Каярах кӳлĕнсен те маларах вĕçлесчĕ
Пĕлтĕр ĕççи иртерех пуçланнă — техника ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçласа уя тухнă. Кăçал вара юр хулăнăшĕ те, юрти нӳрĕк виçи те нормăран пысăкрах, çанталăк та ăшă кунсемпе савăнтарма васкамасть. Çавна май уй-хир ĕçĕсем кая юласси куçкĕрет. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова каларĕ.
Ĕç калăпăшĕ вара пысăк. Тĕрлĕ культура акнă-лартнă лаптăксем пĕтĕмпе 546 пин гектар йышăнмалла. Çак виçен çурринчен ытларах пайĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерме палăртнă. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕ 92 пин гектарпа танлашать. Инна Волкова палăртнă тăрăх, юр хулăннине, çавна май тăпра тарăн шăнманнине пула кĕрхи калчасем хĕрсе «пиçме» пултараççĕ — уйрăм лаптăксене çĕнĕрен акма тивесси те часах.
Çураки валли вăрлăх çителĕклĕ. Чăн та, ăна кондицие лартас тĕлĕшпе ĕçлемелле-ха — хальлĕхе 94% тивĕçлĕ шайра. Хуçалăхсем минераллă удобренисене 24,7 пин тонна хатĕрленĕ — кирлин 85% туяннă. Ыттине ака пуçланиччен турттарĕç. Вĕсемпе тивĕçтерекенсен сутлăхра тулли ассортимент пур, хаксем те юлашки вăхăтра пĕр шайра тăраççĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем пирки вара апла калаймăн. Ял хуçалăх предприятийĕсем çураки валли ГСМăн çурринчен ытларах пайне хатĕрлесе хунă. Дизель топливи юлашки уйăхра 18% хакланнă — тоннин хакĕ 69 пин тенке çитнĕ. Камăн сахал — ытларах тăкакланма тивĕ. Нефтебазăсенче бензин-солярка çителĕклĕ — ку енĕпе чăрмав пулмалла мар.
Инна Вячеславовна палăртнă тăрăх, республикăра йӳçĕк çĕрсен лаптăкĕ пысăк — 278 пин гектара извеçлемелле. Кăçал çак ĕçе 14 пине яхăн гектар çинче пурнăçлама палăртнă — патшалăх тăкаксене субсиди парса саплаштарĕ. Кăмăлли — хуçалăхсен техника паркĕ пуянланса-вăйланса пыни. Ял хуçалăх техникин 4 пине яхăн единицине туяннă. Çапла вара 2019 çулта, сăмахран, лаша вăйĕсен кашни 100 пин гектар пуçне тивекен шучĕ 111-пе танлашнă пулсан, пĕлтĕр çак цифра 163-е çитнĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсене çуракине ăнăçлă ирттермешкĕн пĕтĕмпе 2,5 миллиард тенкĕ патнелле кирлĕ. Инна Волкова хуçалăхсен хăйсен çак укçан 43% пуррине палăртрĕ, бюджетран кӳрекен пулăшу 680 миллион тенкĕпе танлашĕ, ыттине вара хресченĕн кредитсемпе саплаштарма тивĕ. Хăйĕн сăмахне Инна Вячеславовна хăна йышăнмашкăн хатĕрленмелли хыпарпа вĕçлерĕ: ака уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче республикăра ĕçлĕ визитпа Раççей ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев пулĕ.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çураки кая юлса пуçланассине кура палăртнă ĕçсене васкатмалли, вĕсене туллин пурнăçламалли çинчен асăрхаттарчĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тени ку хутĕнче пушшех кăтартуллă пулĕ — уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла.
2023 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшнипе çыхăннă ĕçе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕтĕмлетрĕ. Пулăшу курăмлă. Пĕлтĕр çак тĕллевпе 1,5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă — Гаранти фончĕ, Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан агентство, Экспорта пулăшакан центр, ытти тытăм урлă. Çамрăк предпринимательсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе уйăракан гранта 25 çул тултарман 17 предприниматель илнĕ — пĕтĕмпе 8,5 миллион тенкĕ. Паллах, республикăра МСП субъекчĕсен йышĕ хушăнсах пынине çак пулăшу та тĕревлет. Паян Чăваш Енре предпринимательсен тата хăйсем тĕлĕн ĕçлекенсен шучĕ 105 пинрен те иртет, çак сферăра халь 212,6 пин çын ĕçлет.
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕчĕк таа вăтам бизнес субъекчĕсене налук тӳлес тĕлĕшпе панă çăмăллăхсем те вĕсен аталанăвне вăй панине çирĕплетрĕ. Çак пулăшу вырăнлă, мĕншĕн тесен МСП субъекчĕсем регион экономикин аталанăвене хывакан тӳпе самай пысăк. Çак шухăша Олег Николаев та çирĕплетрĕ. Вăл та палăртрĕ: республикăра бизнес аталанăвĕ валли условисем хăтлă.
Канашлу ачасене шкулсене 1-мĕш класа вĕренме йышăнас ыйтăва сӳтсе явнипе вĕçленчĕ. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Антонина Буданцова пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсене вĕсен çумне çирĕплетнĕ территорисенче пурăнакан ачасене йышăнмалли кампани пуçланать. Вăл çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен — ытти территорирен те йышăнмалли тапхăр. Заявленисене Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та, шкула пырса та пама пулать. Тата — почтăпа яма.
Антонина Аркадьевна полицире, ытти вăй тытăмĕнче ĕçлекенсен, çар служащийĕсен, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене шкула черетсĕр йышăнассине çирĕплетрĕ. Шкула пуçласа каякансен йышĕ пысăкланнине кура вĕренӳ организацийĕсем 1-мĕш классен май пур таран пысăкрах йышне парта хушшине лартма палăртаççĕ — 100-тен пуçласа 300 ача таранах.