Комментари хушас

11 Ака, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 24 (6515) № 11.04.2024

Тăван халăха юратнипе бренд шухăшласа тупнă

Нинăпа Петр Мышовсем пĕр-пĕрне юратса çемье çавăрнă, халĕ виçĕ ывăл ÿстереççĕ. Вĕсем шухăшласа кăларнă бренд та çак сăмахпах çыхăннă: «Юратса». Çамрăк мăшăр юрату туйăмне упрама пĕлет, çемьен чăн хакне ăнланать. Паян вĕсем — хаçат хăнисем.

Пĕртен-пĕр хĕр

— Нина, санпа çывăхрах паллашар-ха.

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Анне Ирина Николаевна 30 çул ытла шкулта пуçламăш классене вĕрентет. Атте Георгий Михайлович юлашки çулсенче вăрман хуçалăхĕнче лесничире вăй хурать. Пирĕн çемье питĕ туслă. Ял-йыш аттепе аннене ĕçчен, ырă кăмăллă пулнăшăн хисеплет.

— Эсĕ хăв та питĕ ĕçчен пулнине курса ĕнентĕм…

— Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулсан та мана мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ. «5-ре чухне сана кишĕр йăранĕ çумлама юнашар тăратрăм та, çавăнтанпа манпа пĕрле ĕçлесе ӳсрĕн», — тет анне.

— Хам 7 ачаллă çемьере çитĕннĕ те, мана темшĕн пĕччен ӳсме кичем пек туйăнать.

— Мана пĕччен тунсăхлă пулман. Анне мана çамрăкла çуратнă, 20 çулта пулнă, атте — 21-ре. Пĕве кĕрсен юлташсем çапла калатчĕç: «Аннӳпе иксĕр аппăшĕпе йăмăкĕ пекех курăнатăр». Эпĕ питĕ чĕрĕ хĕрачаччĕ. Мĕн пур япалана хамăн тытса курмаллаччĕ. Йытă çыртни те пулнă. Пĕрре çĕнĕ урамри çĕнĕ çурта куçнă хыççăн пӳрт тăррине витекен кӳршĕсем патĕнче пăтăрмах сиксе тухрĕ. Умра циркулярка тăрать. Хĕрлĕ кнопкине пусас килсе кайрĕ. Пусрăм та… ĕçлесе кайрĕ. Ун çинче выртакан хăма сăмсаран лекрĕ. Эпĕ йĕрсе янине илтсен пурте чупса килчĕç. Кӳршĕре пурăнакан хĕрарăм фельдшер патне илсе кайрĕç. Сăмса ăшĕнчи кĕвĕленнĕ юна асăрхасан анне ӳт какайĕ курăнать тесе хăраса ӳкнĕ. Пӳрте чупса кĕрсе аттене: «Гера, Нинăн сăмсине каснă!» — тесе кăшкăрнă. Аттен те сехри хăпнă. «Ку хĕре кайран епле качча памалла?» — тесе шутланă вăл çав самантра.

— Ахалех куляннă аçу. Ав епле чипер эсĕ. Шăпа сана кӳрентермен, лайăх каччăпа тĕл пултарнă… Иксĕре чăн-чăн юрату çыхăнтарни тӳрех курăнать.

— Чăнах та, ăнăçлă качча тухрăм. Эпир Петьăпа пĕр-пĕрне ача чухнех палланă. Эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Упи ялĕнчен пирĕн шкула аслă класа çӳреме пуçларĕ. Анчах эпир ун чухне çывăх калаçман. Вăл университетра ăс пухнă вăхăтра каччăпа хĕр пек çӳреме пуçларăмăр. Ман пата хăй пĕрремĕш шăнкăравларĕ, шкула «Кĕрхи бала» килессине пĕлтерчĕ. Курсан ун патне пĕрремĕш пыма вăтантăм. Хăй пырса сăмах чĕнчĕ. Çав тĕлпулу хыççăн туслашрăмăр. Аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне вĕренме кĕтĕм. Петя И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра инженер профессине алла илчĕ. Ултă çултан çемье çавăртăмăр.

— Çамрăклах пĕрлешни лайăх. Çамрăксен интересĕсем, пурнăçа йышăнасси пĕр пек. Çемьери пĕрремĕш утăмсене мĕнрен пуçларăр-ха?

— Çемье пурнăçĕ юратуран пуçланчĕ. Чĕрере юрату çук тăк мăшăр телейлĕ пулаймасть. Петьăна салтакран кĕтсе илтĕм. Хĕр тусăмпа /унăн савнийĕ те çарта Петьăпа пĕрле службăраччĕ/ ун патне пĕрре мар кайса килтĕм. Петя мĕн ачаран хăйĕн умне тĕллевсем лартнă: аслă пĕлӳ илмелле, салтака кайса килмелле, ĕçе вырнаçмалла, унтан авланмалла. Çулла вĕçĕнче унăн тăванĕсем манăн атте-анне патне туй пирки калаçма килчĕç. Кĕркунне тăвансене туя пуçтартăмăр.

— Эсĕ — виçĕ ывăл амăшĕ, умлăн-хыçлăн çуратнă. Тӳрех виçĕ ачана ӳстерме йывăр пуласси хăратмарĕ-и?

— Хăрамарăм. Юлашки вăхăтра çакна асăрхарăм: пĕлĕшсен йышĕнче нумай ачалли чылай. Пурнăçра чи пĕлтерĕшли — тăвансем пурте сывă пулни. Виççĕмĕш ачана кĕтнине пĕлсен савăнтăм. Турă панă пулсан ӳстеретпĕрех терĕм. Чăнах та, вăй хушăнчĕ. Ытларах ĕçлеме пуçларăмăр, пысăкрах хваттер илме шутларăмăр.

— Эпĕ асăрханă тăрăх, çемьере пĕччен çитĕннĕ çын мăшăрлансан нумай ача çуратать.

— Пĕрремĕш ачана кун çути кăтартсан тепĕр иккĕ çуратăп тесе пачах шутламан. Пĕрремĕшĕпе ача ӳстересси çăмăлах маррине ăнлантăм: çывăрса тăранаймастăн, ача чирлет… Иккĕмĕшĕпе мĕн тумаллине вĕренсе çитрĕм. Виççĕмĕшĕпе вара тата çăмăлрах иккен. Опыт пур-çке-ха.

— Çемьере сансăр пуçне пурте арçынсем. Хĕрарăм ĕçĕсене пĕччен пурнăçлама çăмăлах мар-тăр? — Пирĕн çемьере хĕрарăмпа арçын ĕçĕсене уйăрасси çук. Пĕтĕмпех упăшкапа пĕрле тăватпăр. Ачасем пире курса ӳсеççĕ. Хальлĕхе виççĕшĕ те садике çӳреççĕ. Асли кăçал 1-мĕш класа каять. Вăл ташлама юратать, спорт секцийĕсене çӳрет. Вăтамми вулама, çырма кăмăллать. Кĕçĕнни ирĕнкаçăн шывра чăмпăлтатма хатĕр.

— Мăшăрун ашшĕпе амăшĕ лайăх çынсем ахăртнех, ывăлне тĕрĕс воспитани панă.

— Хуняма Светлана Валерияновна — ялти клуб ертӳçи, хуняçа Владимир Сергеевич — ăста платник. Мăшăрăн йăмăкĕ пур. Питĕ туслă çемьене качча килтĕм. Хуняçапа хуняма мана тăван хĕрĕ пекех йышăнчĕç. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Хыпар» та пуян кун-çулĕпе тĕлĕнтерчĕ

Ака уйăхĕн 2-12-мĕшĕсенче ВДНХри Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин кунĕсем иртеççĕ. «Цифра министерстви анлă программа хатĕрлерĕ. Курава çитекенсем пирĕн республикăн кунçулĕпе культури, йăли-йĕрки пирки ытларах пĕлĕç. Хальхи технологисен пулăшăвĕпе çакна тумашкăн кăсăклăрах та пулĕ», — терĕ цифра министрĕ Михаил Степанов.

Пире тĕнчипе пĕлеççĕ Ака уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче «Чăваш Ен» стендĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн кунĕсем иртрĕç. Ĕçтешсем тĕрлĕ хаçат-журналпа, Чăваш Енри фотокорреспондентсен музейĕн экспоначĕсемпе паллаштарчĕç. Курава çитнисем «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш страници евĕр пичетленĕ баннер умĕнче сăн ӳкерĕнчĕç, кĕçĕн çултисем ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ йĕркеленĕ ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Ачасем «Тетте» журналта пичетленнĕ пуканепе унăн тумне касса кăларчĕç. Тĕрлĕ тĕспе пичетленекен журнал пĕчĕккисене кăна мар, аслăрах ӳсĕмрисене те илĕртрĕ. Чăвашла пĕлменнисене кăларăм икĕ чĕлхепе пичетленни кăмăла кайрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн куравĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков та паллашрĕ, пирĕн кăларăмсем ытти наци халăхне кăсăклантарнине курса ĕненчĕ. Чăваш Ен стенчĕ умĕнче чарăнса тăракансем республика пирки мĕн пĕлнине каласа кăтартрĕç. 3-мĕш космонавт Андриян Николаев, Лана Прусакова фристайлçă пирĕн тăрăхран пулнине каларĕç. «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» хатĕрлес шухăш сирĕн регионта çуралнине пĕлетĕп. Ал ĕçĕсемпе кăсăкланатăп, пушă вăхăтра тĕрлĕ япала ăсталатăп. Чăваш маçтăрĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Эсир — тăрăшуллă та сăпайлă халăх», — терĕ Мускавра пурăнакан Асия Симонова. Пирĕн хаçатсемпе кăсăкланса паллашакан чылаййăн пулчĕ. Хăшĕ-пĕри пуçлăхĕ, тусĕ е тăванĕ Чăвашран пулнине асăнчĕ. Çĕршывăмăр тĕп хулинче тĕпленнĕ Наталия Владимировна ВДНХран инçех мар пурăнать иккен. Хĕрарăм кашни кунах 75-мĕш павильона «Раççей» куравпа паллашма çӳрет. «Экспозицисем çĕнелеççĕ, кашнинчех мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕп», — терĕ вăл сумкăри тетрадьне кăларнă май. Унтан республикăри промышленноç, ял хуçалăхĕ, культура мĕнпе палăрнине тĕпчесе çырма пуçларĕ. Хĕрарăм пирĕн тăрăхра хăмла отраслĕ чĕрĕлнине кăмăлласа йышăнчĕ. «Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие ют çĕршывран кӳрсе килнипе танлаштараймăн. Хăмларан тĕрлĕ шĕвек хатĕрлетĕп, чирчĕрпе кĕрешетĕп», — терĕ Наталия Владимировна. Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçат-журналĕпе паллашнă 100-мĕш çын пулчĕ. Ăна «Хыпар»: минувшее и настоящее» кĕнеке парнелерĕмĕр. Çакăншăн хĕрарăм чунран тав туса сыв пуллашрĕ. Милицире, уголовлă шыравра ĕçленĕ Валерий Павлович служба ĕçĕпе нумай региона çитнине пĕлтерчĕ. Анчах Чăваш Ене çитме тӳр килменшĕн пăшăрханчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хӳтĕлев чиккисене пирĕн республикăра та чавнине Чăваш Ен стенчĕпе паллашсан çеç пĕлнине те пытармарĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Чечексене те тĕллипаллисĕр лартмаççĕ

Çурлан 18-мĕшĕнче шĕкĕр хуламăр 555 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ун тĕлне Шупашкар епле улшăнĕ? Çакăн тавра хула администрацийĕн тĕп архитекторĕпе Павел Корниловпа калаçрăмăр.

— Павел Петрович, нарăс уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче хулашăн пĕлтерĕшлĕ вун-вун объект хута каяссине палăртнăччĕ. Хăшне-пĕрне асăнса хăварăр-ха.

— «Хĕвеллĕ», «Садовый», «Университет-2» микрорайонсенче шкулсене, «Березка» лагерĕн хăвăрт çĕкленекен корпусĕсене, хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнчи йĕлтĕрпе роллер трассине, «Труд» стадионти футбол манежне, Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕнчи бассейнлă спортпа сиплев комплексне, «Шурă чулсем» физкультурăпа сиплев центрĕнче тĕрлĕ хатĕр вырнаçтарнă спорт лапамне, «Çĕнĕ хула» микрорайонти искусственнăй сийлĕ катока тата ыттине уçма палăртнă. Кунсăр пуçне Кăнтăр-хĕвел анăç бульварĕнче тата Максимов урамĕнчи аллейăра, çавăн пекех 17 пин ытла пурăнакан вырăнта 29 картишре хăтлăх кĕртме планланă. Вĕсем халăха савăнтарĕç кăна мар, тавралăха та илем кӳрĕç. Пысăк обћектсен строительствине пуçăнмалла. «Акварель», «Çĕнĕ хула» микрорайонсенче шкулсен котлованне чавма тытăнмалла. Хута яма палăртнă тĕп объектсен шутне «Атăл» стадиона та кĕртмелле. Хулара пурăнакансем ăна реконструкцилессе кĕтеççĕ. Вăл федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи пысăк спорт обћекчĕсенчен пĕри пулĕ. Кунсăр пуçне хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕ те — питĕ пĕлтерĕшлĕ обћект. Унта — йĕлтĕрпе роллер трасси кăна мар, сăрт-ту акробатикипе кăсăкланакан спортсменсем те çулталăк тăршшĕпех тренировка ирттерме пултарĕç — вĕсем валли ятарлă пневмоминтер вырнаçтарĕç.

— Пирĕн федераци тата республика, хула шучĕпе пурнăçа кĕрекен проект питĕ нумай. Уйрăм çынсен пуçарăвĕпе çĕкленекеннисем пур-и?

— Вĕсен шутне пилĕк çăлтăрлă икĕ хăна çуртне кĕртмелле. Пĕри — залив хĕрринчи «Мегаполис». Унăн строительстви вăраха кайнăччĕ. Хула кунĕ тĕлне ĕçсем вĕçленмелле. Предприятисем те уява хатĕрленеççĕ. Сăмахран, «Акконд» темиçе артобћект вырнаçтарасшăн. Заливра /пĕрремĕш кондитер фабрики пулнă вырăнта/ шăккалат плитки хурăмлине лартма палăртать. Алăксен кластерĕ вара хăйсен арт-обћектне Хĕрлĕ тӳремре вырнаçтарасшăн. Эскизсем пур ĕнтĕ, эпир вĕсене ку енпе пулăшатпăр.

— Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячĕпе çĕклеме шантарнă палăк пирки те манар мар.

— Пĕлтĕрхи çулла «Çĕнтерӳ» паркра пулас мемориал вырăнĕнче чул хурса хăварнăччĕ. Вăл мĕнлерех пулĕ — архитектура конкурсĕ ирттернĕ хыççăн пĕлĕпĕр. Чи лайăх дизайн-проекта палăртма ăна Раççей шайĕнче йĕркелетпĕр.

— Çулсеренех хула урамĕсене чечексемпе илемлетеççĕ. Ландшафт дизайнерĕсем кăçал мĕнпе тĕлĕнтерĕç-ши?

— Чăнах та, чечексемпе илемлетессине пирĕн хулара пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эпĕ тĕрлĕ хулара пулса курнă май калама пултаратăп: ку енĕпе эпир питĕ маттур. «Зеленстрой» предприяти хăйĕн ĕçне çӳллĕ шайра пурнăçлать. Акă юбилей тĕлне илемлетес енĕпе те пысăк ăсталăха хурса эскизсем хатĕрлерĕç. Нимĕн те тĕллипаллисĕр лартмаççĕ, пĕтĕмпех хулан уйрăмлăхĕсене кура тĕплĕн шухăшласа, пĕр стиле пăхăнса капăрлатаççĕ. Кунта та хăйĕн концепцийĕ, тĕллевĕ пур. Дизайнерсем йăлтах шута хураççĕ. Ытларах çăвĕпех йăмăхса ешерекен пĕр çул ӳсекен чечексене суйлаççĕ. Концепципе килĕшӳллĕн, кăçал çулла 135 обћекта чечекпе илемлетмелле. 13,1 пин тăваткал метр çинче пĕр çул çитĕнекен 663 пин ӳсен-тăран лартма палăртаççĕ. Çул хĕррисенче, хулана пырса кĕнĕ çĕрте, çул ункисенче /вĕсем Шупашкарта питĕ нумай/ лартĕç. «Хĕвеллĕ» микрорайонти çул ункинче клумба хута ярĕç. Обћект эскизне хатĕрленĕ чухне специалистсем темиçе тĕллев пурнăçласшăн: нумай çул ӳсекен тĕмсемпе çав вырăна чĕрĕлĕх, эстетика кĕртесшĕн. «Шупашкар» суту-илӳ центрĕ çывăхĕнчи тата Вăрнар шосси çул ункисенче те нумай çул ӳсекен чечексем, декоративлă тĕмсем лартĕç. Çапла ку вырăнсем илемлĕрех курăнĕç, сывлăша тасатĕç. Хула варрине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Пĕр çул ӳсекен чечексенчен йĕркеленĕ клумбăсем уяв сĕмĕ кĕртĕç. Парксене, скверсене, халăх çӳрекен ытти вырăна чечексемпе илемлетĕç. Клумбăсене йăлана кĕнĕ пек чăваш символикипе, ландшафт дизайнерĕсен хальхи куçĕпе пăхса капăрлатĕç. Нумай çул ĕнтĕ пирĕн хулара вертикальлĕ клумбăсем ăсталаççĕ. Лапамсенче, тротуарсенче, картасем тытса çавăрнă вырăнсенче вазонсем пулĕç. Ку меслет тӳрем мар вырăнсене те илем кӳме пулăшать. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне чечексем лартас ĕç вĕçленĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Арчинче чăваш кĕпи, хушпу, тĕрленĕ тутăрсем упранаççĕ

Кӳкеçре тĕпленнĕ Надежда Потапова пĕр кун та алă ĕçĕсĕр лармасть. Вăл полипропилен çиппинчен мунчаласем çыхать. Ахальлисем мар, хăйне евĕрлĕ вĕсем унăн. Чĕр чуна аса илтерекенни те, чечек евĕрли те, ят çырса хуни те пур. Çаксене пĕтĕмпех хăй çыхать.

Амăшĕнчен вĕреннĕ

Мулкач, тăмана, упа, кашкăр, тилĕ, чĕрĕп — мĕн кăна ăсталама фантази çитмест унăн! Надежда çутă тĕссене юратнăран мунчала çыхнă чухне тĕттĕммисемпе усă курмасть. Çавăнпа та пулĕ вĕсем аякранах куçа илĕртеççĕ. Пĕр мунчалана вăл пĕр кунрах çыхса пĕтерет. «Ахальлисене пурте çыхаççĕ, эпĕ вара теттесем евĕр мунчаласем çыхма шухăшларăм», — пĕлтерчĕ вăл. Çак ĕç уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Унпа вăл 10 çул каялла, упăшки чирлесен, чуна йăпатмашкăн тесе аппаланма тытăннă. Малтанах ахальлисене çыхнă, тăватă çултан вара тетте евĕр мунчаласем те ăсталама тытăннă. Вĕсене мĕнле çыхмаллине Надежда интернетра пăхать. Хатĕр мунчалана тата илемлĕрех тăвас тесе ун çумне чечек е лĕпĕш çирĕплетсе хурать. «Çапла майпа нервсене лăплантаратăп, çыхни мана киленӳ кӳрет», — терĕ ăста. Каçхине çывăрма выртас умĕн е пĕр-пĕр ĕçе туса пĕтерсен вăл юратнă киленĕçĕ валли яланах вăхăт тупать. Алă ĕçне вăл ача чухнех амăшĕнчен вĕреннĕ. «Анне темĕн те çыхма пĕлетчĕ. Ун патне пулăшу ыйтса кӳршĕ ялтан та килсе çӳретчĕç. Пирĕн вăхăтра хĕрсем качча кайиччен тупра хатĕрленĕ. Турăш умне çакмалли, ахаль ал шăллисем, минтер пичĕсем тĕрленĕ. Манăн паянхи кун та арчара чăваш кĕпи, хушпу, тĕрленĕ тутăрсем упранаççĕ. Чаршавсемпе чĕнтĕрсем те çыхнă», — каласа кăтартрĕ Надежда Геннадьевна. Вăл çавăн пекех картинăсем те тĕрлеме юратать. Ку чун киленĕçĕпе вăл шкулта чухне кăсăкланма пуçланă. Надьăна амăшĕ пĕчченех ӳстернĕ. Апла пулин те вăл хăйĕн ачалăхне лайăххипе кăна аса илет. «Мана çав вăхăта тепĕр хут тавăрсан та эпĕ шкула савăнсах çӳрĕттĕм. Пире пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă вĕрентекенсене паянхи кун та ыррипе кăна аса илетĕп. Истори, географи, биологи… Çав тери лайăх учительсем вĕрентнĕ пире», — малалла калаçрĕ Надежда Геннадьевна. Вăл 5-мĕш класранпах ялти ытти ачапа колхоза ĕçлеме çӳренĕ: кăшман, çĕр улми анисене çумланă, утă пуçтарнă. «Утă тĕркине машина çине тиеттĕмĕр те унтан купасем çине чупса пырса сикеттĕмĕр. Шкулта та пулăшаттăмăр — савăнсах ĕçлеме çӳренĕ эпир. Серте татнă, çĕр улми пуçтарнă. Пире сĕт, çăкăр килсе çитеретчĕç. Кайран, пăртак пысăклансан, йĕтем çине çӳреме пуçларăмăр. Унта питĕ каяс килетчĕ. Каçхине унтан таврăнсан вара ывăннине пăхмасăрах урама тухаттăмăр та выляттăмăр, ташлаттăмăр. Ирхине вăрансан тӳрех йĕтем çине ĕçлеме чупаттăмăр», — иртнине йăл кулăпа аса илчĕ Надежда Потапова. Юбилей тĕлне е парне валли… «Сирĕн талант пысăк. Эсир ӳнерçĕ пулĕ», — теççĕ ăна. Çак мунчаласене курсан чылайăшĕ вĕсене туянасшăн. Хăшĕ-пĕри унашкаллисене юбилей тĕлне е парне валли çыхса пама ыйтать. Надежда çиппине хăех туянать. «Халĕ тата Мăнкун валли 12 мунчала çыхма саккас пачĕç. Хамăр тăрăхра мана нумайăшĕ палласа та çитрĕ», — терĕ вăл. Надежда Потапова Вăрнар округĕнчи Çăкаллă Явăш ялĕнче çуралнă, суту-илӳ тытăмĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл ирĕклĕ графикпе ĕçлет: Надежда 80 çултан иртнĕ пĕччен пурăнакан кинемейсене эрнере 3-4 сехет пулăшма çӳрет. Вĕсене урай çуса парать, эмелсем туянать, коммуналлă тăкаксемшĕн тӳлеме пулăшать, апат пĕçерсе хăварать. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Такăнсан та никама айăпламасăр, кӳренмесĕр малалла утмалла»

Галина Макарова Шупашкар хулинче пурăнать. ЧР ШĔМĕн йĕркене пăснă çул çитмен ачасен вăхăтлăх пурăнмалли центрĕнче дезинфекторта ĕçлет. Пушă вăхăтра сăвăсем çырать. Унăн хайлавĕсем «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Ял пурнăçĕ» хаçатсенче кун çути курнă. Вĕсенче ытларах юрату, кăмăл-сипет темисем палăраççĕ. Тĕлĕнмелле те, унăн ĕçĕпе чун туртăмĕ — пач расна.

Чарăнура пулас мăшăрĕпе паллашнă

«Эпĕ Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче 1962 çулта Яков Николаевпа Екатерина Афанасьевăн çемйинче çуралнă. Ултă хĕр çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Аттене пăртак кăна астăватăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вăл. Аманнă, тыткăна лекнĕ. Яла 1948 çулта çеç таврăннă. Унтан колхозра трактористра нумай çул ĕçленĕ. Эпĕ 4 çулта чухне чире кайса çĕре кĕчĕ. Анне те колхозра ĕçлетчĕ. Пирĕн тăрăхра хăмла туса илетчĕç. Ăна пайпа паратчĕç. Эпир унта аннене пулăшма çӳреттĕмĕр. Пирĕн пахча хыçĕнчех вăрманччĕ. Унта пĕччен те кайма юрататтăм. Çавăн чухнех хамăн шухăш тыткăнĕнче çӳренĕ эпĕ. Ятарласа блокнот туяннăччĕ. Унта паллă çыравçăсен сăввисене çырса хураттăм. Вĕсемпе хавхаланса пĕчĕк новеллăсем, сăвăсем шăрçалаттăм. 7-8-мĕш класс тĕлне çав блокнот тулчĕ. Пирĕн класа ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Ганна Андреева ертсе пыратчĕ. Вăлах нимĕç чĕлхине вĕрентетчĕ. Эпĕ вăтам ĕлкĕрсе пыраттăм, нимĕç чĕлхипе вара «5» паллă пулнă. Паянхи кун та нимĕçле ваттисен сăмахне чылай пĕлетĕп. Калаçнине те чухлатăп. Унăн мăшăрĕ Николай Андреевич пире юрă-ташă çеммине ăнланма, ӳкерчĕкри илеме курма вĕрентрĕ. Эпир ялсем тăрăх çӳресе çынсене савăнтараттăмăр. Вăлах ертсе пынипе хамăрах пуканесене тумлантарса театр йĕркелерĕмĕр. Ачасемшĕн хыпса çунакан вĕрентекенсем пулнă вĕсем — Ганнăпа Николай Андреевсем. Пире хăйсем патне киле илсе каятчĕç, кукăльпе хăналатчĕç. Ялти вăтам шкула пĕтерсен хĕр тусăмпа Шупашкарти кулинари училищине вĕренме кĕтĕмĕр. Çулталăкран унран техникум туса хучĕç. Повар профессине илнĕ хыççăн хулари 1-мĕш столовăя ĕçлеме ячĕç. Унта 4 çул вăй хутăм. Ялтан Шупашкара пуйăспа çӳреттĕмĕр. Пĕрре «Траки» чарăнура хĕр тусăмпа пуйăс кĕтсе тăтăмăр. Пирĕн пата икĕ каччă пычĕ. Вĕсем те хулана каяççĕ иккен. Сăмах çине сăмах. Çапла паллашрăм пулас мăшăрпа Олег Макаровпа. Иксĕмĕрĕн те пĕрре курсах ăшă туйăмсем çуралчĕç», — иртнине аса илчĕ Галина Яковлевна. Икĕ çамрăк 1984 çулта пĕрлешнĕ. Çулталăкран хĕр Надя çуралнă. Пурăнма — хваттер, ачана садик кирлĕрен çамрăк мăшăрăн ĕçе улăштарма тивнĕ. Галина ШĔМĕн 157-мĕш ача садне вырнаçнă. Анчах унта нумай ĕçлемен. ШĔМĕн административлă майпа айăпланнă тата килсĕр-çуртсăр юлнă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли центрта дезинфектор кирлине пĕлсен вăл пĕр сăмахсăрах унта куçнă. Кам-ха вăл — дезинфектор? Унăн тивĕçĕ питĕ яваплă. Вăл унта лекнĕ çынсене санпропускник витĕр кăларать. Ун витĕр тухнă çынсем кайран дезинфекциленĕ камерăна каяççĕ. «Эпĕ ĕçлеме тытăннă вăхăтра килсĕр юлнă çынсене те унта илсе пыратчĕç. Вĕсен хушшинче темĕнле шăпалли те пурччĕ. Хисеплĕ те паллă çын пулнисемех унта лекни çав тери тĕлĕнтеретчĕ. Вĕсемпе калаçма тиветчĕ. Çынсемшĕн усăллă пулни савăнтаратчĕ мана. Ĕçĕ питĕ йывăр пулсан та килĕшетчĕ. Пĕррехинче «Ялав» журнал кăларнă «Ырă хыпар» кĕнеке алла лекрĕ. Унта Иоанн апостол çырнă Таса Евангелири сăмахсене пичетленĕччĕ. Вĕсем ăша кĕрсе вырнаçрĕç. Тепрехинче çак журналах Иван Яковлев Патриархăмăрăн халалне пĕчĕк кĕнеке пек пичетлесе кăларчĕ. Вĕсене паянхи кун та упратăп. Халал сыпăкĕсенчен нумайăшне пăхмасăр пĕлетĕп. Ĕçре хама йывăр чухне Иван Яковлевăн сăмахĕсем пуçран тухмастчĕç: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă — çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр». Эпĕ унта ĕçлеме тытăннă вăхăтра шăпах Совет Союзĕ арканчĕ. Ĕçре те йывăрлăхсем пуçланчĕç. Ку вăхăт тĕлне пирĕн иккĕмĕш хĕрача Олеся çуралнăччĕ. Иккĕшĕ те шкула çӳреме пуçларĕç. Мăшăрăм чирлесе ӳкрĕ. Питĕ йывăр тапхăр пулчĕ. Депрессие кĕрсе ӳкрĕм. Чиркĕве çӳреме пуçларăм. Çапах ĕçе пăрахмарăм. Çав вăхăтрах Евангели вуларăм. Çавăн чухне пурнăçра пурин патне те чун юратăвĕпе пымаллине ăнлантăм. Юратăва туйма кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те аталанмалла иккен. Ун валли вара вăй-хăват кирлĕ тата нумай вĕренмелле. Тарăн пĕлӳ илес тесе тĕрлĕ çĕрте куçăн мар майпа вĕрентĕм, нумай хаçат-журнал çырăнса илтĕм. Çавăн чухне сăвăсем çырма тытăнтăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.