Комментари хушас

8 Юпа, 2014

Тĕллев - пурнăç пахалăхне лайăхлатасси

Медицина пулăшăвĕпе талăкĕпех тивĕçтерĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Канашра, Елчĕк районĕнчи Элпуç, Кÿлпуç, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕ. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов та хутшăнчĕç.

Ирхи кÿлĕм Канаш хула администрацийĕн çурчĕ умĕнчи тÿремре васкавлă пулăшăвăн 15 машини /ВПМ/ йăлтăртатса ларчĕ. Кашни умĕнчех - бригада членĕсем. Михаил Васильевич вĕсен водителĕсене уçăсем пачĕ. «А» класлă вĕр çĕнĕ автомобильсем Канашпа Çĕрпÿ хулисенчи тата Тăвай, Канаш, Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсенчи пулăшу кĕтекенсене талăкĕпех тивĕçтерĕç.

2014 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 242 ВПМ: 14-шĕ - «С», 116-шĕ - «В», ытти «А» класлă. Вĕсене 2006, 2007, 2009 çулсенче туяннă. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Ене 2006-2007 çулсенче 156 автомобиль килнĕ. Шел те, 93 проценчĕ кивелнĕ, 7-8 çул усă курнисем - 100 проценчĕпех. Çавăнпа ВПМ паркне çулсерен çĕнетеççĕ.

- Пирĕн тĕллев - пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, çынсен сывлăхне упрасси. Çĕнĕ машина хăтлă, кирлĕ çĕре хăвăрт çитет. Вĕсене туянса 65 млн тенкĕ тăкакларăмăр. Киввипе пахалăхлă пулăшу параймăн, - терĕ Михаил Васильевич. - Çул çине курав камерисем вырнаçтарни правилăсене пăсакансен йышне чакарчĕ.

Элпуçĕнчи тĕл пулу та халăх сывлăхĕпе çыхăннă. Елчĕк районĕн пуçлăхĕ Роза Молодова ялта фельдшер-акушер пунктне туса пĕтерессе питĕ кĕтни, тахçанхи ĕмĕт тинех çитни çинчен пĕлтерчĕ. Ăна уçма çынсем йышлăн пухăннă. ФАП Элпуç тата Кармал ялĕсенчи 345 çын сывлăхĕшĕн тăрăшĕ. Район центрĕнчи тĕп сыватмăша çитме самаях - 28 çухрăм. Кунта ватăсем час-часах килме пултараççĕ.

Çурт тума республика бюджетĕнчен 2812,4 пин тенкĕ кайнă.

- Республикăра 100 фельдшер-акушер пункчĕ тума палăртнă, вăл шутран улттăшне - пирĕн районта. Пĕлтĕр пĕри хута кайрĕ ĕнтĕ, паян - иккĕмĕшĕ. Çывăх уйăхсенче Кĕçĕн Таяпара виççĕмĕшне туса пĕтермелле, - терĕ Роза Николаевна.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре ку таранччен çĕнĕ 20 ФАП ĕçлеме тытăннине тата 40-шĕ хута каймаллине пĕлтерчĕ. Çитес çул Пукравччен ыттисем хатĕр пулĕç терĕ.

- Кивĕ çуртсенче сивĕччĕ. Малашне ăшă пулĕ. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, хушма хуçалăхра темĕн тумалли те тупăнать. Çав вăхăтрах сывлăха упрасси-çирĕплетессине те манмалла мар, - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Кÿлпуç ялĕнче çĕр улмине хĕл каçармалли управ тунă. «Çĕр улмине мухтав-Елчĕк» агрофирма кунта 4,5 пин тонна çимĕç упрама пултарать. Объекта кăçал 60 млн яхăн, вăл шутра федераци бюджетĕнчен 30,651 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрнă.

Агрофирма кăçал 1510 гектар çинчен тыр-пул пухса илнĕ /2013 çулăн 104,7%/. 1946 тонна тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 24,3 центнер. Çĕр улми 200 гектар çинчен 5296 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç 264,8 центнерпа танлашнă.

Михаил Игнатьев управри юлашки ĕçсемпе тĕплĕн паллашрĕ, вĕсене хăвăртрах вĕçлеме ырă сунчĕ. Кĕçĕн Таяпасемшĕн те ĕнер чăн-чăн уяв пулчĕ. Комсомольски-Елчĕк трассăран яла кĕмелли 4,11 çухрăм тăршшĕ çула туса пĕтернĕ. Унпа халĕ Каркалар, Патреккел, Петровка çыннисем те усă кураççĕ. Ултă метр сарлакăш пулнăран малашне автобус çÿрĕ.

Пĕр çулхине çул çукран ялта пушар машини вăхăтра çитейменрен 2 çурт çуннă. Халĕ кирек мĕнле техника та урамсене кĕме пултарать.

- Ял сăн-сăпачĕ çулсерен лайăх еннелле улшăнать. Çакă темиçе çул каяллахипе танлаштарсан тÿрех сисĕнет. Асфальт çулшăн, куратăп, çитĕннисемпе пĕрле шкул ачисем те хĕпĕртеççĕ, - терĕ Михаил Васильевич. Хăйне хĕрлĕ хăйăва касма каласан çак тивĕçе пурнăçлама пĕчĕк ача амăшĕсене сĕнчĕ. Темиçенччĕ вĕсем, çакă Чăваш Ен Пуçлăхне савăнтарчĕ. Апла ял пĕтмест, аталанать - ачасем çуралаççĕ, пирĕн ĕç-хĕле малалла тăсакансем çут тĕнчене килеççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.