Комментари хушас

24 Кăрлач, 2024

Хресчен сасси 3 (2993) № 24.01.2024

Форумра - ял хуçалăх çитĕнĕвĕсем

Çитес виçĕ эрнере Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» курав-форумра республикăри агропромышленноç комплексĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç. #ЧувашияКормит куравăн тĕп тĕллевĕ — ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ĕçне кăтартасси.

Январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен #ЧувашияМедовая блок ĕçлĕ. Экспозицие хутшăнакансенчен пĕри — «Мелилотус» кооператив. Предприятире 5 тĕрлĕ пыл тата 21 тĕрлĕ пыл крем, пыл квасĕ, техĕмлĕ чей туса кăлараççĕ. Кунта утарçăсем ĕçри вăрттăнлăхсем, пахалăхлă тата экологи енчен таса пыл туса илес тесен мĕн тумалли пирки каласа парĕç. Унсăр пуçне маçтăрсем çурта тума тата хăваран хатĕр-хĕтĕр çыхма вĕрентĕç. Февралĕн 2-4-мĕшĕсенче фестивале хутшăнакансем хăмла отраслĕпе паллашĕç. Унта «Букет Чувашии» тата «ЧувашХмелПром» предприятийĕсем пулĕç. Вĕсем «Симĕс ылтăна» тирпейлемелли мелсемпе паллаштарĕç, сăра вĕретмелли вăрттăнлăхсене уçĕç. Экспозицире «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале çитсе курма сертификатсем выляттарĕç. Ăна «Хăмла ачи» парнелĕ. Февралĕн 6-8-мĕшĕсем те ăнăçлă иртмелле. #ЧувашияМолочная блока «Ядринмолоко» тата «Вурнары завод СОМ» хутшăнать. Стендра вырнаçтарнă ĕнен муляжĕпе сĕт сума пулĕ. Ĕç программине те палăртнă. Унта регионта иртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене презентацилĕç. Фермерсен форумĕ ĕçлĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче «Раççей» курав-форумра Çамрăксен кунне йĕркелеме палăртнă. Тĕлĕнтермелли пайтах: округри агролабораторисемпе агроклассем, Чăваш патшалăх аграри университечĕн çитĕнĕвĕсем. «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма ĕçченĕсем çĕр улмие пробиркăра мĕнле çитĕнтернине каласа кăтартĕç, ĕçри опытпа паллаштарĕç. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Илемлĕхе курма пĕлет

Тĕрлĕ тĕслĕ хут-и, фоамиран-и, лента-и е фанер-и — унăн аллинче пур материал та чĕрĕлет. Çак ăсталăха Марина Зайцева амăшĕнчен илнĕ. Мĕн пĕлнине халĕ Канаш округĕнчи Вăрăмпуç шкулĕнчи ачасене вĕрентет.

Алă ĕçне хĕрачасене кăна мар, арçын ачасене те явăçтарать. «Йĕппе çип тытма пĕлни пурнăçра арçынна та кирлĕ пулĕ», — тет вĕрентекен. Марина Анатольевна Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пысăк çемьере çуралнă: 5 хĕр те пĕр ывăл. Вĕрентекен пулма ăна пĕрремĕш учителĕ Валентина Григорьева хистенĕ-тĕр. Ашшĕ-амăшĕ колхозра йывăр ĕçленине курах пĕлÿ илме шухăшланă. Çемьере ытти ача та пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. «Анне Валентина Ивановна тĕрлеме маçтăрччĕ. Кил-çурт илемне тытса пынă. Кукамай та маттур çынччĕ. Ял-йыш унăн килне лексен яланах тĕлĕннĕ. Стена çине çакмалли пысăк картинăсене йĕппе чиксе тĕрленĕ вăл. Сюжетлă тĕрĕ чылай пулнă унăн. Шкул ачи чухне аннепе юнашар ларса тĕрлеме вĕренни халĕ те куç умĕнче, — ачалăхне аса илчĕ Марина Анатольевна. — Канашри педучилищĕре вĕреннĕ чухне те: «Марина, эсир тĕссене курма пĕлетĕр», — тетчĕç педагогсем». Марина Зайцева кĕçĕн классене вĕрентет тата вăтам классенче технологи предметне ертсе пырать. «Ачасене интереслентерме пĕлмелле. Хăш-пĕр ача урок хыççăн та ĕçлет. Пур ачан та алли ĕç патне çыпăçмасть. Теприн йĕп тиресси те, çĕлесси те йывăррăн пулса пырать. Уроксенче пурнăçра хамăра мĕнле тытмаллине те, ытти вăрттăнлăха та вĕрентетпĕр. Акă пĕр урокра чей хатĕрлеме вĕрентĕмĕр. Рецепчĕ пит ансат. Кишĕре теркăпа хырмалла, шанасса кĕтмелле, унтан духовкăра типĕтмелле. Вăл хăмăрланать те унран карамель тутиллĕ чей пулать. Арçын ачасемпе фанертан пукансем, саксем, чечек лартмалли хатĕрсем тăватпăр», — кулленхи ĕç кунĕпе паллаштарчĕ вĕрентекен. Çулсерен унăн вĕренекенĕсем округ шайĕнчи олимпиадăна хутшăнаççĕ. Технологи предмечĕпе пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Кăçал, сăмахран, 7-мĕш класра вĕренекен Кирилл Павлов мала тухнă. Марина Зайцева тĕрлĕ техникăпа ĕçлет. Кунта ăна интернет пулăшать. Чылай япалана хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Паян фоамирантан чечексем, лентăсенчен минтер пичĕсем, тĕрлĕ капăрлăх ăсталать. «Çак туртăм ултă çул каялла пуçланчĕ. Ывăла авлантартăмăр. Туя ыттисенчен урăхларах тăвас килчĕ. Хĕрĕн чечек çыххине ăсталарăм, шампань эрехĕсен кĕленчине «хĕрпе каччă пек» илемлетрĕм, кашни хăна валли бутоньеркăпа галстук турăм. Халĕ те туя чĕнсен яланах хам алăпа ăсталанă парнепе каятăп. Илемлĕхе çынсем кураççĕ, туяççĕ, ÿкерсе илеççĕ. Кашни ĕçĕ тĕрлĕрен, пĕр пекки пулмасть. Мăшăр ĕçлесе ларнине курать. Нихăçан та сивлемест. Тепĕр чухне пулăшать те. Кашни япалана кăмăл-туйăмпа, ырлăх сунса пурнăçламалла. Вăхăтĕнче вĕтĕ шăрçапа иконăсем те тĕрленĕ. Тĕрлес умĕн кашнинех пачăшкăран пехил ыйтнă, кайран сăвапланă. Усал шухăш-кăмăлпа икона тĕрлемеççĕ. Пилĕк çулти мăнукăм Мия та йĕп тирме вĕренчĕ. Ку савăнтарать мана», — пĕлтерчĕ ал ăсти. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Чăваш спортсменĕсем 1815 медаль çĕнсе илнĕ

Сывлăхлă тата вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси — хамăр алăра. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа туслашма республикăра майсем чылай: спортпа физкультура комплексĕ, футбол уйĕ, хоккей курупки, бассейн, ГТО нормативĕсене пурнăçламалли лапам пур.

Уйăхсерен республикăра Спортпа сывлăх кунĕ иртет. Ун чухне кашниех муниципалитетри спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕме пултарать. Шкулсенче те ачасем валли ятарлă проектсем ĕçлеççĕ. Унта волейболла, баскетболла, мини-футболла выляма хăнăхтараççĕ, самбăпа кăсăклантараççĕ. Çамрăксем вăйне «Ылтăн шайба», «Президент вăййисем» тата «Шкулти волейбол лиги» ăмăртусенче кăтартаççĕ. Çулланнă çынсем те пурнăç таппинчен юлмаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа муниципалитетри спорт учрежденийĕсенче аслă ÿсĕмрисем валли тÿлевсĕр занятисем иртеççĕ. Хĕрсемпе каччăсен хушшинче спорт тата çарпа патриотизм туйăмне вăйлатассипе ГТО нормативне пурнăçламалли программăн тÿпи те пысăк. Паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 23 ГТО лапамĕ ĕçлет. Спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕпе пулас ăрăва хавхалантараççĕ, сумлă ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмахран, 2023 çулта çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне пирĕн тăрăхри 272 спортсмен кĕнĕ. Пĕлтĕр Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса чăваш спортсменĕсем пĕтĕмпе 1815 медаль çĕнсе илнĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан 473 медаль ытларах. Паллах, кирек епле ĕçре те çынна хавхалантарни вăй-хал парать. Калăпăр, пуçласа Раççейĕн пĕрлештернĕ спорт командин членĕсем уйăхсерен 5 пин тенкĕрен пуçласа 25 пин тенкĕ таран стипенди илеççĕ. Спорт мероприятийĕсене ирттермелли тăкаксен нормине те ÿстернĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вăййисене хутшăнакан спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене паракан преми виçине 3 хут пысăклатнă. Унсăр пуçне Раççей чемпионачĕпе спартакиадăра, Пĕтĕм Раççейри ял вăййисенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннисене преми параççĕ. Спорт отраслĕнче вăй хуракансен ĕç укçи çумне ытти хушма тÿлев те çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва кайма уйăракан укçа калăпăшĕ те хушăннă. 2024 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 26,7 миллион тенкĕ уйăрнă. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.