Комментари хушас

30 Кăрлач, 2024

Хыпар 9 (28185) № 30.01.2024

Çур аки çывхарать: техника юсавлă-и?

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче ЧР Хăйсем тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна тĕрĕслесе-сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн (Технадзор) коллегийĕн тата ун çумĕнчи общество канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта округсенчи инспекцисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

ЧР Инспекцийĕн пуçлăхĕ — патшалăхăн тĕп инженерĕ-инспекторĕ Владимир Димитриев Технадзорăн 2023 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Уйрăммăн илсен, вăл инспекторсем хăйсем тĕллĕн çÿрекен машинăсен паспортне электрон мелпе хатĕрлеме тытăннине, инспекци пуçарнипе «Чăваш Республикинчи аттракционсен техника тăрăмĕ тата вĕсене ĕçлеттерес тĕлĕшпе регионта йĕркелекен патшалăх тĕрĕслевĕ ªсăнавĕº çинчен» саккуна йышăнма сĕннине, аттракционсене тĕрĕслемеллисăнамалли положение çирĕплетнине палăртрĕ. Техника регламенчĕ ыйтнине епле тивĕçтернине уçăмлатма анемометрсем, рулеткăсем туяннă.

— Тухăçлă регион программипе килĕшÿллĕн тракторист-машинист специальноçне алла илекенсене экзамен тыттарас, удостоверени парас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçе çĕнетсе лайăхлатрăмăр, — терĕ Владимир Павлович. — Экзамена инçетрен памалли ресурспа усă курма пуçларăмăр, интернетпа çыхăннă гаджетпа вăл теори пĕлĕвĕ енĕпе килтех экзамен памашкăн май туса пачĕ. Çав кунах удостоверени пама тытăнтăмăр, чăн мар ªискусствăллăº интеллект технологийĕпе икĕ проект хатĕрлерĕмĕр. Патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ чухне клиентсен ыйтăвне татса памалли вăхăта виçĕ хут чакарса 10 ĕç кунĕнчен 3 çеç хăвартăмăр. Техникăна тĕрĕслеме диагностика приборĕсем — дымомер, люфтомер, эндоскоп — туянтăмăр. Хамăр ĕç-хĕл çинчен 6 ресурсра информаци пĕлтерсе тăратпăр, вĕсенче 7 пин ытла çын шута тăнă. Кашни инспектор хăйĕн ĕçĕпе халăха тăтăш паллаштарать.

Тухăçлă ĕçлеме май туса парассишĕн пĕлтĕр инспекторсене хĕлле- çулла тăхăнмалли 2-шер пушмак ªслужбăна укçа çителĕксĕр уйăрнăран ăна 2010 çултанпа илменº, смартфон, офис кресли туянса панă. Инспекци 2024 çулта 3 автотранспорт туянма, вĕсене нумай тĕллевлĕ хатĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Кăрлачăн 24-мĕшĕ тĕлне Технадзор 27487 трактора, хăйсем тĕллĕн çÿрекен машинăна тата прицепа шута илнĕ, вĕсен йышĕ 5 çулта 3178 е 12% хушăннă. Йышĕ 2023 çулта – 785, çав шутра агропромра йышĕ 186 чухлĕ ÿссе 7336 çитнĕ ªинспекци пăхса тăракан мĕн пур техникăран 27%º. Çапах трактор-машинăн 54% вунă çул ытла каяллах туяннă ªку кăтарту 5 çул каялла 67% пулнăº. Паллах, çак категорире юсавсăрри ытларах. Инспекторсем вĕсене инкек пуличчен палăртма тăрăшаççĕ. 10 çул таран усă куракан техника — 22%, 3 çул таран усă кураканни 28% ªку кăтарту 5 çул каялла 6% танлашнăº. Инспекци 2023 çулта тĕрлĕ отрасльти 992 çĕнĕ техникăна шута кĕртнĕ ª2022 ç. — 699º, çав шутра туяннă 413 трактор ªвиçĕм çулхинчен 99 нумайрахº, тырă пухса кĕртмелли 45 комбайн ª2022 çулхинчен 17 ытларахº, выльăх апачĕ пуçтарса илмелли 14 комбайн ªвиçĕм çулхи чухлехº. Технадзор пăхса тăракан пĕтĕм техникăран ял хуçалăхĕнче усă курмалли трактор-машина иртнĕ çул — 358, çав шутра пĕр пайне туянса курнă тăкакăн 30-50% республика пулăшăвĕн майĕпе саплаштарса туяннă. Çав шутрах хальхи вăхăтри вăйлă 233 трактор ª2022 çулхинчен 5% нумайрахº. Агропром техникин пĕрлехи хăвачĕ иртнĕ 5 çулта 35% хушăнса 767244 лаша вăйĕпе танлашнă, халĕ кашни 100 гектар пуçне техника энергийĕ 165 лаша вăйĕ чухлĕ тивет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Экспертсен лекцийĕсене итленĕ

«Пĕлÿ» пĕрлешÿ кăрлачăн 24-30-мĕшĕсенче Ленинграда фашизм блокадинчен кăларнăранпа 80 çул çитнине халалласа çĕршывăн 89 регионĕнчи вĕренÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче, общество транспортĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.

Шупашкарти 1-мĕш гимназире Александр Зотов эксперт «Ленинграда фашизм блокадинчен кăларнăранпа — 80 çул» лекци вуланă. Унта тĕп хулари шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Çавăн пекех мероприятие Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Улатăрта, Шупашкар тата Вăрмар округĕсенче ирттернĕ. Лекци вăхăтĕнче çамрăксем блокадăри Ленинградра пурăннă çынсен паттăрлăхĕ, бомбăсем пăрахса хулана аркатни, «Пурнăç çулĕпе» апат-çимĕç турттарни, паттăррăн пуç хунисем тата эвакуаципе кайнисем пирки çĕннине нумай пĕлнĕ. «Пирĕн çĕршыв историйĕн çак страници — чи хурлăхли тата йывăрри. Типĕ статистикăн кашни хисепĕ — камăнтăр пурнăçĕ, рабочин, ачан, салтакăн шăпи. Çав çынсен паттăрлăхĕ, харсăрлăхĕ паянхи Санкт-Петербургшăн кăна мар, пĕтĕм халăхшăн тĕслĕх пулса тăрать. Пĕрпĕрне пулăшма тăрăшни пĕрлĕх вăйĕн пĕлтерĕшне кăтартса пачĕ. Паттăррăн пуç хунисем нихăçан та асран тухас çук», — терĕ Александр Зотов. «Пĕлÿ» пĕрлешÿ çĕршывра 400 ытла мероприяти ирттернĕ. «Çак шутра лекцисем, форумсем. Блокадăри Ленинград пирки каласа кăтартакан экскурсисене трамвайра йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Максим Древаль. Трамвай — блокадăри Ленинградăн тĕп палли. Хулана блокада ункине илсен, пĕтĕм автотранспорта фронта ăсатсан 2,5 миллион çыншăн хула тăрăх куçса çÿремелли пĕртен-пĕр хатĕр пулса тăнă вăл. Трамвайпа çавăн пекех çар подразделенийĕсене куçарнă, снаряд, техника, оборудовани турттарнă, аманнисене кирлĕ вырăна илсе çитернĕ. «Пĕлÿ» пĕрлешÿ «блокадăри трамвай» паттăрлăхне асра тытса Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм трамвайĕ» патриотизм акцийĕ йĕркеленĕ. Хăйне евĕрлĕ лекци вулакан пĕрремĕш транспорт Санкт-Петербургра çула тухнă. Çавăн пекех Краснодар крайĕнчи, Çурçĕр Осетири, Омскри, Ульяновск тата Свердловск облаçĕсенче трамвайсенче лекци вуланă. Лекторсем — регионсен пуçлăхĕсем, тава тивĕçлĕ историксем, архивистсем. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦    ♦   


Çамрăк ăрушăн – тĕслĕх

Шăпах паян, кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш АССРĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, халăха стоматологи енĕпе пулăшу парас ĕçе йĕркелес тата унăн историне халалланă наука ĕçĕсен авторĕ Венера Михайлова çуралнă кун ячĕпе саламсем йышăнать. Республикăри стоматологи поликлиникинче вăл 1971- 2006 çулсенче ĕçленĕ.

Венера Евгеньевна тăрăшнипе республикăра пултаруллă стоматологсене хатĕрлеме, вĕсен ăсталăх шайне ÿстерме май килнĕ. Стоматологсен ĕçне, ачасемпе çитĕннисен сывлăхне сиплессине, çĕнĕ меслетсем кĕртнĕ. Вĕсемпе халĕ те усă кураççĕ. Венера Михайлова Тăвай районĕнчи Тăрмăшра 1939 çулта çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Евгений Ионович выльăх тухтăрĕ пулнă, амăшĕ Тамара Ивановна шкулта ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă ачи амăшĕ каласа кăтартнине акă мĕнле аса илет: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте «Киев — Харьков» санитари пуйăсĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕррехинче пуйăс çине бомба пăрахсан аттене контузи пулнă. Каçхине вăл тăна кĕнĕ. «Шыв ĕçес килет. Урайĕнче — шыв кÿлленчĕкĕ. Ĕçме пуçларăм та юн пулнине ăнлантăм», — аса илнĕ ашшĕ. Ăна вилĕмрен медсестра çăлса хăварнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн атте Венгрие лекнĕ…» Ашшĕ Çĕнтерĕве Сахалинта кĕтсе илнĕ. Вăл унтах хăйне çăлса хăварнă медсестрапа юлнă. Тамара Ивановнăпа хĕрĕ Тăрмăш ялĕнче пурăнма пуçланă. Кукашшĕ Иван Разин Тăрмăш шкулĕн директорĕ пулнă. Ăна ялта «Шур пÿрт Павăл ывăлĕ» тесе чĕннĕ. Мĕншĕн тесен ялта чи малтан çакнашкал çурт туса лартнă. Венера Евгеньевна халĕ те çав çурт евĕрлĕ сăн ÿкерчĕке упрать. Ăна вăл тăван килне аса илтерет. Шăпах çав çуртра кукашшĕ чи пĕрремĕш ултă вĕренекене йышăннă. Амăшĕ те кукашшĕн çулĕпе кайнă: вăл учитель профессине алла илнĕ. Пурнăçĕ йывăр пулнă. «Пĕр витре çĕр улми туянас тесен аннен пĕр уйăх шалăвне тăкаклама тиветчĕ. 1941 çулта садри йывăçсене те сивĕ тивнĕ. Асаттепе асанне Вăрмар районĕнчи Саруй ялĕнче пурăннă. Вĕсем пирĕн валли качака илсе килчĕç. Çакă пирĕншĕн пысăк пулăшу пулчĕ. Эпир ăна пĕр çулла кăна пăхса усрарăмăр: кайран качакана вăрласа кайрĕç. Вăрçă çулĕсем йывăррăн иртрĕç. Тĕрлĕ курăк пуçтараттăмăр: мăян, кăшкар ути, вĕлтĕрен. Вĕсенчен çăкăр пĕçереттĕмĕр. Шăннă çĕр улмине те тиркемен: мĕн алла лекнĕ, çавна пуçтарнă. Унсăр пуçне кăмпа, çырла татма кайнă. Хĕллехи тата çуркуннехи вăхăтра уйрăмах йывăрччĕ, — йывăр ачалăхне манаймасть Венера Евгеньевна. — Пĕррехинче пăрçа татма кайрăмăр. Хуралçă пире асăрхарĕ те хăвалама пуçларĕ, анчах тытаймарĕ. Палланă ĕнтĕ вăл пире, шелленипе тытман пулинех. Вăхăт иртсен тăван атте те çĕнĕ çемйипе Шупашкара таврăннăччĕ. Çар комиссариачĕн кадрсен пайĕнче ĕçлерĕ. Атте манпа хутшăнатчĕ, ĕçĕм-хĕлĕмпе кăсăкланатчĕ…» <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Юлашки çула… çунашкапа ăсатнă

Элĕк округĕнчи Мăн Вылăри ĕç ветеранне, вăрçă ачине Николай Ильина юлашки çула… çунашкапа ăсатнă. Тупăка хунăскере тарăн юр тăрăх масар çине туртса кайнă. Пулни-иртни тăванĕсемшĕн, ял халăхĕшĕн хăрушă тĕлĕк пек туйăнать. Вĕсемшĕн кăна-ши?

Тăлăх ÿснĕ

— Асатте Николай Ильич 1935 çулта Мăн Вы¬лăра çуралнă, тăван енрех тымар янă. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. «Аттене те фронта кайма ят тухрĕ. Паянхи пек астăватăп: вăрăм çула хатĕрленĕ кутамккине сак çине лартрĕ, сĕтел çине пуçламан çăкăр хучĕ. Эпĕ, пĕчĕк пÿллĕскер, сĕтелтен икĕ алăпа карăнса çăкăра куç илми сăнарăм. Атте çакна асăрхасан мана чĕркуççи çине лартрĕ те пысăк чĕлĕ касса пачĕ. Вăрçăран таврăнаймарĕ вăл, хыпарсăр çухалчĕ, тăлăх ÿсрĕм», — каласа паратчĕ асатте. Кил хуçисĕр юлнă çемьене çăмăл тивмен. Выçăллă-тутăллă пурăннăран, йывăр ĕçленĕрен çав вăхăтсене аса илме юратмастчĕ вăл. Чунне хурлантарас темен-тĕр. Пăрçаран пĕçернĕ апат-çимĕçе килĕштерместчĕ: «Ăна вăрçă вăхăтĕнче çисе тăраннă», — тетчĕ. Çапах йывăрлăх, çуклăх çапса хуçман ăна. Хавас кăмăллă пулнă, шÿтлеме юратнă. Кулăш кунĕнче шÿте ăнланманнисене шăнман пăр çине час-часах лартса янă. Пулăшу кирлĕ пулсан нихăçан та хирĕçлемен. Çывăх çыннисемпе, ял халăхĕпе килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕпе 3 хĕрпе 2 ывăл ура çине тăратнă. Эпир те, мăнукĕсем, унăн хÿттинче ÿсрĕмĕр, — ăшшăн аса илчĕ çывăх çыннине Николай Ильинăн мăнукĕ Нина Шленская. — Асатте 20 çул ытла вырăнти хуçалăхра тракторпа çĕр ĕçĕнче вăй хунă. Çамрăкрах чухне Казахстанра çерем уçма хутшăннă. Каярахпа газ операторĕнче вăрах хушă тăрăшрĕ. Ял халăхне газ баллонĕсемпе тивĕçтеретчĕ. «Баллон вăрласан та çав-çавах тупатăп», — тесе шÿтлетчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата икĕ-виçĕ çул тăрăшрĕ. Сывлăхĕ, вăй-халĕ чакма тытăнсан тин ĕçрен кайрĕ. Пурнăçĕнчи пăтăрмахсене йăл кулса аса илетчĕ. Пĕррехинче кушакне Çĕмĕрлене илсе кайнă. Лешĕ вара хулара тарнă. Асатте ĕçĕсене вĕçлесе киле çаврăнса çитнĕ те тĕлĕннипе шак хытса тăнă: хайхи мăр-мăр унтан та маларах вĕçтерсе çитнĕ. Эпир асаттепе сурăх кĕтĕвне сахал мар çÿренĕ, вăл каласа кăтартнине хаваспах итленĕ. Шкултан «5» паллăпа таврăнсан пирĕнпе пĕрле савăнатчĕ, пылак çимĕçпе хăналани те асрах-ха. Кун хыççăн тата тăрăшарах вĕренес килетчĕ. Манăн ятăм та унпах çыхăннă темелле. Нарăсăн 10-мĕшĕнче аттен йăмăкĕ качча кайнă, тепĕр кунне вара эпĕ çуралнă. Туй ĕçки- çикине пуçтарăннă халăха çемьере хĕр çуралнине пĕлтернĕ. «Нина ятлă хумалла», — сĕннĕ аттене. Асатте çакна илтсен питĕ савăннă. Ара, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕ те Нина ятлă пулнă- çке. Аттепе анне урăх ят пирки килĕшсе татăлнă пулин те хирĕçлемен. «Саншăн хĕпĕртенипе пĕр четвĕрт кăларса лартрăм», — тетчĕ мана вăл кайран. Пушă вăхăтра аллинчен хаçат-журнал кайман, ялан вуланă. Николай Ильич тивĕçнĕ награда, Тав хучĕ, Хисеп грамоти пайтах. Вĕсене арчара типтерлĕн упранă вăл. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 41 çул ытла. Хаваслăскер ыттисен кăмăлне çĕклетчĕ. Темиçе кун куç курми çил-тăман алхаснă хыççăн тăванăмăра пытарнă вăхăтра хĕвел пăхса ячĕ. «Асатте кулса ячĕ пулас», — терĕмĕр тÿрех. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.