Комментари хушас

10 Юпа, 2014

Пирĕн мăнаçлăх

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума халалланă курăмлă тепĕр пулăм вăл - Спортсменсен парачĕ. Ăна Раççей телеканалĕн ĕçченĕ Дмитрий Губерниев ертсе пычĕ.

Парада Олимп, тĕнче тата Раççей чемпионĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Ен тата Шупашкар хулин ялавĕсене йăтса иртрĕç. Уява килнисене тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕ. «Эпир хамăрăн хулапа, спортсменсемпе тата ачасемпе мăнаçланатпăр. Пурне те ăнăçу сунатăп», - терĕ вăл.

Нумай йышлă ушкăна Олимпиада-80 символĕ Упа, хăвăрт утакансен 2008 çулта Шупашкарта иртнĕ Тĕнче кубокĕн палли Кăвакал чĕппи, çăмăл атлетика енĕпе 2015 çулта ирттерме йышăннă Европа чемпионачĕн талисманĕ Çăлтăр ертсе пычĕç. Хĕрлĕ тÿремпе пĕрин хыççăн тепри Чăваш Енри паллă спортсменсем, тренерсем, спортăн тĕрлĕ федерацийĕпе ассоциацийĕн представителĕсем, спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптакансем, ветерансем утса иртрĕç. Самбо, дзюдо, бокс, футбол, тхеквандо, гимнастика, хоккей, ташă тата ытти пĕрлĕхе çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Ялав йăтнă çамрăксем, оркестрсем, хор, юрăçсемпе ташăçсем уяв кăмăлне çĕклерĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.