Комментари хушас

15 Нарăс, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 6 (1336) № 15.02.2023

Паллă çынсем те çитсе кураççĕ

2 пин ытла çын хăмла туса илес ĕçпе паллашнă, 1 пин çын ĕне сăвас ăсталăха тĕрĕслесе пăхнă — Мускаври ВДНХри «Раççей» курав-форумра ЧР Ял хуçалăх министерствин кунĕсем кăсăклă иртеççĕ.

Чăваш Ен лапамĕнче ватти те вĕтти те хăйĕншĕн интереслине тупатех. Экспозици йĕркелӳçисем палăртнă тăрăх, куракансене чи килĕшнĕ «аттракцион» — муляж ĕнене сăвасси. Шӳлкемепе тата масмакпа капăрлатнăскер хăнасе¬не хăй тавра пухать. Унпа сăн ӳкерĕнекен те йышлă. Сăмах май, выльăх-чĕрлĕх пирки калас тăк, унта муляж кăна мар, чăн-чăнни те пур. Мускав куравĕнче Чăваш Енри «Вурнарец» хуçалăхăн икĕ хурĕ тата пĕр фермерăн кăвакалĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене ятарлă фермăра, Çĕнĕ Простоквашинăра, усраççĕ. Кайăк-кĕшĕксĕр пуçне çак мини-хуçалăхра сурăхсем, ĕнесем тата… çурçĕр пăланĕ хăнасене тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем унта форум хупăниччен пулĕç. Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче пирĕн регион экспозицийĕ куракансене шăккалат фонтанĕсемпе илĕртнĕ. Унта «Акконд» тата «Вавилон» фабрикăсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен стенчĕпе паллашнă хыççăн хăнасенчен чылайăшĕ республикăна çитсе курасшăн-мĕн. «Чăвашра кăларакан продукцисенчен печени çеç тутанса курнăччĕ. Республика пирки пĕлетĕп: унта промышленноç аван аталаннă, чăлха-нуски производстви те пур. Чăваш Ене çитсе ăна хамăн куçпа курас килет. Вăл илемлĕ пулнине пĕлĕш каласа кăтартнă тăрăх пĕлетĕп», — пайланă кăмăл-туйăмне Екатеринбургри Евгения Мамиткиримова. <...>

Светлана ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Чире ура çинче ирттермелле мар

Пурнăç йĕрки, мĕнле апатланни, ăçта ĕçлени… çаксем йăлтах сывлăха витĕм кӳреççĕ. Вăл кăна-и? Епле тумланни те пĕлтерĕшлĕ! Уйрăмах гриппа ОРВИ сарăлнă тапхăрта. Вирус инфекцийĕсем ересрен организма мĕнле упрамалла? Çак тата ытти ыйтăва Хулари тĕп клиника больницин пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Татьяна Масленникова уçăмлатрĕ.

— Татьяна Валерьевна, ОРВИ мĕнле чир?

— Çӳлти тата аялти сывлав органĕсен чирĕсене çапла калаççĕ. Унăн сăлтавĕ — организма сывлăшпа пĕрле лекнĕ вируссем.

— Вăл мĕнле ерет?

— Чирлĕ çын сунасланă, ӳсĕрнĕ, калаçнă чухне сурчăк тумламĕсем сывлăшра юлаççĕ. Вĕсем куçа курăнмаççĕ пулин те организмшăн сиенлĕ: пĕр тумламрах тем чухлĕ микроб.

— ОРВИ çакланасран чи малтан камăн асăрханмалла?

— Ачасен, ватăсен, ача кĕтекен хĕрарăмсен. Сывлав органĕсен тата чĕрепе юн тымарĕсен вăраха кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе тата онкологипе аптăракансен уйрăмах сыхланмалла. ОРВИпе медицина ĕçченĕсем, общество транпортĕнче тата общество вырăнĕсенче вăй хуракансем ытларах чирлеççĕ. Тепĕр тесен, вăл кашнинех ерме пултарать. Уйрăмах стреса пула иммунитет чаксан, шăнсан, шăрăхра нумай вăхăт ирттерсен, авитаминоз аталансан, ытти чир-чĕр аптăратсан.

— Грипп е ОРВИ ернине мĕнле пĕлмелле?

— Нумай чухне вĕсен паллисем пĕрешкел: ӳт температури пысăкланать, вăй-хал чакать, сунаспа ӳслĕк пуçланаççĕ. Анчах грипп, ОРВИпе танлаштарсан, йывăррăн иртет, вăл шала кайма пултарать. Ӳт температури кĕске вăхăтрах 39-40 градус таран хăпарни, пуçпа мышцăсем тата куç улми ыратни, сăмса питĕрĕнни, вăй чакни — çаксем веçех унăн паллисем. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш кунхине сунас пуçланать, пыр ыратать. Ӳт температури 5 кунран чакмарĕ тĕк — чир шала кайнă. ОРВИ паллисем кăштах урăхларах: сунас, ӳслĕк, пыра кăтăклантарни, ӳт температури 38 таран ӳсет. Вăл ытла нумай хăпармасть, анчах чылай вăхăт чакмасть.

— Чирлесен мĕн тумалла?

— Ӳт температури пысăк, хăвăра япăх туятăр пулсан тухтăр патне каймалла е киле чĕнмелле. Чĕрен ишеми чирĕпе тата гипертонипе аптăракансене больницăна вырттарма пултараççĕ. Вăй-хал çук тата шăнтать пулсан грипа ура çинче ирттермелле мар, ытларах выртмалла. Килте çывăх çынсене вирус ертесрен сунасланă е ӳсĕрнĕ вăхăтра çăварпа сăмсана тутăрпа хупламалла, алла супăньпе ытти чухнехинчен тăтăшрах çумалла. Кунсăр пуçне пӳлĕме уçăлтарни, сывлăша нӳрĕклетни пĕлтерĕшлĕ. Интоксикацие чакарас тĕллевпе чирлĕ çыннăн шĕвек ытларах ĕçмелле: чей, ăшă сĕт, морс, улма-çырла сĕткенĕ тата ытти те. Ӳт температури 38 градусран пĕчĕкрех чухне ăна чакармалла мар. Шăнтса пăрахни — организм вируспа кĕрешни, хӳтĕленни. Температура 38-тан ытларах пулсан ăна чакаракан эмел ĕçме юрать. Сăмахран, парацетамол. Вирус инфекцийĕсене хирĕç тухтăр сĕннĕ препаратпа кăна сипленмелле. Тӳрех антибиотик ĕçмелле мар. Вĕсем вируса витĕм кӳмеççĕ. Антибиотик иммунитетăн вируса хирĕç кĕрешес вăйне чакарать, çыннăн аллерги пуçланма пултарать. Çавăнпа тухтăрпа канашланă хыççăн кăна сипленмелле. Хăшĕ-пĕри хăвăртрах сывалас тесе эрех-сăра ĕçет — ку нимĕнле усă та памасть. Çавăн пекех мунча, вĕри ванна кĕнин те усси çук. Ку мелсем сиен кăна кӳреççĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Йĕкел çăнăхĕнчен çăкăр пĕçернĕ

Хăнасене кĕтсе илнĕ май Галина Кузьмина палăрмаллах хумханчĕ. «Çак çула çитсе те илемлĕ калаçма вĕренеймерĕм», — терĕ вăл тутăр вĕçне пӳрнисемпе пĕтĕрнĕ май. 83 çултискерĕн икĕ куçĕ те суккăр. Вăл 15 çул нимĕн те курмасть.

«Ачана кăтарт-ха!»

Галина 1940 çулта Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Карапашра çуралнă. Ашшĕ Борис Иванов Мари Республикинчи Звенигово хулинче почтальонра ĕçленĕ. Вĕсен çемйинче 3 хĕрача ӳснĕ. Кил хуçи тĕпренчĕкĕсене питĕ юратнă. Çемье пурнăçне çăмăллатас тĕллевпех вăл Атăл леш енче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна мобилизациленĕ. «Атте вăрçа тухса каяссине пĕлсен асатте пăшăрханса ӳкнĕ. Çемье хăвăрт пуçтарăннă та Атăл урлă каçнă. Мана аннепе асанне алă çинче черетпе йăтнă. Вĕсем çитнĕ чухне атте автомашина прицепĕ çине ларнă, транспорт вырăнтан хускаласса кĕтнĕ. Çемйи çитнине курсан вăл йăпăр-япăр аннă та: «Ачана кăтарт-ха!» — тесе мана курма анне патне васканă. Вăрçăра атте лавçă пулнă, 2 хут аманнă. Хусанта сипленнĕскер 1945 çулта яла таврăннă. Вăрçă пирки аса илме юратмастчĕ вăл. «Пĕррехинче юлташăм урам вĕçĕнчи çурта çĕр каçма чĕнчĕ. Чун туртмарĕ унта, кĕмерĕм. Çĕрле вара нимĕç самолечĕсем бомба тăкрĕç. Снаряд хайхи çурт çине те ӳкрĕ...» — каласа кăтартатчĕ вăл. Çав каç атте суранланнă. Контузи пулнăскере госпитале леçнĕ», — сăмах çăмхине сӳтрĕ хура-шурне чылай курнă Галина Борисовна. Ашшĕне Хусанти больницăра виçĕ уйăх сипленĕ хыççăн киле янă. Анчах сывлăхĕ хытă хавшанă унăн: хăлхипе сăмсинчен пĕрмай шĕвек юхнă, пуçĕнче шав тăнă. Вăл вăрçăран таврăнсан нумай пурăнайман, 37 çултискер çав çулхинех çĕре кĕнĕ. «Ăна пытарнă кун урамра йĕпе юр çурĕ. Пӳртре туХăнасене кĕтсе илнĕ май Галина Кузьмина палăрмаллах хумханчĕ. «Çак çула çитсе те илемлĕ калаçма вĕренеймерĕм», — терĕ вăл тутăр вĕçне пӳрнисемпе пĕтĕрнĕ май. 83 çултискерĕн икĕ куçĕ те суккăр. Вăл 15 çул нимĕн те курмасть. пăк вырнаçтарнăччĕ. Эпĕ, 5 çулти ача, мĕн пулса иртнине ăнланнă-ши? Анне мана çĕклерĕ те тупăкăн тепĕр енче тăракан асаннене тыттарчĕ. Çакна ачан пурнăçĕ çăмăлрах пултăр тесе тунă, — сӳтĕлчĕ калаçу. — Пĕррехинче пирĕн пата палламан хĕрарăмсем килчĕç. Аннене «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе ылтăн пичетлĕ Тав хучĕ тыттарчĕç. Унта «Борис Иванов аманнă пулин те служба тивĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçланă», — тенĕччĕ. Атте Пурнăç çулĕ çинче лавçă пулнă, блокадăри Ленинграда çăкăрпа тивĕçтернĕ. Пире, виçĕ хĕр пĕрчине, тутăрсемпе кĕпесем парнелерĕç. Аннене, тăлăха юлнăскере, пенси тӳлерĕç. Укçа пурпĕрех çитместчĕ». Галинăн куккăшĕсем Ваçлипе Хветĕр те вăрçа тухса кайнă. 30 çулти Хветĕре çар комиссариатĕнче ларакансем килтех хăварасшăн пулнă. 1940 çулта унăн арăмĕ вилнĕ, 4 ача çурма тăлăха юлнă. Хветĕр килте ларайман — ялти ытти арçынпа пĕрле фронта кайнă. Вăл вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Çырла, мăйăр пухса сутнă Вăрçă ачисем нушаллă ӳснĕ. «Пĕр урам ачаччĕ. Вăрçăлла вылянине астăватăп. Алла хăма татăкĕ тытаттăм та арçын ачасем хыççăн чупаттăм. Йывăр вăхăтра та ача-пăчан савăнас, выляс килнĕ. 1-мĕш класра 40 ача вĕрентĕмĕр. Урок хыççăнах уй-хире васкаттăмăр. Аслисем çурлапа выратчĕç, эпир пучах пуçтараттăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ вăрçă ачи. — Çăнăх çитсе пымастчĕ. Çитĕннисене — 500 грамм, ачасене 200 грамм çăкăр паратчĕç. Эпир вăрманта йĕкел пухаттăмăр. Ăна хуппинчен тасатса кăмакара пĕçернĕ те вĕтетсе çăнăх тунă. Мăяна çăнăхпа пĕрле типĕтнĕ. Çăкăр валли хатĕрленĕ чуста яланах йӳçекчĕ, ăна хурăн сĕткенĕ хушса пылаклататчĕç. Асатте арманçăччĕ. Анчах киле пĕр грамм çăнăх та илсе килместчĕ. Асаттепе асанне тулă çăнăхĕнчен пашалу пĕçеретчĕç. Вăл çутă тĕслĕччĕ, тутлăрахчĕ. Вĕсем ăна пăлтăрта пытаратчĕç, алăка питĕретчĕç. Выçă çӳресен те вĕсен çăкăрне вăрлас шухăш пулман. Пĕрре каçхи апата пухăнтăмăр. Эпир, аттерен тăлăха юлнăскерсем, сĕтпе симĕс суханран янтăланă шӳрпе çирĕмĕр. Тутлă марччĕ. «Пирĕн апат çине пăхса ан лар! Хăвăнне çи!» — терĕ асатте. Унăн яшки техĕмлĕччĕ. Уйрăм пĕçернĕ пулсан мĕншĕн пĕр сĕтел хушшинчех çинĕ-ши? Эпĕ мĕн пĕчĕкрен укçа хакне пĕлтĕм. Кунĕпех вăрманта çырла тата мăйăр пухаттăмăр та каçхине теплоходпа Хусана каяттăмăр. Ирхине пасара çитеттĕмĕр те тавар сутса çăкăр туянаттăмăр. Çапла майпа кулач тутанса куртăм. Пĕррехинче асаннепе пĕр кутамкка мăйăр пухрăмăр. Киле утнă чухне вăрманçа тĕл пултăмăр. Усалскер пирĕн мăйăра çĕр çине силлерĕ. Кӳреннипе ĕсĕклесе макăртăм. Ырă пурнăç курмарăм. Пирĕн килте радио пулман, электричество кĕртменччĕ. Краççын хунарĕн çутипе вулама, ал ĕçĕ тума тиветчĕ. Çĕнтерӳ хыççăн та тӳпере самолет сассине илтсен чӳречесене утиялпа хуплатчĕç çынсем. Майĕпен ура çине тăтăмăр. Пирĕншĕн чи кĕтнĕ уяв Мăнкунччĕ. Анне хĕрлĕ кăшманран, кавăнран кукăль пĕçеретчĕ. Уявра çĕнĕ кĕпе тăхăнтартатчĕ. Халĕ кашни кунах — Мăнкун. Сĕтел тулли апат-çимĕç лартатпăр, мĕн çиес килет, çавна тутанатпăр». <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Çĕр-çĕр салтак пурнăçне çăлнă

28 çулта Галина Алексеева çар комиссариатне çитсе Афганистана контрактпа ĕçлеме каймашкăн ыйтса çырнă. Аякри çĕр çинче вăрçă пынине пĕлнĕ пулин те хĕр пĕлтерĕшлĕ йышăнăва иккĕленмесĕр тунă. Халĕ те çаплах вăл: хăюллă, хастар, пурнăçа юратаканскер…

Мĕн кĕтнине пĕлмен

Галинăн ачалăхĕ çуралнă тăрăхра, Вăрнар округĕнчи Кӳстӳмĕрте иртнĕ. Пурнăçне медицинăна халалланă амăшне кура вăл 8 класс пĕтерсен Канашри медицина училищине çул тытнă, акушерсен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Малтан Вăрнарта, кайран Шупашкарта больницăра ĕçленĕ. Çамрăк чунĕ пĕр вырăнта лăпкăн ларма паман хĕре. «1985 çулта пĕр юлташăм Польшăна тухса кайрĕ. Пирĕн хĕр туссемпе ĕмĕтсем пысăкчĕ çав. Манăн питĕ хулара хваттер туянас килетчĕ. Анчах шалу шутсăр пĕчĕкчĕ, тытса кураймастăм. Çар комиссариачĕ чикĕ леш енне кайса ĕçлеме май пуррине пĕлтерсен эпĕ çамрăксен пĕр ушкăнĕпе çул тытрăм. Хамăра мĕн кĕтнине пĕлмен эпир, паллах. Ют çĕршывра укçа ĕçлесе илме май тупăннăшăн шутсăр хавхалантăм. Афганистана илсе кайма хатĕрленнине пĕлсен пысăк ушкăнран темиçе çын кăна, çав шутра эпĕ те, юлтăмăр, Афганистан-и, Польша-и — маншăн пĕрехчĕ. Çамрăк пулнă ун чухне, нимрен те хăраман. Халĕ те унта кайма сĕнсен хирĕçлемĕттĕм. Контракт алă пуснă хыççăн медтĕрĕслев витĕр тухрăмăр. Эпĕ çывăх çынсене нимĕн те каламанччĕ. Документсемпе япаласене хатĕрлесе çитерсен кăна аннене пĕлтертĕм. Атте çĕре кĕрсен унăн пире, виçĕ ачине, пĕчченех ура çине тăратма тиврĕ. Çăмăл марччĕ аннене. Ăна пулăшас тесе те эпĕ аякка каясшăн ăнтăлтăм пуль. Кӳршĕсем евчĕ яма килнĕччĕ ман пата, эпĕ вара Афганистана тухса кайрăм», — калаçăва пуçарчĕ çар çапăçăвĕсен ветеранĕ. Галина вăрăм çула Шупашкар пикипе Елена Ракитныхпа тата икĕ каччăпа тухнă. Малтан вĕсене Ташкента илсе çитернĕ, каярахпа — Афганистана. Чăваш çамрăкĕсен çулĕсем уйрăлнă — кашнине тĕрлĕ чаçе ăсатнă. Галина Кундуз хула çывăхĕнче вырнаçнă медсанбата лекнĕ. Инфекци госпиталĕнче ĕçе пуçăннă. Çав тапхăрта Афганистанра тиф, маляри, дизентери анлă сарăлнă. Çак инфекци чирĕсем совет çыннисене те, вырăнти халăха та аптăратнă. «Çанталăк пĕрмай шăрăх тăнăран тата пурăнмалли условисем япăх пулнăран çынсем нумаййăн чирлетчĕç. Таса шыв тĕлĕшĕнчен йывăрччĕ унта. Пирĕн салтаксем заданисене каятчĕç те пыйтлă таврăнатчĕç. Юрать мунча пурччĕ, тӳрех çăвăнма каятчĕç. Мунчасем совет салтакĕсем тăракан кашни чаçрех пулнă. Вĕсене вырăна çитсен чи малтан хăпартнă. Салтаксен тумне эпир çуса тасататтăмăр, утюгпа якататтăмăр. Телее, пирĕн чаçре шыв енĕпе кăткăс пулман: сивĕ, вĕри шыв пурччĕ. Ăна пысăк савăта тултаратчĕç. Çавăнпа çăвăнаттăмăр. Чире пула пурнăçран уйрăлакансем те пурччĕ. Пирĕн госпитальте ĕçлекен пĕр медсестра, Беларуç хĕрĕ, пневмонипе аптăрасан сывалаймарĕ. Ун валли эпĕ юн та панăччĕ… Çамрăкскер Афганистанра çур çул ĕçлеме пултарчĕ-ши е çук-ши? Пĕр чир сырăнсан ăна тифпа желтуха та ерчĕç. Эпĕ те вилĕмрен аран хăтăлса юлтăм — икĕ ӳпке те шыçнăччĕ. Пĕррехинче пире урăх чаçе илсе кайнăччĕ, унта вара питĕ шăрăхчĕ. Каçхине çывăрма выртрăмăр, пăчă. Простыне йĕпетсе унпа витĕнтĕм те вентилятор çутрăмăр… Кайран пневмони пулнине пĕлтĕм», — каласа кăтартрĕ пурнăçне медицинăна халалланă хĕрарăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.