Комментари хушас

10 Юпа, 2014

Ăсталăха туптатпăр

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум вăхăтĕнче Шупашкарта спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăх класĕсем, çавăн пекех дискусси сессийĕсем иртеççĕ.

Спорт тренерĕсем, вĕсем патĕнче ăсталăха туптакансем валли триатлон, ирĕклĕ кĕрешÿ, çăмăл атлетика, адаптаци спорчĕ, сĕтелçи теннис, самбо, спорт гимнастики, конькипе фигурăсем туса ярăнас енĕпе 8 ăсталăх класĕ йĕркеленĕ. Занятисем тĕп хулари тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт площадкисенче иртеççĕ.

Хăйсен професси вăрттăнлăхĕсемпе спорт çăлтăрĕсем, чи лайăх тренерсемпе специалистсем паллаштараççĕ. Вĕсен хушшинче - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейĕн кĕрешÿçĕ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов, СССР çăмăл атлетикăн тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов, Раççейĕн триатлон енĕпе пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Дмитрий Бутков, Раççейĕн сĕтелçи теннис енĕпе тава тивĕçлĕ тренерĕ Евгений Леонтьев, Раççейĕн фигурăсем туса ярăнас енĕпе тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Кудрявцев, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Раис Рахматуллин самбист тата ыттисем.

Ăсталăх класĕсенче теори кăна мар, практика пайĕ те пур. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче йĕркеленĕ ăсталăх класĕнче триатлон енĕпе ăсталăха туптама май туса панă. Кунта спикерсен тивĕçне çÿлерех асăннă Дмитрий Бутков, çавăн пекех хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Игорь Сысоев, Чăваш Енĕн Триатлон федерацийĕн президенчĕн çумĕ Александр Яковлев тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владислав Димитриев пурнăçлаççĕ.

Форумăн дискусси сессийĕсем те интереслĕ. Вĕсене физкультурăпа спорт аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвне халалланă: спорт резервне хатĕрлесси, массăллă спорта вăй парасси, «ГТО» комплексне çĕнĕрен чĕртесси, тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесси.

Н.ПАВЛОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.