Комментари хушас

14 Нарăс, 2024

Пулăшу вăйланса пырĕ

Республикăн ял хуçалăх отраслĕ апат-çимĕçĕн тĕп тĕсĕсемпе Чăваш Ене туллин тивĕçтерет кăна мар, регион тулашне ăсатмалăх та продукци хатĕрлет.

Çакăн çинчен юнкун Патшалăх Канашĕн 24-мĕш сессийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă май пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çĕр улми — хамăра кирлинчен 1,8 хут, сĕт — 1,4 хут, пахча çимĕç — 14% яхăн нумайрах. Пĕлтĕр 975 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ — кашни гектар тухăçĕ 32 центнертан иртнĕ. Çакăнта патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ те курăмлă. Пĕлтĕр отрасль валли 7 миллиард тенкĕ патнелле уйăрнă.

Олег Николаев çак пулăшăва упраса хăварассине çирĕплетрĕ, унтан та ытла — пулăшу вăйланса пырассине шантарчĕ.

www.hypar.ru