Комментари хушас

9 Юпа, 2014

Ачасем вулавăшпа туслă

Вăрмарти тĕп библиотекăри "Пĕтĕмпех пĕлес килет" клуба çÿрекенсем юпан 9-11 мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" кĕнеке куравне хутшăнчĕç.

Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме Олимп вăййисен бронза призерĕн кун-çулĕ, çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартакан электрон презентаци те килĕшрĕ. Унтан аслă класс вĕренекенĕсем вулавăшра тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашрĕç, "Ашшĕ-амăшне те воспитани памалла" тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тăван тавралăх пайĕн библиотекарĕ Р.Иванова кĕркуннехи паллă кунсем, юбилейсем çинчен каласа кăтартрĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.