Комментари хушас

9 Нарăс, 2024

Хыпар 13-14 (28189-28190) №№ 09.02.2024

  • Çамрăксене ĕçпе кăна тивĕçтерни çителĕксĕр

Сакăр çул каялла Красноармейски тăрăхĕнчи Трак шкулĕнче республика шайĕнчи «Агроклассем» сăнавлă проект хута кайрĕ. Вăхăт иртнĕ май кашни округрах агроклассем уçăлчĕç. Вĕсенче вун-вун çамрăк пĕлĕвне ÿстерет, чуна килĕшекен професси суйлать. Çав шутра шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтаракан нумай-ши?

Пĕлĕве ÿстерме — агрокласа

2016 çулта ЧР Ял хуçалăх, Вĕренÿ министерствисем, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, администрацисем, шкулсем «Çут çанталăк ăслăлăхĕ тата инженери енĕпе ятарлă классем» программа хатĕрленĕ. Малтанхи тапхăрта пилĕк районта агроклассем йĕркеленĕ. 2017 çултанпа — мĕн пур округра. Программа тĕллевĕ — агропромышленноç комплексĕнчи çивĕч ыйтăва — кадрсем çителĕксĕррине татса парасси, отрасле аслă е ятарлă пĕлÿллĕ специалистсемпе тивĕçтерсе аталанма пулăшасси. Агрокласс пĕтернĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç аслă шкулта е техникум-колледжра\ял хуçалăх специальноçне алла илсе тăван тăрăха таврăнасса шанаççĕ, кĕтеççĕ. Вĕренÿ планне шкул директорĕсемпе канашласа хатĕрленĕ. Занятисене кÿртĕм тата онлайн мелпе йĕркеленĕ. Вĕсене университет преподавателĕсем те ирттерни, профиллĕ предметсене тарăн вĕрентни нумайăшне агрокласа куçма хавхалантарчĕ. Патшалăх экзаменĕсене тĕплĕн хатĕрленĕрен юратнă профессие суйлама çул уçăлать-çке. Проектпа килĕшÿллĕн çамрăксем теорие ăса хывнипе пĕрлех аграри университетĕнче практика ирттереççĕ. Аслă шкул лабораторисемпе пуян. Кунти сити-фермăра çулталăкĕпех тĕрлĕ культура ешерет, çимĕç парать. Вĕренекенсем преподавательсем кăтартса пынипе тухăçлă ÿсен-тăран çитĕнтерес, çăкăр-булка пĕçерес вăрттăнлăха алла илеççĕ, пахча çимĕçе, улма-çырлана ветеринари-санитари енĕпе тĕрĕслеççĕ... Çав хушăрах университетпа çывăхрах паллашаççĕ. Факультетсенче экскурсире пулни, лабораторире ĕçлени профессие тĕрĕс суйлама, аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн хавхалантарать. Агроклассем вуз пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Наука конференцийĕ, ытти мероприяти – студентсенчен юлмаççĕ. Республикăри «Ялти чи лайăххисем» форумра та вĕсем малтисен йышĕнче. Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем волонтерсен «АгроСуйлав» юхăмне те кĕнĕ. Регионти паллă предприятисен ĕçĕхĕлĕпе вырăнта паллашни, паллах, агропромышленноç комплексне лайăхрах ăнланма пулăшать. Проект хута кайнăранпа вĕсем Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Чăвашçăкăрпродукт» предприятире, «Волга Айс» пĕрлешÿре, «Коминтерн» /Хĕрлĕ Чутай округĕ/, «Прогресс» /Елчĕк округĕ/ тата ытти организацире экскурсире пулнă. Сăмах май, аслă шкулăн сайтĕнче агроклассенче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ валли уйрăм баннер пур. Çавăн пекех соцсетьсенче те вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренÿри ÿсĕмĕсемпе паллашма пулать. — Шкул пĕтерекенсене агрокласра вĕреннине тата пĕрремĕш семестрта университет стипендине тивĕçнине çирĕплетекен сертификатсем параççĕ. Вĕренÿ проекчĕ «Шкул — техникум /колледж/\ — вуз» йĕркепе пурнăçланать. Агрокласра пĕлÿ илнисен шкул е техникум /колледж/ хыççăн университета кĕмешкĕн çăмăллăхсем упранса юлаççĕ, — ăнлантарчĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн компетенцисен центрĕн ертÿçи Наталия Тихонова. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


«Ывăлсем – чи çирĕп критиксем»

Пирĕн тĕпелте паян — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Людмила Казимир. Канаш тăрăхĕнчи Сухайкасси хĕрĕ 1996 çултанпа Вырăс патшалăх драма театрĕнче ĕçлет, куракана хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.

Хавхалану саманчĕ килсен…

— Чылай ача пĕчĕк чухне артист пулма ĕмĕтленет. Людмила Николаевна, çак шухăш сирĕн те ачаранах пулнă-и?

— Чăн та, малтанах милиционер пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Паллах, артистка ĕçĕ те килĕшнех. Ахальтен мар тăвансем пуçтарăнсан вĕсем валли концерт йĕркелеттĕм, скакалкăпа микрофон вырăнне усă курса юрлаттăм. Шкулта вĕреннĕ чухне те концертсене, конкурссене яланах хутшăннă.

— Чăваш хĕрĕ Санкт-Петербурга вĕренме кайма та шикленмен…

— Сухайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕве И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнче тарăнлатасшăнччĕ. Ку вăхăтра вĕрентекен пулас ĕмĕт çуралчĕ. Шел те, вĕренме кĕреймерĕм. Çавна май ЧПУн медицина кафедринче ĕçлеме тытăнтăм. Манăн ĕçтеш Лена артистка пуласшăнччĕ. Çав çул шăпах Пукане театрĕ валли артистсем хатĕрлес тĕллевпе СанктПетербургри театр искусствин академийĕнчен çамрăксене суйлама килнĕччĕ. Кунтах экзаменсем тыттарчĕç. Эпĕ çакăн пирки илтмен те. Лена вара ятарлă курссене те çÿренĕ. Экзамен вăхăчĕ çитсен: «Атя-ха манпа, пĕччен кайма шикленетĕп», — терĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Ун чухне Чăваш патшалăх пукане театрĕ Атăл хĕрринче вырнаçнăччĕ. Абитуриентсене зала чĕнсе кĕртрĕç. Эпĕ коридорта пĕчченех юлтăм. Иван Кузнецов директор мана курчĕ те: «Эсир мĕншĕн залра мар?» — терĕ. Эпĕ тантăшпа ахаль çеç килнине каларăм. «Эсĕ чăвашла пĕлетĕн-и?» — кăсăкланчĕ вăл каллех. «Пĕлетĕп, эпĕ ялта çуралса ÿснĕ», — терĕм. Хам университета вĕренме кĕрессине те каларăм. Вăл мана Санкт-Петербурга вĕренме каймашкăн экзамен тытма сĕнчĕ. «Çакнашкал хулара хăçан вĕренсе курăн, телее ан вĕçерт», — терĕ. Каярахпа тантăшăм Лена та мана экзамен тытма ÿкĕтлерĕ. Çавна май хавхалану çуралчĕ. Пĕрремĕш тура ĕлкĕреймерĕм пулсан та иккĕмĕшпе виççĕмĕшне хутшăнтăм: комиссие шкул программинчи сăвă-юрăпа, прозăпа, ташăпа паллаштартăм. Экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм, Лена вара, шел те, кĕреймерĕ. Пирĕн курс сăнавлă шутланатчĕ: актерпа режиссер курсĕ. Унта чăваш тата вырăс ушкăнĕсем йĕркеленĕччĕ. Вырăс ушкăнĕнче çын çитменрен эпĕ унта вĕреннĕ. Хамăра ăс панă преподавательсене пуç таятăп. Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Санкт-Петербурга кайсан аслă шкула яланах кĕрсе тухатăп. Манăн мастер Николай Наумов халĕ те ĕçлет. Нумаях пулмасть эпĕ унăн Пукане театрĕ çинчен çырнă лекцийĕпе паллашрăм. Питĕ килĕшрĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Пушар хуралĕ – йăваш кăмăллисем валли мар

Çĕр çинче пĕр çынна та пулин ырă турăн пулсан эсĕ пурăнни ахаль мар. Çăлавçăсем вара куллен темиçешер çынна инкекрен хăтараççĕ, хăйсен пурнăçне те хĕрхенмеççĕ: вутта та кĕреççĕ, шыва та чăмаççĕ. Раççей пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 375 çул çитет. Раççей МЧСĕн Пĕчĕк карапсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕ ĕçлеме тытăннăранпа вара 40 çул пулĕ. Чăваш Енре те, пĕтĕм çĕршыври пекех, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăшĕ-пĕри вара çак тивĕçе çемьере ăруран ăрăва парса пырать. Раççей МЧСĕн Пушар хуралĕн ветеранĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ, Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Василий Нягин — çемьере хăйне çак тивĕçпе çыхăнтарнă виççĕмĕш ăру çынни.

Конюх пулас тенĕ те…

— Кĕçех 70-е çитетĕп ĕнтĕ. Нихăçан та çавăн чухлĕ пурăнăп тесе шухăшламан, мĕншĕн тесен пирĕн ĕç хăрушлăхпа çыхăннă, — терĕ ветеран.

Василий Николаевич ача чухне лашасене питĕ юратнă. Çавăнпах шкул хыççăн ялта юлса конюх пулма тĕллев тытнă. Çав вăхăт тĕлнелле ялта лаша шучĕ чакни çеç шухăша улăштарма хистенĕ. Уй-хир ĕçне ытларах машина-трактор тума тытăннă.

— Эпир, ял ачисем, техникăпа кăсăкланаттăмăр. Анчах машинăпа калаçма çук, лаша вара каланине ăнланнăн туйăнатчĕ, — терĕ Василий Николаевич. Шкул хыççăн ялти пĕрлештернĕ хуçалăха ĕçлеме вырнаçнăскере шофера вĕренмешкĕн Вăрмарти ДОСААФ клубне янă. 18 çул тултарсан вара салтака илсе кайнă. Василий Нягин çарсен кăнтăр ушкăнĕсене лекнĕ.

— Пирĕн чаç Будапешт хулинче пулчĕ. Хам курман япаласене чылай асăрхарăм унта. Халĕ ун пирки каласа никама та тĕлĕнтереймĕн, ун чухне вара тăватă йĕрлĕ çул çине тухсан куç-пуç алчăраса каятчĕ. Пĕчĕккĕн хăнăхсан тăватă йĕрлĕ çул та, асăрхаттару паллисем те хăратма пăрахрĕç, — аса илчĕ вăл. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Василий Николаевич иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ сĕннипе Ленинградри Пушарпа техника училищине вĕренме кайнă. Çак ĕç ăна малтанах килĕшнĕ, мĕншĕн тесен ашшĕ те, аслашшĕ те пушар хуралĕнче ĕçленĕ. — Асаттене эпĕ курман, вăл çамрăкла вилнĕ. Анчах асанне ун пирки чылай каласа кăтартатчĕ. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă чухне асатте артиллери конюхĕ пулнă. Ун чухне тупăсене лашасем туртнă вĕт. Çавăнпа янаварсемпе ĕçлекен ятарлă çынсем пулнă. Вĕсем лашана тĕрлĕ командăна хăнăхтарнă. Асатте Патша çарне 1914 çулта лекнĕ. 1918 çулта сулахай ури витĕр пуля тухсан ăна киле янă. Ун чухне пирĕн хамăрăн çĕр пулнă, унта тырă туса илнĕ. Ака-сухана тухсан кашнинех лашине тытса пыракан çын пулнă, асаттен çеç хăех ана тăрăх утнă, вĕçне çитсен çаврăннă та тата малалла кайнă. «Ку лаша мĕнле çавăн пек ăслă-ха?» — тĕлĕннĕ çынсем. Асатте янавара вĕрентме пĕлнĕ. Ăна кура пиччĕшĕ те хăйĕн лашине вĕрентмешкĕн питĕ тăрăшнă, анчах пулсах çитмен. Асатте политикăпа та кăсăкланнă. 1929 çулта Энĕшпуç ялĕнче пирвайхисен шутĕнче колхоза кĕнĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынсем пĕрле пулсан пысăк ĕçсем тума пултарнине хăйĕн куçĕпе курнă. Анчах колхоза хирĕçле çынсем те пулнă. Пĕррехинче вĕсем колхоз ампарне чĕртсе çунтарнă. Çуннă ыраша лартса ÿстерме пулмасть, çавăнпа халăх шутсăр куляннă. Вара пĕтĕм халăх тухса ыраша пĕрер пĕрчĕн, куççуль витĕр пуçтарнă. Колхоз председателĕ çамрăк комсомолец пулнă. «Пирĕн хамăрăн пурлăха вăрă-хурахран çеç мар, пушарсенчен те сыхламалла», — тенĕ вăл пухура. Çавăн чухне асаттене пушар хуралĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Вăл Çтаппан пиччепе пĕрле ĕçленĕ. Ун чухне пÿрт тăррине улăмпа витнĕ, çавăнпа хăрушлăх пысăк пулнă. Асаттепе Çтаппан пичче пушарта мĕн тумаллине вĕрентсе çÿренĕрен инкек тухсан айккинче пăхса тăракан никам та пулман, пурте мĕн йăтса тухмаллине пĕлнĕ: кам витрепе, кам пакурпа, кам лумпа… Çавăнпа пирĕн ялта пушар тухсан та хăвăрт сÿнтерсе пынă, — çемьери пушарнăйсен династийĕ мĕнле пуçланнине каласа кăтартрĕ Василий Николаевич. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Пăшисем кĕпер айĕн те çÿреççĕ

Чăваш Енре кăçал — Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ. Тавралăха упрас тĕлĕшпе федерацин «Сăрçум» патшалăх заповедникĕ те кăçал тĕрлĕ ĕç тума палăртнă. Ку таранчченхи тĕллевсене епле пурнăçлани çинчен учреждени директорĕн экологи пĕлĕвĕпе экотуризм енĕпе ĕçлекен çумĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Наталия Панченко каласа кăтартрĕ.

Хÿтлĕх шыраççĕ

— «Сăрçум» йĕркеленнĕренпе 2025 çулта 30 çул çитĕ. Çак тапхăрта вăл республикăн флорипе фаунине пуянлатма пулăшайрĕ-и? — Заповедник тавра йĕплĕ пралук карман, лаптăк тулашне каякан чĕр чунсене пирĕн сотрудниксем тытса чармаççĕ. Вĕсем заповедникре çеç мар, ытти çĕре куçса та ĕрчеççĕ. Çакна та палăртам: 9150 гектар нумай чĕр чуншăн, çав шутра инçе çула çÿрекеннисемшĕн, питĕ пĕчĕк лаптăк шутланать. Паллах, вĕсем çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕ мĕнне ăнкармаççĕ, хăйсене пурнăç панисем вĕрентнĕ пек тытаççĕ, апатлăх вырăн, хÿтлĕх шыраççĕ. Заповедникран тухсан Сăр тăрăхĕнчи вăрмансенче çÿреççĕ, ушкăнсем йĕркелеççĕ. Атăл урлă каçса çармăс вăрманне кĕнине çирĕплетейместĕп. Сайра хутра ялсен çумĕпе иртеççĕ. Шел те, водительсем тимсĕр пулнăран инкеке лекеççĕ. 2023 çулта «Сăрçум» таврашĕнчи çул çинче икĕ пăши пурнăçĕ татăлчĕ. Ун урлă чĕр чунсем каçса çÿренине ятарлă паллăсем вырнаçтарса пĕлтертĕмĕр пулин те хăш-пĕр шофер шута илмест. Вăрман витĕр пынă чухне хăвăртлăха пĕчĕклетмелле-ха та ĕнтĕ. — Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче эсир чĕр чун йĕрне шутласа хисепне палăртатăр. «Сăрçумра» йыш хушăнать-и? — Пĕр шайра çирĕп тăрать. Раççей Правительстви хир сыснин кĕтĕвне пĕчĕклетме йышăннăранпа иртнĕ çулсенче вăл çеç хухрĕ. «Сăрçум» республикăри вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрĕлĕхĕн шутне пĕр шайра тытса тăма, хăш-пĕр тĕсĕнне ÿстерме пулăшать. Çакна тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Сăмахран, хĕллехи сунар тапхăрĕ пуçлансанах Сăр тăрăхĕнчи шултра чĕр чунсем хÿтĕ вырăн шырама пуçлаççĕ, тавралăх заповедникре шăп тăнине туяççĕ-тĕшмĕртеççĕ те унта пухăнаççĕ. «Сăрçумра» çеç мар, çĕршыври мĕн пур заповедникрах çапла. — Учреждение йĕркеленĕренпех сотрудниксем ăслăлăх ĕçне туса пынине пĕлетĕп. — Вăл «Летопись природы» программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Унăн I томĕ 1998 çулта пичетленнĕ. 2021 çулччен заповедникăн флорипе фаунине, çанталăка, тăпрана тĕпчесе çырнă 21 том кун çути курчĕ. Пирĕн тĕпчевсемпе çĕршыври çеç мар, чикĕ леш енчи организацисем те усă кураççĕ. Сăмахран, пĕри, нумай çĕршывран информаци илекенскер, хăйĕн кăларăмне «Сăрçум» чылай çул йĕркелесе пынă фенологи сăнавĕн пĕтĕмлетĕвне кĕртрĕ. Проекта заповедниксемпе наци паркĕсенчен 200 яхăн автор хутшăнчĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Укçаллă пулма… ăратлă ĕне пулăшĕ

Дмитрий Паторов — ветеринари тухтăрĕ, осеменатор. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлÿ илнĕскер Шупашкар округĕнчи пысăк хуçалăхра вăй хурать. Ĕне усракансен те наука çĕнĕлĕхĕсене пĕлсе тăмалла, унсăрăн выльăхран сывă пăру илеймĕн, сĕт нумай суса тупăш кураймăн. Ветеринар «Хыпар» вулаканĕсене çĕнĕлĕхсене пĕлтерме, вăрттăнлăхсене уçма килĕшрĕ.

Чи чаплă вăкăрпа пĕтĕлентерме май пур Республикăри ветеринари станцийĕсемпе участоксенчи специалистсем хушма хуçалăх тытакансене, фермерсене ĕне ăратлăхне лайăхлатма пулăшаççĕ. Анчах, шел те, нумайăшĕ çăмăллăхпа усă курма тăрăшмасть. Ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕлентерни лайăх генетикăллă, тухăçлă пăрусем илме май парать. Çакă, паллах, предприятисемшĕн кăна мар, хушма хуçалăхсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ку мел кĕске хушăрах ăратлăха çĕнетме, тухăçлăха ÿстерме пулăшать. Ăратлă вăкăра зооветеринари енчен пăхса тăнăран, вăрлăхне ятарлă лабораторире тĕрĕсленĕрен вăл хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтерет. Ĕнен арлăх органĕсене амантасран, инфекци ертесрен хăрамалла мар. Вăкăрпа пĕтĕлентерсен, шел те, кун пекки час-часах пулать. Искусственнăй майпа пĕтĕлентерме суйланă вăкăрсене тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăхри ĕнене те тĕнчери, çĕршыври чи лайăх вăкăрпа пĕтĕлентерме пулать. Искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ чухне пĕчĕк пăру «çураттаракан» вăкăр вăрлăхĕпе те усă курма май пур. Çакă пысăк мар ĕнешĕн тата тынашăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пăру вартах пысăк ÿснĕрен выльăх вилнĕ тĕслĕх сахал мар. Нумайăшне пушмак пăрăва мĕнле пĕтĕлентересси канăç памасть. Вĕсене те, паллах, искусственнăй майпа пĕтĕлентерме юрать. Анчах пĕрремĕш хут пăрулакан выльăха пĕчĕкрех вăкăр вăрлăхĕпе çие хăварсан аванрах. Предприятисенче ятарлă вăрлăхпа усă курнăран 90% тынашка пулать. Вăл пĕчĕкрех çитĕннĕрен çамрăк ĕнене пăрулама çăмăлрах. Ун хыççăн вăл хăвăртрах та çирĕпленет. Вăрлăх пахалăхне специалистсем биолабораторире тĕрĕслеççĕ, хаклаççĕ. Сăмахран, ĕçре усă куракан материалăн 30% — республикăри ăратлăхпа ĕçлекен предприятисенчен, 70% Европăран, Америкăран кÿрсе килнĕскерсем. Суйламалăх пур темелле. Çапах хушма хуçалăхсем, фермер хуçалăхĕсенчен хăшĕ-пĕри кĕтÿ ăратлăхне çĕнетес енĕпе çине тăрса тăрăшманни шухăшлаттарать. Ăслăлăх аталанса пырать пулин те паянхи кун та ялсенче чăннипех ăратлă ĕнене сайра хутра кăна тĕл пулатăн. Тĕнчери ăсчахсен çитĕнĕвĕсемпе усă курмалла. Кăмăла каякан ăрата шыраса аякка каяс çук. Специалистсене пĕлтерсен унпа тивĕçтереççĕ. Сĕтлĕ ĕне тытас тесен «Голштинская», «Айрширская», «Джерсейская» ăратсене суйламалла. Ашлăх выльăх валли «Абердинангусская», «Герефордская», «Лимузинская» текеннисем лайăх. «Швицкая», «Симментальская» ăратсем сĕтлĕх те, ашлăх та юрăхлă. Талăкра 10-15 литр сĕт паракан 2-3 ĕне тытиччен тухăçлă пĕр ĕне /талăкра — 30-35 литр/ пулни перекетлĕрех. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Вĕсене ырă ĕç тăвасси пĕрлештерет

«Çапăçура çĕнтересси тылран та нумай килет. Тыл çирĕп пулсан Çĕнтерÿ те хăвăртрах çывхарать», — терĕ Сергей Ильмендеров Муркаш округĕнчи Шомик ялĕнчи клубра ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансене сывлăх, вăй-хал сунса. Вăл аслă ÿсĕмрисене юн пусăмне виçмелли тонометр парнелерĕ. Сергей Семенович — Чечняри хирĕç тăру ветеранĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ — вăрçă ачисем.

Каласа кăтартнине аса илсе

Шомикре пурăнакансем çар операцине хутшăнакансене пулăшма 2022 çулта тытăннă. Салтаксем валли çăм арласа ăшă нуски çыхнă. Мотострелоксен дивизине 130 мăшăр ăсатнă. Пархатарлă ĕçе Алевтина Рябининăпа Нина Рябчикова тата Ева Надикова пуçарнă. — Асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1943 çулта пуç хунă. Анне Мария Михайловна, хĕр пĕвне çитнĕскер, хĕллехи шартлама сивĕре Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма кайнă. Киле килсен каялла çуран таврăнма тивнĕ. Пĕррехинче Сăр хĕррине вăхăтпа палăртнинчен виçĕ сехет кая юлса çитнĕшĕн аннене айăпласа тĕрмене ултă уйăхлăха хупмалла тунă. Анчах юлашкинчен темĕнле майпа ăна çăлса хăварнă, лартман. Çавăн чухне анне питĕ хытă хăранă. Хăй çакăн çинчен каласа кăтартма юратмастчĕ. Анне çĕре кĕрсен унăн йăмăкĕнчен Клава аппаран пĕлтĕмĕр. Атте Алексей Михайлович ашшĕнчен вун иккĕре чухне тăлăха юлнă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Атăлăн леш енне вăрман касма çÿренĕ. Виçĕ сехет ĕçленĕ те виçĕ сехет каннă, çапла ылмашăнса тар тăкнă. Тепĕр юлташĕпе вĕсем ывăннăран вăранаймасăр ĕçе вăхăтра тухманни пулнă. Уншăн бригадиртан сăмах тивнĕ. Килте йĕкелтен çăнăх авăртса мăянпа хутăштарнă та чуста çăрса çăкăр пĕçернĕ, çавна чиксе парса янă. Йÿçĕскере ăша ярса выçнă хырăма улталанă. Кунĕпе ĕçлесе уринчи тăла йĕпйĕпе пулнă, ăна хăйĕн айне хурса çĕр каçкаланă. Тепĕр кунхине каллех çавна урана çавăрса çыхнă та ĕçлеме тухнă. Атте-анне мĕнле терт-нушапа асапланса ĕçленине аса илсе шухăшлатăп та: «Халĕ хырăм тутă, кунта ăшă, çутă, çакăнта ĕçлейместпĕр-и?» — тетĕп, — каласа кăтартрĕ Нина Алексеевна.

Халăх сурсан кÿлĕ пулать

Пуçаруллă хĕрарăмсем нуски çыхнипе çырлахман. Çар операцийĕнче салтаксене хÿтĕленме маскировка тетелĕ кирлине пĕлсе ăна çыхмашкăн вĕренме шухăшланă. Çавăнпах Шупашкарти Пукрав Татиана чиркĕвĕнче çыхнине пĕлсе унта çул тытнă. Анчах ялта çак ĕçе тытăнма тетел çакса ямалли никĕс тумалла. Ăна ăсталама хăма кирлĕ. Тăрăшакан тупать, халăх сурсан кÿлĕ пулать. Хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăннă та Владислав Котлов патне пулăшу ыйтма пынă. Арçын пĕр сăмахсăр салтаксем валли пулăшу кÿме килĕшнĕ. Укçасăрах хăма панă. Никĕсе тума Николай Рябинин, Михаил Каликов, Иван Лыков, Александр Ельмешкин хастар хутшăннă. Валентина Немцова, Татьяна Зубкова, Римма Парикова, Галина Охотина, Валентина Ямангеева ыр кăмăллăх ĕçне пĕр-пĕрне курса тухнă, ушкăн хăвăртах пысăкланнă. Галина Кудряшова, Рената Ямангеева, Полина Кудряшова, Валентина Бычкова, Тамара Кузнецова, Тамара Каликова, Лидия Рябинина та айккинче юлман. Халĕ клубра хăшĕ-пĕри çăм арлать, тепри маскировка тетелĕ çыхать, виççĕмĕшĕ ун валли хăю касса хатĕрлет. Кунта пыма ерçейменнисем килти сурăх çăмне илсе пырса параççĕ. Клубрах ăна чавса тасатаççĕ. Унтан ялти хастар Евгений Макаров хăйĕн машинипе вĕсене çăм таптарма урăх яла илсе кайса килет. Евгений Дмитриевича ял-йыш хисеплет. — Вăл пире кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшать. Хăть хăçан шăнкăравласан та хирĕçлемест. Çавăн пекех Владимир Ямангеев та хăйĕн машинипе пысăк пулăшу кÿрет. Е тетел патне каймалла-и, е хатĕррине леçмелле-и — кăмăлпах ĕçлеççĕ. «Зов Чувашии» ыр кăмăллăх фондĕнчен тетел çыхмалли пусма илсе килеççĕ. Фонд ертÿçи Елена Ершова та ĕçе йĕркелеме пулăшать. Çĕнĕ çул умĕн вара Евгений Дмитриевич пире, клубра нуски çыхакансене тата маскировка тетелĕ хатĕрлекенсене, ялти кафере уяв туса пачĕ, — пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех каласа кăтартрĕç ĕçченсем. Сăмах май, Евгений Макаровăн ашшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Хăй те пурнăçне йĕрке хуралĕн ĕçĕпе çыхăнтарнă отставкăри милици полковникĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Чи маттуррисем Чĕмпĕре кайĕç

Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче спорт аэробики енĕпе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республика турнирĕ çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ. 500 спортсмена пуçтарнă спорт уявĕ пирки ЧР спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

— Манăн унчченех наци темипе çыхăннă турнир йĕркелес шухăш пурччĕ. Ку ăмăрту вăл вăхăтра «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев сĕнни пе çуралчĕ. Çĕнĕ пуçарăва ĕçтешсемпе спортсменсем те ырласа йышăнчĕç. Пĕлтĕр ăна пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Турнира спорт календарьне кĕртрĕмĕр. Вăл çĕнĕ сăнсемпе пуянланса пынăшăн хĕпĕртетĕп. Çĕнĕ турнирăн сумĕ ÿссе пырасса, çĕнĕ çăлтăрсене çунат сарма пулăшасса шанса тăратăп, — терĕ Оксана Сергеевна. Кăçал турнира 6-30 çулсенчи спортсменсем хутшăннă. Вĕсем çичĕ номинацире тупăшнă. Наградăсене чи маттуррисемпе вăйлисем тивĕçнĕ. Палăртмалла: çĕнтерÿçĕсемпе призерсенчен чылайăшĕ — ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Оксана Дьячукăн вĕренекенĕсем. Çак ĕçре 30 çул тăрăшакан, спорт аэробикин аталанăвне пысăк тÿпе хывакан педагогăн вĕренекенĕсем Раççей, тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче темиçе хут та палăрнă. Оксана Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, республика ăмăртăвĕсенче мала тухнисем Атăлçи округĕн чемпионатĕнче вăй виçĕç. Ăмăрту нарăс уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче иртĕ. Унтан чăваш аэробисчĕсем çĕршыв чемпионатне /вăл пуш уйăхĕнче Екатеринбургра пулĕ/ çул тытĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.