене çапăçу хирĕнчех пулăшасси — больницăри условисенче ĕçлени мар. Сергей Чугунова пысăк опыт пурри питĕ пулăшать. Хăй каланă тăрăх, пурăнма, чăтма пулать. Апатне хăйсемех пĕçереççĕ, çимĕçсемпе тивĕçтереççĕ. Ентешĕ, Етĕрне тăрăхĕнчи Юрий Васильев, унта пĕрре мар гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ. Юрий Витальевич çакнашкал йывăр самантра айккинче юлма пултарайман, вăл нимрен хăрамасăр çемьесем салтаксем патне янă посылкăсене «хĕрӳ вырăна» илсе çитерет. «Юрий Витальевич урлă пире тылрисем типĕтнĕ пулă, маринадланă хăярпа кăмпа та парса яраççĕ. Эпир малти линирен 5 çухрăм хыçаларах кăна. Çаксене çисен килте пулнă пекех туйăнать. Пĕрре вăл манăн ĕçтешсем, Етĕрне тата Çĕмĕрле округĕсенчи больницăсенчи тухтăрсем, парса янă эмелсене илсе çитерчĕ. Ентешсене тав тăвас килет. Сирĕн пулăшăва туятпăр, ку пирĕн чуна ăшăтать», — каласа кăтартнă Сергей Николаевич. Çур çул иртсен, пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче, вăл отпуска килсе кайнă, ĕçтешĕсемпе тĕл пулнă. Етĕрне районĕн тĕп больницинче ăна ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Пытармастăп, калама та вăтанмастăп: хăш чухне питĕ хăрушă. Кашни кун переççĕ, хăш чухне — темиçе хут та. Чылай чухне снарядсем шăпах медицина службисен енне вĕçсе килеççĕ. Обмундированипе ĕçлетĕп: бронежилет, каска тăхăнатăп, çумра пăшал пур. Малти линие аманнисем патне тăтăшах кайма тивет, окопрах операци те тăватпăр. Ку таранччен эпĕ салтаксене реанимаци тунă, операцие хатĕрленĕ кăна мар. Эпир пурте çынсем, чирлесси те пулать. Çавăнпа лор, терапевт, стоматолог ĕçĕсене те пурнăçлама тивет», — çапла каласа кăтартнă ун чухне Сергей Николаевич. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Мĕнле пурăннинчен килет

Нимĕн те ыратман чухне чылайăшĕ хăйне сывă тесе шухăшлать. Анчах нумай чир хăйĕн пирки систермесĕр аталанать. Ăна вăхăтра епле тупса палăртмалла-ха? Хăçан тухтăр патне каймалла? Кун пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн медицина профилактикин штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена НАУМОВА каласа парать.

— Организмра пĕтĕмпех йĕркеллĕ-и е çук-и — мĕнле пĕлмелле-ха?

— Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, ӳпкепе ун тымарĕсен, онкологи чирĕсем пурнăç тăршшĕне питĕ кĕскетеççĕ, çынна инвалида кăлараççĕ. Çак чирсене пуçарма пултаракан сăлтавсем пур. Кашни çыннăн организм мĕнле ĕçленине пĕлтерекен кăтартусене пĕлмелле.

— Мĕнле кăтартусем-ши вĕсем?

— Пĕрремĕшĕ — кĕлетке виçи. Унăн нормине тухтăрсем ятарлă формулăпа шутласа кăлараççĕ. Йывăрăш ытлашши пулнине самăрлăх теççĕ. Хальхи вăхăтра ăна чир пек пăхаççĕ. Самăрлăха пула чĕрене ĕçлеме йывăр. Ăна пула гипертони, чĕрен ишеми чирĕ, 2-мĕш типлă диабет тата ытти чир аталанать. Çусем ӳт айĕнче кăна мар, шалти органсем тавра та пухăнаççĕ.

— Органсене çу илнине мĕнле пĕлмелле? Сывлăхшăн ку питĕ хăрушă-и?

— Висцериаллă çу пуррипе çуккине пĕлес тесен пилĕке виçмелле. Ку цифра та сывлăх çинчен пĕлтерекен тепĕр кăтарту. Хĕрарăмсен вăл — 88, арçынсен 102 сантиметртан ытла пулмалла мар. Тачка пилĕклисем хăйсен пурнăç тăршшĕне кĕскетеççĕ. Цифрăсем нормăран пысăк пулсан физкультурăпа туслашмалла, апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр кăтарту — юн пусăмĕ. Ӳссе çитнĕ çынсен вăл 140/80 виçерен пысăк пулсан терапевт патне каймалла. Пысăк юн пусăмĕ чĕрешĕн сиенлĕ, инфаркт, инсульт пулас, пӳре чирĕ аталанас хăрушлăха ӳстерет. Анчах юн пусăмĕ хăпарнине пур чухне те сисмеççĕ. Çавăнпа ăна виçмелле, тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçмелле.

Юнри сахăр шайĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ кăтарту. Ăна кашни çын ахаль медтĕрĕслев, диспансеризаци чухне е аптекăри хатĕрсемпе виçсе килтех пĕлме пултарать. Норма тăрăх вăл 3,5-6 ммоль/ литр пулмалла. Глюкоза шайне пĕлни ăна вăхăтра чакарма, 2-мĕш типлă диабета аталанма чарма пултарать. Юнри холестерин виçи те пĕлтерĕшлĕ. Ку кăтартăва больницăна кайса анализ парсан кăна пĕлме май пур. Сывă çыннăн вăл 5,0 ммоль/литртан ытлашши пулмалла мар. Пысăклансан юн тымарĕсенче юн начар чупать, юлашкинчен тромб пулса хуплансах ларать. Кислород, тутлăхлă япаласем çитменнипе органăн тĕртĕмĕ вилет. Холестерин пысăкки атеросклероз, ишеми чирĕ, юн тымарĕсен тромбĕ аталанассине систерет. Ăна йĕркере тытас тесен çуллă какай, трансçусем сахалтарах çимелле. Менюна сĕлĕ пăтти, мăйăрсем, çуллă пулăсем, тип çу кĕртмелле. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Хыçалти ретрен лидера çитрĕ»

Вырăнсенче çамрăксемпе вăйлăрах ĕçлемелле. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев лартнă çак тĕллеве пурнăçлама пĕлтĕр муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксен политикин канашçин должноçне кĕртрĕç. Шупашкар округĕнче çак тивĕçе Елена АНТОНОВА пурнăçлать.

— Елена Николаевна, канашçа мĕнле вырнаçрăр? Унччен ăçта ĕçленĕ эсир?

— Эпĕ Шупашкарта ВНИИРта инженер-конструкторта 15 çул ĕçлерĕм. Манăн 3 аслă пĕлӳ: патшалăх муниципалитет управленийĕ, юридици, инженери енĕсемпе. Темшĕн яланах администрацие чун туртатчĕ. Çынсемпе хутшăнасси, халăхшăн тăрăшасси манăн ĕç пулнине туяттăм. Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Эпĕ Шупашкар округĕн администрацине çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссие сектор заведующине килтĕм. Йывăр çемьесемпе, комиссире шутра тăракансемпе ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Ялсене тухса çӳреттĕмĕр, профилактика ирттереттĕмĕр, пулăшма тăрăшаттăмăр. Çапла муниципалитетпа паллашрăм, ял тăрăхĕсен ертӳçисемпе çыхăнусем йĕркелерĕм. Эпĕ хам — Канашран, тăван района качча тухрăм. Кайран çемьепе Шупашкара куçса килтĕмĕр, халĕ Кӳкеçре пурăнатпăр. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче администраци пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçин должноçне йышăнма килĕшрĕм. Таврашри çынсене, вĕренӳ учрежденийĕсен, территори пайĕсен ертӳçисене паллаттăм ĕнтĕ. Ку ĕçре вăй хума пултаратăп пек туйăнчĕ. Çулталăк иртрĕ, аптăрамасть ĕçлетпĕр. Рейтинга пăхас пулсан, эпир лайăххисен йышĕнче.

— Хăвăр ĕçе мĕнрен тытăнтăр?

— Пĕтĕм округри волонтерсен юхăмне йĕркеленинчен. Кашни шкултан, техникумран лидер суйларăмăр. Вăл учрежденире хăйĕн командине йĕркелерĕ. Кун пекки унччен округра пулман. 24 шкулпа 1 техникум волонтерĕсене пĕр çĕре пухрăмăр, «Контактра», Телеграмра «Шупашкар муниципалитет округĕн çамрăкĕсем» ятлă ушкăнсем уçрăмăр. Пĕтĕм мероприяти çинчен унта пĕлтерсе тăратпăр. Малтанах пĕр-пĕрне палласах кайман та — йывăрччĕ. Кашнин — хăйĕн интересĕ, хăйĕн енĕпе пултаруллă. Халĕ веçех йĕркелесе çитертĕмĕр темелле. Ачасем округшăн тăрăшни сисĕнет. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче çамрăксен парламентне йĕркелерĕмĕр. Унта кашни территори пайĕнчи чи хастар 17 çамрăк кĕчĕ. Вĕсем вырăнта хăйсен ĕçне питĕ лайăх йĕркелесе ертсе пыраççĕ. Пирĕн округра Тимофей Наумов ертсе пыракан «Çамрăк гварди» те аван ĕçлет. Эпир пĕр тĕллевсемпе малалла утатпăр, мероприятисем йĕркелетпĕр.

— Çĕнĕ должноçра вĕренмелли пайтах пулĕ.

— ЧР Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленийĕн специалисчĕсем пире кашни эрнерех пуçтарса вĕрентрĕç. Форумсем, тренингсем йĕркелерĕç. Çакă пире республикăри ытти округри канашçăсемпе туслашма май пачĕ. Ăсталăха вĕçĕмех туптатпăр. Камăн мĕнле çĕнĕлĕх пур — пĕр-пĕрне пĕлтерме тăрăшатпăр. Кам ăçта ăс пухма кайса килет — пире те вĕрентме тăрăшать. Эпир питĕ туслă команда! Хам та пухнă опытпа округри çамрăксемпе пайланатăп, вĕсене вырăнта ĕçлеме хавхалантаратăп. Хастарсемпе нихăш мероприятирен те юлмастпăр, тухса çӳреме ӳркенместпĕр.

— Пирĕн çамрăксем ытларахăшĕ мĕнлерех? Темшĕн вĕсемшĕн алăри телефонĕ пĕлтерĕшлĕрех пек туйăнать.

— Кашни тĕрлĕрен. Хăйĕн çăраççине тупмалла çеç тата кăсăклантарма пĕлмелле. Чылайăшĕ пурпĕр хастар. Ăнăçсăр çемьере ӳснисен хушшинче çавăн пеккисене уйрăмах асăрхатăп. Хамăрăн мероприятисене чĕннĕ май ку питĕ аван курăнать. Анчах вĕсем хăраççĕ. Сахал тупăшлă, ашшĕамăшĕ эрех ĕçкелеме юратакан пĕр çемьери арçын ача питĕ вăтанчăкчĕ. Ыттисем пек тумланайманшăн, вĕсенни пек чаплă смартфонпа çӳрейменнишĕн именетчĕ. Тĕлпулусенче унăн куçĕ çиçнине асăрхарăм, çавăнпа пулăшас килчĕ. Эпир ăна малтан шкулти мероприятисене хутшăнтартăмăр, хавхалантартăмăр. Хыçалти ретре тăратчĕ вăл. Кайран мала куçса пычĕ те халĕ лидер пулса тăчĕ. Эпир ăна таçта та илсе тухатпăр, Мускавра ВДНХри курав-форумра та пĕрле пултăмăр. Ача лайăх вĕренме тытăнчĕ, библиотекăна, ТОПсене çӳрет. Волонтер ĕçĕ уншăн çав тери кăсăклă. Унпа психолог темиçе хутчен калаçни те пулăшрĕ. Ăна хăйĕн шалти тĕнчинче питĕрĕнсе пурăнма чарса, халăх хушшине кăларса питĕ тĕрĕс тунă тесе шухăшлатăп. Кирлĕ пулсан эпир çамрăксемпе калаçма психолога та чĕнетпĕр. Шкулсене кайсан çамрăксем хăйсене мĕнле тытнине яланах сăнатпăр. Кирлĕ вăхăтра пулăшу алли пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА калаçнă.

♦   ♦   ♦


Хула тăрăх хăй тĕллĕн утма ĕмĕтленет

Шупашкарта пурăнакан Даниил Матвеев утăм хыççăн утăм туса чăрмавсене çĕнсе йывăр амака хирĕç кĕрешет. Ачаранах вăл ДЦП чирĕпе аптăрать. Çак тарана вăл 5 операци тӳссе ирттернĕ, унтан реабилитаци тухнă. Ултă çулта чухне ача пĕрремĕш хут хирург аллине лекнĕ.

Тухтăрсем шантараççĕ «Пĕрремĕш операци умĕн эпĕ питĕ пăлхантăм, ним пĕлменрен макăртăм. Кайран вара хăнăхса çитрĕм. Наркозран тухсан чĕлхе çыхланать, ӳт-пĕве туймастăн», — аса илчĕ 22-ри каччă. Юлашки хут Даниила 2010 çулта операци тунă. «Тухтăрсем эпĕ ура çине тăма пултарасса шантараççĕ. Халĕ пĕтĕмпех хамран килет», — çирĕппĕн пĕлтерчĕ вăл. Амăшĕ Евгения Анатольевна ывăлĕпе мĕн пĕчĕкрен больницăсем тăрăх çӳренĕ. Усси пулнах. Паллах, çирĕп кăмăллă пулни те пулăшнă. Çине тăрса тăрăшнине пула Даниил хăйне ура çине тăратнă. Халĕ вăл туя çине тĕревленсе никам пулăшмасăрах утса çӳреет. Малтан вара ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăр тăма та пултарайман. Даниил кашни кунах пĕчĕк утăмсем туса çутă ĕмĕчĕ патне талпăнать. Хăй тĕллĕн утма пуçласса шанать. «Эпĕ хамăн урасене лайăх туятăп. Анчах хальлĕхе пит нумаях утаймастăп», — ăнлантарчĕ вăл. Ура çине çирĕппĕн тăма кашни кун тренировкăсемпе хусканусем туни пĕлтерĕшлĕ. Тӳсĕмлĕ çын кăна чире парăнтарма пултарать. Хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн Даниил самай тăрăшать. Анчах алă усăнасси те пулкалать, çапах та вăл малаллах талпăнать. Ашшĕ ăна ятарласа чупмалли çул туянса панă. Кашни кун вăл ун çинче утма тăрăшать. Даниилăн велотренажер та пур. Ун çинче те вăл хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Мышцăсене аталантарма гантельсем те, эспандер та пур унăн. Кашни кун Даниил 3-мĕш хутран картлашка тăрăх хăех анать, хăпарать. Ашшĕ Виталий Брониславович — биологхимик. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, спортпа туслă. Ывăлĕпе ашшĕ пĕрле хăнăхтарусем туса сывлăхне çирĕплетеççĕ. Уйăх çурăра пĕрре Даниил патне Йошкар-Оларан реабилитолог килсе çӳрет. Кунта тунсăхлама памаççĕ Икĕ çул каялла Даниил Аня Чижова ячĕллĕ фонда килнĕ. Кунта Чăваш Енри тата Мари Элти йывăр чирлĕ ачасемпе ĕçлеççĕ. Даниил фонд йĕркелекен мероприятисене хаваспах çӳрет. «Кунта тунсăхлама памаççĕ, — тет вăл. — Яланах мĕн те пулин пулса иртет. Вăйăсем вылятпăр. Пĕрре тата дискотекăра пулса куртăм. Торт пĕçеретпĕр. Кинона çӳретпĕр, аттракцион çинче ярăнатпăр», — савăнăçлăн пĕлтерчĕ Даниил. Фонд пулăшнипе вăл Мари Элти техникумра дистанци мелĕпе фотографа вĕренсе тухнă. «Мана яланах сăн ӳкерме килĕшнĕ. Фотоаппарата аттепе анне тахçанах туяннă. Юлашки вăхăтра мана çут çанталăка сăн ӳкерме килĕшет. Çынсем те хăш чухне манăн кадра лекеççĕ. Эпĕ чĕр чунсем çинчен документаллă фильмсем пăхатăп», — чунне уçрĕ каччă. Çынсем утнине, машинăсем çӳренине сăнама Даниил балкона тухса ларать. Вăл та хăçан та пулин хула тăрăх хăй тĕллĕн кӳмесĕр утса çӳрессе шанать. Пушă вăхăтра Даниил кĕнеке вулать. Ытларах ăслăлăхпа фантастика, приключени произведенийĕсене килĕштерет. Майкл Крайтон çыравçăн произведенийĕсене юратса вулать. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Анне сӳрĕк куçĕпе пирĕн çине пăхрĕ те хамăр умрах вилчĕ»

«Пирĕн çемьере ултă ача çуралнă. Малтанхисем, виçĕ ывăл, пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. Эпир, кĕçĕннисем, виçĕ хĕр, чиперех ӳснĕ. Те ыр курма, те хур курма — пĕлместĕп», — тесе калаçăвне пуçларĕ Мария Овечкина.

«Эпир ӳснине кураймарĕ» Вăрçă ачисем сахаллансах пыраççĕ. Манăн анне те, вăрçă пуçланнă тĕле хĕр пулса çитнĕскер, нушине нумай чăтса ирттернĕ. Çав вăхăт çинчен йĕрейĕре каласа паратчĕ. Анчах çамрăк пулнăран-ши — унăн сăмахĕсене ăша хывма та пĕлмен пулĕ. Халĕ каласа панă тăк кашни сăмахне шурă хут çине çырса хурăттăм та… Анчах кая юлнă. Тен, çавăнпах çав вăхăтра çуралнă кинемейсем маншăн халĕ анне пекех туйăнаççĕ. Мария Васильевна хăйĕн çинчен каласа панине итлесе хама аннен çамрăклăхне таврăннă пек туйрăм: «Эпĕ 1937 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Вăтаел ялĕнче кун çути курнă. Манăн аппа Ксени, йăмăкăм Валенти пулнă. Хама 4-5 çултанпа астукалатăп. Йăмăкăн пĕчĕк чухнехи калпакне касса пукане валли хатĕрленĕччĕ. Йăмăкпа иксĕмĕрĕн чи малтанхи алă ĕçĕ пулчĕ ку. Унтан вăрçă пуçланчĕ. Аттене 1943 çулта илсе кайрĕç. Вăл пасартан таврăннă çĕре повестка килсе выртнă. Çав кунах тухса кайрĕ. Йăмăкпа иксĕмĕре тăрăхла сак çине тăратрĕ те: «Эпĕ таврăниччен пысăк пулăр», — тесе хăварчĕ. Чăнах та, пысăк пултăмăр. Ку çеç мар, ватăлтăмăр та. Аппапа йăмăкăм ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Тульккăш атте хăй таврăнаймарĕ, эпир ӳснине кураймарĕ. 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче анне вилчĕ, утă уйăхĕнче вара аттен вилнĕ хучĕ килчĕ. Вăл Ржев хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. Малтан ăна хăйне уйрăм пытарнă, кайран Çĕнĕ Ржев патĕнчи тăванла масар çине куçарнă. Халĕ унăн ятне Ржев патĕнчи пысăк мемориал çине те çырса хунă. Аслă хĕрĕм Анисса мăшăрĕпе аттене пытарнă вырăна шыраса тупнă, унта пуç тайнă. Анне питĕ ир вилет тесе эпир нихăçан та шутламан. Ун чухне кок-сагыз ятлă курăк лартатчĕç. Анне унта бригадирта ĕçлетчĕ. Кĕркунне, çуркунне ялан çăпатапа çӳретчĕ. Тăхăнмалли пулман. Ури ялан йĕпеччĕ. Чире кайрĕ. Темшĕн ăна больницăна илсе кайма пĕлмен. Хăй те каяс темен пуль. Килте виçĕ хĕр, кампа хăварас тенĕ-ши? Чирлесе çу каçрĕ. «Аçăр таврăнсан самайланатăп-ха», — тетчĕ ялан. Анне вилнĕ çулхине пĕрремĕш класа кайрăм. Вăл вырăнпах выртма тытăнчĕ. Пĕрре шкулта ачасем мана: «Марче, аннӳ вилет вĕт», — терĕç. Эпĕ йĕрсе ятăм. «Манăн анне ма вилтĕр? Пичĕ çинчи хĕрли те çухалман вĕт», — терĕм. Киле çитрĕм те — анне сак çинче выртать. Виçсĕмĕр ун умне пырса тăтăмăр. Сӳрĕк куçĕпе пирĕн çине пăхрĕ те хамăр умрах вилсе кайрĕ. Кăшкăрса макăртăмăр. Атте — вăрçăра. Мĕнле пурăнмалла? Асаттепе асанне виçсĕмĕре те хăйсем патне илсе кайрĕç. Вĕсем патĕнче аттен йăмăкĕ Евтук аппа, аттен вăрçăран чирлесе таврăннă шăллĕ Елисей тата Елюк инке пурăнатчĕç. Пирĕн çурта тырăлла сутса ячĕç. Асатте пӳрте сутнă хыççăн тыррине пысăк лара пуçтарса хучĕ те: «Выçă ларсан та пĕр пĕрчине те тытмастпăр. Ачасем ӳссен çурт туянма пултăр», — терĕ. Чăнах та, вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та пурнăç тем пек йывăр пулсан та асатте çав тырра тыттармарĕ. Çулла аттен вилнĕ хучĕ килчĕ. Çурт кĕтессине кайса тăрса: «Анне те, атте те çук. Ма телейсĕр-ши эпир?» — тесе йĕни пуçран тухмасть. Ун чухне хам 7-8 çулти ача çеç пулнă вĕт-ха. 1945 çулта вăрçă пĕтнине çулла çеç илтрĕмĕр. Аслисем пĕлнĕ пуль, анчах эпир, ачасем, вăрçă пĕтнине яла таврăннă салтаксене курсан çеç чухларăмăр. Чи малтан яла Ложкин Данил тете таврăнчĕ. Ачасем: «Вăрçă пĕтнĕ, салтаксем таврăнаççĕ!» — тесе кăшкăрчĕç. Эпир шкултан салтак курма тухрăмăр. Эпĕ çав савăнăçа туйма та пĕлмен пуль. Пирĕн таврăнакан никам та çук. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.