Комментари хушас

23 Кăрлач, 2024

Хыпар 6 (28182) № 23.01.2024

Пĕлтĕрхи лайăх. Кăçалхи шухăшлаттарать

Çак уйăхсенче Чăвашстат иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетет. Аграрисем 2023 çулта епле ĕçленине çирĕплетекен цифрăсене ЧР Ял хуçалăх министерстви пухнă ĕнтĕ, пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетет.

— АПК организацийĕсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тата апат-çимĕç хатĕрлес тĕлĕшпе министерство палăртса хунă мĕн пур тĕллеве пурнăçларĕç, — пĕлтерчĕ министр çумĕ Ольга Егорова. — Уйрăммăн илсен, ял хуçалăх производствин индексĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, 100 процентпа танлашĕ.

Уй-хир ĕçченĕсем пĕлтĕр тырă ªтасатнине шутласанº — 968,6 пин, çĕр улми 338,1 пин ªвиçĕм çулхинчен 2,8% нумайрахº, пахча çимĕç — 147,1 пин ªŒ2,8%º, сахăр кăшманĕ — 34 пин ªŒ1%º, çу юхтармалли культурăсем 37,4 пин ªŒ15,8%º тонна пуçтарса илнĕ. Ÿсен-тăран производствин индексĕ 100% пулать. Сутлăх хакĕ анчĕ пулин те çав шая хăпарни питĕ лайăх.

Аграрисен ытти кăтартăвне тишкерер. Мĕн пур йышши хуçалăхсем 2023 çулта аш-какай 118,7 пин ªŒ1,3%º, çав шутра кайăк-кĕшĕкĕнне — 1,2%, ĕне выльăхăнне — 0,4%, сыснанне — 3%, ыттинне 13% ытларах туса илнĕ. — Çав шута кĕрекен сурăх какайĕ 5,6% сахалрах пулчĕ, — терĕ Ольга Дмитриевна. — Сурăх ытларах кил хуçалăхĕсенче усраççĕ, унăн йышне пĕлтĕр чакарчĕç. Хушма хуçалăхсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕке улăштарса тăраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 10-20 çулхинчен чылай нумайрах лаша шута илтĕмĕр. Чăх çăмартин производстви мĕнле пулнă? Çĕршывăн хăш-пĕр кĕтесĕнче сутлăхра вăл пач пулман е сахалланса юлнă, сутуçăсем хакне нумай хăпартнă. Раштав уйăхĕнче йĕркеленĕ «тÿрĕ линире» Краснодар крайĕнчи Ирина Акопова пенсионерка Владимир Путина çăмарта хакланса кайнине, вуннăшне 180-220 тенкĕлле сутнине пĕлтерчĕ.

— Пирĕн регионти лавккасенче çăмарта пĕтнĕ тĕслĕх пулман, — хуравларĕ Ольга Егорова. — Тавар туянакансене унпа туллин тивĕçтернĕ. Чăн та, хакне пирĕн сутуçăсем те нумай ÿстерчĕç. Паллах, министерство вĕсем республикăра иртнĕ уйăхсенче палăртнă тата халĕ лартакан хака ырламасть. Мĕншĕн тесен хуçалăхран тырă, ятарлă предприятирен комбикорм, ăратлă чăхчĕп туянса, çăмарта производствине йĕркелесе тăкак курмаççĕ. Пирĕн фабрикăсенчен кашни çăмартана 8-9 тенкĕлле туянаççĕ те халăха 14-16 тенкĕлле сутаççĕ. Лавккасен тăкакĕ транспортпа, бензинпа çеç çыхăннă. Республикăри округсенчен турттарсан вăл пысăк мар. Ăна туса илекен фабрикăсен вара самай пысăк. Апла пулин те сутлăх хакне ÿстермерĕç. Иртнĕ çул Чăваш Енре 351,9 миллион çăмарта, е 2022 çулхинчен кăшт сахалрах, илнĕ. Çапах çакă республикăра çăмарта хакланнин сăлтавĕ мар.

Производство мĕншĕн чакнă? Çăмарта, чăх ашĕ туса илекен, чĕп кăларса çитĕнтерекен тăхăр организацирен çăмарта чи нумай сутаканни — Муркаш чăх-чĕп фабрики. Кунта 2023 çулта тăватă чăх вити тунă, кашнине çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, çывăх вăхăтрах хута ямашкăн ирĕк илме документсем пухаççĕ. Фабрика производствăна модернизацилесе курнă тăкакăн 30% республика субсидийĕпе саплаштараççĕ. ЧР Правительстви патшалăх пулăшăвĕн çав формине иртнĕ çул ĕçе кĕртнĕ. Çакна палăртмалла: фабрика çак кун тĕлне производствăна реконструкци пуçличченхи шая çитернĕ ĕнтĕ, тăватă витере тата 100 пин чăх çăмарта тума пуçласан Муркашсем производствăна паянхинчен чылай ÿстерĕç.

Республикăра иртнĕ çул çăмарта сахалрах илме пуçланин сăлтавĕ Канашри ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикипе çыхăннă. Унăн производстви кунта 2022 çулта регионта чи пысăккисенчен пĕри пулнă, анчах темĕнле сăлтава пула Мускав предпринимателĕ çавăн хыççăн панкрута тухасси патнех çитернĕ, фабрикăра пĕр чăх та юлман. Çĕнĕ инвестор 2023 çулхи юпа уйăхĕнче Канашра чăх çитĕнтерме чĕп туянса витесене тултарнă. Çитĕнеççĕ, пуш-ака уйăхĕсенче çăмарта тума пуçлĕç. Чулхуларан килнĕ хуçа производствăна модернизацилесе пысăклатма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçласан килес çулсенче Чăваш Енре çăмарта иртнĕ çулхинчен ытларах илес шанăç пур. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Архивсем СВО паттăрĕсен докуменчĕсене кĕтеççĕ

«Мухтав Раççей паттăрĕсене — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене» — çакăн пек ятпа республика архивĕсем пирĕн ентешсем ятарлă çар операцине хутшăннипе çыхăннă документсене пухас тата упрас тĕллевлĕ акци пуçарнă. Иртнĕ эрнекун республикăн общество ырлавĕн штабĕнче акци презентацийĕ пулчĕ.

ЧР Хальхи истори архивĕн ертÿçи Светлана Казеева палăртнă тăрăх, Чăваш Ен архивĕсемшĕн уйрăм çынсен докуменчĕсене упрама йышăнас ĕç çĕнĕ мар. Калăпăр, паллă çынсен вун-вун докуменчĕпе паллашма пулать: Андриян Николаевăн, Илья Прокопьевăн, паллă художниксен Акцыновсен, Элли Юрьевăн, ыттисен… Регионăн патшалăх архивĕсенчи мĕн пур документ шучĕ вара, ЧР Патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова çирĕплетнĕ тăрăх, 3 миллионран та иртет. «Вĕсем ахаль выртмаççĕ», — терĕ Галина Васильевна. Калăпăр, Шупашкара ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне панинче те архивсен тÿпи пысăк — вĕсем упраса хăварнă документсем Чăваш Енĕн тĕп хули, унăн çыннисем тата унти предприятисем Çĕнтерĕве хывнă тÿпе пысăккине çирĕплетме пулăшнă. Документсене архива пани патшалăх вĕсене шанчăклă упрассине гарантиленине пĕлтерет. Нумаях пулмасть Александр Петров, хăй вăхăтĕнче Аслă Канаш Президиумĕн Председателĕ, КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнăскер, 90 çул тултарнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен хăй пĕр вăхăт архивра ĕçленĕ май çак тытăм пĕлтерĕшĕ пысăккине хăйĕн куçĕпе курса ĕненнĕ те — докуменчĕсен пуян пуххине архива панă. Паян вĕсемпе кашниех паллашма пултарать. Архивсен ертÿлĕхĕ ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсемпе, вĕсен çывăх çыннисемпе çыхăннă ĕçтешлĕх те тухăçлă пуласси пирки иккĕленмест. 2020 çулта йĕркеленĕ «Çĕнтерĕве упраса хăварар» акци кăтартăвĕ те çапла шанма май парать. Ун чухне архивсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăватă теçеткене яхăн çыннăн 488 документне йышăннă. Хальхи акци те ентешсен паттăрлăхне историре хăварма пулăшĕ. СВОна мобилизаци йĕркипе, хăйсен ирĕкĕпе хутшăннисен, медицина ĕçченĕсен, волонтерсен, ыттисен биографипе çыхăннă докуменчĕсене — удостоверенийĕсене, çырăвĕсене, сăн ÿкерчĕкĕсене — кĕтеççĕ. «Ятарлă çар операцине хутшăннă çын шăпине уçса пама пулăшакан мĕн пур документ хаклă», — пĕтĕмлетсе каларĕ Светлана Казеева. Çын шăпи тенĕрен, архиври документсем нумай çул каяллахине те уçăмлатма май панине Патшалăх истори архивĕн тĕп архивисчĕ Оксана Александрова пĕр çемьен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хуйхи-нушине тĕпчесе уçăмлатнă тĕслĕхпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпех республикăри районсенчен пĕрин прокуратурин архивĕнче нумай çул выртнă çырусенчен пуçланнă. Çав çырусем — вăрçă çулĕсенче вокзалра-мĕнре кĕсье вăррин ĕçĕпе тăранкаласа пурăннă çынран туртса илнĕскерсем. Преступлени тунăскере тытса чарнă та — çумĕнче вăл такамран вăрланă çырусене тупнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


2023 çул: писательсем аса илеççĕ

Вăхăт чуппине никам та, нимĕн те тытса чараймĕ. Тин кăна 2023 çула кĕтсе илнĕччĕ. Куç хупса иличчен тенĕ пек иртсе те кайрĕ вăл, черетлĕ Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Пĕр тапхăртан теприне куçнă май пĕтĕмлетÿ тăвасси, çĕнĕ ĕçсем палăртасси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Писательсемшĕн те çак йăла ют мар. Миçе хайлав çуралнă, мĕнле кĕнеке тухнă, ăçта çитнĕ, кампа тĕл пулнă, мĕнле мероприятисене хутшăннă?.. Хамăра кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупас тесе чăваш çыравçисене чăрмантартăмăр, каялла çаврăнса пăхса литература хутлăхĕнчи пĕлтĕрхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене аса илес терĕмĕр.

Çыравçăсемпе вулакансен тусĕ

Вулакан çыравçăсăр пулмасть, çыравçă вара – издательствăсăр. 2023 çулта Чăваш кĕнеке издательстви куравсене хутшăнчĕ, аслă çĕршывăмăрти тĕрлĕ хулара пулчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Пĕтĕм Раççейри «Чĕмпĕр кĕнеки» курав-ярмăрккă /Чĕмпĕр/, Пĕтĕм тĕнчери «Китап-байрам» кĕнеке ярмăркки /Ĕпхÿ/, «Хĕрлĕ лапам» кĕнеке фестивалĕ, Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке ярмăркки /Мускав/. Издательствăра пĕлтĕр 81 кăларăм кун çути курнă: 35-шĕ — чăвашла, 15-шĕ — вырăсла, 31 — чăвашла тата вырăсла. Пĕтĕмĕшле тиражĕ — 155 пин экземпляр. Издательство кăларакан ĕçсем пахалăхлă, интереслĕ пулнине вулакансен хаклавĕ кăна мар, кĕнекесем тĕрлĕ конкурсра палăрни те çирĕплетет. Издательство пуçарăвĕпе пĕлтĕр пĕрремĕш хут «Чăваш романĕ» конкурс иртрĕ. Унăн çĕнтерÿçи Пушкăртстанра пурăнакан чăваш çыравçи Аркадий Русаков пулса тăчĕ. Çыравçăн «Турхан сăмахĕ» романĕ вулакан патне кăçал çитĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕ малалла пырать. Эппин, чăваш прозаикĕсен çанă тавăрсах ĕçлемелле, чи лайăх произведени кĕнекен тухĕ, авторĕ гонорара тивĕçĕ. Калем ăстисене хавхалантармаллах ку. Чăвашла çыракансем ЧР Министрсен Кабинечĕ йĕркелекен конкурса хутшăнма пултараççĕ. Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă хайлавсен тупăшăвĕ çулсеренех иртет. Пĕлтĕр кĕçĕн çулти ачасем валли шăрçалакансен хушшинче Марина Карягина «Ачаш ача» ал çырупа çĕнтерчĕ, вăтам ÿсĕмри ачасем валли çыракансен хушшинче Владислав Николаева /«Маттурсем-хастарсем» ал çыру/ çитекен пулман, аслă классенче вĕренекенсем валли хайлакансен хушшинче Улькка Эльменĕн «Интернетри юратăвĕ» мала тухнă. Ака уйăхĕнче Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче «Чăваш Ен писателĕсем – ачасем валли» электрон библиотекине пахаларĕç. Ку ресурса 85 чăваш авторĕн 2400 хайлавĕ текстлă форматпа, 200 произведенийĕ аудиоформатпа кĕнĕ. Аслисем те, ачасем те килтен тухмасăрах компьютерпа е телефонра сăвă-поэма, юмах-халап, калав-повеç вулама пултараççĕ. Çав уйăхрах Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетрĕç. «Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кĕнекесем» – Людмила Смолинăн «Шăпăрланĕ» тата Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырлийĕ». «Чи нумай вуланакан кĕнеке» – Алевтина Дмитриевăн «Кая юлнă каçару сăмахĕ». «Поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх кĕнекесем» – Марина Карягинăн «Вăхăт тараси» тата «Урăх ăру» сăвă пуххисем. Наци библиотеки çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ «Варкăш» литература клубĕ ĕçлет. Варкăшçăсем уйăхра пĕрре тĕл пулса пĕр-пĕр кĕнекене сÿтсе яваççĕ, çуллахи вăхăтра çеç каникула каяççĕ. Пĕлтĕр тăхăр лару иртнĕ, унсăр пуçне çĕртме уйăхĕнче поэзие юратакансем литература пикникне пуçтарăннă, сăвă вуланă, юрă юрланă. <...>

Ольга ИВАНОВА

♦   ♦   


Унпа чăвашсен мăнаçланма сăлтав пур

Дина Корзун — хальхи вăхăтри паллă актриса. Вăл тĕнчери, Раççейри кинофестивальсенче сумлă нумай наградăна тивĕçнĕ. Ăна Раççей киностудийĕнче кăна мар, Англи, Америка çĕршывĕсенче ÿкернĕ фильмсенче выляма та чĕннĕ. Вĕсенчен чи паллăраххисем — «Последний приют», «The dast Resorf». АПШра ÿкернĕ «40 оттенков грусти» кинокартинăра вăл тĕп роле вылянă.

Йăх тымарĕ — Пушкăртстанран

Дина Корзун ыр кăмăллăх ĕçне те хастар хутшăнать. Чулпан Хаматовăпа пĕрле «Пурнăç парнеле» фонд йĕркеленĕ. Вĕсем гематологи, онкологи тата йывăр ытти чирпе нушаланакан ачасене пулăшаççĕ. Пултаруллă актриса çинчен мĕншĕн сăмах пуçартăмăрха эпир? Паллах, ăнсăртран мар. Смоленск хулинче çуралса ÿснĕ Динăн йăх тымарĕсем Пушкăртстанран тухни пире унăн пурнăçĕпе кăсăкланма хистерĕ. Актрисăн амăшĕ Ольга Дмитриевна /хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева/ — чăваш хĕрарăмĕ. Вăл 1947 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ял тăрăхне кĕрекен Чупукаран ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Пишпÿлекре 10 класс пĕтернĕ хыççăн Ольга Григорьева Самара вĕренме кайнă. Каникул вăхăтĕнче Смоленск тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене курма кайни унăн пурнăçне пĕтĕмпех улăштарнă. Хĕр хăй вĕренекен института пăрахса пĕрре курсах килĕштернĕ хулана куçса кайнă. Малтан вăл техникумра, унтан институтра пĕлÿ илнĕ. Александр Корзун белоруспа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1971 çулхи ака уйăхĕнче Корзунсен çемйинче хĕр çуралнă. Ашшĕамăшĕ ăна Дина ят хунă. Шел те, Ольгăпа Александр нумаях пурăнман, уйрăлнă. Ольга Дмитриевна хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Динăн шкулта вĕреннĕ чухне хăй йĕркеленĕ чăваш сăмахĕсен словарĕ те пулнă. Кукамăшĕпе Клавдия Алексеевнăпа амăшĕ калаçнине илтсе хĕрача чăваш сăмахĕсене çырса пынă, вĕсен калаçăвне те ăнланнă.

Пултарулăхĕ ачаран палăрнă

Динăн ачалăхĕ, хăй каланă тăрăх, телейлĕ те лăпкă иртнĕ. Коммуналкăри пурнăç хаваслă пулнине аса илет вăл. Ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, концертсем йĕркеленĕ. Аслисем вĕсене курса савăннă. Ольга Дмитриевна техникумра, институтра вĕреннĕ вăхăтрах чăлха фабрикинче хăрушсăрлăх тĕлĕшпе ĕçлекен инженерта тăрăшнă. Дина ÿсерехпе балетпа, ташăпа кăсăкланнă, ÿкерме юратнă. Çавна май ăна амăшĕ ÿнер шкулне илсе кайнă. Унта вăл графикăна, скульптурăна тата живопиçе алла илнĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан вырăнти педагогика институтĕнче пĕлÿ илме шут тытнă. Анчах ÿнер ĕçĕ ăна çулталăкран йăлăхтарнă. Çавна май аслă шкула пăрахса Мускава тухса кайнă, тĕп хулари Чехов ячĕллĕ МХАТ студи-шкулне вĕренме кĕнĕ. Чăннипех те актриса пулма шухăшланăскерĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл 1995 çулта МХАТ актриси пулса тăнă. Тĕрлĕ спектакльте вылянă май унăн ăсталăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Вăл çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. «Театральные дебюты Москвы» фестивальте «Любовь в Крыму» спектакльте хĕрарăм рольне ăста вылянăшăн ятарлă парнене тивĕçнĕ. Каярахпа Дина Корзун Катерина рольне /«Гроза» пьесăра/ тата Соня Мармеладовăна /«Преступление и наказание»/ калăпланă. Унăн ăсталăхне кинорежиссерсем те асăрханă, тĕрлĕ кинофильмра ÿкерĕнме сĕннĕ. Акă «Страна глухих» илемлĕ фильмри Яя ролĕшĕн Дина 1998 çулта «Ника» тата «Золотой Овен» премийĕсене тивĕçнĕ. Швейцарире вара «Звезды завтрашнего дня» кинофильмри рольшĕн — гран-прие. «Страна глухих» хыççăн вăл «Президент и его внучка», «Дневник его жены», «Гражданин начальник» фильмсенче ÿкерĕннĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Учителе вĕренме сĕнсен те тракторист профессинех суйланă

Шăпине тăван енпе, ял хуçалăхĕпе çыхăнтарни Леонид Чистякова йывăрлăха çĕнтерсе малалла утма вăй-хăват хушать тейĕн. Акасухана хутшăнма, хуçалăха ертсе пыма та тÿр килнĕ унăн. Хальхи вăхăтра вăл – Чăваш патшалăх аграри университечĕн «Студенческий» вĕрентÿ ăслăлăх-практика центрĕн пай пуçлăхĕн çумĕ. «Маншăн çĕр ĕçĕ çывăхрах», — тет вăл. Иртнĕ çул Леонид Львовича «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕç

Танкист пулайман — Чун-чĕрем нихăçан та хулана туртман, ялтах пурăнма килĕшет мана. Йышлă çемьере çуралнăран ачаллах ĕç çумне çыпçăннă. Аттепе анне те ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Эпир вĕсене фермăна пулăшма çÿренĕ. Çемьере асли пулнăран яваплăх ман çине ытларах тиеннĕ, — аса илÿ авăрне путрĕ Леонид Чистяков. — Шкулта аслă классенче тракториста та вĕрентрĕç. Хуçалăхăн машина-трактор паркне техника юсама çÿрерĕмĕр. Хăватлă трактора парăнтарма пултарни кăмăла кайрĕ. Педагогсем мана географи тата ĕç учительне вĕренме ярасшăнччĕ. Аттестатри пысăк бала пăхмасăр хирĕçлерĕм. Тракторист правине илни аслă пĕлÿрен те хаклăрах пек туйăнчĕ-ши? Тĕнче касса çÿрес темерĕм, 17 çултах «Приволжский» хуçалăха комбайнер пулăшуçине вырнаçрăм, каярахпа ытти ĕçе пурнăçларăм. Çара кайма ят тухсан савăнтăм. Манăн çав тери танкист пулас килетчĕ. Вĕсем пирки ÿкернĕ фильмсене куç илмесĕр пăхнă. Тракториста вĕренни ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшасси пирки иккĕленмерĕм. Салтак тумне тăхăнсан çакăн пирки пĕлтертĕм. «Эсĕ ДОСААФра мĕншĕн вĕреннĕ?» — çур сăмахранах пÿлчĕç мана. Ĕмĕт ĕмĕтпех юлчĕ, çарта икĕ çул машинăпа çÿрерĕм. Çамрăкшăн икĕ çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Çар пурнăçĕ килĕшнĕрен малтанлăха вăл унтах юлма шухăшланă. Кун пирки çывăх çыннисене те çырса пĕлтернĕ. Анчах амăшĕ ывăлĕн шухăшне ырламан, тăван ене таврăнма ыйтнă. Аслă ывăл — çемье тĕревĕ, кĕçĕннисене ура çине тăма пулăшмалла. 1989 çулта çартан таврăннă каччă хуçалăха водителе вырнаçма шухăшланă. Опытлă çынна ĕçе йышăнмаллах темелле. Предприятире вара ун валли пушă машина тупăнман. Ертÿçĕсем тракторпа ĕçлеме сĕнсен турткаланса тăман, килĕшнĕ. — 1980 çулсенче ялта çамрăксем йышлă пулнă. Уй-хирте, фермăра, машина-трактор паркĕнче ĕçлетчĕç вĕсем. Паллах, водительсемпе механизаторсем лайăхрах техника пушансан тÿрех йышăнма тăрăшнă. Çĕннине опытлă çынсене шанса панă. Юхăннă ДТ-75 тракторпа ĕçлеме тытăниччен юсаса йĕркене кĕртрĕм. Типтерлĕ тытсан та вăл вĕçĕм арканатчĕ, куллен трактор айĕнче упаленме тиветчĕ. Кивĕ япала кивех, пĕрне саплатăн та тепри арканать. Çитменнине, кабинăра сивĕ, ăшăтмалли çук. Çаплипех хĕлле çул-йĕре тасатнă, вăрмантан вутă турттарнă. Ака-сухара вара кабинăра куç курми тусан вĕçетчĕ. Çамрăк пулнă, йывăрлăхран хăраман. Каярахпа çĕнĕрех ДТ-75 трактор пачĕç те çăмăлланчĕ. Кабинăра та ăшăччĕ, — чунне уçрĕ хисеплĕ çын. Кулăш кунĕнче пуçлăха лартнă Вунă çул ытла йывăр тракторпа вăй хунă вăл. Çĕр ĕçне лайăх пурнăçлама пĕлÿ çителĕксĕррине ăнланнă. 1994 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Техникăна килĕштернĕрен малтанах инженер-механик специальноçне алла илме ĕмĕтленнĕ, анчах биологи предметне, çĕр ĕçне ачаран кăмăллани агронома вĕренме хавхалантарнă. Диплом илнĕ хыççăн та ДТ-75 трактортан тÿрех хăпман-ха вăл. Çĕр ĕçне килĕштернĕрен уй-хире хаваспах васканă. Çĕр хатĕрлесе пĕтерсен сеяльщикра тăрăшнă. Çамрăк çынна ир-ирех тăрса сĕм каçчен тар тăкма тивни те хăратман. Тырă акма хăнăхса çитсен сеялка кăкарса тухнă. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Яппунсенчен чăвашсем те хÿтĕленĕ

Вырăс-яппун вăрçи 1904 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче, çĕрле, Япони флочĕ Порт-Артурти вырăс эскадрине сасартăк тапăннинчен пуçланнă.

Англи тата Америкăри Пĕрлештернĕ Штатсем пулăшнипе Япони Раççей çарне инçет хĕвел тухăçĕнчи çар стратегийĕ тата экономика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен хăваласа яма, вĕсенче пуç пулса тăма тĕллев лартнă. Палăртнă кун тĕлне яппунсен вырăссенчен чĕрĕ вăй — 4, артиллери — 8, пулемет — 18, карап 1,3 хут нумайрах пулнă, çавăнпа вĕсем вырăс флотне маларах йышăннă позицисенчен тĕртсе кăларма пултарнă. Çапăçусенче Раççей тата Япони 270-шер пин çын çухатнă, çав шутран пирĕн — 50 пин ытла, яппунсен 86 пин ытла çын пуç хунă. Вăрçă 1905 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Портсмут килĕшĕвне çирĕплетнипе вĕçленнĕ. Çĕршыва хÿтĕлеме чăваш уесĕсенче çуралса ÿснĕ матроссем те хутшăннă. — «Аврора» крейсер санитарĕ Степан Кириллов ªхальхи Элĕк округĕ, Анатри Хурасан ялĕº 1905 çулхи çу уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Цусима ªутравº çапăçăвне хутшăннă, аманнисене вилĕмрен çăлнăшăн «1904-1905 çулсенчи Япони вăрçине асăнмалăх» çутă бронза медале тивĕçнĕ, — пĕлтерчĕ Чăваш патшалăх истори архивĕн тĕп архивисчĕ Александр Семенов. — Унтах «Сисой Великий» броненосец матросĕ Василий Федоров /Етĕрне округĕ, Анат Мучар/ çапăçнă, тыткăна лекнĕ. «III Александр император» броненосец матросĕ Сергей Филянин /Етĕрне округĕ, Чаканар/, «Бородино» броненосец матросĕсем Андрей Гагарин /Етĕрне вулăсĕ/ тата Петр Матвеев /Çĕрпÿ округĕ, Малтикас Патăрьел/, комендорĕ Степан Ильин /Шупашкар округĕ, Çатра Маркаº Цусима çапăçăвĕнче пуç хунă. Григорий Чалов /Етĕрне округĕ, Елкино/ «Баян» крейсерта хĕсметре тăнă, Порт-Артура хÿтĕлесе аманнă, тыткăна лекнĕ. Петр Павлов /Етĕрне округĕ, Елкино/ комендор тата Дмитрий Федоров /Етĕрне округĕ, Хучаш/ кочегар «Богатырь» крейсерта пулса тăшманран хÿтĕленнĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.