Хыпар 37 (28213) № 09.04.2024
«Хыпар» та куравра пулчĕ, пуян кун-çулĕпе тĕлĕнтерчĕ
Ака уйăхĕн 2-12-мĕшĕсенче ВДНХри Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин кунĕсем иртеççĕ. «Цифра министерстви анлă программа хатĕрлерĕ. Курава çитекенсем пирĕн республикăн кун-çулĕпе культурине, йăли-йĕркине ытларах пĕлĕç. Хальхи технологисен пулăшăвĕпе çакна тумашкăн кăсăклăрах та пулĕ», — терĕ цифра министрĕ Михаил Степанов.
Пире тĕнчипе пĕлеççĕ
Ака уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче «Чăваш Ен» стендĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн кунĕсем иртрĕç. Ĕçтешсем тĕрлĕ хаçат-журналпа, Чăваш Енри фотокорреспондентсен музейĕн экспоначĕсемпе паллаштарчĕç. Курава çитнисем «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш страници евĕр пичетленĕ баннер умĕнче сăн ÿкерĕнчĕç, кĕçĕн çултисем ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ йĕркеленĕ ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Ачасем «Тетте» журналта пичетленекен пуканепе унăн тумне касса кăларчĕç. Тĕрлĕ тĕспе пичетленекен журнал ачасене кăна мар, аслăрах ÿсĕмрисене те илĕртрĕ. Чăвашла пĕлменнисене кăларăм икĕ чĕлхепе пичетленни кăмăла кайрĕ. «Хыпар» ИÇ куравĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков та паллашрĕ, пирĕн кăларăмсем ытти наци халăхне кăсăклантарнине курса ĕненчĕ. Чăваш Ен стенчĕ умĕнче чарăнса тăракансем республика пирки мĕн пĕлнине каласа кăтартрĕç. 3-мĕш космонавт Андриян Николаев, Лана Прусакова фристайлистка пирĕн тăрăхран пулнине асăнакан пулчĕ. «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» хатĕрлес шухăш сирĕн регионта çуралнине пĕлетĕп. Ал ĕçĕсемпе кăсăкланатăп, пушă вăхăтра тĕрлĕ япала ăсталатăп. Чăваш маçтăрĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Эсир — тăрăшуллă та сăпайлă халăх», — терĕ Мускавра пурăнакан Асия Симонова. Пирĕн хаçатсемпе кăсăкланса паллашакан чылаййăн пулчĕ. Хăшĕ-пĕри пуçлăхĕ, тусĕ е тăванĕ Чăвашран пулнине асăнчĕ. Çĕршывăмăр тĕп хулинче тĕпленнĕ Наталия Владимировна ВДНХран инçех мар пурăнать иккен. Хĕрарăм кашни кунах 75-мĕш павильона «Раççей» куравпа паллашма çÿрет. «Экспозицисем çĕнелеççĕ, кашнинчех мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕп», — терĕ вăл сумкăри тетрадьне кăларнă май. Унтан республикăри промышленноç, ял хуçалăхĕ, культура мĕнпе палăрнине тĕпчесе çырма пуçларĕ. Хĕрарăм пирĕн тăрăхра хăмла отраслĕ чĕрĕлнине кăмăлласа йышăнчĕ. «Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие ют çĕршывран кÿрсе килнипе танлаштараймăн. Хăмларан тĕрлĕ им-çам хатĕрлетĕп, чир-чĕрпе кĕрешетĕп», — терĕ Наталия Владимировна. Вăл «Хыпар» ИÇ хаçат-журналĕпе паллашнă 100-мĕш çын пулчĕ. Ăна «Хыпар»: минувшее и настоящее» кĕнеке парнелерĕмĕр. Çакăншăн хĕрарăм чунтан тав туса сыв пуллашрĕ. Милицире, уголовлă шыравра ĕçленĕ Валерий Павлович служба ĕçĕпе нумай региона çитнине пĕлтерчĕ. Анчах Чăваш Ене çитме тÿр килменнишĕн пăшăрханчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хÿтĕлев чиккисене пирĕн республикăра та чавнине Чăваш Ен стенчĕпе паллашсан çеç пĕлнине те пытармарĕ.
Китай хĕрĕ те чăвашла вуларĕ
«Раççей» куравра çĕр-çĕр волонтер, экскурсовод ĕçлет. Муркаш тăрăхĕнче ÿснĕ Юлия Конузина — стендист. Мускаври çыхăнупа информатика технологийĕн университетĕнче аслă пĕлÿ илекенскер «Чăваш Ен» экспозицийĕнче ĕçлет. «Курава пĕрремĕш хут килсен кунта никам та чăвашла калаçманнине пĕлтĕм те шухăша кайрăм. Собеседовани витĕр тухрăм, вĕрентĕм те ĕçлеме пуçларăм. Хампа пĕрле икĕ чăваша илсе килтĕм», — терĕ пулас айтишник. Юлия «Хыпар» ИÇ хаçатжурналне алла тытса аса илÿсен авăрне лекрĕ. «Кукамай пичет кăларăмĕсене çырăнса илетчĕ. Эпĕ хаçата юлашки страницăран вулама пуçлаттăм. Темшĕн мана ытларах пĕлтерÿсен страници кăсăклантаратчĕ», — терĕ Юля. <...>
Ольга КАЛИТОВА
Техтĕрĕслев малалла пырать
Çурхи ĕçсене пурнăçлама техникăна уй-хире кăлариччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çур акине аграрисем епле хатĕрленеççĕ?
— Эпир хатĕр тесен те юрать, — терĕ Елчĕк округĕн администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Сергей Волков. — Трактор-машинăна хире ыранах кăларма пултаратпăр. Администраци йышăну кăларса йĕркеленĕ комисси 14 ял хуçалăх предприятийĕпе 68 хресчен-фермер хуçалăхĕнчен пĕр пайне çитсе техникăна техтĕрĕслев витĕр кăларчĕ, 99% юсаса пĕтернине палăртрĕ, çитменлĕхсене çак кунсенчех пĕтерме сĕнчĕ. Комисси хăйĕн ĕçне малалла тăсĕ. Хуçалăхсем кăçалхи виçĕ уйăхра 80 миллион ытла тенкĕлĕх 9 тракторпа машина, çав шутра темиçе сеялка, туяннă, 899 тонна супер-элита, элита тата оригинал вăрлăх илсе килнĕ, çакă мĕн пур вăрлăхăн 23% шутланать. Пахине тата илсе килме палăртнă, вăл 30% капашасса шанатпăр. Кондицие лартнă вăрлăх — 128%. Минерал удобренийĕ 5100 тонна хатĕрлерĕç, тата 300 тоннăран кая мар турттармалла. Пĕлтĕр ăна кашни гектар çĕре 55 килограмм ªçитĕнме кирлĕ паха хутăшсене шутласанº хывнăччĕ, ÿсен-тăрана кăçал та çакăнтан кая мар парасшăн. Çурхи ĕçсене явăçтаракан тракторсене ĕçлеттерме кадрсем çирĕплетнĕ. — Техтĕрĕслеве округра ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçларăмăр, — пĕлтерчĕ ЧР Технадзорĕн Йĕпреç округĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей Терентьев. — Комисси «Трудовик» тата «Путиловка» агрофирмăсене çитсе трактор-машина техусловие епле тивĕçтернипе кăсăкланчĕ. Ку ĕçе малалла тăсăпăр. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне çурхи ĕçсене явăçтарма палăртнă тракторсенчен 125-шĕ ª94,7%º хире тухма хатĕрччĕ, пурне те юсаса пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Комисси хуçалăхсен ертÿçисемпе тата механизаторсемпе тĕл пулнă чухне техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтатпăр. — 2023 çулта акнă лаптăк 16910 гектарпа танлашнă, кăçал ăна 17247-е çитересшĕн, — калаçăва хутшăнчĕ администрацин ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Михаил Ермошкин. — Кĕрхи культурăсем 2995 га йышăнаççĕ, калча лайăх хĕл каçрĕ. 2024 çулта 28433 тоннăран сахал мар тырă пухса кĕртме планларăмăр. Çур акине хатĕрленсе нумаях пулмасть агроконференци ирттертĕмĕр, çурхи ĕçсене пурнăçлассипе, агротехнологие пăхăнассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яврăмăр. Конференцин практика пайĕнче округри «Красный партизан» колхозăн çĕнетнĕ техника паркĕпе паллашрăмăр. Хуçалăх юлашки çулсенче трактор-машина, çав шутра тыр-пул тата выльăх апачĕ пуçтарса илмелли комбайнсем, чылай туянчĕ, ăна-кăна хĕл каçарма ангарсем турĕ. Тырра алласа çÿп-çапран тасатмалли «КЗС» хута ярасшăн. Акан 5-мĕшĕ тĕлне Шупашкар округĕнче «Че¬бомилк», «Атлашевская», «Ольдеевская», «Прогресс», «Чурачикское», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсен трактор-машинине техтĕрĕслев витĕр кăларнă. Хăшне-пĕрне комисси асăрхаттарнă хыççăн тепĕр хут юсаса хатĕррисен ретне тăратнă. — Унăн членĕсем техникăна пăхнă чухне кашни умĕнче тракторист тăчĕ, — каласа пачĕ округри инспекци пуçлăхĕ Николай Никифоров. — Механизаторсем удостоверени, медаптечка, огнетушитель, трактор çĕмĕрĕлсен юсав пынине систерекен паллă кăтартрĕç. Пĕлтĕр округра ял хуçалăх техники 16 туяннă, кăçалхи виçĕ уйăхра 2 илсе килчĕç. Комсомольски округĕнче техтĕрĕслев «Слава картофелю» агрофирмăран пуçланнă, комисси 27 техникăна çурхи ĕçсене явăçтарма ирĕк панă. Кашнин документне, хут çинчи тата техника çине çырнă номерсем тÿр килнине, трактор-машина юсавлăхне, двигательтен тĕтĕм мĕн чухлĕ тухнине тĕрĕсленĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Хусанкайсен килĕнче хăна нумай пухăннă
«Ача чухне Шупашкар хальхи пек пысăк хула пулман. Калăпăр, кăнтăр еннелле, чукун çул вокзалĕ патнелле кайсан, хальхи «Чăваш Ен» хăна çурчĕ патĕнчен уй сарăлса выртатчĕ. Анăç еннелле утсан Мускав проспекчĕ пулман. Етĕрне çулĕ еннелле кайсан вăрман уçланкинче Ĕçпе юрă уявĕ ирттеретчĕç. Ун чухне çав лапам хула территорине кĕмен. Шупашкар çыннисем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретчĕç. Уйрăмах çуркунне сисĕнетчĕ çакă. Атăлта пăр кайнине курма тухаттăмăр. Питĕ хитреччĕ çав вăхăт. Лакрей вăрманне çитме инçе туйăнатчĕ», — калаçăва пуçларĕ Атнер Хусанкай ăсчах-лингвист.
Хваттерти кăмакара икерчĕ пĕçернĕ
Ун чухне Хусанкайсен çемйи Ленин палăкне хирĕç вырнаçнă çуртра пурăннă. Унта 4 çурт пулнă. «Пирĕнне сарă сăрăпа сăрланăччĕ. Юнашаррине хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартнăччĕ. Тепринче патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем пурăнатчĕç. Çав йышра Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ Тимофей Ахазов та пурччĕ. Тăваттăмĕшĕ пушар хуралĕн çурчĕччĕ», — ăнлантарчĕ Атнер Петрович. Çывăхри 4-мĕш шкулта вĕреннĕ вăл. Халĕ пĕлÿ çурчĕ ĕçлемест ĕнтĕ. Каярах вĕсем Ленин проспектне куçнă. Апла пулин те Атнер Хусанкай 4-мĕш шкулах çÿренĕ. «Çурт çумĕнче сарайсем пурччĕ. Унта хваттере хутса ăшăтмашкăн вутă хуратчĕç. Унсăр пуçне килте тăтăш усă курман хатĕрсем те вырăн тупнăччĕ. Хăйне евĕрлĕ склад майлăччĕ вăл. Пирĕн хваттерти кухньăра кăмака ларатчĕ. Асанне шкула ăсатиччен çитермешкĕн куймак пĕçеретчĕ», — ачалăх çулĕсем яланлăхах асра çырăнса юлнине ĕнентерчĕ паллă ентешĕмĕр. Атнер Петрович Чăваш халăх çыравçипе Леонид Агаковпа пĕр çуртра пурăннине аса илчĕ. Ывăлĕпе Славăпа пĕрле вылянă. Аркадий Ĕçхĕл писателĕн ывăлĕпе Виталипе пĕр шкула çÿренĕ. Çавнашкалах РСФСР тава тивĕçлĕ артисткипе Ольга Ырсемпе, Аверий Токарев композиторпа пĕр çуртри хваттерсене йышăннă. Ссылкăран таврăнсан Митта Ваçлейĕ поэт Хусанкайсен килĕнче тăтăш пулнă. Авă ăна СССР халăх артистки Вера Кузьминична сăн ÿкернĕ. Ку ĕç шкапра, кĕнеке çÿлĕкĕнче вырăн тупнă. Митта Ваçлейĕн медальне хатĕрленĕ чухне те çав сăн ÿкерчĕкпе усă курнă. Çав вăхăтрах автора чылай çул иртсен тин палăртма пуçланă. Атнер Петрович амăшĕн ытти сăн ÿкерчĕкĕ тавра та калаçу пуçарчĕ. Вĕсем историе сăнлакан тупра вырăнĕнчех. Тĕслĕхрен, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ мăшăрĕпе Нонна Кирилловнăпа, Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер, Чăваш халăх писателĕ Хветĕр Уяр, Иван Кузнецов çыравçă, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ мăшăрĕпе Вера Федоровнăпа Çемен Элкер пурăнакан çурт умĕнчи сак çинче ларнине сăнласа хăварнă. Вера Кузьминична Атăл хĕрринче уçăлса çÿрекен юлташĕсене те сăн ÿкерме юратнă. Атнер Хусанкай урамра пĕрле вылякансемпе мĕнле чĕлхепе калаçса çитĕннĕши? «Вырăсла кăна, — терĕ вăл кĕскен. — Пирĕн класра çуррине яхăн чăваш пулнă: Доброхотов, Андреев, Зерняев... Тĕрĕссипе, çав вăхăтра наци ыйтăвĕ пулман: чăваш-и, вырăс-и — уйăрман. Мана ят, хушамат тăрăх камăн ачи пулнине пĕлнĕ. Астăватăп: çурт картишĕнче вылянă вăхăтра асанне Этнер тесе киле чĕнетчĕ. Ята тĕрĕс мар каланăшăн тарăхаттăм. Ун чухне фонетика саккунĕпе çапла каламаллине пĕлмен. Кайран тин ăнлантăм». <...>
Марина ТУМАЛАНОВА
♦ ♦ ♦
«Çул çÿрев тавра курăма аталантарать»
Çавăнпах Арсентьевсем çулленех çула тухаççĕ
«Ачана çуратнипе кăна мар, ăна çитĕнтермелле те», — тет «Телей» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Наталия Арсентьева. Мăшăрĕпе Валерий Ильичпа вĕсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстереççĕ. Ачисем пурте юрлама юратаççĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калаççĕ.
Çемйипех музыкăна юратаççĕ «Эпир çемьере улттăн ÿснĕ, — пуçларĕ калаçăвне Наталия Витальевна. — Те ялта пурăннăран, те саманине кура эпир пачах урăхла çитĕннĕ. Хальхи ачасем пĕрре каланине ăнланмаççĕ, вĕсене темиçе хутчен аса илтермелле, вĕрентмелле. Чи кирли — воспитани. Ашшĕамăшĕн малашлăхĕ вара ачана еплерех çитĕнтернинчен килет». Сăмах май, Наталия Арсентьева Тăвай районĕнчи Вăтаялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăрăшуллăскер хут купăс та хăй тĕллĕн калама вĕреннĕ. Каярахпа Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, унтан — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи музыкăпа педагогика факультетĕнчен. Студент вăхăтĕнче вăл Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай», «Уяв» фольклор ушкăнĕсене çÿренĕ. Çакăнта туптанă ăсталăх ăна каярах фольклор ушкăнĕ йĕркелеме пулăшнă та. Çапла, «Телей» ансамбле пуçарнăранпа кăçал 20 çул çитет. Наталия Витальевна унсăр пуçне Шупашкарти куç курман ачасен шкулĕнче тата 37-мĕш вăтам шкулта шăпăрлансене музыкăна вĕрентет. Хăй те кĕвве-çемме юратнăран тĕпренчĕкĕсем те çак енĕпе пултаруллă. Хĕрĕсем Таисия тата Амелия тĕп хулари Ф.Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Иккĕшĕ те фортепиано калаççĕ, юрлаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Шупашкарти 55-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Ывăлĕсем Арсенипе Тихон та аппăшĕсенчен юласшăн мар. Вĕсем тĕп хулари 2-мĕш вăтам шкула çÿренисĕр пуçне çÿлерех асăннă музыка шкулне çÿреççĕ. Арсений — балалайка, Тихон баян калать. «Арсение те баян класне ярасшăнччĕ, анчах вăл балалайкăна суйларĕ. Манăн ĕçе ачасем малалла тăсчăр тесе тăрăшатăп. Çавăнпах Тихона баян калама хăнăхтарас терĕм. Унсăр пуçне вĕсем пурте ÿкерме юратаççĕ. Хăй вăхăтĕнче хĕрсем ÿнер шкулне те çÿрерĕç. Кашни ача хăйне евĕр пултаруллă. Çав ăсталăха пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, курма пĕлмелле, пулăшса пымалла, хавхалантармалла. Ачасем музыкант пулччăр тесе тĕллев лартман эпĕ. Пурнăç çул-йĕрне хăйсем суйлаççĕ. Çав вăхăтрах музыкăна ăнланни, нота пĕлни, пĕр-пĕр инструментпа калани пĕрре те чăрмав кÿмест вĕсене. Юрă-кĕвĕ çынна яланах хавхалантарать. Вăл — пурнăç илемĕ», — малалла тăсăлчĕ сăмах çăмхи. Ашшĕ-амăшĕ те, çывăх тăванĕсем те кĕвве-çемме юратакансем пулнине пĕлтерчĕ Наталия Витальевна. Акă ашшĕ тата пиччĕшĕ Гена — хут купăс, амăшĕ — домра, аслашшĕ — баянпа хут купăс, асламăшĕ гитара каланă. Çапла, пултарулăх йăхран йăха куçнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
«Вăрман робинзонĕсем» йĕкел пуçтараççĕ
Вăрман ĕçне чунтан кăмăллать вăл. Çав вăхăтрах ăна ачасемпе ĕçлени пысăк киленÿ кÿрет. Ачасем хăйсем те ун патнелле туртăнаççĕ. Сăмахăм Канаш лесничествинче вăй хуракан Юрий Емельянов лесник çинчен. Юрий Петровичран хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
Куккăшĕ пек пулас килнĕ
— Юрий Петрович, кăçал Экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕн усă курмаллин çулталăкĕ тесе пĕлтернишĕн хĕпĕртерĕр пулĕ?
— Çакна пысăк яваплăхпа, малалла ĕçлес кăмăлпа йышăнтăмăр. Хам ĕçе юрататăп. Пурин те çапла, профессие юратса ĕçлемелле. Ĕçе юратмастăн тăк ĕçлемелле те мар.
— Хăвăрпа паллаштарăр-ха. Мĕншĕн лесник пулас тенĕ эсир?
— Эпĕ Канаш округĕнчи Шуркасси ялĕнче 1963 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне кĕнĕ. Мĕншĕн ку профессие суйласа илнĕ тетĕр-и? Эпĕ вăрмана юратнă. Вăл вăхăтра кукка Владимир Иванов вăрман хуçалăхĕнче ĕçлетчĕ. Манăн ун пек пулас килнĕ. Виçĕ çул çурă пĕлÿ илнĕ хыççăн Мари Республикине ячĕç. Унта виçĕ кун кăна ĕçлеме тÿр килчĕ. Мана çара илчĕç. Свердловск облаçĕнче икĕ çул хĕсметре тăтăм. Салтакран килсен Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта лесниклесоводра вăй хутăм. Ун хыççăн — Вăрнарти вăрман хуçалăхĕнче. Унта 7 çул ĕçлерĕм. Кайран шăпа Канаш вăрман хуçалăхĕн Енĕшпуç лесничествине илсе çитерчĕ. Ку вăл 1992 çулта пулнă. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ стаж пĕтĕмпе 40 çул. Вăхăт питĕ хăвăрт иртет.
— Тăван тăрăха юратасси ăçтан сирĕн?
— Пире ача чухне килте те, шкулта та тăван тăрăха, çут çанталăка юратма хăнăхтарнă. Шуркасси вăтам шкулĕнче биологие тата ĕç урокĕсене ертсе пынă вĕрентекенĕме тав сăмахĕ калас килет. Çемьере тăваттăн ÿснĕ. Ыттисем вăрман енĕпе кайман. Атте Петр Дмитриевич малтан — трактористра, кайран фермăра скотникре ĕçленĕ. Унтанах пенсие тухнă. Анне Елизавета Ивановна шкулта — техничкăра, унтан фермăра дояркăра вăй хунă. Ача чухне вĕсемпе чылай йывăç лартнă.
— Çуркунне те çитрĕ. Çак тапхăрта лесничествăра тăрăшакансем мĕн ĕçлеççĕ?
— Юр ирĕлсе пĕтсенех вăрманта йывăç лартма пуçлатпăр. Пĕлтĕр лартнă участоксенче хăрнисене пăхса тухатпăр. Хăрнă вырăнсенче çĕннисене лартатпăр. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пушар хăрушлăхне пăхса тăмалла пулать. Пирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать вăл. Çав вăхăта типтерлĕ, яваплă ирттермелле. Шăпах çуркунне пысăк пушарсем пулас хăрушлăх пысăк. Юр кайса пĕтсен, типсен çынсем вăрманалла туртăнма тытăнаççĕ, шашлăк пĕçереççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче уйрăмах сыхă пулмалла. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Халăха ырлăх кÿнĕ
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче патшалăх тата общество деятелĕ, республика халăхĕн ырлăхĕшĕн нумай çул вăй хунă Леонид Прокопьев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.
— Яваплă пурнăç çулне вăл завод рабочийĕнчен пуçласа Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕ, РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ таран утса тухнă, экономикăн мĕн пур отрасльне, наукăпа культурăна пысăк тÿпе хывнă. Вăл туса хăварнă пысăк ĕçсем республика историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕç, — терĕ Леонид Прокопьевич ертсе пынă Правительство членĕ пулнă Раиса Ерусланова. — Вăл Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче ахаль хресчен çемйинче çуралнă, Шупашкарти электромеханика техникумĕнчен, Пĕтĕм Союзри политехника институтĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Производство йĕркелÿçин пĕрремĕш урокне Шупашкарти Электроаппарат заводĕнче илнĕ. 1961-1975 çулсенче партин Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕ, промышленноçпа транспорт пайĕн ертÿçин çумĕ, хула комитечĕн секретарĕ тата пĕрремĕш секретарĕ, ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулни те уншăн пурнăç шкулĕ пулса тăнă. 1975 çулта ăна Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕ пулма уйăрса лартрĕç, Правительствăна 14 çул ытла ертсе пычĕ. Пултарулăхĕпе палăрса тăнăскер, экономикăри улшăнусенче республикăна кирлине çеç уйăрса илме пĕлнĕскер тата тăван республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕпрен аталантарма тĕллев лартнăскер халăхăмăр умĕнчи пысăк яваплăха туйса патшалăх деятелĕн чи лайăх пахалăхĕсемпе палăрчĕ. Вăл ертсе пынипе республика промышленноçне, строительство индустрине тата стройматериалсем туса кăлармалли никĕс хывнă, агропромышленноçа, социаллă сферăна аталантарнă. Çын çулсерен пысăкрах ĕç укçи илнĕрен çемьесен тупăшĕ пысăкланнă, çакă пурнăç лайăхланнине çирĕплетнĕ. Кунпа пĕрлех халăх тавар ытларах илме пуçларĕ, пулăшу ĕçĕсемпе маларахри тапхăртинчен нумайрах усă курчĕ. Сăмахран, XII пилĕк çуллăхра патшалăхпа кооперативсен тата общество апатланăвĕн вак суту-илĕвĕн çаврăнăшĕ — 36%, йăлари пулăшу ĕçĕсен вăл 42,4% ÿснĕ. Леонид Прокопьевич ял çыннисене пысăк тимлĕх уйăратчĕ, хуçалăхсенче тăтăш пулатчĕ, нумайăшĕн ертÿçисене пĕлетчĕ. Ял хуçалăхне кашни пилĕк çуллăхрах капитал маларахринчен ытларах, калăпăр, XI пилĕк çуллăхра — 16%, XIIмĕшĕнче 50% хывнă. Çавăн пекех ăна апат-çимĕç, юр-вар, ытти продукци хатĕрлекен предприятисем тума, вĕсене реконструкцилеме, ял хуçалăх культурисен, минерал удобренийĕсен, сенаж-силос управĕсем, вĕрентÿ, социаллă пурнăçпа культура обекчĕсем тума янă.
Юрий МИХАЙЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...