Комментари хушас

10 Кăрлач, 2024

Хресчен сасси 1 (2991) № 10.01.2024

Ял хуçалăхĕнчи 2023 çулхи паллă пулăмсем

Акă 2024 çула та кĕтĕмĕр. Апла тăк иртнĕ çула пĕтĕмлетме тата малашнехи тĕллевсене палăртмалли меллĕ вăхăт. Иртнĕ çул мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлчĕ-ха?

Чăваш Енре «Çĕр улми» курав 15-мĕш хут иртнĕ. Унта 22 регионтан 93 компани хутшăннă. Курава 10 пин çын çитсе курнă, 50 ытла ял хуçалăх техникипе çĕр улмин 110 сортне тăратнă, 45 пин тонна вăрлăх сутнă. Аса илтеретпĕр: паянхи кун республикăри 250 яхăн хуçалăх çĕр улми çитĕнтерет. Вăрлăх туса илессипе 6 хуçалăх ĕçлет. Ку шутра — Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма, «Ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ» федераци учрежденийĕ, Вăрнар округĕнчи «Агрохмель», Етĕрне округĕнчи «Картофель» тата В.И.Степанов, Муркаш округĕнчи В.А.Федоров хресченфермер хуçалăхĕсем. Çĕр улми туса илессипе пирĕн регион федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать, Раççейре 7-мĕш йĕркере тăрать.

80 ытла агролаборатори уçăлнă. Кун валли 5,6 миллион тенкĕ тăкакланă. Укçа-тенкĕ республика, вырăнти бюджетсенчен, ял хуçалăх тавар туса илекенсенчен куçнă. Çĕрпÿ, Муркаш тата Шупашкар округĕсенче агролабораторисен шучĕ чи нумаййи. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сĕнĕвĕпе 169 ача садне кураторсем çумне çирĕплетнĕ. Вĕсем ачасем валли ял хуçалăх предприятийĕсенче экскурсисем йĕркелеççĕ, ял хуçалăх тематикипе калаçусем ирттереççĕ.

Çырла фестивалĕ. Питрав кунĕнче Шупашкар округĕнчи «Ивушка» декоративлă ÿсен-тăран питомникĕнче республикăра пĕрремĕш хут Çырла фестивалĕ иртнĕ. Уявра 2 пин ытла çын пулнă. Ятарлă транспорт çынсене питомнике тÿлевсĕр илсе çитернĕ. Фестиваль шайĕнче «çавра сĕтелсем», суту-илÿ, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Паян улма-çырлапа ĕçлесси республикăра вăй илсе пырать. «Перспектива» тата «Агростартап» программăсем пулăшнипе аграрисем патшалăхран 10 миллион тенкĕ таран грант илме пултараççĕ. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен культурăсене лартса тирпейлемелли тăкаксене саплаштарма 80 процентне тавăрса параççĕ.

Çĕрпÿ округĕнчи «Уй кунĕ». Унта ял хуçалăх культурисен 240 ытла сортне тăратнă. Кун йышши тĕлпулусем çĕр улми отрасльне аталантарма, çĕнĕлĕхсене ĕçе хывма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май параççĕ, туслă çыхăнусене йĕркелеме пулăшаççĕ.

«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль. Ăна Шупашкарти юхан шыв портĕнче йĕркеленĕ. Унта хăмла пĕçерекен 21 компани хăйĕн продукцине тăратнă. Вĕсенчен 5-шĕ пирĕн республикăран пулнă. 2023 çулта мероприятие 45 пин ытла çын хутшăннă. Фестиваль 8 куна тăсăлнă, 52 пин литр сăра сутнă. Унта чăваш наци апат-çимĕçĕпе те хăналанă. Ĕçлĕ программа шайĕнче Сăра заводĕнче ĕçлекенсемпе хăмла ÿстерекенсем валли республикăри предприятисенче экскурси йĕркеленĕ. Стратеги сессийĕнче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Хăмла ÿстермелли меслетсене сÿтсе явнă. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивалĕн палли «Хăмла ачи» пулнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Хăмлана тĕпчекен лаборатори уçăлнă

Вăл Чăваш патшалăх аграри университечĕн «Чăваш Ен — хăмла туса илекен центр» компетенци центрĕн никĕсĕнче вырнаçнă. «Регионта хăмлапа ĕçлеме пур услови те пур: наукăпа вĕрентÿ компетенцийĕ, ют тата хамăр çĕршывра кăларнă коллекци сорчĕсем, хăмла енĕпе ĕçлекен специалистсем, патшалăхран килекен пулăшу», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев лабораторийĕн ĕçĕпе паллашнă май.

Компетенци центрĕ икĕ çул каялла ĕçлеме пуçланă. Ăна аталантарма патшалăх пулăшăвĕ пысăк тĕрев парать. Ĕлĕкренех Чăваш Ен хăмла туса илессипе палăрнă. Экологи енчен çак культурăна çитĕнтермешкĕн пирĕн регион чи тухăçли. Пĕр хушă çак отрасль питех палăрман. Ял хуçалăх ĕçченĕсем халĕ ăна тепĕр хут чĕртсе ярассишĕн ĕçлеççĕ. Ку ĕçре лаборатори пулăшать. Инфратытăма çĕнетме регион Правительстви компетенци центрне 30,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Раççей Ял хуçалăх министерстви те финанс пулăшăвĕ панă. Хальхи вăхăтри тĕрлĕ хатĕрсем пулăшнипе наука ĕçченĕсем пахалăхлă та таса сортлă хăмлана çитĕнтермелли материалăн ДНКине уйăрма та, тишкерме те пултараççĕ. Тест чи анлă сарăлнă 9 чир-чĕре тупма пулăшать. Пĕр харăс 47 партине тĕрĕслеме пултарать. «Кун йышши технологисем Раççейре хальччен пулман-ха, — палăртать Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев. — Пур ĕçе те çынна шаннă. Енчен те ÿсен-тăран чирне вăхăтра асăрхаман пулсан вăл уй-хирĕпех сарăлма пултарнă. Халĕ ĕç ансатрах. Чир-чĕр паллисене тĕрĕслев кăтартать». <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Паллă сăвăç»

Чăннипе калатăп: эпĕ поэт пуласса ĕненмен те. Анчах та эпĕ «паллă сăвăç» пулса тăтăм. Ĕненместĕр-и? Эппин, сире çак историе каласа парам.

Пĕчĕк чухне эпĕ Шăпчăк Павăлĕ поэтăн сăввисене кăмăллаттăм. Ÿсерехпе Чĕкеç Павăлăнне килĕштере пуçларăм. Чĕкеç Павăлĕ пек сăвăç пулас килчĕ те алла çĕнĕ кĕнеке тытрăм. Пăхатăп: малти страницăрах Тăмана Павăлĕ ятлă çамрăк калем ăстин сăвви. — Ну, пурте Павăлсем, — терĕм. Ман хамăн та мĕн-ма чаплă сăвăç пулас мар? Автан Павăлĕ тесен ватти-вĕтти çеç мар, таврари пĕтĕм кайăк-кĕшĕк тата çапкаланчăк йытăсем те пĕлеççĕ мана. Хут хурата-хурата пĕр куплет сăвă çыртăм — çыртăмах. Шăпчăк Павăлĕ — малтанхи, Чĕкеç Павăлĕ — ун умĕнхи. Тăмана Павăлĕ хыççăн вара, Автан Павăлĕ пулать мухтавра… Ку сăвва çырнă хыççăн йăкăлтякăлт сиксе тăтăм та кÿршĕре пурăнакан Куштан Иванĕсем патне чупса каçрăм. Кăкăра шаккаса чаплă оратор пек вуласа патăм. Хисеплĕ кÿршĕсем! Автан Павăлĕ мĕнле чаплă сăвăç иккенне куратăр-и халĕ? Такойски çыратăп вĕт! Эх, ытти Павăлсем кайра пулччăр! Кÿршĕсем çăвар карса çеç юлчĕç. Каçхине ялти клуба тухса утрăм. Унта Шупашкартан Алексей Московскипе Петр Ермолаев ертсе пыракан «Аçа-çиçĕм» ушкăнри эстрада çăлтăрĕсем килеççĕ тенĕччĕ. Çитрĕм те, халăх каткапичкери пулă пекех лăк тулли. Эпĕ те хампа паллаштарма хатĕрлентĕм. Акă чаплă артистсен концерчĕ пĕтрĕ. Халăх саланас умĕн сцена çине хăпартăм та пуçларăм сăмаха пăрçа пек сапма: — Юлташсем! Паллашăр! Сирĕн умăрта пулас паллă сăвăç‚ çĕнĕ калем ăсти Автан Павăлĕ! Халĕ сире хамăн тин çеç пиçсе çитнĕ сăввăмпа паллаштарасшăн. Вăл кĕçех Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленмелле!

Валерий ТЕЛЕЙ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.