Комментари хушас

9 Юпа, 2014

Швецирен çĕнĕ вăй-хăватпа таврăнтăмăр

«О-Ринген» - чăваш ориентировщикĕсен ĕмĕчĕ

Шведсем çĕр-шывра спорт ориентировки аталаннипе чăннипех мухтанма пултараççĕ. Карттăпа тата компаспа усă курса чупма çамрăксене шкултах вĕрентни, парксемпе вăрманлă тăрăхсенче ятарлă полигонсем вырнаçтарни, ятарлă карттăсене кашни киоскпа лавккарах сутни, çулталăкне вун-вун ăмăртупа чемпионат ирттерни спорт ориентировкине вăй илме пулăшнă. Тĕнчери «О-Ринген» чи массăллă ăмăрту та Швецире иртет. Çулсерен йĕркелекен турнира кăçал Чăваш Ен спортсменĕсем те çитсе курнă. Кун çинчен пире спорт ветеранĕ, республикăри паллă ориентировщик Валерий ГАВРИЛОВ каласа пачĕ.

«О-Ринген» - турнира пуçарнă организаци ячĕ. Унччен вăл «Швецири пилĕк кунлăх» ятлă пулнă, мĕншĕн тесен тупăшусем пилĕк куна пыраççĕ. Кăçалхи ăмăрту Кристианстад хули çывăхĕнче иртрĕ, унта 23 пин /!/ спортсмен тупăшрĕ. Турнира кашни çын хутшăнма пултарать: вун-вун ăмăртура мала тухнисем те, ачасемпе çамрăксем те, ветерансем те, спортпа тин кăна кăсăкланма тытăннисем те. Паллах, кашни уйрăм ушкăнра вăй виçет.

«О-Ринген» хула çывăхĕнчи пĕр-пĕр яла аса илтерет: унта суту-илÿ центрĕ, апатланмăш, мунча, спорт лапамĕ тата ытти кермен çĕкленсе ларать. Эпир палаткăсемпе автофургонсенче пурăнтăмăр. Стартсем ирхи 8 сехетре пуçланатчĕç те кăнтăрла иртсен вĕçленетчĕç. Пушă вăхăтра - тĕл пулусемпе калаçусем. Хăшĕ-пĕри хулана е ку тăрăхри паллă вырăнсене курса çÿрерĕ. Ăмăртусем чуллă вырăнта икĕ кун иртрĕç, виççĕмĕш кун - Балти тинĕсĕ хĕрринче. Финиш хыççăн хаваспах тăварлă шывра чăмпăлтатрăмăр.

Пирĕн çул çÿрев Санкт-Петербургран пуçланчĕ. Унта эпир паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Нева хĕррипе çуран утрăмăр, Смольнăйра уçăлса çÿрерĕмĕр, анчах Хĕллехи кермен патне çитме вăхăт пулмарĕ. Унтан пире инçе çул Финляндири Турку хулине илсе çитерчĕ. Стокгольма çити паромпа - 9 палубăллă караппа - кайрăмăр. Хăнасене питĕ илемлĕ хула кĕтсе илчĕ: авалхи керменсемпе чиркÿсене, суту-илÿ центрĕсемпе чаплă çуртсене, портра ларакан яхтăсемпе карапсене куç илми сăнарăмăр. Эпир Копенгагенра та пулса куртăмăр. Туристсем ăна Скандинавири Париж теççĕ, теприсем нихăçан çывăрман хула тесе хаклаççĕ.

Чăваш Ен чысне ăмăртура 10 çын хÿтĕлерĕ: агрегат заводĕнче вăй хуракан Николай Павлов, Елизавета Михайлова, Вячеслав Смирнов, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Артур Шугаев тата Людмила Филиппова, трактор тăвакан завод ĕçченĕсем Вениаминпа Лилия Ландышевсем, Вера Николаева, Зинаида Никонорова тата эпĕ. Пирĕнпе пĕрле Йошкар-Ола спортсменĕсем Виктор Петровпа Вячеслав Хельдерт пычĕç. Чăваш Ен командинче чи лайăх кăтартупа республикăри чи сумлă ориентировщик Николай Павлов палăрчĕ, 60 çултан аслăрах арçынсен ушкăнĕнче вăл 15-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Хамăн ушкăнра /М 65/ вара эпĕ Йошкар-Олари Виктор Петровпа тупăшрăм. Пĕрремĕш кунĕнче вăл манран маларах тухрĕ, тепĕр кун эпĕ ăна çĕнтертĕм. Виççĕмĕш кунĕнче те лайăх чупрăм, манăн юлташăм вара суранланнине пула финиша çитеймерĕ. Ытти кун та унпа ăмăртрăм. Çăмăл пулмарĕ, пурпĕр ăна 3:2 шутпа парăнтартăм. Турнирта пьедестал çине хăпараймарăм пулин те хамăн кăтартăва лайăхлатрăм.

Швецие тахçанах кайса килме ĕмĕтленеттĕмĕр, тинех шухăшлани пурнăçланчĕ. Унтан эпир çĕнĕ вăй-хăватпа таврăнтăмăр.

Андрей ПЕТРОВ

итленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.