Çамрăксен хаçачĕ 25 (6511) № 14.03.2024
«Пирĕн пек амăшĕсен пусăрăнса пурăнмалла мар»
Ача — хĕрарăмăн чи пысăк телейĕ. Пурнăç саккунĕ çапла: вăл йăха малалла тăсать. Кашни амăшĕшĕн ачинчен хаклăраххи çук. Анчах пурнăç хăш чухне шелсĕр. Мĕнлерех-ши вăл сывлăх енчен хавшак ача амăшĕ пуласси? Кун пирки Наталия Яркеевăпа чуна уçса калаçрăмăр.
Лайăх кин
— Наталия, манăн санпа паян йывăрлăха парăнман хĕрарăм кун-çулĕ пирки калаçас килет. Каласам: мĕн вăл саншăн — телей?
— Çемье пурри. Манăн шутпа, телей икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ — мĕнле çемьере çурални. Эпĕ юратура кун çути курнă. Пичче Владислав пур. Аттепе анне 27 çул килĕштерсе пурăннă. Атте çĕре кĕчĕ, вăл мана çӳлтен пулăшса пынăн туйăнать, йăнăш тусан тĕлĕке килсе асăрхаттарать. Анне тĕрĕс сĕнӳсем парать, чылай пулăма ăнлантарать. Иккĕмĕшĕ — атте-аннерен тĕслĕх илсе хамăрăн çемьене йĕркелени.
— Пĕрремĕшĕ пирки тĕплĕнрех калаçар-ха…
— Аттепе анне пĕр ялтан, Шупашкар округĕнчи Вăрăмтуран. Анне — 10 ачаллă, атте 7 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кукамай питĕ ырă кăмăллăччĕ. Вĕсен çемйине кулак тесе Çĕпĕре ăсатнă. Каярахпа, пурнăç улшăнсан, каялла яла таврăннă. Атте эпĕ 14 çул тултарса паспорт илнĕ чухне торт, пĕр ещĕк лимонад тата ылтăн çĕрĕ парнелерĕ. Çавăнтанпа кашни çуралнă кунрах ылтăн япала парнелеме пуçларĕ. Качча тухнă кун пĕр ывăç ылтăн тыттарчĕ. Пĕрремĕш ача Арина çуралсан атте, пичче тата упăшка пепкене ылтăн айне турĕç. Юратнă мăшăр та çывăх çыннăмран тĕслĕх илсе çуралнă кунра ылтăн парнелеме пуçларĕ. Атте водительте ĕçлетчĕ. Ялан инçе рейссене каятчĕ. Пĕррехинче аварие лексе сусăрланчĕ. Тавах Турра, ура çине тăчĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне атте костыльпе утма йывăррине пăхмасăр мана Ишлейри музыка шкулне илсе çӳретчĕ. Юрлама, аккордеон, фортепиано калама вĕрентĕм. Часах Кăшавăшра ăна хваттер пачĕç. Анне малтан Ишлей заводĕнче вăй хунă, унтан — хими лабораторийĕнче, кайран манпа юнашар пулас тесе садике куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Кăшавăшри инвалидсемпе ваттисен çуртĕнче директорта ĕçлерĕ. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче анне 70 çул тултарчĕ. Хăй вăхăтĕнче аттепе анне ялта çурт лартрĕç. Мана тӳлевлĕ вĕрентрĕç. Маштехникумра бухгалтер-экономист профессине илтĕм. Анне çирĕп кăмăллă, атте вара ытла та çемçеччĕ. Атте вилсен арçын ĕçĕсем пичче çине тиенчĕç. Пĕчĕк чухне мана йывăр ĕçлеттермен. Пичче салтака кайсан аннене пулăшма пуçларăм. Анне çителĕклĕ пурăнас тесе выльăх-чĕрлĕх нумай тытатчĕ.
— Кайран телей хăв çавăрнă çемьере туптанать терĕн. Упăшку — санăн тĕрекӳ, шанчăклă тусу, лайăх ашшĕ. Эсĕ ыйтнипе «Турă панă упăшка» сăвă çырса патăм, ăна юрра хыврăн.
— Епле паллашнине аса илме те кулăшла. Иксĕмĕр те пĕр пĕлĕш патне хăнана лекрĕмĕр. Эпĕ вăрăм çӳçлĕччĕ. «Эсĕ чикан хĕрĕ пекех», — терĕ паллашсан. «Хăв çапла», — терĕм. Кăштахран кăмăлсăрланса киле тухса утрăм. Ун чухне вăл мана пачах килĕшмерĕ. Çулталăкран республика уявĕнче ăна иккĕмĕш хут куртăм. Хăналарĕ. Номерсемпе ылмашăнтăмăр. Аванах калаçса кайрăмăр. Аттепе анне манăн савни пуррине сисрĕç. Киле çитиех ăсатса яратчĕ, пӳрт умĕнче калаçса тăраттăмăр. Анчах вăхăт çитмесĕр эпĕ ăна киле кĕртмен, çывăх çынсемпе паллаштарман. Пĕррехинче пиччепе паллаштарма ыйтрĕ. Эпĕ ерçиччен мана каламасăрах тетĕшпе иккĕшĕ манăн пиччепе курнăçма кайнă. Пĕртăванăм ăна чунпа йышăннă. Пулас упăшкана эрех ĕçтерсе тĕрĕслемелле теççĕ. Ку йăлана та туса пăхрăм /кулать. — Авт./. Пĕр класри туссене унпа паллаштарма шут тытрăм. Каччăсем ăна самаях эрех ярса пачĕç. Пуçне кайрĕ пулмалла. Сĕтел хушшинчен тăчĕ те тепĕртакран вăратма ыйтса машинăна кайса çывăрчĕ. Туссем ку арçын шанчăклă, лайăх мăшăр пулать тесе хак пачĕç. Пĕррехинче вăл пирĕн пата хăнана пыма кăмăл турĕ. «Хĕрĕре качча паратăр-и?» — терĕ аннене ман умра. Куç чарăлса кайрĕ. Аттепе анне мана куçран пăхрĕç. «Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп. Манран ыйтман», — терĕм пуçа сулса. Кĕркунне качча тухрăм. «Наташа, мăшăрун ашшĕпе амăшне тӳрех атте-анне теме пуçла. Унсăрăн кайран çак сăмахсене калама чĕлхӳ çаврăнмĕ. Эпир сана епле юратса ӳстернĕ, вĕсем те мăшăрна çавăн пекех юратнă», — терĕ атте туйра пурте илтмелле.
— Лайăх кин пулас тесен чылай тăрăшмалла…
— Хуняçапа хуняма мана питĕ юрататчĕç. Шупашкарта пĕр хваттерте пурăнтăмăр. Ачасене, хĕрпе ывăла, пăхма пулăшрĕç. Садике те, шкула та хăйсемех илсе çӳретчĕç. Хунямапа хуняçа 52 çул пĕрле пурăнчĕç. Юмахри пек пĕр кунра вилчĕç: малтан — хуняма, 6 сехетрен — хуняçа. Иккĕшне пĕр кунра пытарма питĕ йывăр пулчĕ. Хуняма вилес умĕн хăйĕн венчет çĕррине аслă хĕрĕме пама ыйтрĕ. Чиркӳре тăхăнтартнă çĕррине ывăла парнелерĕ. Упăшка Мускавра ĕçлет. Çав кун вăл килте çукчĕ, эпĕ пĕчченехчĕ. Хуняçа хăйĕн венчет çĕррине ывăлне Кольăна, манăн мăшăра, пама ыйтрĕ. Пулать вĕт çапла: упăшка венчет çĕррине çухатрĕ те халь ашшĕнне тăхăнса çӳрет. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Çемьесен ытларах укçа тăкакламалли майсем пулĕç»
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă, депутатсен умĕнче иртнĕ çулхи ĕçшĕн отчет тунă хыççăн журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче, чăн та, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçма хистекен тепĕр сăлтав та пулчĕ — Чăваш Ене Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе кайрĕ. Тен, çакăн витĕмĕ те пур-тăр: Олег Николаевăн ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнчи шучĕпе пиллĕкмĕш прессконференцие нихçанхинчен нумай журналист пухăнчĕ — 80 ытла. Вĕсем панă ыйтусен шучĕпе те рекорд пулчĕ ахăр: 2 сехет те 20 минута тăсăлнă тĕлпулура Олег Алексеевич тĕрлĕ темăпа çыхăннă 46 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.
Çулсем
Калаçу çулсен теминчен пуçланчĕ. Шупашкарти юхăнса кайнă Сĕнтĕрвăрри çулĕн шăпишĕн кулянакан журналиста хуравланă май Олег Николаев трассăна юсама укçа уйăрнине çирĕплетрĕ. Çанталăк йĕркеленсе çитсенех ĕçсене пуçламалла, реконструкцие кăçал вĕçлемелле. Тĕп хулари виççĕмĕш çурма ункă ыйтăвĕ вара йывăртарах. Хăшĕ-пĕри Президент Чăваш Ене килсе кайнă май республика ертӳлĕхĕ ку проекта пăрахăçланă теме пăхать те — Олег Алексеевич татăклăн пĕлтерчĕ: хула микрорайонĕсене çулпа çыхăнтарас тĕллев çине никам та алă сулман. Çурма ункă тăвассине Совет Союзĕ вăхăтĕнчех палăртса хунă, ун валли çĕр лаптăкĕсене те резервланă. Питĕ кăткăс ĕçсем палăртнă, анчах пĕтĕмĕшле проектпа смета докуменчĕсем халĕ те çук. Ĕçсене виçĕ тапхăрпа пурнăçлама пăхнă, вĕсенчен пĕрремĕшĕ валли кăна документсем хатĕрленĕ. Вăл та — 7-8 миллиард тенкĕлĕх. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ вара 30 миллиард тенкĕрен те иртет. Федераци центрĕн пулăшăвĕсĕр регион çак çĕклеме йăтаймĕ. Мускав логики вара халĕ çакнашкал: вăл федераци çулĕсене, пысăк хуласем патне пымалли çулсене кăна хăйĕн çине илет. Хулари «шалти» ĕçсене регионсен хăйсен вăйĕпе тумалла. ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, çавнашкал проекта пуçарни, вăраха тăсса яни вырăнсăр. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли проект вара — М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕнчи 12 километрлă сыпăкне, икĕ йĕрлĕскере, анлăлатасси. Çав сыпăкра тăватă развязка пулмалла. Лапсар тата Горький пăрăнчăкĕ тĕлĕнче — икĕ хутлисем, Карачура тата Кӳкеç патĕнче — пĕр хутлисем. Утиял кĕскерех çав... Пресс-конференцие Тутарстан журналисчĕсем те килнĕ те — унти чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ Ирина Трифонова Хусантан тĕслĕх илме сунчĕ. Универсиада ирттериччен кӳршĕ республика тĕп хули те «пăкăсенче» нушаланнă. Тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕ тĕлне вара çулсене анлăлатнă, развязкăсем хута янă — халĕ çул çӳрев тĕлĕшпе çивĕчлĕх çук. Олег Николаев регионсем пĕр-пĕрин хушшинчи конкурентлăх никĕсĕ çинче аталаннине палăртрĕ. Паллах, Чăваш Ен те сумлă ăмăртусене, ытти мероприятие кунта илсе килме ăнтăлать. Ăнăçлă тĕслĕхсем те пур. Пĕлтĕр, сăмахран, тĕнчери халăхсен наци кĕрешӳ тĕсĕсен вăййисене пирвайхи хут ирттернĕ. Вун-вун çĕршыв представителĕсем килнĕ. Килес текен тата йышлă пулнă-мĕн, анчах Чăваш Ен тĕп хулин ун чухлĕ хăнана йышăнмалли майсем çуккине кура хăйне евĕр фильтрпа усă курма, спортсменсен шутне чакарма тивнĕ. Спортра, сăмах май, урана утиял тăршшĕне кура тăсма тивнине çирĕплетекен тĕслĕхсем тата пур. Сăмахран, Чăваш Енре вăл е ку спорт вăййипе профессионалсен командисем юлманни... Олег Николаев çакăн сăлтавне пытармарĕ: «Питĕ хаклă...» Йӳнĕрех тата вăрахрах майсем пур: ачасемпе çамрăксен командисене пулăшмалла. Ку енĕпе республика темиçе командăпа та мăнаçланма пултарать. Çав командăсенче ӳснĕ çамрăксем вăхăт иртнĕ май профессионалсен шайне тухма пултарĕç. Регион вăйă командисене бюджет шучĕпе кăна тытса тăраймĕ. Пысăк предприятисене явăçтарни вырăнлă пулмалла. «Химпром», авă, университет хĕрĕсен баскетбол командине пулăшать — çакнашкал тĕслĕхсене хавхалантармалла. Олег Алексеевич республикăра «Динамăпа», «Торпедăпа» пĕрле ĕçлесе командăсем йĕркелес пуçарусем пулнине пĕлтерчĕ, анчах çĕршыв шайĕнчи паллă çав клубсем тăратнă условисем пире тивĕçтермен. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Турци çамрăкĕсем чĕлхе пĕр пеклĕхĕнчен тĕлĕннĕ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Ольга Архипова тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшать, форумсене хутшăнать. Тĕрлĕ çĕршыва çитсе курнă вăл. «Май пур чухне таçта та хутшăнмалла, темĕн те курмалла. Халĕ çамрăксене аталанмашкăн май нумай», — тет вăл.
4-мĕш класс пĕтерсен Ольга Хусанти хореографи училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан В.Г.Тимирясов ячĕллĕ инноваци университечĕн колледжне пĕтернĕ. «WorldSkills» конкурсăн регионти тапхăрĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илсен Шупашкарта туристсене экскурси ирттерме тивĕç пулнă. Çавăнпа Ольга Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕн хăнисене çĕр пин юрăпа, çĕр пин тĕрĕпе пуян Чăваш Ен çинчен савăнсах каласа панă. Оля 15 çултанпах Тутарстанри «Молодежка» халăх фрончĕн пресс-центрĕнче ĕçленĕ. Вăл хăнасенчен, патриотлăх организацийĕн ертӳçисенчен тата спортсменсенчен интервьюсем илнĕ. Медиасферăпа кăсăкланнăранах Ольга И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне журналистика енĕпе вĕренме кĕнĕ. Вĕренӳ кăна мар, юратнă ĕçĕ валли те вăхăт уйăрать. Вăл балет студийĕнче тренерта ĕçлет. Юлашки çулсенче Оля Иркутскра, Екатеринбургра тата Якутире пулса курнă. Владивостокра иртнĕ «Хумсем çинче» форума вăл Чăваш Енрен пĕччен кайнă. Унта хутшăнма Оля «Больше, чем путешествие» программăпа усă курса çула тухнă. Çавăн чухне хĕр самолетпа пĕрремĕш хут вĕçсе курнă. «Владивостокра чухне Яппун тинĕсĕнче чăмпăлтатрăм тата Токаревский маякне куртăм. Пĕлтĕр Самарăра «iВолга» форумра пулса куртăм. Шăпах çавăнта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕ çинчен пĕлтĕм, — сăмаха тăсрĕ хĕр. — Унта хутшăнас тесе эссе çыртăм, видеовизитка хатĕрлерĕм. Фестивале лекме мана хамăн пултарулăх кăна мар, çывăх çынсем те пулăшрĕç тесе шухăшлатăп. Мана суйлани çинчен пĕлсен хама телейлĕ туйрăм, тӳпере вĕçсе çӳрерĕм». Тĕрлĕ форума, фестивале, ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнни те ăна Сочири Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне лекме пулăшнă. Оля волонтер ĕçне те хастар хутшăнать. Килсĕр чĕр чунсене хĕрхенет вăл, вĕсем валли хуçа тупма тăрăшать. Коронавирус вăхăтĕнче хĕр ватăсене апат-çимĕç кӳрсе панă. «Фестиваль мана лайăх кăмăлтуйăм парнелерĕ. Паллă çынсемпе йĕркеленĕ чылай лекцире пулса куртăм. Михаил Галустян, Нурлан Сабуров, Стас Старовойтов комиксемпе, Леон Кемстач актерпа, Камила Валиева, Евгения Медведева, Аделина Сотникова тата Марк Кондратюк фигуристсемпе ирттернĕ тĕлпулусенче пултăм. Стас Старовойтова ыйту патăм. Темиçе пин çын хушшинче çак чыс мана та лекнĕшĕн питĕ савăнтăм. Илья Авербух йĕркеленĕ «Пăрлă шоура» пулса куртăм. Халăхпа пĕрле Раççей гимнне юрланă чухне чунра ăшă туйăм çуралчĕ, пирĕн çĕршывăн вăйлă хăвачĕ туйăнчĕ, эпир чи лайăх çĕршывра пурăннине ăнланма май пачĕ», — мăнаçлăн пĕлтерчĕ вăл. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Шăллĕ аппăшне шкула кӳмепе тĕксе çӳренĕ
«Эпĕ хама пĕрре те ыттисенчен кая туймастăп. Пурнăçăн кашни кунĕпе киленсе пурăнатăп, май килнĕ таран çынсене пулăшма тăрăшатăп. Ан тив, пулăшăвăм тинĕсри тумлам чухлĕ çеç пултăр, анчах вăл — пĕтĕм чĕререн», — тет Аня Федотова.
Операци тутарман
Аня 1991 çулта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Турханкасси салинче Маринăпа Сергей Федотовсен çемйинче кун çути курнă. Амăшĕ Марина Ивановна, медицинăра ĕçлекенскер, ача хавшакрах çуралнине тӳрех асăрханă. Çавăнпах мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕчĕк Аньăна тухтăрсем патне илсе çӳреме тытăннă. Çулталăкран Мускаври больницăсене те çитнĕ. Çавăн чухне тин тухтăрсем мĕнле чир иккенне палăртнă: ача ӳсеймест. Шурă халатлисем операци тусан чир кăштах çăмăлланма пултарассине каланă. Анчах ытлашши пысăк шанчăк паман. Тĕплĕн шухăшласан ашшĕпе амăшĕ хĕрачана операци сĕтелĕ çине вырттарма килĕшмен. Аньăн урăх нимĕнле кăлтăк та пулман. Ăс-тăн енчен вăл тантăшĕсем пекех аталаннă, ача садне те ыттисемпе пĕрле çӳренĕ. Хĕрача пĕчĕк чухнех çав тери юрлама юратнă. Садикре иртнĕ мероприятисенче Аньăна чăвашла юрлаттарнă. Халĕ те вăл чăваш юррисене питĕ кăмăллать. Аня ашшĕ-амăшĕпе Турханкассинче пурăнать. Ашшĕ Сергей Петрович тинĕсри карап çинче нумай çул ĕçленĕ. Самана пăтрашăнса кайсан яла таврăннă, унтан Сĕнтĕрвăрринчи «Марпосадкабель» заводра ĕçленĕ, çавăнтанах хваттер илнĕ. Федотовсем малтан Сĕнтĕрвăрринче пурăннă. Аньăн пĕртăвансем пур: шăллĕ Дима тата йăмăкĕ Ксения. Аньăна шкула çӳреме çăмăлрах пултăр тесе ăна хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех Димăпа шкула янă. Хĕрача нумай вăхăт ура çинче тăраймасть. Ăна шăллĕ шкула кӳмепе тĕксе çӳренĕ. Вĕсем Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă. Аньăпа Дима пĕрле шкул сукмакне 9 çул такăрлатнă. «Шкулта вĕреннĕ чухне ачасем хама кӳрентернине астумастăп. Пачах тепĕр май, пурте пулăшма тăрăшатчĕç. Класра 15 арçын ачаччĕ, 7 хĕрачаччĕ. Урама выляма тухсан арçын ачасем манăн кӳмене черетпе тĕкетчĕç. Хĕлле ачасем çырмара ярăнатчĕç. Мана та çунашка çине лартса илсе каятчĕç. Ытларах шăллăмăн нушаланма тивнĕ ĕнтĕ. Анчах унран эпĕ нихăçан та сивĕ сăмах илтмен. Класпа экскурсие кайнă чухне мана та хăйсемпе пĕрле илме тăрăшатчĕç. «Эпир ăна хамăрах пулăшатпăр», — тетчĕç. Çапла манпа пĕрле вĕреннĕ юлташсем йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшма хăнăхса ӳсрĕç. Çуллахи вăхăта асаннесем патĕнче, Турханкассинче, ирттереттĕм. Асатте вилнĕ çул шăллăмпа иксĕмĕр шăпах 9-мĕш класран вĕренсе тухрăмăр, кайран çемьепе Турханкассине куçса килтĕмĕр. «Чир пирки ан шухăшла. Хăв çапла çуралнăшăн нихăçан та ан вăтан. Мĕн тума вĕренес килет — вĕрен», — тетчĕç ялан килтисем. Ача чухнех апат пĕçерме вĕрентĕм, вăй çитнĕ таран ытти ĕçе тума хăнăхрăм. Тăвансемпе ĕне-сурăх кĕтĕвне кайни асрах. Атте-анне ярасшăнах марччĕ. Анчах тăвансем мана килте пĕччен кичем пулать тесе пурпĕрех пĕрле илсе каятчĕç. Ывăнсан мана хăйсен хулпуççийĕ çине лартса çӳретчĕç. Пушă вăхăтра анне питĕ çыхма юрататчĕ. Ун хыççăн эпĕ те вĕрентĕм. Халĕ темĕн тĕрлĕ тетте те çыхма пĕлетĕп. Манăн тăвансен ача нумай, вĕсене парнелетĕп. Ӳкерме юрататăп. Шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çыраттăм. Халĕ кĕнеке вулама юрататăп», — хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ Аня. Вăл 9-мĕш класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне экономиста вĕренме кĕнĕ. Унтан Йошкар-Олари университета аслă пĕлӳ илме çул тытнă. «Ман тĕле яланах ырă çынсем тĕл пулаççĕ. Университетра хампа пĕр класра ăс пухнă икĕ хĕрпе вĕрентĕм. Вĕсем мана занятие кӳмепе тĕксе каятчĕç, арçын ачасем мана аудиторие йăтса хăпаратчĕç, каялла илсе тухса лартатчĕç. Никам та манран пӳрнепе тĕллесе кулман, сивĕ сăмах каласа кӳрентермен. Вĕренме йывăр марччĕ. Йăмăк халĕ Шупашкарта следовательте ĕçлет, шăллăм — кинолог. Манăн тăвансем лайăх. Вĕсен пĕчĕк ачисене пăхма пулăшатăп. Пĕрре 3-ри тата 5 çулти хĕрачасемпе урама уçăлма тухрăмăр. Ытти ача пирĕн тавра çӳрерĕ. Хăйсем ман çине чăр! пăхаççĕ. Пилĕк çулти тăванăм вĕсен умне пырса тăчĕ те: «Ку — манăн Аня аппа, вăл чирлĕ, ăна никам та кӳрентерме хăйнă ан пултăр. Ăнлантăр-и?» — терĕ. Лешсем нимĕн те чĕнмерĕç. Пĕчĕк пулсан та аппăшĕн хутне кĕни кăмăллă вĕт-ха. Лутра пулнăран мана вĕсем тантăш вырăнне хураççĕ. Пĕтĕм вăрттăнлăха мана уçса параççĕ. Хулана килсен хăшĕ-пĕри ман çине пӳрнепе тĕлленине асăрхатăп. Ачасене нимĕн те калаймăн паллах, вĕсене кӳренместĕп, анчах аслисем çапла хăтланни килĕшӳсĕр. Чире никам та ыйтса илмест. «Мухтав Турра эпĕ çавнашкал çуралманшăн», — тесе пĕтĕмлетӳ туччăр вĕсем. Мана çут тĕнчене çапла килме пӳрнĕ. «Тĕнчи те, çыннисем те тĕрлĕрен. Ан кӳрен вĕсене», — тетчĕ кукамай. Кукамайпа асанне ĕмĕр тăршшĕпех йывăр ĕçпе нушаланнă. Нихăçан та нăйкăшман, ачисенчен çын тăвас тесе тăрăшнă. Вĕсем мана çынна мĕнле пур, çапла йышăнма хăнăхтарнă. «Кӳренĕве хăвăнпа йăтса ан çӳре», — тетчĕç. Çапла тума тăрăшатăп та», — малалла калаçрĕ Аня Федотова. Аня пурнăçа питĕ юратать. Вăл ĕçе те вырнаçса пăхнă. Анчах ĕç вырăнĕ килпе юнашарах пулманран, ăна илсе çӳрекен çукран пăрахма тивнĕ. Çапах вăхăта ахаль ирттермест вăл. Тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе тĕл пулса калаçма юратать. Мĕн ачаран çывăх хĕр тусĕ пур унăн. Пĕр урамрах çитĕннĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ирина Веденская та Аньăпа тĕл пулма яланах хавас. Аня интернетпа туслă. Унта вăл хăйĕн валли усăллă информаци шырать, ытларах çыхма вĕрентекен сайтсене тишкерет. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Демографие ӳстереççĕ, карьера картлашкипе хăпараççĕ
Çăлтăрсене тахçантанпах сӳтсе явман-и? Акă сăлтав тупса паратпăр сире. Хăйсем çинчен калаçнине вĕсем шутсăр юратаççĕ, çавăнпа соцсетьсенчи страницисене тĕрлĕ сăн ӳкерчĕк, видео вырнаçтараççĕ те.
Çуркунне — çĕнелӳ, чĕрĕлӳ тапхăрĕ. Хĕрарăмсен уйрăмах хитре пулас килет. Çак кунсенче Полина Борисова хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлас — кăкăрне пĕчĕклетес — тĕллевпе пластика хирургĕ патне çитнĕ. «Çынсем пысăклатаççĕ, эпĕ пĕчĕклететĕп», — тет чăвашсен суперстарĕ. Илĕртӳллĕ кĕлетки çинче нимĕн те ытлашши мар пек… Мĕнпе тивĕçтермен-ши ăна 4-мĕш виçе? Çакăн пек ыйту пуласса Полина кĕтнĕ, çавăнпа хуравне видео урлă пĕлтернĕ. «Икĕ ача çуратрăм, ывăлăмсене кăкăр ĕмĕртсе ӳстертĕм. Çавна май вĕсем «пушанчĕç», форми улшăнчĕ», — палăртнă юрăç. Усăнчăк кăкăр илĕртӳсĕр кăна мар, ăна йăтса çӳреме йывăр-мĕн. Кунсăр пуçне кĕлетке авăннине, мăйĕ, çурăмĕ ыратнине пĕлтернĕ Полина. Çавăнпа кăкăрне пĕчĕклетме тата туртăнтарма шухăшланă та. Унăн тухтăрĕ каланă тăрăх, ку йывăр операци шутланать: кăкăра иккĕшне те пĕрешкел тумалла. Кун пек пациенткăпа хирург кăмăлтанах ĕçлени сисĕнет. Полина Борисова клиникăна хаваслă кăмăлпа, лайăххăн çывăрса тăранса килнĕ, операци сĕтелĕ çинче вăл «Юратушка» юрăпа вăраннă. Тухтăрсем процедура вăхăтĕнче унăн репертуарĕнчи юрăсене итленĕ. Çак куна вăл тахçанах кĕнĕ. Ку ыйтупа тухтăр патне 4 çул каяллах çитнĕ. Вăл вара ăна иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн килме хушнă. Çапла пулнă та. «Операци хыççăн хама çăмăл туйрăм. Каснă вырăн лайăх тӳрленет», — тепĕр видеора пĕлтернĕ нумай хита халăх патне çитернĕ юрăç. Подписчиксем ăна комментари çырса хавхалантарнă, вăл хăюллă пулнине палăртнă. Хăшĕ-пĕри Полина пекех кăкăрне пĕчĕклеттересшĕн-мĕн. Комментаторсенчен пĕри юрăç генетикăна хирĕç кайнине пĕлтернĕ: амăшĕ енчисем çапла пысăк кăкăрлă иккен. Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ — Полина питĕ телейлĕ. Çакă чи пахи. «Çĕнĕ кăкăр — çĕнĕ пурнăç», — тесе çыраканăн шухăшĕпе килĕшес килет. Çăлтăрсен тĕнчинчи черетлĕ бэби-бум «Аsамат» эстрада ушкăнăн юрăçинчен Алина Корниловăран пуçланнă. Вăл кăрлач уйăхĕнче пĕрремĕш пепкине çут тĕнче парнеленĕ. Ача кĕтнĕ самантра ăна тимлĕх çитменнине, савнийĕнчен уйрăлнине те пĕлтернĕ. Нумаях пулмасть Саша Çиларман шоуменăн «Контактри» страницинче çакăн пек пост асăр - харăмăр: «Эпир халĕ санпала, хаклă Зинаида Никифорова, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ. Пурнăç малалла тата интереслĕрех пулĕ». Вĕсем унччен хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче çемьере 3-мĕш пепке — хĕрача — кун çути курнă. Пепке 10 сехет те 36 минутра 3310 грамм виçепе 52 сантиметр тăршшĕ çуралнă. Зинăпа Саша пĕрлешнĕренпе кăçал çу уйăхĕнче 8 çул çитет. Пушкăртстанра çуралнă, халĕ мăшăрĕпе Мускав облаçĕнче пурăнакан чăваш юрăçи Алена Силпи 4-мĕш хут ача амăшĕ пулма хатĕрленни пирки хаçатра çырнăччĕ. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче кĕтнĕ кун çитнĕ. Алена мăшăрне Олег Максимова ывăл парнеленĕ. Çут тĕнчене килнĕ чухне пепке 4700 грамм тайнă, тăршшĕ 60 сантиметр пулнă. Пăхаттир вĕт! Çак телейлĕ ашшĕ-амăшĕ пепкине утьăкка сиктерет ĕнтĕ. Думилинсем вара аист вĕçсе килессе кĕтеççĕ. «Виççĕн пире лайăхчĕ, тăваттăн тата аванрах пулĕ», — тенĕ Андрей Думилинăн арăмĕ Алена видео вырнаçтарса. Хальлĕхе вĕсен хĕр пĕрчи çитĕнет. Пĕрисем çĕршыври демографи ларутăрăвне лайăхлатнă хушăра теприсем карьерăра çитĕнӳсем тăваççĕ. «Ман хĕр туссем», «Парнеле юрату», «Юрату» тата ытти хит авторне Виктория Захаровăна ку енĕпе ăмсанма та пулать-тĕр. Ара, вăл нумаях пулмасть Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа хире-хирĕç тăрса курчĕ, ЧР культура министрĕпе Светлана Каликовăпа пĕрле ăна Çĕрпӳри культура центрĕнче кĕтсе илчĕ. Тин кăна уçăлнă центра ертсе пымашкăн Викторийăна шаннă, халĕ вăл директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. <...>
Çăлтăрсен пурнăçне Альмира ИЛЬМИНСКАЯ тишкернĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...