Комментари хушас

26 Пуш, 2024

Хыпар 31 (28207) № 26.03.2024

Пире хуçма çăмăл мар!

Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче нарăсăн 22-мĕшĕнче этемлĕх ăнлавĕсемпе килĕшсе тăма пултарайман тискерлĕх пулса иртрĕ: террористсем «Крокус Сити Холл» бизнес-центрта айăпсăр вун-вун çын пурнăçне татрĕç.

Теракт хальхи Раççей историйĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулса тăчĕ. Хăрушă инкекре 130 ытла çын вилнĕ, 200 яхăн çын аманнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ пĕтĕм нацишĕн хурлану кунĕ пулнине пĕлтерчĕ. Пĕтĕм тĕнче Раççейри теракта сивлерĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те çак кунсенче Мускав облаçĕнче чунсăрсенчен шар курнисемпе, вĕсен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланчĕç. Çакна палăртса халăх Шупашкарти Республика тÿремĕнче йĕркеленĕ астăвăм лапамне чечек çыххисем хунă. Хурлану митингне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, депутатсем, Правительство членĕсем, республикăри наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хутшăннă. «Теракт йĕркелекенсен тĕллевĕ — халăхсене вăрçтарасси, пĕр-пĕрин хушшинче курайманлăх çуратасси. Анчах кĕтсе илеймĕç: эпир тата та çывăхланăпăр, вăйлăрах пулăпăр. Яланхи пекех Çĕнтерÿ пирĕн енче пулĕ», — тенĕ Олег Николаев. Çавăн пекех вăл усал ĕç тăвакансем мĕскĕн чунлă, вĕсене çын тесе калама чĕлхе çаврăнманнине палăртнă. «Хăравçăсем. Чыслăх тата паттăрлăх туйăмĕ пулнă тăк — вĕсем хÿтлĕхсĕр çынсене персе пăрахма нихăçан та килĕшмĕччĕç. Вăхăтлăх пĕчĕк савăнăçшăн хăйсенне кăна мар, вун-вун çын кун-çулне татни пурнăçа юратни мар», — тенĕ Олег Николаев. Мускав облаçĕнчи теракта пула Чăваш Республикинче те канмалли кунсенче культура, спорт мероприятийĕсене ирттермен, телеканалсем савăнăçлă кăларăмсене кăтартман, эфира реклама кăларман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку йышăнăва халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çирĕплетнĕ. Вырсарникун сарăмсăр вилнисене асăнса патшалăх учрежденийĕсем ялавсене антарнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Çур акине хутшăнакан техникăна юсаççĕ

— Çанталăк лайăхланчĕ те — ăшă гаражсăр хуçалăхсем техникăна трактор-машина паркĕн картишĕнче те тÿрлетме пуçларĕç, — терĕ ЧР Технадзорĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев. — Пирĕн инспекторсем ăна пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен техтĕрĕслев витĕр кăларĕç. Хĕл каçиччен юсав округсенче тĕрлĕ пахалăхлă пычĕ. Ку ĕçе пысăк тимлĕх уйăракан хуçалăхсенче техникăна иртнĕ кĕркунне хĕл каçарма вырнаçтарса лартсанах юсамалли трактор-машина списокне хатĕрлерĕç. Ăна-кăна тĕплĕн диагностикăласа «чирлекеннисен» шутне, епле «сиплемеллине», хăшпĕрне «операци» тусах вăл е ку пая çĕннипе улăштармаллине палăртрĕç. Опытлă инженерсемпе механизаторсем хăшĕ çывăх вăхăтрах ванассине туяççĕ, хĕрÿ ĕçре чарăнса ан тăтăр тесе уя кăларичченех улăштарма сĕнеççĕ. Кирлĕ саппас пайсене туянма пĕлтĕрех пикенчĕç.

Хуçалăхсене вĕсемпе тивĕçтерекен организацисем ку ĕмĕрте тĕпрен улшăнчĕç. Совет тапхăрĕнче саппас пайсене районсен техникăна юсакан предприятийĕсенчен, ятарлă пысăк базăсенчен илсе тăнă, вĕсене туянас тĕлĕшпе йывăр ыйту пулман. Ăна халĕ епле татса параççĕ? Технадзор пуçлăхĕ Санкт-Петербургри тата Минскри трактор завочĕсен Чăваш Енри дилерĕсемпе сервис центрĕсем начар ĕçлеменнине палăртрĕ. Республикăра Дон çинчи Ростов хулинчи трактор завочĕнне те уçма палăртнă. Центрсем хуçалăхсене сутнă техникăна 1-3 çул пăхса тăма — завод ĕçĕпе çыхăннă сăлтава пула çав тапхăрта çĕмĕрĕлсен хăйсен транспорчĕпе, ĕç хатĕрĕпе вырăна çитсе юсама — сăмах параççĕ. Мĕншĕн тесен заводăн çĕнĕ техникине сутасси сервиса мĕнле пахалăхпа йĕркеленинчен те нумай килет. Начар пăхса тăрсан хуçалăхсем ÿлĕм урăх заводран туянма пултараççĕ. Халĕ техника туса кăларакансен хушшинче те конкуренци. Аграрисен лайăхраххине суйлама ирĕк пур. Çавнашкал сервис центрĕ республикăра темиçе те. Хуçалăхсене ятарлă бригада кăларса яраççĕ. Техника детальне тÿрлетеççĕ е çĕннипе улăштараççĕ. Ăна заводран турттарса килсен юсав вăхăчĕ — ытларах, республикăри логистикăран илсе кайсан сахалрах каять. Центрсен ассортименчĕ пĕрешкел мар: пĕрремĕшĕн — пуян, иккĕмĕшĕн унпа танлашаймасть, виççĕмĕшĕн — чухăн. Хуçалăхсем час-часах ыйтакан, логистикăра выртса юрăхсăра тухман йÿнĕрех саппас пайсене /ремень, сеть, подшипник, звездочка тата ыт. те/ çителĕклех хатĕрлеççĕ. Çапах та трактор-машинăна ертÿçĕ-сем, хуçалăхсен инженерĕсемпе техникĕ¬¬¬сем, механизаторĕсемпе слесарĕсем, ти¬мĕрçисем юсаççĕ. Техникăна уй-хире вăхăтра кăларас тĕлĕшпе пĕтĕм яваплăх вĕсенче. Совет саманинче ку ĕçе ятарлă бригадăсем пурнăçланă, халĕ çук. Ун чухне тракторсен пĕрремĕш модификацине — Комсомольскинче, иккĕмĕшне — Канаш районĕнчи Шăхасанта, виççĕмĕшне — Патăрьелте, автомашинăсене Çĕрпÿре юсатчĕç. Халĕ ун пек йĕрке çук. Юсав темиçе хут хаклăрах ларнăран сервис центрĕсене те памаççĕ, хăйсемех юсаççĕ. Тепĕр енчен пăхсан трактор-машинăна республика çулĕсемпе унта-кунта турттарса автоçула тултарса тăманни общество транспорчĕпе çул çÿрекеншĕн те лайăх. Хăш-пĕр регионта ял хуçалăх техникин пысăк пайне сервис центрĕсенче юсаттараççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Автоклубсем çула тухĕç

«Пысăк проектсем, театр тата музыка фестивалĕсем Чăваш Енĕн культура пурнăçне кашни çул пуянлатса, илемлетсе пыраççĕ», — палăртрĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков культура тытăмĕнче тăрăшакансене Культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă май.

Асăннă сферăра ĕçлекенсен професси уявне халалланă мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ тапхăрта республикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. 2019- 2024 çулсенче наци проектне пурнăçлама — 1,9 млрд тенкĕ, 2023 çулта 538 млн тенкĕ уйăрнă. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе наци проекчĕн кашни енне республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе «вăйлатаççĕ». «Культурăна аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчи укçапа кăçал ялсенче 5 клуб тăвĕç. «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 9 тĕслĕхлĕ культура çурчĕ çĕклеме палăртнă. Кунсăр пуçне 20 культура çуртне тĕплĕн юсама планланă. 8 библиотека çĕнелĕ, тĕслĕхлĕ пулĕ. «Цифра культури» проектпа килĕшÿллĕн культура сферинчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче 2019 çултанпа 4 виртуаллă концерт залĕ уçăлнă. «Культура.рф» платформăра концертсемпе спектакльсен трансляцийĕсем пыраççĕ. Çулсеренех çакăн пек трансляцисем валли 500 пин тенкĕ уйăраççĕ. 2024 çулта ку хисепе икĕ хут ÿстересшĕн. Кашни патшалăх театр-концерт учрежденийĕ çулталăкра пĕрре çак платформăра хăйĕн проектне кăтартма пултартăр», — ăнлантарчĕ Михаил Геннадьевич. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, отрасльте 1307 çын çĕршыври чи чаплă аслă шкулсенче квалификацине ÿстернĕ. Çапах та, пĕрремĕш вице-премьерăн сăмахĕсем тăрăх, культура ĕçченĕсем квотăна тата ÿстерме ыйтнă. «Çавăнпа 2024 çулта культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ ытларах уйăрма тĕв тăватпăр», — терĕ Михаил Геннадьевич. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.