Хыпар 15 (28191) № 13.02.2024
Пирĕн тĕп пуянлăх – çирĕп çемьесем
«Кашни ача аталантăр, пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесе нумай ĕç тăватпăр. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿссе пырать, уйрăлакан мăшăрсен хисепĕ вара чакать», — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăсăн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ уявра.
Унта çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ Раççейри Çемье çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Фойере шкул тата ача-пăча çи-пуçĕн куравĕпе интересленсе паллашрăмăр. Кунтах нумай ачаллă çемьесем ăруран ăрăва куçарса пыракан кăсăклă япаласен куравне йĕркеленĕ. Акă, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Шишовсен тăхăр ачаллă çемйи кукамăшĕпе асламăшĕ парнеленĕ кĕмĕл хушпу-тевечĕпе, шÿлкемипе, тĕрлесе капăрлатнă шурă пир кĕпипе паллаштарчĕç. Кунтах çип арламалли пĕчĕк станок та, кĕнчеле те пур. Çĕвĕ фабрики ачасемпе çамрăксем валли çĕленĕ тумтире кăтартрĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ачасем валли кăларакан литература кĕнекесен пĕтĕмĕшле шутĕнче 41 процент йышăнать. Шкул апатланăвĕн фабрики, Хулари ача-пăча клиника больници хăйсем хатĕрлекен апатсене сĕнчĕç. В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ ачасем валли кăларакан резина мечĕксемпе паллашма сĕнчĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — Çемье çулталăкĕнче йăлана кĕнĕ мероприятисене ирттересси кăна мар, лайăх практикăна пĕтĕмлетесси, хамăр мĕн туса çитерейменнине ăнланса илесси, çемьесене хÿтĕлесси, патшалăх енчен пулăшасси», — уçăмлатрĕ Олег Николаев.
Мероприятие РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Анна Кузнецова та хутшăнчĕ. «Эпĕ нумай ача амăшĕ пулнă май 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Çав вăхăтрах яваплăх пысăккине туятăп. Пирĕн тĕллев — çемьесене хÿтĕлесси. Чăваш Ене пирвайхи хут килтĕм. Кунти лару-тăрупа паллашрăм та тĕлĕнтĕм. Республикăра пур ыйтăва та татса панăн туйăнчĕ. Владимир Путин Президент каланă тăрăх, çемьесене хÿтĕлесси кашни ведомствăшăн тĕп ыйту пулмалла. Пирĕн пуянлăх — çирĕп çемьесем, ачасем, пултаруллă та ырă кăмăллă çынсем. Паллах, татса памалли ыйтусем те пур. Вĕсене паян республика ертÿлĕхĕпе пăхса тухрăмăр. Шанатăп: вĕсене пурнăçа кĕртетĕрех. Регионта паян тăвакан ĕçсемшĕн сире тав тăватăп. Эпир сирĕн ырă опыта ăса хывăпăр, май пур таран пулăшăпăр», — терĕ Анна Юрьевна. Раççей Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков пухăннисене Çемье çулталăкне уçнă ятпа саламланă май пурнăçра пысăк пĕр йăнăш туни пирки каларĕ. Икĕ ывăлăн ашшĕ кăна пулса тăнă вăл. «Ытларах кирлĕччĕ! Çемьен пысăк пулмалла. Анна Кузнецовăн, ав, çичĕ ача. Çавăнпа мăшăрсене ытларах пепке çуратма чĕнсе калатăп», — терĕ Анатолий Геннадьевич. «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çĕршывра 20 çулта 10 хут ÿснĕ. Пирĕн республикăра Çемье çулталăкĕ Телейлĕ ачалăх çулталăкне тăсĕ. Унта çемьесем хастар хутшăнĕç. Çемье институчĕ пирĕншĕн — пĕрремĕш вырăнта. Çĕршыв пĕр шухăшлă тата вăйлă пулсан эпир йывăрлăхсене çĕнтерейĕпĕр, тĕллевсене пурнăçа кĕртейĕпĕр», — палăртрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Оксана ДРАГУНОВА: Пĕрремĕш роль чунра упранать
Артистсене ăмсанатăп та, çав вăхăтрах вĕсенчен тĕлĕнетĕп те. Ăмсанатăп, мĕншĕн тесен актер тĕрлĕ рольте выляса вăл тĕрлĕ çын пурнăçĕпе пурăнса курать. Тĕлĕнетĕп вара акă мĕншĕн: кашни сăнара ĕненмелле калăплама ăçтан çавăн чухлĕ пултарулăх тупăнать? Сцена ăстин профессийĕн хăйне евĕрлĕхĕсем пирки К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕпе Оксана Драгуновăпа калаçрăмăр.
— Эсĕ мĕншĕн артист пулас тенĕ-ха?
— Хам та кун пирки час-часах шухăшлатăп. Ĕмĕт-шухăш пĕчĕккĕн пухăнса пынă пулĕ. Мана тăваттăра чухне ÿкерсе илнĕ видеокассета пур. Унта эпĕ такмаксем калатăп, «Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр», «Атте лаша панă пулсан...» юрăсене юрлатăп. Ĕлĕкхи юрăсене мана асаннен аппăшĕ вĕрентнĕ. Вăл атте-анне ĕçре чухне мана пăхнă. Нумаях пулмасть хам вĕреннĕ шкула тĕлпулăва кайса килтĕм. Пĕр вĕрентекен калать: «Оксана, эсĕ театра суйласа илесси пирки пĕрре те шухăшламан. Эсĕ, чăнах та, пултаруллăччĕ. Ташлама та ăстаччĕ, юрлама та юрататтăн. Хитре çыраттăн. Сан пирки вĕрентекен пулать тесе шухăшлаттăм». Шкулта ăс пухнă чухне эпир, ачасем, уявсен тĕлне спектакльсем хатĕрлеттĕмĕр...
— Йăхра пултарулăх çыннисем пур-и?
— Тăвансен хушшинче çук. Николай Корчаков режиссер тата Николай Сергеев артист пирĕн ялтан пулнине пĕлнĕ. Анчах вĕсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килмен. Культура институтне вĕренме кĕриччен Николай Корчаковпа тĕл пулнăччĕ. Аса илетĕп те халĕ — кулăшла. Эпир этюд мĕнне те пĕлмен-çке-ха. Николай Васильевич ăнлантарса панăччĕ. Анчах вăл пурнăçран ир уйрăлчĕ те унпа пĕрле ĕçлесе кураймарăм.
— Институт хыççăн эсĕ Чăваш драма театрне ĕçлеме килнĕ. Çамрăк ăрăва мĕнле кĕтсе илчĕç?
— Пĕрремĕш шухăш — мана çакăнта çитме шăпа пÿрнĕ — пулчĕ. Чăваш сценин легендисемпе — Вера Кузьминапа, Нина Григорьевăпа, Нина Яковлевăпа, Валерий Яковлевпа — пĕрле ĕçлеме тÿр килни çав тери пысăк телей. Çынсем вĕсене самантлăха та пулин курма, вĕсемпе пĕр-икĕ сăмах хушса калаçма ĕмĕтленеççĕ. Эпĕ вара вĕсемпе пĕрле сцена çине тухнă, тухатăп. Пире театрта, чăнах та, кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Репетицисен вăхăтĕнче пулăшатчĕç. Вĕсен опычĕ питĕ пысăк. Эпир, çамрăксем, вĕсем çине пăхса вĕренсе пыма тăрăшнă. Халĕ те вĕренетпĕр. Аслă ăрури кашни артист — пирĕншĕн тĕслĕх.
— Пĕрремĕш роле астăватăн-и?
— Диплом ĕçĕнчи — Людмила Сачкова çырнă «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектакльти — Анюта ролĕ. Чи пĕлтерĕшли вăл маншăн. Унпа 2012 çулта «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире çĕнтертĕм. Хальхи вăхăтра ку спектакль репертуарта çук. Ăна 2019 çулта телевиденине панă. Çавăн пекех телевизорпа эпĕ вылянă «Анисса», «Мунча кунĕ», «Ан пăрахсам мана» спектакльсене кăтартаççĕ. Пĕрремĕш сăнар яланах асра юлать, чунра упранать. Тĕрĕссипе, кашни сăнар артист чунĕнче юлать, мĕншĕн тесен чĕре витĕр шăранса тухать. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
«Афганистана ярассине туйрăмăр»
«Ача чухнех хĕсмете кайма ят тухсан сывлăшпа десант çарне лекес килетчĕ. Çавна май 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне юлташсемпе Шупашкарти аэроклуба парашютпа сикме çÿреттĕмĕр. Эпĕ виçĕ хутчен сикнĕ. Çакна çирĕплетсе свидетельство та панăччĕ», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Шупашкар округĕнчи Янашкассинче пурăнакан Владислав Чумаков.
«Эпĕ вилместĕпех…»
Каччă 1980 çулхи кĕркунне çар ретне тăнă. Малтанах вĕсене Канашри ятарлă пункта пухнă. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе чăваш ачи çар комиссарĕпе курнăçма шут тытнă. Парашютпа сикнине, «Личное дело» документсен пуххинче свидетельство пуррине пĕлтернĕ ăна. Лешĕ, чăн та, документсене тишкернĕ. Тăхтаса тăмасăрах 25 яша Псков хулине ăсатнă, вĕсен йышĕнче Владислав та пулнă. Икĕ эрне салтаксен курсĕнче вĕреннĕ хыççăн «учебка» пуçланнă. «Пире ăçта кайма е мĕн валли хатĕрленине хамăр та пĕлмен эпир, мĕншĕн тесен никам та пĕр сăмах та каламан. Кама водитель-механике, теприне командир пулма суйларĕç, виççĕмĕшне урăх специальноç пачĕç. Мана вара радиомеханик ĕçне шанчĕç, Минск хулине «учебкăна» куçарчĕç. Эпир унта виççĕн лекрĕмĕр, вĕсенчен пĕри техникум пĕтернĕччĕ. Çур çул вĕреннĕ хыççăн каллех Псков хулине куçрăмăр. Унта пире пăшалтан пеме хăнăхтарчĕç, кашни кунах 5-10 çухрăм кросс чупаттăмăр. Çирĕп хатĕрлеве кура Афганистана ярасса туяттăмăр. Чăн та, пĕр каçхине тревогăпа вăратса патронсем, гранатăсем, типĕ апат-çимĕç пачĕç те самолетпа çула тухрăмăр. Пире ăçта илсе кайнине ун чухне те каламарĕç. Темиçе сехет вĕçнĕ хыççăн Кабулти аэродрома анса лартăмăр. Тÿрех чаçсене пайлама тытăнчĕç: пирĕн вара 357-мĕш полка çитмелле. Çавна май машинăсене ларса Кабул хулине çула тухрăмăр. Унта специальноçа кура ротăсене пайлама тытăнчĕç. Радиоюсавçă пĕр çын çеç кирлĕ, эпир вара виççĕн. Мана аслă стрелокăн тивĕçне шанса пачĕç, тепĕр салтака водитель турĕç, вăл авторотăна лекрĕ. Çапла вара Афганистанра служба пуçланчĕ», — малалла тăсăлчĕ пирĕн калаçу. Кирек епле пулсан та вăрçă чун-чĕрене шиклентеретех. Владислав Иванович хăйĕн пăшăрханăвне кил-йышне пĕлтерес темен. Вăл ăçта лекнине пĕртăванĕсем каярахпа пĕлнĕ пулсан та амăшне каламан. Унăн чĕрине ыраттарас темен ывăлĕ. «Киле сывă таврăнасса чун-чĕрепе туйса тăраттăм. Вилместĕпех теттĕм хама хам, анчах суранланасса кĕтнĕ. Çак шухăшпах хĕсмете кайнă эпĕ», — иртнине аса илчĕ арçын. Çар операцийĕсене пĕрре мар хутшăннă вăл. Малашлăха курса, туйса тăнăнах Афганистан çĕрĕнче йывăр аманнă вăл.
Чун вĕçевĕ
«1982 çулхи çуркунне пире Панджер тăвне ярса илмешкĕн хатĕрлеме тытăнчĕç: пăшалтан пеме илсе çÿреççĕ, техникăна пăхса тăратпăр. Пĕррехинче строительство материалĕсем илме урăх хулана каймалла пулчĕ. Виçĕ машина тата вĕсемпе пĕрле хыçалта, малта пĕрер çар машини çула тухрăмăр. Экипажра — 7 çын. Ту çине хăпарнă чухне машинăсем «нăйлама пуçларĕç». КАМАЗ аран-аран пырать. Çав вăхăтра малти техника урăх çулпа кайнине сиссе те юлаймарăмăр. Сăрт çинче пĕр-пĕринпе калаçма сигнал çук. Эпир тепĕр çулпа кĕрсе кайрăмăр. Вĕсене хăваласа çитес тесе васкатпăр хамăр. Сăртран тухма пуçланă вăхăтра тÿрĕ вырăна асăрхарăмăр, икĕ енĕпе — кишлак, варринче шыв юхса выртать. КАМАЗ водителĕ машина хĕрнине, ăна сивĕтмеллине каларĕ. Кам витрепе, кам каскăпа шыв йăтма, техникăна сапма пуçларĕ. Пурте васкаççĕ, чарăнса тăма юраманнине лайăх ăнланаççĕ. Эпĕ БТРта ларатăп, аллăмра — пулемет. Тухса салтаксене пулăшма шухăшларăм, пулемета кăларса лартрăм. Çав вăхăтра çурăмран пуля лекрĕ. Эпĕ илтместĕп, анчах хама курма пуçларăм. Çÿлелле, çÿлелле хăпарса пыратăп пек. Тепĕр енне çаврăнтăм та унта питĕ илемлĕ: кайăксем юрлаççĕ, тÿпе те кăн-кăвак. Манăн нимĕн те ыратмасть, çÿлелле вĕçетĕп. Сасартăк хам пĕчĕк чухнехи самант кадр пек тухса тăчĕ, унтан шкул çулĕсем, салтака кайни… Çапла аманнă вырăна çитрĕм пек, броня çинче выртатăп. Унтан-кунтан пени илтĕнет. «Тепĕр пуля лексен пĕтетĕпех», — шухăшлатăп хам. Çĕре ÿкес тесе тăрăшатăп, анчах май килмест. Такам мана броня çинчен туртса антарчĕ, çăра юн тапса тухрĕ, ал-ура ĕçлемест», — йывăррăн аса илчĕ арçын. <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Унăн сăнарĕсем ырра шанма пăрахмаççĕ
Çул хыççăн çул иртет, Чăваш наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу кăрлач уйăхĕнче иртрĕ. Ун чухне варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Вăл 2023 çулхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта тĕрлĕ çулта çырнă хайлавсем кĕнĕ.
Александр Петровичăн пурнăçĕ шкулпа тата литературăпа тачă çыхăннă. Тĕлпулура вăл хăйĕн çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Педагог-писатель 1939 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Уйпуçри, Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче ăс пухнă. Архангельск облаçĕнче хут кăларакан комбинат тунă çĕрте, Мурманск хулинче пулă тытакан карап çинче тăрăшнă. 1958 çулта тăван ялне таврăннă, юпа уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ. Александр Петрович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1965-1992 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти вăтам шкулта учительте, класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçинче, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, директорта ĕçленĕ. 1992 çулта ăна районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи пулма чĕнсе илнĕ. Ку ĕçре вăл пилĕк çул тăрăшнă. Каярахпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вăй хунă. Литература ĕçне çамрăклах тытăннă. Студент хаçатне хăйĕн сăввине сĕннĕ, вăл пичетленни ăна хавхалантарнă. Кун хыççăн çыру ĕçне тек пăрахман, çине тăрсах статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем хайлама пикеннĕ. Вĕсем ытларах районти «Пирĕн пурнăç» хаçатра, республикăри «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă. Паянхи кун Александр Трофимов — çирĕме яхăн кĕнеке авторĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть, шав çырать, тăван ен, йăх-тымар историне тĕпчет. «Тепре куриччен!» кăларăм пичетленни те уншăн — пысăк савăнăç. Çĕнĕ кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова авторпа килĕштерсе ĕçленине палăртрĕ. «Александр Петровичăн сăнарĕсем темĕн тĕрлĕ йывăрлăха тÿсеççĕ, анчах пурпĕр авăнса хуçăлмаççĕ, ырра шанма пăрахмаççĕ. Ку произведенисенче ырăлăх çути палăрать. Калавсенче те, повеçре те çыравçă çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене сăнланă. Репресси çулĕсем, колхозсем йĕркеленĕ тапхăр, вăрçă ачисен нуши, вĕрентекенсен кулленхи пурнăçĕ... — çак тата ытти тема çыравçа канăç паманни, алла ручка тытма хистени сисĕнет. Çавăнпа вĕсем вулакана та тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ», — терĕ Ольга Михайловна. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова чи малтан Александр Трофимов çинчен Арсений Тарасов çыравçăран илтнĕ-мĕн, «Тăван Атăлта» унăн хайлавĕпе паллашнă. Çĕнĕ кĕнекене те кăсăклансах вуланă Ольга Леонидовна. «Тепре куриччен!» повеçе роман шайне те çитерме май пуррине, произведенисенче геройсемшĕн пăшăрханмалли самант чылаййине палăртрĕ вăл. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...