Хыпар 32-33 (28208-28209) № 29.03.2024
Тĕп вырăнта – çемьесене пулăшасси
Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ, кĕçнерникун иртнĕскер, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче пулнă тискер терактра вилнисене пурте пĕр минут шăп тăрса асăннинчен пуçланчĕ. Депутатсем 12 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.
Сессие уçнă май Леонид Черкесов Президент суйлавне пĕтĕмлетрĕ. Республикăри суйлавçăсен 85,5% Владимир Путиншăн сасăланине вăл «республикăн çĕнĕ историйĕнче хальччен пулман кăтарту» тесе хакларĕ. Леонид Ильич иккĕленмест: Путин çĕнтерĕвĕ — халăхăн ыранхи кунпа çыхăннă çирĕп шанчăкĕ. Граждансем, ун шучĕпе, вăйлă, никама пăхăнман Раççейшĕн сасăларĕç. Сессин кун йĕркинчи тĕп ыйту вара, паллах, республикăн 2024 çулхи, планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ. Ку ыйтупа пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ. Сĕннĕ тӳрлетӳсем çинчен эпир вĕсене Министрсен Кабинечĕ тишкернĕ хыççăнах паллаштарнăччĕ — тепĕр хут çырни кирлĕ мар-тăр, тĕп параметрсем çинче кăна чарăнса тăрар. 6,6 миллиард тенкĕ хушăнать те — бюджетăн тупăш пайĕ 96,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Тăкаксен ӳсĕмĕ вара тата пысăкрах — 11,5 миллиард тенкĕлĕх. Тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 102,4 миллиард тенке çитĕ — ку иртнĕ çулхи бюджет тăкакĕсенчен 7,8% нумайрах. Президент 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтернĕ май Михаил Геннадьевич çемьесене, çав шутра нумай ачаллисене пулăшмалли, социаллă хӳтлĕхе вăйлатмалли тăкаксем тĕп вырăнта пулассине çирĕплетрĕ. Министр бюджет укçипе мĕнле усă курасси çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ пулин те ку ăна парламентарисен ыйтăвĕсенчен хăтармарĕ. Алексей Шурчанов республикăра тăвакан индустри паркĕсен шăпипе кăсăкланчĕ. Михаил Ноздряков Çĕнĕ Шупашкарти тата Патăрьелти индустри паркĕсене кăçал туса пĕтермеллине палăртрĕ. Патăрьелте резидентсем çитменнипе çыхăннă ыйтусем пур, анчах вĕсене те сирмелле. Владислав Солдатов вара тĕрлĕ конкурс-курав валли çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрнине хирĕç — çак укçапа, калăпăр, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма пулĕччĕ. Хурав уçăмлă пулчĕ: СВОна хутшăнакансем пирки республика манман — резерв фончĕ пур, унта салтаксене пулăшмалли тăкаксене те шута илсе укçа хывнă. Курав-конкурс та — кирлĕ ĕç. Сăмахран, Президент ВДНХри «Раççей» курава малалла тăсма йышăннă. Унта мĕн пур регион хутшăнать, Чăваш Ен хăйне кăтартманни кăмăллă пулĕччĕ-и? Паллах, çук. 202 миллион тенкĕ — «Каскад» суту-илӳ комплексĕнче республика шайĕнчи куравсене йĕркелемелли площадка уçма. Лаптăка вунă çуллăха арендăна илме палăртнă. Вăл та кирлĕ. «Ку енĕпе уйрăм çынсен пуçарулăхне шанни тӳрре тухмарĕ», — терĕ Михаил Ноздряков бюджет укçине уйăрнине сăлтавласа. Константин Степанов çулсем çине фото-, видеофиксаци камерисем вырнаçтармашкăн тата 130 миллион тенкĕ уйăрассипе кăмăлсăр: «Камера ахаль те нумай — влаçсем штрафсен шучĕпе бюджета пуянлатма ăнтăлаççĕ». Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулĕ, Лапсар тăкăрлăкĕ питĕ юхăнса кайнă — хайхи миллионсемпе мĕншĕн вĕсене юсамашкăн усă курас мар? Михаил Геннадьевич республикăри çулсем хĕресленекен çичĕ теçетке ытла вырăнта лару-тăру çивĕччине палăртрĕ, вĕсене камерăсемпе тивĕçтерни хăрушлăха чакарма май парĕ. Ксения Семенова культура валли уйăракан хушма укçана мĕнле тăкаклассипе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтни те хуравсăр юлмарĕ. Финанс министрĕ чи малтанах культура ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма укçа кирлине палăртрĕ. Унтан — çĕнĕ клубсене проектлама, хута янă объектсене оборудованипе тивĕçтерме. Çĕннисене кăна та мар. Сăмахран, Куславккари Лобачевский музейĕ валли те самай пысăк укçа уйăрма пăхнă. Николай Степанов республикăн патшалăх органĕсен ĕçне тивĕçтерекен служба валли туяннă çĕнĕ «Москвич» автомобильсене юсама бюджет укçине уйăрнипе кăсăкланчĕ. Çавăн пекех Лапсар тăкăрлăкĕнчи çула юсамалли проект тума каллех 46 миллион тенкĕ уйăрнинчен тĕлĕнчĕ, хула маларах уйăрнă тата çав тăкăрлăкра вырнаçнă предприятисенчен пухнă укçа шăпипе интересленчĕ. Михаил Ноздряков татăклăн каларĕ: «Москвичсем» çĕнĕ, вĕсене юсамалла тăк — çак ĕçе гаранти шучĕпе пурнăçлĕç, эппин, бюджет укçи тăкакланмĕ. Хула Лапсар тăкăрлăкĕ валли подрядчика куçарса панă 277 миллион тенкĕ те çухалман — ăна каялла тавăрнă. Тăкăрлăк валли регион бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртни вара çав çула хула балансĕнчен республика харпăрлăхне куçарассипе сăлтавланнă. Çапла тунă хыççăн ăна пăхса тăма укçа кирлĕ пулĕ — çав тăкаксене халех палăртса хунă. <...>
Николай ИВАНОВ.
♦ ♦ ♦
Чи пултаруллисене чысларĕç
Сцена ăстисемшĕн те, театра юратакансемшĕн те пуш уйăхĕн вĕçĕ пăлхануллă вăхăт пулчĕ: кашниех «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестиваль мĕнпе тĕлĕнтерессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ…
Çитрĕ çав самант: Театр искусствин республика шайĕнчи конкурсĕ вĕçленчĕ. Çĕнтерӳçĕсене Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чысларĕç. Чăваш Енри театрсен çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский саламларĕ: «Паян кунта чи лайăххисен хушшинчи чи лайăххисем пухăннă. Театр искусстви кашни çынна пысăк витĕм кӳрет: вăл пурнăçа ăнланма тата пурăнма вĕрентет. Спектакль лартма вун-вун тĕрлĕ специалист хутшăнать, çав ĕçсене çĕр-çĕр пин çын курса киленет. Фестиваль вăхăтĕнче сирĕн пултарулăха çĕршыври паллă экспертсем, критиксем хакланă. Шанатăп: «чи лайăххи» ята кашниех тивĕç». Конкурса хутшăннă ĕçсене, сăмах май, çичĕ çынран тăнă жюри комиссийĕ тишкернĕ. Çак йышра — ГИТИС /Мускав/ преподавателĕсем Александр Висловпа Екатерина Морозова, «Страстной бульвар, 10» /Мускав/ журнал редакторĕ Елена Глебова, Чăваш Енри Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ Любовь Бушуева, Чăваш Республикин Культура министерствин профессиллĕ искусство пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Ефимова, Ольга Туркай драматург. Кăçал конкурсăн икĕ тĕп партнер — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ВТБ банк — пулнă. Уява пухăннисене Анатолий Аксаков видео çыхăну мелĕпе саламларĕ. «Эпĕ республикăри профессиллĕ театр искусствин аталанăвĕн шăйĕпе, чăннипех те, мăнаçланатăп. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестивале хутшăннă ĕçсем малашлăхра Раççей, тĕнче шайĕнчи тупăшусенче палăрасса шанса тăратăп. Чăваш Республики тĕнчери чи лайăх вырăн пулĕ», — терĕ вăл. Театр тĕнчин çитĕнĕвĕсемпе паллашма, киленме май килнишĕн савăннине Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева та кăмăллăн палăртрĕ. «Пирĕн театрсен ĕçченĕсен ăсталăхне экспертсем пысăк хак панине хавхаланса итлерĕм. Театр пирĕн обществăн тĕкĕрĕ пулнине, вăл куракансене хăй патне туртма пултарнине лайăх ăнланатăп. Эсир тĕнчене илемлĕрех, кăсăклăрах, хитререх тăватăр. Тав сире!» — терĕ Наталья Алексеевна. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестиваль пуш уйăхĕн 22-26-мĕшĕсенче иртнĕ. Конкурса Чăваш Енри ултă театр хутшăннă. Коллективсем пĕлтĕр сцена çине кăларнă чи лайăх 11 ĕçпе çĕнтерӳшĕн тупăшнă. Жюри пĕлтернĕ тăрăх, 14 конкурсант лауреатсем тата ятарлă парнесемпе дипломсен хуçисем пулса тăнă. Малти вырăна тухнисене асăнмалăх парнесемпе тата укçан хавхалантарнă. Фестивалĕн гран-прине Чăваш патшалăх пукане театрĕ Уильям Шекспирăн «Король Лир» спектаклĕпе /режиссерĕ — Борис Манджиев/ çĕнсе илчĕ. «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинаци çĕнтерӳçи — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн Иван Тургенев пьеси тăрăх лартнă «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектаклĕ /режиссерĕ — Дмитрий Миронов/. «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» ята Чăваш патшалăх пукане театрĕн Александр Болдинов пьесине тĕпе хурса лартнă «Сказка о добром сердце» юмахĕ /режиссерĕ — Денис Андронов/ тивĕçрĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинаци çĕнтерӳçи вара… «Пĕр вырăна аçа икĕ хут çапмасть теççĕ, — хумханса кĕтекенсене тата ытларах пăлхантарса калаçăва тăсрĕ жюри председателĕ Александр Вислов. — Çапать иккен. Икĕ хутчен кăна мар! Виçĕ хутчен те! Эмилия Назарова, саламлатпăр!» Çакăн хыççăн залра тăвăллăн алă çупни чылайччен янăрарĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Эмилия Назарова сумлă ята «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакльти Наталья Петровна сăнарĕшĕн тивĕçрĕ. Фестивалĕн çак номинацийĕнче вăл, сăмах май, 2017 тата 2019 çулсенче çĕнтернĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕ Сергей Никитин мала тухрĕ. Жюри çамрăк артист Юхма Мишши пьеси тăрăх лартнă «Шурçамка» спектакльти Шурçамкана питĕ витĕмлĕ вылянине палăртрĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Типĕ вăхăтĕнче хаклă çимĕçсене ăша яни килĕшÿллех мар»
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен пырĕ. Типĕ вăхăтĕнче мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Мĕн тума юрать? Мĕн юрамасть? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупма Петербургри Ксения çветтуй ячĕпе лартнă Çĕнĕ Шупашкарти храмăн настоятелĕ Андрей Архипов иерей пулăшрĕ.
«Хамăр çылăхсене курма пĕлмелле»
- Андрей атте, типĕ тытни мĕн вăл?
— Аслă типĕя – питĕ пĕлтерĕшлĕ вăхăт. Ун чухне кашни çыннăн пурнăç тĕллевĕ çинчен шухăшламалла, хăйĕн чунне тимлемелле. «Саккунра çапла çырнă: Турă Израиль ывăлĕсене кашни çул хăйсем мĕн туяннин вуннăмĕш пайне пама хушнă, çапла туса вĕсем хăйсен пур ĕçĕнче те пиллĕх илнĕ. Çакна пĕлсе, святой апостолсем пире пурнăç кунĕсенчен вуннăмĕш пайне уйăрма, ăна Турра халаллама хушрĕç, çапла майпа пире те пур ĕçĕмĕрсенче пиллĕх илччĕр, çулталăк хушшинче тунă çылăхсенчен çулсерен тасалччăр терĕç. Çапла шухăшласа вĕсем пире 40 кун тасалăх тивлечĕ кӳчĕç», — çветтуй преподобнăй Дорофей çапла çырнă: Хĕрĕх кун пирĕн пурнăçăн вуннăмĕш пайĕ пулса тăрать, ăна пирĕн Турра халалламалла. Евангели пире яланах, уйрăмах типĕ тытнă чухне, çывăх çынсене тимлĕх уйăрмаллине, çынсене юратмаллине, вĕсене усал тума юраманнине аса илтерет. Мĕншĕн тесен эпир ытти çынна мĕнле пăхатпăр, пире те çав виçепех виçĕç. Иоанн Златоуст святитель акă мĕн каланă: «Эсĕ типĕ тытатăн-и? Выçă çынсене çитер, шывсăр антăхакансене ĕçтер, чирлисем патне кай, тĕрмере ларакансене ан ман. Кулянакансене те, макăракансене те лăплантар, ырă та тӳрĕ кăмăллă, йăваш, лăпкă, тӳсĕмлĕ, таса пул. Турă эсĕ типĕ тытнине йышăнтăр, ӳкĕнӳ çимĕçне ытлă-çитлĕ патăр». Çавăн пекех типĕ тытнин тĕп тĕллевĕ — çынна лайăх енне улăштарасси.
- Ку тапхăрта мĕн çиме юрамасть?
— Аш-пăш, çăмарта, сĕт-турăх, пулă. Аслă типĕ вăхăтĕнче пулла акан 7-мĕшĕнче /Чăн таса Турă амăшне ырă хыпар пĕлтерни/ тата 28-мĕшĕнче /Иисус Христос Туррăмăр Иерусалима пырса кĕнĕ кун/ кăна ăша яма юрать. Каларăм ĕнтĕ, çак тапхăрта хамăра тимлемелле. Çын тутлă апата тăраниччен çисен кĕлĕ тума та, ĕçлеме те, вĕренме те наянланать. Çывăрас, канас килет унăн. Апат сахал çини пире ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл енчен аталанма пулăшать. Паянхи вăхăтра типĕ тытма йывăрах мар. Мĕншĕн тесен супермаркетсемпе пасарсенче темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç те пур. Калăр-ха, кальмар, креветка, миди тата ытти çакăн — евĕрлĕ тинĕс çимĕçне ăша яма юрать-и типĕ тытнă вăхăтра? — Паллах, çиме юрать. Вĕсен çурăм шăмми çук. Анчах çакна ăнланмалла: креветкăпа кальмара пенсионерсем туянаймаççĕ. Хаклă вĕсем. Типĕ тытнă вăхăтра хаклă çимĕçсене ăша яни килĕшӳллех мар. Преподобнăй Серафим Саровский акă мĕн каланă: «Типĕ вăхăтĕнче сахалрах çинипе укçа-тенке перекетлетпĕр. Перекетленĕ укçана чухăнсене пайласа паратпăр». Креветка çисен типĕ хакла ларать. Çавăнпа çак вăхăтра апат-çимĕç енчен те сăпайлăх пулмалла.
- Аслă типĕ вăхăтĕнче хамăра мĕнле тытмалла?
— Аслă типĕре кăна мар, ахаль кунсенче те тĕн хушнă пек пурăнмалла. Аслă типĕ умĕн 3 эрне хатĕрленмелле. Вĕсем çынна типĕ тытма майĕпен хăнăхма пулăшаççĕ. Чуна тасатмалли пĕрремĕш эрне — мытарьпе фарисей çинчен. Фарисей авал мĕн пур кĕлле пăхăннă. Евангелире çапла çырнă: «Вăл чиркĕве кĕлĕ тума кĕнĕ. «Эпĕ ыттисем пек мар пулнишĕн тав тăватăп сана. Эрнере икĕ хутчен типĕ тытатăп. Хамăн мĕн пур пурлăхăн вунă пайне çынсене паратăп», — тенĕ фарисей. Анчах унăн сăмахĕсенче мăнаçлăх туйăмĕ пурри палăрать. Мăнаçланакансене Турă кăмăлламасть. Ӳкĕнекенсене ырăлăх парать. Çав храмрах мытарь те кĕлĕ тунă. Мытарь — çынсене улталаса налук пухакан çын. «Турăçăм, каçар мана, çылăхлăскере, эпĕ хамăн çылăха йышăнатăп, чунтан ӳкĕнетĕп», — тенĕ вăл. Турă ăна каçарнă. Мĕншĕн тесен вăл хăй çылăхлă пулнине йышăннă, ӳкĕннĕ. Мăн кăмăллă çын хăйĕн çылăхĕсене курмасть. Мăн кăмăллă пулнăран мĕн пур усаллăх çуралать. Çавăнпа Аслă типĕ вăхăтĕнче кăна мар, ытти чухне те хамăра мăн кăмăллă тытмалла мар. Хамăр çылăхсене курма пĕлмелле. Эпир мĕскĕн, айван пулнине ăнланмалла. Турă умĕнче çакна йышăнма хăрамалла мар. Мăн кăмăллă çын каçару ыйтмасть, нихăçан та пĕрремĕш утăм тумасть. Пирĕн кĕлĕ мытарь кĕлли пек пулмалла. Мĕншĕн тесен эпир пурте çылăхлă. Аслă типĕ умĕнхи иккĕмĕш эрне ашкăнчăк ывăл çинчен. Çак притчăра çырса кăтартнă тăрăх, пĕр пуянăн икĕ ывăл пулнă. Пĕри ашшĕ пурăннă чухнех унăн керменне /имение/ пайлама шухăш тытнă. Авал еврейсен именине ачисем ашшĕ вилсен кăна пайланă. Ашшĕ пурнăçран уйрăлсан кăна унпа хуçаланма пултарнă вĕсем. Хайхискер ашшĕ патне пынă та хăйĕн пайне пама ыйтнă. Çывăх çынни ăна ăнланнă, мĕн ыйтнине панă. Вăл аякри çĕршыва тухса кайнă. Хăйне тивĕçнĕ укçана йăлт асса-пĕссе пĕтернĕ. Кайран пĕрисем патне сысна кĕтĕвĕ пăхма вырнаçнă. Вăл унта тинех тăна кĕнĕ, хăйĕн йăнăшне ăнланнă. «Эпĕ атте патне каятăп. Унран каçару ыйтăп, ӳкĕнĕп. Ун патĕнче ĕçлĕп. Унăн тарçисем манран лайăх çиеççĕ», — тенĕ. Вăл сыснасемпе апат çисе пурăннă… Чăнах та, тăван килне çул тытнă вăл. Ашшĕ ăна аякранах асăрханă. Ăна хирĕç утнă, тĕл пулсан ыталанă. «Эпĕ санăн умăнта пысăк çылăха кĕтĕм. Санăн ывăлу пулма тивĕç мар эпĕ. Каçар мана. Хăвăн патна ĕçлеме илсем…» Ашшĕ ăна каласа пĕтерме паман. Çи-пуç тата вăл хуçа пулнине ĕнентерекен çĕрĕ панă. Унтан уяв кĕрекине пухнă. Çак тĕслĕхпе Турă пире ашшĕ вăл — Турă, ывăлĕ эпир, этемсем, пулнине кăтартать. Турă пире пурсăмăра та юратать. Кирек хăш вăхăтра та йышăнма, темĕн те пама хатĕр пире. Аслă Типĕ умĕнхи виççĕмĕш эрне — аслă суд пирки. Унта Турă пире мĕн ĕçни-çинине кура мар, çывăх çынсемпе мĕнле пулнине кура хаклани çинчен калать. Çумри çынсене çитермелле, ĕçтермелле, çĕр каçма ямалла. «Енчен те эсир никамшăн та çак ĕçсене туман тăк — маншăн та нимĕн те туман», — тет вăл. Ку притчăра çумри çынсемпе тимлĕ пулмалли çинчен каланă. Юнашарти çынсене юратмасан пирĕн кĕлле те, типĕ тытнине те йышăнмасть вăл. Енчен те эпир çынсене юрататпăр тăк Турра та юрататпăр. Аслă типпе мĕнле тытмаллине кашни çын хăй суйлать. Хăшĕсем йĕркене питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Çакна та каламалла: типĕ тытмалли йĕркене мăнастирсенче пурăнакансем валли çырнă. Унпа килĕшӳллĕн малтанхи виçĕ кун тип çу та çиместпĕр. Типĕ апат кăна ăша яратпăр. Çемьепе пурăннă чухне çак йĕркене пăхăнма çăмăлах мар. Ачасемпе аслисемшĕн апата уйрăмшарăн пĕçерме тивет-çке. Е тата çемьере упăшки Турра ĕненет — арăмĕ Турă саккунĕсемпе пурăнмасть. Е арăмĕ типĕ тытать — мăшăрĕ типпе пăхăнасшăн мар пулать. Аслă типĕ вăхăтĕнче эрехпе туслисен çак сиенлĕ йăларан пăрăнсан аванччĕ. Усал ĕçсем тăвассинчен сыхланмалла. Никама та сӳтсе явмалла мар. Чи кирли — çыннăн лайăх енне улшăнмалла. Паллах, кĕлĕсем, Турă кĕнекисене, тĕн литературине вуламалла, чиркĕве çӳремелле. Çветтуйсем çырнисене ăса хывмалла. Çакă пире хамăр чуна ăнланма пулăшать. Çапла вара типĕ тытни апата суйласа тата сахал çини кăна мар вăл. Ун пек кăна пулсан вăл диета пулĕччĕ. Е вегетарианец теттĕмĕр çав çынна. Типĕ — чи малтан чунпа улшăнни. <...>
Роза ВЛАСОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Сăвăма çуллен ÿстереççĕ
«Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр, паян 110 гектара варăнтарма куккурус кӳрсе пачĕç. Кĕрхи культура 150 га акнăччĕ. Çурхи тулă — 200, урпа — 250, сĕлĕ — 80, люцерна — 70, пĕр çул ӳсекен курăк 80 га варăнтарма тĕллев лартрăмăр. Вăрлăха апатлантарма хутăш минерал удобренийĕ 20 тонна турттарса килнĕ, тата 100 тонна туянма килĕшӳ çирĕплетнĕ. Çурхи ĕçсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ чухлĕ илсе хутăмăр. Культурăсене сиенлекен сăтăрçăсемпе чир-чĕре пĕтермелли им-çам туянма организаципе килĕшӳ тунă», — паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Комсомольски округĕнчи «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Анатолий Семенов.
Тухăçа пысăклатнă
— Анатолий Васильевич, сирĕн пӳлĕмре «Луч» республикăн «Агро-100» клубĕнче 2020, 2021 тата 2022 çулсенче шутланса тăнине çирĕплетекен дипломсене куратăп. Тивĕçлĕ мар хуçалăхсене унта кĕртмеççĕ. Иртнĕ çулсенче хăш енĕпе палăрма май килчĕ?
— 2023 çулта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран 28 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Чăн та, çулла çанталăк шăрăх тăнăран 2022 çулхинчен сахалрах тухрĕç, ун чухне 34 центнер илнĕччĕ. Хуçалăха улттăмĕш çул ертсе пыратăп, производствăпа экономика кăтартăвĕсене лайăхлатрăмăр. Тен, çавăнпа клуба кĕртрĕç. Кондицие лартнă вăрлăх çеç — ытларах пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукци, лаптăксен пĕр пайне элита — акатпăр. Сăмахран, пĕлтĕр вăл мĕн пур лаптăкра — 20%, 2022 çулта 30% яхăн йышăнчĕ. Культурăсене минерал удобренийĕпе апатлантармасан тырă лайăх пулмасть, çуллен 100 тоннăран сахал мар паратпăр. Вăл хальхинчен пысăкрах тухăç илме çителĕксĕр. Пурăна киле ытларах туянасси çинчен те шухăшлăпăр. Эпир вунă çул каялла тырă кашни гектартан 15-18 центнер тухсан та савăннă, юлашки çулсенче 28 е 34 пухса кĕртрĕмĕр, çапах çак чикĕрен иртеймĕпĕр тесе çирĕплетместпĕр. Республикăри хăш-пĕр хуçалăхра иртнĕ çулсенче 50-60-шар центнер те пуçтарса илчĕç.
— Тата мĕнле майсемпе усă курса тухăçа ӳстертĕр?
— Тăпрана пулăхлатса хăварнă пĕр культура хыççăн лайăх çитĕнекен, кунти тăпра пахалăхне килĕштерекен тепĕр культурăна акса пусă çаврăнăшне йĕркелетпĕр. Çавăн пекех тăпра пулăхне сидерат культурăсемпе лайăхлататпăр. Çак ĕçĕн усси — куç умĕнчех. Тырă вăрлăхне сăтăрçăсенчен хӳтĕлес тĕллевпе «ПСК-15» машинăпа им-çамлатпăр. Вăл кашни тĕшше «наркăмăшланипе», тӳрех кузова тиенипе, ĕç тухăçне ӳстернипе, им-çамлама икĕ çынна çеç явăçтарнипе килĕшрĕ. Çав машина витĕр мĕн пур вăрлăх, хальлĕхе унăн пĕр пайĕ маларах шăтса тухма вăй паракан микроудобрени илсе тухать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Вырăнти усен-тăранпа сипленмелле»
Потаповсем 150 курăкран чей хатĕрлеççĕ
Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче пурăнакан Николай Потапов çемйипе пĕрле 30 çул ытла сиплĕ курăк пуçтарать. Вĕсенчен чей валли ӳсен-тăран пуххисем хатĕрлесе халăха сĕнет. Сиплĕскере туянакан та чылай. Потаповсем чи малтан 13 тĕрлĕ курăкпа ĕçленĕ пулсан паян ăна 150 таран ӳстернĕ.
Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен
— Николай Антонович, çуркунне çитрĕ. Часах сиплĕ курăксем пуçтармалли вăхăт çывхарать. Юр ирĕлсенех ĕçе мĕнрен тытăнатăр?
— Серте, вĕлтĕрен, шапа хупаххи тата çурхи таса курăк /чистец весенний/ пуçтарма пуçлатпăр. Çавăн пекех кукша пуç, анăс курăкĕн /девясил/ тымарĕсене кăларатпăр. Вĕсем те хăйсене май сиплĕ шутланаççĕ. Сăмахран, кукша пуç тымарĕ юн тымарне лайăхлатать. Ытларах çут çанталăкра хăй тĕллĕн çитĕнекен ӳсен-тăранăн тымарне пухмалла. Мĕншĕн тесен вăл усăллăрах. Унта макро- тата микроэлемент нумай. Сăмахран, ал-ура сыппине сиплекен ӳсен-тăрана чылай чухне çут çанталăкра пуçтаратпăр. Вăл кирлĕ элемента хăй патне туртать, çавăнпа усăллă та. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен ĕçлетпĕр. Юлашкинчен юпа-чӳк уйăхĕсенче шăлан çырли пухатпăр. Курăк, тымар шутне малашне те çакнашкалах тытса пырасшăн, анчах пахалăха çулсеренех лайăхлатма тăрăшатпăр. Çавăн пекех технологие те пăхăнса ĕçлетпĕр: курăксене экологи тĕлĕшпе таса çĕрте пуçтаратпăр, хĕвел ӳкмен вырăнта типĕтетпĕр, пăтрататпăр, тĕркемсене тултаратпăр.
— Курăксене хăвăр тăрăхра çеç пуçтаратăр-и е ют çĕре те каятăр-и?
— Сиплĕ хăш-пĕр ӳсен-тăрана пахчара та çитĕнтеретпĕр. Маларах курăксене хамăр тăрăхра çеç пуçтараттăмăр. Тĕрлĕ чей хатĕрлеме вара Сăр тăрăхне те, Атăл леш енне те çитме тиврĕ. Унти улăхсенче çитĕннĕскерсем экологи тĕлĕшĕнчен таса. Эпир шучĕшĕн мар, пахалăхшăн тăрăшатпăр. Ачасене те пĕчĕкренех çак ĕçе явăçтарнă. Вĕсем шкултан вĕренсе тухнă май малалла тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче пĕлӳ илчĕç: Надя халĕ Шупашкарта фармацевтра ĕçлет, Арина Чулхулари К.Минин ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнчен кăçал вĕренсе тухать. Халĕ мăшăрпа Валентина Демьяновнăпа иксĕмĕр ытларах ĕçлетпĕр.
— 150 курăкпа ĕçленине каларăр. Пĕр-пĕринчен уйăрма çăмăл мар пулĕ вĕсене? Çитменнине, ăçтарах çитĕннине те пĕлмелле.
— Халĕ чылай ӳсен-тăрана паллатпăр темелле. Анчах хăш-пĕр курăк пĕрешкел. Сăмахран, пĕтнĕк евĕрлисем татах пур. Унсăр пуçне сысна кĕпçине /болиголов/ çакнашкал ытти курăкран шăршă тăрăх çеç уйăрма пулать. Асăннă курăк шыçă чирĕсенчен усăллă. Эпир унпа та усă куратпăр. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Кишинев хулинче фармакологи курсне пĕтернĕ. Унсăр пуçне хам тĕллĕн те чылай вĕреннĕ. Малтанхи вăхăтра курăк пухма справочникпех каяттăмăр. Интернетпа та чылай усă куратпăр. Халĕ ку е вăл курăк ăçта çитĕннине лайăх пĕлетпĕр. Пĕрешкел курăксене уйăраймасăр улăштарса яма та пулать. Çавăнпа ку ĕçпе хамăр çеç аппаланатпăр.
Уйăх катăлнине те шута илеççĕ
— «Аван» фиточей пирки сăмах пуçарар-ха…
— Курăксен йышне çулсерен ӳстерсе пытăмăр: 13, 16, 20, 23, 33… Вĕсене фильтр пакетпа кăларма пуçларăмăр. 33 тĕслĕ курăкран хатĕрлеме «Аван» фиточей» ятарлă патент илтĕм. Унпа пĕрлех 20 çул хушшинче курăксен пуххине 77 компонентран хатĕрлеме пуçларăмăр. 33 тĕслĕ курăк çумне çулсеренех хушса пытăмăр. Ун валли те патент илнĕ: «77 курăкран фиточей» ятлăскер. Сăмах май, патент илме пĕрре те çăмăл мар. Тĕрĕслев вăхăчĕ çулталăка тăсăлать. Асăннă ӳсен-тăран шăпах Чăваш Енре çитĕннине те çирĕплетмелле. 77 компонентран хатĕрленĕ чейре чирчĕртен сиплекен курăксем: пуç ыратнăран, хĕрарăм, арçын чирĕсенчен, юна тасатма пулăшаканни, иммунитета çирĕплетекенни…
— Уйрăм чир-чĕртен сипленмелли курăк пуххисем пур-и?
— Паллах. Акă 14-мĕш номерлĕ «Аван» фиточей пĕвере сиплет, 30-мĕш номерли — чĕрешĕн аван, 80-мĕш номерли шăла çирĕплетет тата ыт. те. 33-мĕш номерлĕ фиточейе профилактика тĕлĕшпе те, вăй-хала çирĕплетмешкĕн те ĕçме юрать. Вăл ачасемшĕн те сиплĕ, иммунитета çирĕплетет, ывăннине ирттерет. Аслă ăрури çыншăн та лайăх: пыршăран, сыпăсенчен, пĕвертен, ват хăмпинчен тăвар, наркăмăшлă япала, сиенлĕ каяш кăларать, шăнса пăсăлсан — сиплет. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Халĕ фермăра та юмахри пек
Куллен кăвак шуçăмпа ĕçе васкать вăл. Вăтăр çул ĕнтĕ Татьяна Прокопьева сĕт-çу фермине сукмак такăрлатать. Нумай пулмасть пултаруллă хĕрарăма «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Шăпаран иртеймĕн
— Пурнăç шав малалла шăвать, улшăнать. Хуçалăхсенче те самана таппинчен юлмаççĕ, фермăра, уй-хирте çĕнĕ технологипе усă кураççĕ. Вăтăр çул каялла эпир кун пирки шухăшлама, ĕмĕтленме те пултарайман. Ĕнене сĕт аппарачĕпе суни те пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулнă. Халĕ вара юмах тĕнчине лекнĕн туятăп хама, — палăртрĕ Комсомольски округĕнчи Тукайри Татьяна Вячеславовна. Фермăра вăй хуракан амăшне Татьяна ачаран пулăшма çӳренĕ. Кунти ĕç-хĕле, йывăрлăха лайăх пĕлнĕ вăл. Çавăнпах-тăр шăпине хулапа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. 1992 çулта алла аттестат илсен хĕр Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист хуларах ĕçе вырнаçнă. Тинех ĕмĕчĕ тулнă пикен. Çапах чун-чĕри тăван тăрăха туртнă. Канмалли кунсене Тукайра ирттерме тăрăшнă вăл. Тăван ен ăна хăй ытăмĕнчен вĕçертесшĕн пулман тейĕн. — Пĕррехинче паллакансем Мускава ĕçлеме чĕнчĕç те килĕшрĕм. Çапла кĕтмен çĕртен çĕршывăн тĕп хулине çитрĕм. Аякра пурăннă май çывăх çынсемшĕн, тăван ялшăн тунсăхлаттăм. Çулталăкран отпуска Тукая таврăнтăм. Çакă манăн шăпама улăштарчĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ Татьяна Прокопьева. Ĕçчен хĕре ку тăрăхри Анатолий куç хывнă. Чиперкке Мускава таврăнсан ăна яланлăх çухатма пултарасса аван ăнланнă. Телей кайăкне алăран вĕçертес темен, çемье çавăрма сĕннĕ. — Эпир унчченех пĕр-пĕрне килĕштернĕ пулнă. Эпĕ хулана пурăнма куçсан сукмаксем уйрăлчĕç. Анатолий ватă ашшĕне пăрахса хăвармарĕ, ăна пăхма тесе ялтах юлчĕ. Çемье çавăрнă хыççăн маншăн та Мускава çул хупăнчĕ — упăшкапа Тукайра тĕплентĕмĕр. Çывăх çынсем юнашар пулни, тăван енре тымар яни те шухăша улăштарма хавхалантарчĕ. «Шăпаран иртеймĕн», — тенĕ. Мана та ăраскал хам çуралса ӳснĕ вырăна çавăрса çитерчĕ, — палăртрĕ вăл. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Хĕрĕм, аллуна хулпуççи çине хур-ха»
— Урамра епле илемлĕ çанталăк. Те хам нарăс уйăхĕнче тĕнчене килнĕрен килĕшет вăл мана… — чӳречерен пăхса калаçрĕ Галина Алексеевна. Унта вара курак тăманĕ алхасатчĕ. «Курак тăманĕ», «Хамăркка», «Его звали Чуваш», «Чăваш», «Мăшăр çунат», «Хутлă-хутлă хут кермен. Волшебный дворец», «Çураçми кӳршĕсем. Недружные соседи», «Çил çинчи турат», «Полина Чамжаева: сцена çинче тĕнче çаврăнать» кĕнекесен авторĕнчен, Ç.Элкер, И.Ивник ячĕллĕ премисен лауреатĕнчен, журналистсен Раççей, республика шайĕнчи конкурсĕсен çĕнтерӳçинчен, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Галина Матвеевăран пурнăçĕнчи паха самантсемпе çырăнса юлнă сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.
ПĔРТĂВАНСЕМ. Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми — манăн тăван ялăм. Ултă пĕртăван ӳсрĕмĕр. Атте Алексей Матвеевич питĕ нумай кĕнеке вулатчĕ. Унпа кĕнекесене ăмăртмалла шĕкĕлчеттĕмĕр. Сĕтел варринче краççын лампи çунать, пире, ачисене, йĕри-тавра лартнă, атте Леонид Агаковăн «Пĕрре çуркунне» кĕнекине вуласа парать. Çакă ялан куç умĕнче. Анне Васса Михайловна колхоз ĕçне çӳретчĕ. Ăна апай тесе чĕнеттĕмĕр. Ялта хăшĕ-пĕри амăшне «мама» тенĕ. Анне питĕ ырă кăмăллă пулнăран урамри мĕн пур ачашăн вăл апайччĕ. Пурте çапла чĕнетчĕç. Атте те, анне те юрлама юрататчĕç. Хамăр йышлă ӳснĕрен пирĕн патра ялан ачаччĕ, тус-юлташсем килетчĕç. Эпĕ çемьере — иккĕмĕш ача. Пире ĕç, кĕнеке нумай вулани воспитанире ырă витĕм кӳнĕ. Сăн ӳкерчĕкре сылтăмран иккĕмĕшĕ — шăллăмăн мăшăрĕ. Ăна «ылтăн» кин тетпĕр. Çав тери ĕçчен, пултаруллă, кăмăллă хĕрарăм.
СТУДЕНТ ПУРНĂÇĔ. Свердловск хулинчи М.Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕрентĕм. Мĕншĕн тесен Чăваш Енре асăннă факультет пулман. Интернационалла ушкăнччĕ пирĕн. Якут, мордвин, туркмен, чечен, чăваш… Пĕр-пĕрин халăхĕн культури, йăли-йĕрки, паллă писателĕсем çинчен каласа кăтартаттăмăр. Питĕ интереслĕччĕ. «Мана кӳрентерес килмесен Чапаев çинчен усал шӳтсем ан калăр», — теттĕм вĕсене. Асăрханатчĕç. Чапаев Чăвашран пулнинчен тĕлĕнетчĕç. Аякри хуларан киле час-час килсе çӳреймен, стипендипе кăна пурăннă- çке. Вĕренме кайнă чухне чăматана Энтип Ваççипе Геннадий Айхин сăвă кĕнекисене чиксе кайнăччĕ. Питĕ перекетлĕ пурăннă пулсан та кĕнеке туянаттăмăр. 4-мĕш курсра макарон комбинатĕнче ĕçлеме пуçларăм. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Аслă Арапуç чăваш ялĕ пулма пăрахман-ха
Юлашки вăхăтра округ центрĕсенче ачасемпе çамрăксем вырăсла калаçма пуçларĕç. Ача сачĕсенче те «вĕттисемпе» ытларах вырăсла пуплеççĕ. Митта Ваçлейĕпе Ваçлей Давыдов-Анатрин Тăван çĕршывĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçĕнче, ку енĕпе лару-тăру еплерех? Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркипе культурине упрас тесе кунта мĕнле ĕçсем тăваççĕ? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравĕсене паян пĕрле шырăпăр.
«Аякрисем тăван кĕтесе ан манччăр»
Хăй вăхăтĕнче Аслă Арапуç ялĕ Первомайски /халĕ — Патăрьел/ районĕн центрĕ пулнă. Маларах тĕрлĕ учреждени вырнаçнă урама кунта халĕ те «центр» теççĕ. Аслă Арапуç паян чăвашлах калаçать. Урам хушшинче те, шкулпа садикре те, культура çурчĕпе вулавăшра та тăван чĕлхепе пуплени илтĕнет. Аслă Арапуçсем пĕлтĕр ял 500 çул тултарнине сумлăн уявларĕç. Çавна май хастарсем телеграмра «Аслă Арапуç 500 çул тата 500 çын» ушкăн йĕркеленĕ. Унта ялти пултаруллă та хастар 500 çын çинчен çырса кăтартнăччĕ. «Ялти хастарсенчен пĕри, Александр Казенов патриот çӳлерех асăннă ушкăна упраса хăвармалли çинчен çырчĕ. Çав калаçу хыççăн тĕрлĕ шухăш çуралчĕ. Çынсен мĕнпе те пулин кăсăкланмаллах тесе шухăшларăм. Ушкăнра çулталăк пуçламăшĕнче Аслă Арапуç территори уйрăмне кĕрекен кашни ялтах «Асанне арчинчен» акци йĕркелесси çинчен пĕлтертĕм. Вăл виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ — асанне-асатте, кукаçи-кукамай пĕчĕк чухне вĕрентсе каланă «Сăмахсен арчи». Сăмахран, манăн асанне çапла вĕрентетчĕ: «Хĕрарăм тенин ирхине куçа уçсанах хуран çакмалла, çемье вăраннă çĕре апат хатĕр пулмалла». Иккĕмĕш арча — «Тĕрĕ, тумтир арчи». Асанне арчинче темĕн тĕрлĕ япала упранать. Çавсене кăларса пăхма сĕнтĕм. Килти пĕр пӳлĕме арчари тĕрĕсемпе илемлетсе, асаннен пир кĕписене тăхăнса çемьепе пĕрле асăнмалăх сăн ӳкерĕнсе, «Асанне арчинчен. Тĕрĕ арчи, тумтир арчи» тесе çырса интернетри ушкăна яма ыйтрăм. Виççĕмĕш арча — «Пурлăх арчи». Ылтăнран, кĕмĕлтен хатĕрленĕ капăрлăх мар, паллах. Авалхи, кил хушшинче тахçан усă курнă япаласемпе çыхăннă вăл. Вĕсене сăн ӳкерме ыйтрăм. Çавăн пекех ялсенче пĕчĕккĕн тавра пĕлӳ кĕтесĕсем уçма май пуррине аса илтертĕм. «Асанне арчинчен» акцие пурнăçлайсан малашлăх валли питĕ усăллă ĕç туни çинчен каларăм. Ку, акци, паллах, ялпа тӳррĕн çыхăннă. Çамрăксем хамăр йăла-йĕркене ан манччăр тесе тăрăшни вăл. Эпир çулсем иртнĕçемĕн пурте çавăн патне таврăнатпăр. Кашни çыннăн хăйĕн вăхăчĕ паллах. Чиркĕве çӳренĕ пек. Хăшĕ ватăлсан кăна каять унта. Тепри инкек пулсан Турă çинчен аса илет. Турă пĕрех хăйĕн патне илсе çитерет. Тăванлăх туйăмĕ те çавăн пек. Йăла-йĕрке те хăйĕн патне çул хывтарать. Анчах мĕн чухлĕ хăвăртрах çитет вăл /эпир ăна ăнланатпăр, йышăнатпăр çав япалана/ çавăн чухлĕ лайăхрах. Çынсем вара тăван килне манмаççĕ. «Аслă Арапуç 500 çул тата 500 çын» ушкăна йĕркеленин тĕп тĕллевĕ — аякка тухса кайнисем, вĕсен ачисем, мăнукĕсем тăван кĕтесне ан манччăр, яланах асра тытчăр тени. Аякрисем яла çулталăкра пĕрре, Çимĕкре кăна килсе кураяççĕ. Халь çак ушкăн пуррипе вĕсем тăван ялпа çыхăннă хыпар-хăнара кашни кун пăхса тăраççĕ. Ушкăнра 700 ытла çын. Миçе çын кĕрсе тухни курăнать. Апла вĕсене кăсăклă. Ку акци хамшăн та интереслĕ. Эпĕ Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ку тăрăха качча килнĕ. Асанне вĕрентсе хăварнисене тăтăш аса илетĕп. Яшка пĕçернĕ чухне çĕр улми шуратма тытăнатăп та вăл ăс пани аса килет. «Пирĕн çемье пысăк, вунă шултра улма шуратмалла», — тетчĕ. Ку акци пирки Кĕçĕн Арапуç ушкăнĕнче те лартрăм. «Аслă Арапуç тăрăхĕнче эпир çакăн пек акци пуçласшăн. Эсир те хутшăнма пултаратăр», — тесе çыртăм. Питĕ интереслĕ шухăшсем çырчĕç ушкăнра», — каласа пачĕ Аслă Арапуç территори уйрăмĕн специалисчĕэксперчĕ Наталия Ермошкина. Наталия Васильевна — «Асанне арчинчен» акци пуçаруçи. Кунта Аслă Арапуçсен ушкăнĕнче «Сăмахсен арчинче» мĕн çырнисене кăшт илсе парас килет. «Манăн асанне Феодосия Зуева çапла калатчĕ: «Хĕрлĕ улмана мухта, шуррине ытларах ларт», — акцие хăех уçнă Наталия Ермошкина. «Асанне Васса Кузьмина çапла ăс паратчĕ: «Тултан пӳрте кĕнĕ чухне çăпатине хывма ыйтсан: «Эпĕ вилсен манăн çăпата йĕрĕсене шырасан та тупаймăр», — тетчĕ. «Пирĕн асанне Пелагея Верликова çапла калатчĕ: «Çынна ан шан, медальна шан». Шел, медалĕ мĕне пĕлтернине пĕри те ыйтса пĕлсе юлман асанне пурăннă чухне. Кирек мĕнле ĕçе тунă чухне те хăвна ытларах шанмалла, çынна шанмалла мар тесшĕн пулнă пулĕ», — çырнă Валентина Ильина. «Пирĕн асатте Михаил Степанов ачисене тата мăнукĕсене: «Пуçна — сывлăх, мулна — перекет», — тесе пиллетчĕ», — пĕлтерет Алена. Çакăн пек тĕслĕх «Сăмахсен арчинче» чылай. «Çынсене: «Салам! Ырă ир пултăр!» — тесе çырнă картинкăсем яни интереслĕ мар. Ун пеккине ытти çĕрте те кураяççĕ. Эпир ушкăн ан салантăр тесе тăрăшатпăр, çĕнĕ хыпарсем вырнаçтаратпăр. Каншел клубĕнче Наталия Ильметова культура ĕçченĕ пуçарулăхпа палăрать. Культура вучахĕнче вăл «Аваллăх лаççинче» тавра пĕлӳ музей кĕтесне йĕркелерĕ. Ял çыннисенчен анатри чăвашсен наци çи-пуçне, кил хуçалăхра усă курнă япаласене пуçтарнă. Çынсем халĕ каçхине уçăлма тухаççĕ. Хăшĕсем клуба кĕрсе тухаççĕ, «Аваллăх лаççипе» паллашаççĕ. Унта сăн ӳкерĕнме юратаççĕ. Кĕтесĕ пĕчĕк пулин те унти япаласемпе хаваслансах паллашаççĕ, тытса пăхаççĕ. Çав музее пуянлатма пулăшаççĕ пулĕ тетĕп-ха. Килĕсенче усă курман, тытман япаласем пур, вĕсене мĕншĕн илсе килсе парас мар? Наталия Алексеевна çынсене калаçтарма пултарать. Аваллăх япалисене çухатасшăн мар вĕсем», — калаçăва тăсрĕ Наталия Васильевна. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Шурă акаци» пултаруллисене палăртать
Вырăс романсĕн «Шурă акаци» Пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурсĕ кăçал Шупашкарта 15-мĕш хут иртрĕ. Ăна тĕп хулари Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ.
— Кăçал пирĕн училищĕне уçнăранпа 95 çул çитет. Сăмах май, вокал уйрăмĕ те 95 çулта. Çакна палăртмалла: вокал уйрăмне Станислав Кондратьев 34 çул ертсе пынă. Çав тапхăрта эпир те музыка училищинчен вĕренсе тухнă, — терĕ çак уйрăма халĕ ертсе пыракан Раиса Андреева. — Станислав Алексеевич нумай çул «Шурă акаци» фестиваль-конкурсăн председателĕ пулнă. Пĕлтĕр Герман Лебедев композитор çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Филипп Лукин композитор çуралнăранпа 110 çул çитнине уявларăмăр. Кăçал Анисим Асламас композитор çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул пулать. «Шурă акаци» Пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурса ирттерессишĕн вокал уйрăмĕ питĕ яваплă. Пирĕн уйрăмран Тамара Чумакова, Мефодий Денисов, Зоя Селиванова тата ытти паллă юрăç, композитор вĕренсе тухнă. Ун чухне чăвашла калаçакан юрăçсем нумаях пулман. Зоя Селиванова, вăл манăн педагогчĕ, Куславкка хĕрĕ пулнă. Свердловск хулинчи консерваторирен вĕренсе тухнă вăл. Çав вăхăтра унăн ашшĕпе амăшне кулак тесе айăпланă. Вăхăчĕ йывăр пулнă. Халĕ вĕренекенĕсем унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки Валентина Геворкян-Смирнова профессор Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтĕнче вĕрентет. Унăн студенчĕсем паян оперăпа балет театрĕнче юрлаççĕ. Станислав Кондратьев Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, пысăк çемьерен тухнă. 7-мĕш ача пулнă. Музыка училищинче пĕр çул вĕреннĕ хыççăн ăна Филипп Лукин Хусан консерваторине кайма сĕннĕ. Унтан вĕренсе тухсан вăл аспирантурăна юлнă. Ăна пĕтерсен Чăваш Ене килнĕ. Ун пек вĕреннĕ çын вăл вăхăтра Чăваш Енре пулман. Оперăпа балет театрне /Музыка театрĕ пулнă ун чухне/ килнĕ вăл. Нумай оперăра юрланă. Ун чухне специалистсене музыка училищи кăна хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче чăваш хĕрĕсем сахал пулнă. Станислав Алексеевич чăваш ачисене чăвашла юрлама вĕрентекенсем кирлĕ тесе тĕв тунă. Мĕншĕн тесен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ытларах вырăссем ĕçленĕ. Çав вăхăтра Узбекистанран Раиса Ахмедбекова килнĕ. Узбекистанра вăл вăрçă вăхăтĕнче вĕреннĕ. Раиса Назаровнăна диплом илсен Чăваш Ене янă. Украинăра çуралса ӳснĕ Валентина Димитриева та Чăваш Республикине килнĕ. Вĕсем чăвашла пĕлмен. Чăвашла вĕренме СССР халăх артистки Вера Кузьмина патне çӳренĕ. Вера Кузьминична вĕсене чăвашла калаçма, юрлама, ташлама, тăхăнма хăнăхтарнă. Станислав Алексеевич чăваш ачисене вĕрентес тесе музыка училищине кайнă. 36 çул ахаль иртмен уншăн. 200-е яхăн специалиста хатĕрленĕ. Халĕ музыка училищинче ача сахал вĕренет. 100-е те çитмест. Хамăн вокал уйрăмĕ пирки калас тăк кашни çул 6-7 бюджет вырăнĕ уйăраççĕ. Тӳлевлĕ вĕренекенсем те пур. Вĕсем диплом илсен хорсене кайма пултараççĕ. Раиса Руфимовна пĕлтернĕ тăрăх, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине кӳршĕ регионсенчен те — Тутар Республикинчен, Мари Элтан, Чулхула облаçĕнчен, Пушкăртстанран — вĕренме килеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕрентӳ организацийĕн шайĕ пысăк. Кунта пултаруллă та ăста педагогсем вăй хураççĕ. — Пирĕн студентсем кайран Мускав, Чулхула, Хусан консерваторийĕсене каяççĕ. Çакăншăн эпир питĕ савăнатпăр. Ку чăннипех мăнаçланмалли япала. Анчах та хамăрăн оперăпа балет театрĕнче кадрсем çитмеççĕ. Вăйлă сасăллисене вĕренме яратпăр та вĕсем каялла килесшĕн мар. Пире хамăр кадрсем Чăваш Енре питĕ кирлĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта çамрăк музыкантсен хушшинче «Дельфи вăййисем» конкурс иртрĕ. Унта ӳнер училищин студенчĕсем те хутшăнчĕç. Çав конкурсра çĕнтернисемпе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Саранска каятпăр. Пирĕн училищĕрен 4 çамрăка суйланă. Музыка училищинче 80 яхăн преподаватель ĕçлет. Кадрсем çитеççĕ, анчах концертмейстер сахал. Лайăх концертмейстерсем пулсан пире ĕçлеме çăмăл. Преподавательсем пурте аслă категориллĕ, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вĕсем музыка шкулĕсенче те ĕçлеççĕ. Вокал, халăх инструменчĕсен, пианистсен, эстрада, сĕрме купăс, фольклор, дирижер, вĕрсе каламалли инструментсен, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан, теоретиксен /композиторсем, критиксем тухаççĕ унтан/ уйрăмĕсем пур. Пирĕн патра çамрăксем 4 çул вĕренеççĕ. Музыка шкулĕсем валли педагогсене тата хорсенче юрлакансене хатĕрлетпĕр. «Шурă акаци» Пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурс патне таврăнас тăк — унăн председателĕн тивĕçĕсене педагогика наукисен кандидачĕ, музыка училищин директорĕ Светлана Белоус пурнăçлать. Светлана Владимировна Чăваш Ене Мари Элтан куçса килчĕ. Пирĕн патра вăл «Шурă акаци» конкурса тăватă хут ирттерчĕ. Раиса Андреева Саратов консерваторине пĕтернĕ. Музыка училищинче 8 çул ĕçлет. Маларах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вăй хунă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...