Чăваш хĕрарăмĕ 7(1337) № 22.02.2024
Шыв айĕнчи кимĕре юрлама хатĕрленет
Çак çулталăк чăваш эстрада юрăçин Аида Великовăн кăсăклă çул çÿреврен пуçланнă. Нумаях пулмасть вăл Кабарда Балкар Республикине, Эльбрус тăвĕ çине çитсе курнă. Пин-пин метр çÿллĕшĕнчен йĕлтĕрпе те ярăннă, Кавказ халăхĕ валли чăваш юррисем те шăрантарнă. Çĕршыври чи çÿллĕ ту çине хăпарнăскер çул çÿреври кăсăклă самантсем пирки каласа кăтартрĕ.
Нарткалара мунча кĕртнĕ «2024 çула туссемпе Мускавра кĕтсе илтĕм. Унта пурăнакан юлташ Эльбрус тăвĕ çине çитсе килмешкĕн пĕр эрнелĕх путевка парнелерĕ. Паллах, питĕ савăнтăм. Турцире, Египетра, Кипрта, Грецире, Таиландра хĕвелпе хĕртĕннĕ-ха, Кавказ тăвĕсемпе вара киленме тÿр килмен. Çул çÿреве тухса кайиччен пĕр самант питĕ пăшăрхантарчĕ: алă-урана, аяк-çурăма амантасран шиклентĕм. Куляннăран ыйхă вĕçрĕ, çывăх çынсем те маншăн хумханчĕç. Унта юр та анать, тем те сиксе тухма пултарать-çке. Эпĕ — экстремал, хăюллă çын, çавăнпа Эльбруса парăнтаратăпах, ятарлă йĕлтĕрпе ярăнма вĕренетĕпех тесе тĕллев лартрăм. Чĕре хавшакрах пулсан та шикленĕве сиртĕм. Мана Минеральные Воды хулинче юлташ тата Кабарда Балкарта пурăнакан историк кĕтсе илчĕç. Вăл экскурсовод евĕр çул çинче пынă май веçех каласа кăтартрĕ. Аушигер поселока çитсен вĕри источникре шыва кĕтĕм. Унтан Нарткала хулине çул тытрăмăр. Чи кăсăкли çавăнтан пуçланчĕ. Хăна çуртне çитрĕмĕр, ак тамаша! пире чăваш хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ! Эпĕ кирек ăçта кайсан та хам кам пулнине пĕлтеретĕп. «Сирĕн хăна çуртĕнче паян чăваш юрăçи канать», — тетĕп. Хальхинче те çапла каларăм. Çак сăмахсене илтсен хайхи хĕрарăмăн сăнĕ тÿрех çуталчĕ. «Эпĕ те чăваш! Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ!» — шалт тĕлĕнтерчĕ вăл. Хавхаланнăскер тÿрех Нальчик хулине шăнкăравларĕ. Унта виçĕ çул каялла чăвашсен «Нарспи» наципе культура центрне хута янă иккен. Çĕнĕ тусăм пĕрлешÿ ертÿçипе çыхăнса эпĕ килнине хыпарларĕ. Центрта мероприятисем ирттерессипе ĕçлекен, Шупашкарта çуралса ÿснĕ Марина Устинова, тĕлпулу йĕркелеме сĕнчĕ. Вăл 20 çулта чухне Нальчик каччипе пĕрлешнĕ те Кавказра тĕпленнĕ», — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ артистка. Хăна çуртĕнче ăна çÿллĕ маччаллă, стенисене йăлтах гипспа, фарфорпа, мозаикăпа илемлетнĕ пысăк пÿлĕме вырнаçтарнă. Аида Витальевнăна унăн хакĕ пысăк мар пулни тĕлĕнтернĕ — талăкне 1500 тенкĕ. Хаклă хăнана шăнса каясран тарават ентеш хăйĕн ăшăнмалли хатĕрне, çÿç типĕтмешкĕн фен та тупса панă. Мунча та хутса кĕртнĕ. Пĕрпĕринпе çĕнĕ туссем ăшшăн сыв пуллашса уйрăлнă. <...>
Нина ЦАРЫГИНА
♦ ♦ ♦
Çынсем обстрел айĕнче пурăнса та йăл кулма пĕлеççĕ
Вăл 30 çулхи çуралнă кунне блиндажра кĕтсе илессе нихăçан та шухăшламан. Унта сĕтел килти пек апат-çимĕçрен йăтăнман, эрех-сăра лартман. Ун вырăнне алтăрпа амăшĕ парса янă улма-çырла сĕткенне ĕçнĕ, шашлăк ăшалама май килнĕ. Çуралнă кунра çывăх тăванĕсем çумра пулмасан та Андрей Яковлевăн сăнĕнче йăл кулă палăрнă: чĕререн тухакан ăшă сăмахсене ăна çарти юлташĕсем каланă. Паллах, пурте тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăнма суннă.
Юлташĕпе пĕрле Ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕ каччă Шупашкарта автобус водителĕнче тăрăшнă. Машинăсене юратасси ăна ашшĕнчен куçнă тесен те йăнăш мар: вăл та — шофер. Шăллĕ те автобуспа çÿрет. Водителе вырнаçиччен Андрей аслă пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе салтак атти тăхăннă. Вăл радиаци, хими тата биологи хÿтĕлевĕн çарĕсенче служба тухнă. Ун чухне связистводитель пулнă. «Тăван çĕршыв чĕнет тĕк çар ретне тăма яланах хатĕр пулмалла. Мобилизаци пуçлансан алла повестка тытрăм, чунра патриотизм тата мăнаçлăх туйăмĕсем хуçаланчĕç, — икĕ çул каяллахине аса илчĕ каччă. — Палăртнă вăхăт çитсен тăвансемпе, юлташсемпе сыв пуллашса Чĕмпĕр облаçне учебкăна çул тытрăм. Пĕр ялтан иккĕн пултăмăр: юлташăма Олег Яковлева та мобилизаципе çар ретне чĕнчĕç. Учебкăра пире салтак тумĕ, автомат пачĕç. Виçĕ кунран занятисем пуçланчĕç. Пире вĕрентме инструкторсем ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнтан килнĕччĕ. Паллах, малтанхи кунсенче çăмăл пулмарĕ: марш-бросок чупнипе, йывăр снаряжени йăтса çÿренипе хăвăрт ывăнаттăм, алă-ура ырататчĕ. Анчах майĕпен кунашкал пурнăç йĕркине хăнăхрăм. «Куç хăрать те алă тăвать», — тесе ахальтен каламаççĕ. Эпир полигона çÿреттĕмĕр, унта пеме, техникăпа тĕрĕс усă курма хăнăхтарчĕç. Кам унччен салтакра пулнă, вĕсене, паллах, çăмăлрахчĕ. 2 уйăха тăсăлнă учебка вĕçленсен эшелон хатĕр пуласса кĕтрĕмĕр. Çула тухма икĕ кунран команда пачĕç. Пире ăçта илсе каяссине эпир пĕлмен. Хамăрăн позицие çитсен Запорожье облаçĕнче пулнине ăнлантăмăр. Темшĕн эпĕ шăпах унта лекессĕн малтанах туйăнатчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА
♦ ♦ ♦
Фестиваль кăна мар, чăн-чăн уяв
«Мĕне кирлĕ чăваш чĕлхи?» — тенине илтме пулать хăш-пĕр çынран. Ун пек калакан нумай марри çеç савăнтарать. Çын çакнашкал ыйту парать пулсан, эппин, вăл йăх-тымар çыхăнăвне çухатнă, тăван халăхран писнĕ… Мĕн ачаран тăван чĕлхе илемне туйса ÿссен, аваллăхран пыракан йăла-йĕркене упрасан ун пек ыйту çуралман та пулĕччĕ. Паянхи кун республикăра чăвашлăхпа çыхăннă мероприяти сахал мар иртет. Вĕсенчен пĕри — Хĕрлĕ Чутай шкулĕпе ЧР вĕренÿ институчĕ йĕркеленĕ «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивалĕ.
Ку мероприятие пуçласа пĕлтĕр ирттернĕ. Фестиваль кăçал та республикăри тĕрлĕ шкултан тата ача садĕнчен пултаруллă чăваш ачисене пухрĕ. Хальхинче ăна Чăваш Енри — Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин, Раççейри Çемье çулталăкĕсене тата Тăван чĕлхе кунне халалланă. — Халăх çыравĕ иртнĕ хыççăн пĕтĕмлетĕвне пăхатпăр та чăвашсен шучĕ чакса пынине асăрхатпăр. Юлашки вăхăтра тăван чĕлхепе калаçман чăвашсем нумайланчĕç. Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ха? Эпир асаттесен йăлисене манса пыратпăр. Вĕсен ĕçĕсене хаклама пăрахатпăр. Ку вара эпир çак енĕпе çамрăксемпе çителĕклĕ ĕçлеменнине кăтартать. «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль çак çитменлĕхе пĕтерет, çамрăксене тăван чĕлхене юратма, йăла-йĕркене упрама хавхалантарать», — терĕ Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров уява уçнă савăнăçлă самантра. Йăла-йĕркене упрама тăрăшни Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче, чăнах та, сисĕнет. Мероприяти пуçланас умĕн хăнасем валли экскурси йĕркеленĕччĕ. «Наци тĕррипе Хĕрлĕ Чутай тумĕ», «Хĕрарăм ал ĕçĕн пÿлĕмĕ», «Арçын ал ĕçĕн пÿлĕмĕ», «Чăваш апачĕ», «Чăваш пÿрчĕ», «Çут çанталăкпа экологи музейĕ», «Чăваш чейĕ» фитопÿлĕм тата ытти лапамра курма пынисем чылай кăсăклине асăрхарĕç. Хăш-пĕр пÿлĕмре экскурсие шкул ачисем ирттерни уйрăмах килĕшÿллĕ пулса тухнă. Сăмахран, «Экологипе çут çанталăк» пÿлĕмре ачасем Чăвашлăх Фестиваль кăна мар: чăн-чăн уяв экспонатсемпе паллаштарма биологи терминĕсене чăвашла куçарса хатĕрленĕ. Кăçал фестивале «PROдвижение», «Чăваш чĕлхи» документлă фильмсен авторĕ тата режиссерĕ Виктор Чугаров та килсе çитрĕ. Халĕ вăл çĕнĕ фильм хатĕрлет, унăн ячĕ те паллă — «Аваллăхсăр малашлăх çук». Унта шăпах çак фестивальти самантсем кĕрĕç. Палăртмалла: Виктор ача чухне чăвашла пĕлмен, анчах ÿссе çитсен тăван чĕлхене ăса хывнă. Фильмсем ÿкерни ăна çак енĕпе малалла кайма пулăшнă. Халĕ Виктора час-часах шкулсене тĕлпулăва чĕнеççĕ, ачасем унран ырă тĕслĕх илеççĕ. Хальхинче вăл фестивальте медиа тĕнчипе кăсăкланакан ачасем валли ăсталăх класĕ ирттерчĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...