Комментари хушас

14 Нарăс, 2024

Хресчен сасси 6(2996) № 14.02.2024

Раççей Геройĕ те çитсе курнă

«Пирĕн республика чăнласах сĕт регионĕ. Эпир кирлинчен 2 хут ытларах сĕт туса илетпĕр. Ыттисене те пулăшма хатĕр. Чăваш Енре туса кăларнă юр-вара çĕршыври 20 региона тата чикĕ леш енне — Казахстана, Монголие, Узбекистана, Армение — ăсататпăр», — пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Мускаври ВДНХра Чăваш Ен экспозицийĕнче хăнасене сĕт отраслĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă май.

Курава килекенсене агропромышленноç çитĕнĕвĕсемпе туллинрех паллаштарас тĕллевпе экспозицие çĕнетсех тăраççĕ. Хăнасене пĕрре те тунсăхлама памаççĕ. Вĕсем валли конкурссем, викторинăсем, ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Фотозонăра вара кукаçикукамипе тата пăрупа сăн ÿкерĕнме пулать. Нумайăшне виртуаллă çул çÿрев тыткăнлать. Ĕне сăвас текен те чылай. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, #ЧувашияМолочная экспозицире 3,5 пин ытла çын пулса курнă. Курав аслисемшĕн те, ачасемшĕн те кăсăклă. Сăмахран, 900 яхăн ача тĕрлĕ пазл пуçтарнă, сĕт темипе ÿкерчĕксем тунă. Республикăри ертсе пыракан предприятисем вара лотерея выляттарнă. Чи хастаррисем «Ядринмолоко», «Вурнары завод СОМ» тата «Аккондмолоко» предприятисенчен парнесем тивĕçнĕ. Куравпа Мускав тата Мускав облаçĕн çыннисем кăна мар, Берлинпа Прагăран килнисем те хаваспах паллашнă. «Раççей» курав-форумра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх кунĕ те тухăçлă иртнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем валли Раççей ял хуçалăх министерстви сесси ирттернĕ. Унта çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашнехи çул-йĕре, экспорт калăпăшне, патшалăх пулăшăвне сÿтсе явнă. Чăваш аграрийĕсем те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. «Паян фермер пулма сумлă. Эсĕ хăв аллупа хăв апат-çимĕç тăватăн. Ĕçлес текенсем валли тĕрлĕ грант пур. Çулсерен çак пулăшу ÿссе пырать», — палăртнă «Чăваш Ен халăх фермерĕ» ассоциацийĕн председателĕ Леонид Кузнецов. Мускаври ВДНХра Çĕнĕ Простоквашино ял йĕркеленĕ. Кунта — хурсем, кăвакалсем, сурăхсем, ĕнесем, пăши. Хăйне евĕрлĕхĕпе «Башкирская цветная» тата «Агидель» кăвакалсем уйрăлса тăраççĕ. Çак ăратлă кайăк-кĕшĕке республикăра пĕртен-пĕр хуçалăх ĕрчетет. Пирĕн тăрăхра Макулин ăратĕнчи хура 11 çул кăлараççĕ. Пĕлтĕр «Вурнарец» предприяти патент та илнĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


 

 

Пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе тĕлĕнтернĕ

«Паян тĕлĕнмелле интереслĕ пĕлÿ учрежденине çитсе куртăм. Ăна шкул тесе тÿрех калаймăн та. Вĕренÿ кабинечĕсем вырăнне кунта лабораторисем вырнаçнă. Ачасемпе пĕрле ăсталăх класĕсенче пултăмăр, çитĕнÿсемпе, тĕрлĕ проектпа паллашрăмăр. Куллен пĕлÿ илнисĕр пуçне ачасем рабочи профессине те ăса хываççĕ. Ку шкулта вĕренме те, аталанма та майсем пур. Ачасем те, пĕлÿ çурчĕн ертÿлĕхĕ те çак ĕçе хастар хутшăнни куçкĕрет», — Шупашкарти 5-мĕш гимназин «Т» корпусĕнче пулнă хыççăн Раççей Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Анна Кузнецова хăйĕн телеграм-каналĕнче çапла çырнă.

Гимназире вĕренекенсем Анна Юрьевна валли экскурси йĕркелерĕç. Вăл питĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ пулса тухрĕ. Малтанах пултаруллă шкул ачисемпе паллаштарчĕç. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене интерактивлă хисеп хăми çинче курма май пур. Унтан столовăя çул тытрĕç. «Центр» апатлану комбиначĕн ĕçченĕсем шкул ачисем валли кунсерен 12 тĕрлĕ апат пĕçереççĕ. Меню пуян: вĕри яшка та, салат та, десерт та пур. Чăваш апат-çимĕçне — хуплупа пÿремече те — астивсе пăхма пулать. «Сирĕн юратнă апат пур-и?» — кăсăкланчĕ Анна Кузнецова ачасемпе калаçнă май. Пĕрне — борщ, теприне солянкăпа аш-какай килĕшет. Пылак апат-çимĕçсĕр те май çук. Палăртмалла: шкул столовăйĕ çумĕнче «Блокада çăкăрĕ» музей кĕтесĕ йĕркеленĕ. Çак шухăша аслă класра вĕренекенсем, кĕçĕн класс ачисем апата час-часах çисе яманнине кура, сĕннĕ. Пĕчĕкскерсем çăкăра хисеплеме тата хаклама вĕренессе шанаççĕ вĕсем. Гимназирех апатлану лабораторийĕ ĕçлет. Унта 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем хăнасене хăйсем янтăланă пылак çимĕçпе сыра тутанса пăхма сĕнчĕç. Çак ăсталăха шкул ачисем вĕреннĕ вăхăтрах алла илеççĕ. Вĕсем Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи ятарлă курссене çÿреççĕ. Пĕлÿ пухма сывлăх енчен хавшак ачасем те килеççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне Анна Кузнецова рабочи профессийĕ илни çинчен калакан свидетельствăсем пачĕ. Шкулта çĕвĕ производстви те пур. Сăмахран, «Лăпкă ыйхă» декоративлă минтер питне тĕрлĕ пусма тăтăкĕсенчен çĕлеççĕ, чăваш тĕррипе илемлетеççĕ, ăшне хăмла тултараççĕ. Ку йышши парнене Анна Кузнецова та кăмăлласах йышăнчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Анна Федоровăн асамлă «бизибоксĕ» те хăнан кăмăлне кайрĕ. Тăваткал çине куçакан, çаврăнакан, тухса тăракан элементсем вырнаçтарнă. Çак япала моторикăна аталантарма пулăшать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Телейлĕ ĕнен сĕчĕ те тутлăрах»

Ултă çул каялла Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕрентÿ лабораторийĕ уçăлнă. Унта Раççей агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ, биологи наукисен докторĕ Геннадий Ларионов профессор студентсене, фермерсене тата шкул ачисене сыр пĕçерес ăсталăха алла илме пулăшать. Çак апат-çимĕç пирки унăн каласа памалли чылай.

— Геннадий Анатольевич, лабораторире мĕн тĕрлĕ сыр пĕçеретĕр? Рецепчĕсене ăçтан илетĕр?

— Тĕрлĕ йышши сыр пĕçеретпĕр. Малтанах çăмăлрах, хăвăртрах пулаканнисенчен пуçларăмăр. Сăмахран, «Академический». Коллективра ку сыра пурте килĕштерчĕç. Унсăр пуçне «Халуми», «Качотта», «Российский», «Мраморный», «Ламбер», «Белпер Кнолле»… Çурма çемçисене те, хыттисене те хатĕрлетпĕр. Паянхи кун тĕлне 20 ытла тĕрлĕ сыр кăларатпăр. Шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Рецептсене интернетра шыратпăр, ятарлă кĕнекесенчен илетпĕр. Сыр хатĕрленĕ чухне условисемпе технологине те шута илмелле. Ытларах пĕчĕк хуçалăхсенче пĕçерме майлă сырсемпе ĕçлетпĕр. Хăш-пĕр рецепта çĕнĕлĕх те кĕртетпĕр. Тĕрлĕ техĕмлĕх хушсанах сырăн тути улшăнать. Калăпăр, студентсемпе пĕрле «Академический» сыра хаяр хĕрлĕ пăрăç авăртса яни те пулнă.

— Кашнинех тутанса пăхма, хаклама май килет-и?

— Паллах, çынна сĕниччен малтанах хамăр астивсе пăхатпăр. Çиме юрăхлă, тутлă та йĕркеллĕ пулсан ĕç коллективне дегустацие йыхравлатпăр. Вĕсем хакланă хыççăн çав сыр шăпине татса паратпăр. Кашни сорт уйрăлса тăрать. Хамăр алăпа тунă апат-çимĕçе тиркеме мĕнле хăйăн-ха? «Академический» сыра кашни кунах çиме хатĕр, «Белпер Кноллене» — уявсенче.

— Тĕрлĕ сыр пĕçернине асăнтăр. Апла тăк пиçсе çитес вăхăчĕ те кашнин расна-тăр?

— Çапла. Хăшĕ-пĕри талăкрах пулать, теприсене 30-60 талăк таран кĕтмелле. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА калаçнă

Ĕçе тăсакан пур

«Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ — килĕшÿре. Çемьене чăмăртаканни вара — ĕç. Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр нимĕн те пулмасть», — теççĕ Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Владимир Федоровичпа Роза Петровна Черновсем.

Вĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Çемье пуçлăхĕ Владимир Федорович çар тивĕçне пурнăçланă хыççăнах тăван колхоза ĕçе вырнаçнă. Унта тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ. Опычĕ çамрăкăн сахалрах пулнă — аслисенчен вĕренсе пынă. Анатолий Майков механизатор сăмахĕсене паянхи кун та асра тытать Владимир Федорович. Тăрăшулăхĕпе хастарлăхне кура виçĕ çултан ăна çĕнĕ трактор шанса панă. Вунă çул иртсен Ленин ячĕллĕ колхозăн трактор бригадине ертсе пыма сĕннĕ. Йывăрлăхсемсĕр пулман. Ун чухне техника валли кирлĕ саппас пайĕсене тупасси чăрмавлă пулнă. Çапах та алă усман. 1987 çулта Волгоградри трактор заводне çул тытнă вăл. Унта ĕçлесе ял хуçалăх техники валли саппас пайĕсем илнĕ. Районти ытти хуçалăха те пулăшнă. Алă вăйĕ, укçи-тенки çитсе пыман вăхăтсем те пулнă. 2001 çулта Владимир Чернова Ленин ячĕллĕ хуçалăха ертсе пыма сĕннĕ. Çапла вăл пуçлăх ĕçне кÿлĕннĕ. «Тупăшне илме çăмăл пулман. Ĕçлекенсене шалăва бартер мелĕпе пани те куç умĕнчех. Çав-çавах хуçалăха панкрута кăларман», — аса илет çав çулсене ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хуçалăх тилхепине çичĕ çул тытса пынă хыççăн хăй ирĕкĕпе ĕçрен кайнă вăл. Республикăра хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркеленнине кура çемьепе канашласа 100 гектар çĕр тара илнĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе тыр-пул акнă. Çулĕсене пăхмасăр Владимир Федорович паянхи кун та ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Техникăран уйрăлмасть: ака-сухана, вырмана тухать. Çĕр ĕçне хăйĕн ывăлне те явăçтарнă. «Пуçласа яма çăмăл пулмарĕ. Техника та çитсе пымасчĕ, киввисене юсаса йĕркене кĕртни чылай пулнă. Апла-и, капла-и — пурăна киле çĕнĕ техника та, тĕрлĕ агрегат та туянтăмăр. Патшалăхран килекен пулăшупа усă курни хуçалăха аталанма тĕрев пачĕ, — тет хуçалăх ертÿçи. — Хальхи вăхăтра çĕр лаптăкĕ 500 ытла гектар йышăнать. Тыр-пул тухăçĕ те япăхах мар. Паллах, çанталăк та витĕм кÿрет. Калăпăр, пĕлтĕр пĕр гектартан 35 центнер илтĕмĕр. Туса илнĕ продукцие вырнаçтарассипе чăрмав çук. Республика тулашне те ăсататпăр. Тырă хакĕ йÿнĕ пулни çеç кулянтарать». <...>

Вера МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.