Асăрханăр: тумла!
ЧР Регион управленийĕн центрĕ «Стоп-пăр» акцие пĕтĕмлетрĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче старт илнĕ флешмоба 70 яхăн пĕлтерÿ килнĕ.
Республика хулисенче пурăнакансем нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисенчен усăнса анакан пăрланнă тумласене ÿкерсе илсе тата «хăрушă пăр» адресне кăтартса социаллă сетьсенче вырнаçтарнă.
…Шупашкар хулинчи Энгельс урамĕнче тата Шкул тăкăрлăкĕнче пурăнакансем, акă, çапла çырса пулăшу ыйтнă: «Пăрланнă тумла — пурнăçшăн тата сывлăхшăн тÿрремĕн хăрушлăх кăларса тăратать». Рихард Зорге урамĕнчи 17-мĕш тата 19-мĕш çуртсенче пурăнакансем те социаллă сетьсенче «калаçакан» сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. «Тумла пăрĕ темĕн тăршшĕ. Под±езд алăкĕсен тăрринчен юр усăнса тăрать. Урама тухма хăрушă», — çырнă вĕсем. Миттов бульварĕнчи 11-мĕш çуртра пурăнакансем тата та интереслĕрех пулăм пирки пĕлтернĕ: «Çурт тăрринчен юра тасатрĕç. Пăрланнă тумласем вара çаплипех çакăнса тăраççĕ». Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи 35-мĕш çуртри хваттер хуçисем «çурт тăрринчен усăнса тăракан пăр картламĕсем» пирки пĕлтернĕ.
Çакăн евĕрлĕ хыпарсене Регион управленийĕн центрĕн специалисчĕсем сăнаса тăнă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене пĕлтернĕ. Вĕсем çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан пăр катăкĕсене çийĕнчех тасатнă.
Регион управленийĕн центрĕн аслă специалисчĕ Татьяна Петрова пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕнче 70 яхăн пĕлтерÿ килнĕ. Ку енĕпе чи хастар муниципалитетсен шутĕнче вăл Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисене, Красноармейски, Тăвай, Патăрьел округĕсене палăртрĕ. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан хăрушă пăр катăкĕсем çинчен хыпарлакансен шучĕ вунă хут ÿсрĕ. Акци вĕçленмен, вăл малалла пырать. Çуркунне пуçланать кăна-ха. Çавăнпа тумла хăрушлăхĕ сирĕлмен», — терĕ вăл.
Хальхи вăхăтри çанталăк — кăнтăрла ăшăтса каçхине шăнтнă тапхăр — тумла пăрне чăмăртанма меллĕ, анчах çынсемшĕн синкерлĕ пулнине Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков та палăртрĕ. Çавна май асăрхануллă пулмаллине каларĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен, уйрăмах чалăш тăрăллисен, çывăхне пырассинчен асăрханмаллине, автотранспорта çурт çумнех лартиччен çÿлелле пăхса илмелли — тен, унта халь-халь ишĕлсе анма пултаракан юр «калпакĕ» пур — çинчен аса илтерчĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсен тăрринчен усăнса тăракан пăр катăкĕсем пирки граждансем çавăн пекех çурт-йĕр инспекцине те пĕлтереççĕ. Виктор Кочетков каланă тăрăх, ведомство ГИС ЖКХ, Патшалăх пулăшăвĕн порталĕсем урлă 30 яхăн пĕлтерÿ йышăннă. «Кашнине шута илнĕ, пăхса тухнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă», — терĕ вăл.
Шупашкар хула администрацийĕн ЖКХ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Дмитрий Денисов каланă тăрăх, управлящи компанисем хăйсем те лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Пăрланнă тумласене вăраха ямасăр катаççĕ. «Ку ĕç çÿллĕшĕнче пурнăçламалли, альпинистсене явăçтарма тивет. Унашкал специалистсене тупма ансат мар. Пĕчĕкрех компанисен çавна май йывăрлăхсем тухса тăраççĕ, ĕç вăраха кайма пултарать», — каласа кăтартрĕ вăл.
Паллах, çурхи вылянчăк çанталăкра çынсен хăйсен те тимлĕрех пулмалла. Хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Яваплă ведомствăсенчен вĕсене сирме пулăшу ыйтни те вырăнлă.