Комментари хушас

15 Нарăс, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 6 (6507) № 15.02.2024

«Диспетчера шӳтлессишĕн шăнкăравласа ан чăрмантарăр»

Кристина Талызина пĕчĕк чухнех чĕр чунсене пулăшма юратнă. Çак туртăм унăн нихăçан та сÿнмен. Халĕ вăл çынсене пулăшать. Унăн ача чухнехи пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланнă: паянхи кун Кристина Канашри 15-мĕш пушар чаçĕнче диспетчерта ĕçлет.

Пысăк ĕмĕт — çăлавçă пуласси

«Эпĕ Шупашкарта Еленăпа Александр Кудринсен çемйинче çуралнă, тăваттăмĕш класчен Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕнче пурăннă. Атте милицире ĕçлетчĕ. Ялан кама та пулин пулăшни çинчен каласа кăтартатчĕ. Манăн та ӳссе çитсен ун пек пулас, çынсене пулăшас килетчĕ. Пĕчĕк чухне урама кăларса ывăтнă кушак çурисене курсан вĕсене киле илсе кĕреттĕм те тăрăшса пăхаттăм. Чĕрĕ юлсан питĕ савăнаттăм. Вилсен хурланаттăм, шăтăк чавсах, патакран хĕрес тусах пытараттăм. Аттепе анне ĕçе çӳренĕрен эпир килте ытларах асатте-асаннепе ларнă. Вĕсем эпĕ çапла хăтланнăшăн вăрçмастчĕç. Пĕрремĕш класа Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш шкулне кайрăм. Анчах 3-мĕш класс пĕтерсен аттепе анне Канаша куçса кайрĕç, каярахпа шăллăмпа иксĕмĕре те унта илсе килчĕç. Шкулта вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Лайăх ĕлкĕрсе пыраттăм, шкулти тĕрлĕ мероприятие хутшăнаттăм. Шкултан вĕренсе тухиччен Канашри культура çурчĕ çумĕнчи «Симĕс çутă» ансамбле çӳрерĕм. Ташлама та, юрлама та юрататтăм. Манăн питĕ лайăх пулатчĕ тата. Анчах артиста кайма нихăçан та шутламан эпĕ. Вĕренсе тухсан çăлавçă пулас ĕмĕте пуçран кăлармарăм. Çывăх çынсем мана яланах кăмăла каякан професси суйламалла тесе вĕрентетчĕç. Вĕсен сăмахне асра тытрăм», — аса илме пуçларĕ Кристина Талызина. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл ĕмĕчĕ патне талпăнма пуçланă. Кристина уроксем хыççăн Хусанти гумантарипе социаллă пĕлӳ паракан институтăн Канашри филиалĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Паллах, каçсерен тепĕр пĕлӳ илме çăмăлах пулман хĕре. 2010 çулта шкул пĕтерсен Кристина Раççей патшалăх социаллă университечĕн юриспруденци факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент вăхăчĕ унăн пурнăçĕнче лайăххипе кăна асра юлнă. Пĕр самант кăна 18 çулти хĕрĕн чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Ашшĕпе амăшĕ хушшинче ахаль те йывăр хутшăну тĕппипех татăлнă. Çывăх çыннисем уйрăлни Кристинăпа шăллĕшĕн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Йывăр пулсан та хĕр аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Асламăшĕпе аслашшĕ уншăн уйрăмах питĕ хытă савăннă. Вĕсем хăйсен ачисене аслă пĕлӳ парайманнипе мăнукĕшĕн хĕпĕртенĕ. Диплом илсен Кристина Миравай суда вырнаçнă. Анчах хут ĕçĕ ун валли маррине вăл çийĕнчех ăнланнă. Вĕресе тăракан пурнăçа хăнăхнăскершĕн вăхăт чарăнса ларнăнах туйăннă. Шăпах çавăн чухне кун-çулне улăштармалли сăлтав килсе тухнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Упăшкипе ывăлĕ хыççăн каясшăн

Шупашкарти Сергей Павловпа Нонна Степанова хуларан яла пурăнма куçма, чăх-чĕп, выльăхчĕрлĕх усрама ĕмĕтленнĕ. Мускав шăв-шавĕнчен пысăках мар шăп ялта канас тенĕ. Мăшăрĕ пулла çӳреме юратнăранах Муркаш тăрăхĕнчи Мемекассинче çурт туяннă вĕсем. Анчах упăшки, ун хыççăнах ывăлĕ контракт çырса ятарлă çар операцине кайни вĕсен тăнăç пурнăçне татнă.

1500 километра та парăнтарать

Нонна Леонидовнăн пурнăçĕ икке пайланнă: унчченхине тата хальхине. Сергей Валерьевич Мускавра строительство енĕпе ĕçленĕ, хваттерсенче евроюсав туса ирттернĕ. Арăмĕ те упăшкипе пĕрле тĕп хулара 3 çул пурăннă. Кӳршисем вĕсен ялти çуртне пăхса тăнă. Сергей çамрăк чухне стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕнче службăра тăнă. Тулли мар мобилизаци пуçлансан вăл çар комиссариатне кайса контракт çырнă. Çын çителĕклĕ тесе ăна тӳрех илсе кайман, саппаса хăварнă, чĕнессе кĕтме хушнă. Шăнкăрав пулсан арăмне каламан вăл, Мускава ĕçлеме каятăп тесе тухса кайнă. Ку хыпара илтсен мăшăрĕ тăнсăр пулса ӳкнĕ. Юратнă çынпа кĕске вăхăтлăха та пулин пулассишĕн çăмăл машинăпа 1500 километра парăнтарма пулать-и? Пирĕн хĕрарăмсем темĕн те пултараççĕ. Ятарлă çар операцийĕнче малти линире, снаряд сирпĕннĕ, пенĕ сасăсем айĕнче тĕл пулма та хатĕр вĕсем. Нонна та шăп çавнашкал хĕрарăм — пуçне пырса кĕнĕ шухăшран пăрăнмасть. Сергей тухса кайсанах Нонна гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе пуçăннă. Мĕн кирлине мăшăрĕнчен ыйтса пĕлнĕ. Хĕрӳ çапăçусем пыракан зонăна гуманитари пулăшăвĕ леçме вăл хăй те виçĕ хутчен кайнă: малтан — Херсон енне, кайран — Запорожье облаçне. Кусемсĕр пуçне çула май каякансенчен 2 хутчен парса янă. Контракт вĕçленсен упăшки тек унта каймĕ тесе шухăшланă Нонна Леонидовна. «Атя чăхсем, сурăхсем туянатпăр, ялта пурăнатпăр терĕм. Вăл нимĕн те чĕнмерĕ. «Сергей Валерьевич, эсир мĕнле транспортпа килетĕр?» — тесе ун патне шăнкăравласан кăна тавçăртăм. Унта юлташĕсене пулăшу кирлине пĕлсе тăраканскер вăл кунта юлаймарĕ-тĕр», — каласа пачĕ салтак арăмĕ тата амăшĕ. «Дед» позывной илнĕскер контракт çырса иккĕмĕш хут тухса кайнăранпа çур çул иртнĕ. Арçын халĕ чирленипе /ӳпке шыçнипе/ пĕр уйăх ытла госпиталь çумĕнчи санаторире сипленет. «Кун хыççăн реабилитаци отпускĕ пулмалла унăн. Мăшăр вара часрах строя тăрасшăн хыпаланать», — систерчĕ мăшăрĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Мана юрас тесе упăшка тем те кăларса пама хатĕр»

65-ри Николай Ивановичăн «Контактри» страницинче юрату хуçаланать. Статусра вăл «Эпир пĕр-пĕрне ĕмĕрех юрататпăр» тесе çырнă. Унта вара чĕресем, чĕресем…

Çухатасран хăранă

Пĕрремĕш постри сăн ӳкерчĕкре хăйĕн мăшăрне Иринăна /паспортра Ираида/ кăларса хунă, пурне те юрату, телей сунакан ăшă сăмахсем çырнă. Юрату пĕтĕм чиртен сыватакан эмел пулнине палăртнă. Юлашкинчен çапла çырса хунă: «Страницăна юратнă арăмăн видеосăнавĕ асăрхаса тăрать». Чăнах та, Ираида Вениаминовна упăшки мĕн çырнисене яланах пăхса тăнă. Хăйĕн подписчикĕсене /вĕсем вара 810 таран/ уявсемпе саламласа çырас йăла та пур Николай Ивановичăн. «Лайк» та чылай пуçтарать вăл. Юрату çинчен калакан вутхĕмлĕ постсене, çурма çарамас чиперккесене лартнине те шӳтлесе çеç йышăнать арăмĕ. «Кама килĕшмест, ан пăхчăр», — теççĕ вĕсем кун пирки. Вăл мĕн çырнине кура романтикăллă, питĕ туйăмлă, позитивлă çын тесе хаклама пулать ăна. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Иринăпа Николай Ивановсем пĕрлешнĕренпе 41 çул çитнĕ. Çакăн чухлĕ пурăнса вĕсем çирĕппĕнех калама пултараççĕ: çĕр çинче юрату пурах. Тĕлĕнмелли акă мĕн: вĕсем иккĕшĕ те Шупашкар округĕнчи Шăнкасра çуралса ӳснĕ, анчах Николай Иринăна çара кайса киличчен палламан. Шкултан вĕренсе тухнă хĕр вĕсен килĕ умĕпе иртсе кайнă чухне асăрханă та амăшĕнчен ыйтнă: «Ку хам хĕрачи ара?» 1980 çулта шкултан вĕренсе тухсан Ирина Шупашкарти Электроприбор заводне гальваника цехне ĕçлеме вырнаçнă. Унпа пĕрле ĕçлекен хĕрпе çывăх туслашнă вăл, хăйĕн патне яла хăнана илсе килнĕ. Çавăн чухне хĕр тусĕ Кольăпа паллашнă та унпа çӳрем пекки тунă. Каччă ăна мотоциклпа ярăнтарнă. Кайран Коля Иринăна ăсатма пынă. «Мана хĕр тусăм умĕнче питĕ аван марччĕ. Ун каччи мана ăсатнине епле калас-ши тесе кулянса çӳрерĕм. Ăшра нумай тытса пурăнаймарăм, каларăм. Тусăм савăнчĕ кăна: каччă ăна питех килĕшмен те иккен. Кольăпа çулталăк çӳрерĕмĕр. Тусăма туйра хĕр çумĕ турăм, паянхи кун та лайăх хутшăнатпăр. Шартлама сивĕрех пĕрлешрĕмĕр, темшĕн çуллаччен тăхтамарăмăр. Коля мана çухатасран хăрарĕ пуль», — аса илчĕ Ирина Иванова. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Хĕрарăм аслашшĕн докуменчĕсене хумханса хăйĕн çумне пăчăртарĕ»

Елена Титова [хĕр чухнехи хушамачĕ Соловьева] Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивĕнче директор заместителĕнче ĕçлет. Вăл Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1986 çулта ялти шкула пĕрремĕш класа кайнă, вăтам шкула кӳршĕ Çĕнĕ Мăрата çӳренĕ.

Вăхăтлăх килнĕ те… паняхи кунччен те ĕçлет — Елена Владимировна, сирĕн професси — архивист — интереслĕ, сайра тĕл пулаканнисенчен пĕри. Пурнăç сукмакĕ сире унта епле илсе çитерчĕ-ха? — Манăн аттепе анне ялти колхозра ĕç- ленĕ. Çемьере эпĕ — асли. Манăн йăмăкпа шăллăм пур. Йăмăк çемйипе — хулара, шăллăм ялта тĕп килте пурăнаççĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарта бухгалтерсен шкулĕнче пĕр çул вĕрентĕм. Ун хыççăн, 1998- 2010 çулсенче, Комсомольскинчи фирмăра ĕçлерĕм. Çав хушăра Чăваш патшалăх аграри университетĕнче куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илтĕм. 2010-2014 çулсенче аграри университетĕнче /ун чухне вăл ял хуçалăх академийĕччĕ/ вăй хутăм. Унта штата кĕскетнĕ хыççăн шăпа мана Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивне илсе çитерчĕ. Паянхи кунччен те кунта ĕçлетĕп. — Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче [ун чухне эпĕ республика хаçатĕнче ĕçлеттĕм] пай ертӳçи хăйĕн докуменчĕсене архива вырнаçтарнине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Ун чухне архивсем пирки ытлах калаçмастчĕç. — Ун чухне вăл парти архивĕ пулнă. Çапла, вăл вăхăтра архивсем пирки сайра хутра çеç аса илнĕ. Пирĕн патра чылай харпăр ĕç /личное дело/ упранать. Каярахпа вара харпăр фонд нумайланчĕ. Эпир пултаруллă, тĕрлĕ тытăмра палăрнă çынсен докуменчĕсене хаваспах йышăнатпăр. Пирĕн историе çитĕнекен ăру валли упраса хăвăрмалла. Кайран çав документсене ăçтан тупăн? Сăмахран, Шупашкар хули «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята тивĕçрĕ. Ăна çĕнсе иличчен мĕн чухлĕ документ пăхса тухман-ши? «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем» курава та архиври документсемсĕр йĕркелеме май çук. Ахальтен мар историсĕр малашлăх пулаймасть теççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Халăх ăсĕпе Çĕнтерĕве упратпăр!» акци малалла тăсăлать. Çак акцие вăрçа хутшăннисен тата тыл ĕçченĕсен докуменчĕсене пухас, упраса хăварас тĕллевпе пуçарнă. «Чăваш ен историне пĕрле упрăпăр» акци те малалла пырать. Ку акципе килĕшӳллĕн çынсен докуменчĕсене, хуласемпе ялсен ĕлĕкхи сăн-сăпатне кăтартакан сăн ӳкерчĕксене йышăнатпăр. Нумаях пулмасть тепĕр акци — «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене, Раççей Паттăрĕсене мухтав» — пуçартăмăр, ятарлă çар операцине хутшăнакан çынсен докуменчĕсене йышăнма пуçларăмăр. — Сăнатăп та: сирĕн архива халăх нумай килни курăнать. Ытларах мĕнле ыйтусемпе çитеççĕ-ха вĕсем? — Ĕçе вырнаçсанах справкăсем паракан пайра тăрăшма пуçларăм. Пенси çулне çитнĕ çынсем ытларах ĕç укçин виçине, ĕç стажне çирĕплетекен справкăсем илме килеççĕ. Шутласан, темех мар пек: çыр та пар. Çук çав — ĕçĕ нумай. Тепĕр чухне документсене чылай шырама тивет. Тупсан мĕнлерех савăнатпăр! Хăш чухне çын çинчен сведени çук пулсан ĕçрен килетĕп те: «Ăçта-ши кирлĕ информаци? Мĕншĕн çук-ши?» — тесе шутласа çӳретĕп. Пенси укçин виçи çак справкăран нумай килнине эпир лайăх ăнланатпăр, çавăнпах чуна парса тăрăшатпăр. Вăл е ку документ тупăнмасан çынсем куляннине курсан эпир те пăшăрханатпăр. Вĕсен сăнĕнче йăл кулă палăрсан вара чун савăнать. <...>

Николай ГАЛКИН.

♦   ♦   ♦


Тупăран пенĕ сасăсене те хăнăхнă

Салтака кайман арçынна хисеплемен. Çавăнпа арçын ачасем шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çара кайма хатĕрленнĕ, кĕлеткине спортпа аталантарнă кăна мар, чунпа та пиçĕхнĕ.

Сивве, стресса пула Вăрнар районĕнчи Тимĕрçкассинче çуралса ӳснĕ, Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕреннĕ Константин Петров çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Шкулти ăмăртусенче ялан 1-мĕш вырăн йышăннă вăл, районта та çĕнтернĕ. Урамра выляса, ĕçпе пиçĕхсе сывлăхлă ӳснĕ. Волейболла, футболла выляма юратнă. Çемьери 5 ачаран вăл — тăваттăмĕшĕ. Йышлă пурăннăран выльăх-чĕрлĕх те нумай усранă. Амăшĕ Суворов ячĕллĕ колхозра дояркăра ĕçленĕ те ăна пулăшма вĕçĕмех кайнă. Тислĕк хырнă, утă-улăм йăтнă ачасем. Пĕтĕмпех алă вĕççĕн пурнăçланă ун чухне. Костьăн пиччĕшĕ те, аппăшĕсем те фермăна çӳренĕ. Каяс килет-и, çук-и — вĕсенчен никам та ыйтман. «Каймалла» тенĕ те ачасем итленĕ, ун чухне аслисемпе тавлашас йăла пулман. Çав вăхăтра ялти пур ача та колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ тракторист пулсан та Константинăн техника патне чунĕ туртман. Унăн питĕ юрист пулас килнĕ. Истори, общество пĕлĕвĕн урокĕсене шутсăр килĕштернĕ вăл. Василий Иванович вĕрентекен ăна юриста кайма сĕннĕ. «Эпĕ ун чухне Шупашкара тухса та курман, колхоз автобусĕпе театра илсе кайкалатчĕç-ха, хамăр тĕллĕн çӳремен. Ытларах Канаша, Вăрнара тухса кĕнĕ. Вырăсла калаçма та пĕлсех кайман. Шкултан вĕренсе тухсан Канашра водителе виçĕ уйăх вĕрентĕм. Кайран тăван колхозра ĕçлерĕм. Пурпĕр юрист пулас ĕмĕте пăрахăçламарăм, çара кайса килсен вĕренетĕпех тесе шухăшларăм», — аса илчĕ Константин Иванович. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне Афганистанра вăрçă пынă. Вĕсен кӳршĕ ялĕнчен салтака кайнă Игорь Васильева 1980 çулта тупăкпа илсе килнĕ. Константин Петров патне 1982 çулхи кĕркунне çара кайма повестка илнĕ, «вечер» туса ялйыш ăна авăнăн 27-мĕшĕнче ăсатнă. «Канашри призывниксен çуртĕнче пире, 480 яша, пухрĕç. Чĕмпĕр хули çумĕнчи çар чаçĕнче салтак çи-пуçĕ пачĕç. Таджикистанри Курган-Тюбе хулине лекрĕмĕр. Унта чăваш нумайччĕ — 180 яш, пурĕ 6 взвод. Карантинра 3 уйăх пултăмăр. Пире çар техникипе çӳреме вĕрентрĕç, ĕçлеме те илсе кайрĕç... Пĕрмай хулана чупма, физзарядкăна илсе тухатчĕç. Афганистана кайма хатĕрленине эпир пĕлнĕ. Раштавăн 21-мĕшĕнче вертолетсемпе Кундуза илсе кайрĕç. Палаткăсене вырнаçтарчĕç. Стреса, сивве пула пĕрремĕш каç çывăраймарăмăр. Буржуйка çунать-ха, çапах ăшăтса çитереймерĕ. Çĕрле автомат пенĕ, снаряд çурăлнă сасăсем илтĕнчĕç. Кайран та служба тăршшĕпех çак сасăсем хăлхаран кайман, вĕсене майĕпен хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Тепĕр кунхине 25 яша, çав шутра мана та, малтан — Хинжан поселокне, унтан «Саланг» ту каççине /перевал/ илсе кайрĕç», — Афганистанра çарта тăнă самантсене куçĕ умне кăларчĕ Константин Иванович. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.