Хресчен сасси 51(2990) № 27.12.2023
Ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕн çулне суйланă
Мăшăр ĕмĕр тăршшĕпе пĕр сукмакпа утни чыс та хисеп. Пĕлтĕр Вăрнар округĕнчи Пайăкри Тамарăпа Константин Волковсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ. Ялти чи хисеплĕ мăшăр юратăва паянхи кун та упрать. Волковсем яланах пĕр-пĕрне килĕштерсе тата итлесе пурăннă. Халĕ те çаплах.
— Хамăра телейлĕ тесе шутлатпăр. Хыçра ырă самантсем кăна. Иксĕмĕр те пурнăçа педагогика ĕçĕпе çыхăнтартăмăр. Йывăрлăхсем пулман мар, çавах та чăтнă, хуçăлса ÿкмен, малалла утнă, — терĕ Тамара Волкова.
Тамара Гавриловнăпа Константин Кузьмич Пайăкра çуралнă. Пĕр-пĕрин хушшинчи уйрăмлăх — икĕ çул. Иккĕшĕ те Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕве кĕрсен кăна туслăх çуралнă. — Чăрăшкас Хирлеп шкулне лайăх паллăсемпе пĕтертĕм. Унтан Калинино шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм. Алла аттестат илсен, укçа-тенкĕ çитсе пыманран, малалла вĕренес шухăша пăрахăçларăм та колхоза ĕçе вырнаçрăм. Эпĕ, 1942 çулта çут тĕнчене килнĕскер, аттене курман, мĕншĕн тесен вăл вăрçă хирĕнче пуç хунă. Анне чирлекелетчĕ. Çавăнпа çывăх çынна пулăшмасăр май çукчĕ. Çемьере тепĕр икĕ ача пулнă-ха. Анчах вĕсем çут тĕнчен илемĕпе нумай киленсе пурăнайман, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Аннешĕн эпĕ чăн-чăн тĕревччĕ. Вăл шкулта вĕренмен пулин те вулама та, çырма та пĕлетчĕ. Иксĕмĕр те колхозра ĕçлеттĕмĕр, укçа-тенкĕ вырăнне е тырă, е улăм паратчĕç. Манра хастарлăха асăрхарĕç-ши — колхозра комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Тивĕçе пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланă: кану каçĕсем йĕркелесе ирттернĕ, стена хаçачĕ кăларнă. Пĕр сăмахпа, пушă вăхăта ялан усăллă ирттернĕ, — калаçăва сыпăнтарчĕ Тамара Гавриловна. Колхозра икĕ çул вăй хунă хыççăн вăл Чăрăшкас Хирлеп ял библиотекине куçнă. Çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхнă. Ку таврари ялсенче пурăнакансене кĕнекепе туслаштарасси тĕп вырăна тухса тăнă çамрăкшăн. Хăй те вулама юратнă. Вĕренес туртăм вара канăç паман. 1964 çулта вăл Шупашкарти педагогика институтне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. — Ĕçрен уйрăлмарăм, çавăнпа та куçăн мар майпа ăс пухрăм. Çамрăк чух тата каçсерен урама тухса ларас килетчĕ. Вăл вăхăтра ялта çамрăк чылайччĕ. Купăс сасси илтĕнсенех хĕрсемпе каччăсем патне васкаттăм. Пĕр-пĕр çыннăн килĕ умне пуçтарăнса лараттăмăр та юрăсем юрлаттăмăр. Çавăн чухне Константин Кузьмичпа туслашрăм. Каччă купăс ăста калатчĕ. Унран куç вĕçертес килместчĕ. Вăл та мана асăрхарĕ, калаçма пуçларĕ. Темиçе çул çÿренĕ хыççăн çемье çавăртăмăр, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Тамара Гавриловна. — Кирек епле пулсан та çынна пĕрех çемье кирлĕ. Çавна шута илсе 27 çул тултарсан авланма шутларăм. Ялти ĕçчен те хитре хĕре Тамарăна хамăн мăшăр турăм, — калаçăва хутшăнчĕ Константин Кузьмич. — Эпĕ те вунă класс пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Вырăнта пултарулăх ушкăнĕ пурччĕ те, ăна ертсе пытăм. Мана районти тĕрлĕ мероприятие чĕнме пуçларĕç. Вăхăт тупăннă — ялан хутшăннă. Константин Волков кăмака купалама та вĕреннĕ. Ялти пĕр пĕлĕшĕпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Элĕке те кайнă. Унта вăл баян лайăх каланине культура ĕçченĕсем асăрханă, ĕç сĕннĕ. Константин Кузьмич хирĕçлеме пултарайман, Элĕкри культура çуртĕнче пултарулăх ертÿçи пулса тăнă. Концерт программине пысăк шайра хатĕрлесси йăлтах унран килнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти музыка училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. Каярахпа музыка шкулне вĕрентекене куçнă. <...>
Юрий КОРНИЛОВ
♦ ♦ ♦
Хĕллехи юмах
«Театр пире пурăнма вĕрентет, вăйхал парать, хавхалантарать», — теççĕ Вăрнар округĕнчи «Чаршав» халăх театрне çÿрекенсем. Вăл çур ĕмĕр каялла йĕркеленнĕ. Çак хушăра артистсем вун-вун спектакль лартнă.
Сцена çинче «Нарспи» тата «Ялта» постановкăсем те кун çути курнă. Паянхи кун пултарулăх ушкăнĕнче тĕрлĕ професси çыннисем — пĕтĕмпе 15 çын — выляççĕ. Вырăнти артистсем Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне «Однажды в студеную зимнюю пору» юмах хатĕрленĕ. Унта 7 артист хутшăнать. Спектакле юрă-кĕвĕпе, ташăпа, шÿтпе илемлетнĕ. Акă, сăмахран, Марина Григорьева театрта 2001 çулта выляма пуçланă. Ытларах вăл усал сăнарсене калăплать. Алексей Иванов ачаранах артист пулма ĕмĕтленнĕ. Ырă кăмăллă сăнарсем ытларах кăмала каяççĕ. Камитре выляса курас ĕмĕт пур унăн. Николай Кириллов та артист ăсталăхне ятарласа вĕренмен. Ушкăн режиссер пулăшнипе ÿсĕм тума пуçланă. «Чаршав» халăх театрĕн режиссерĕ Галина Иванова каланă тăрăх, вылякансен йышĕ сахалланни, спектакльсене ял-йыш çÿременни шутлаттарать. Сăмах май, халăх театрĕ республика тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Ĕмĕтре кино ÿкересси те пур. Кăçал коллектив Хĕрлĕ Чутайри «Асамлă чаршав» республика шайĕнчи фестивальте Н.Угаринăн «Шăматкун каçхине» спектакльне лартнă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Малашне те пĕрлех пуласчĕ
Акă 2023 çул та хыçа юлчĕ. Хисеплĕ вулакансем, çулталăк тăршшĕпе «Хресчен сасси» хаçатра çĕршыври, республикăри тĕрлĕ хыпар-хăнара пĕлтерсе тăтăмăр. Ял хуçалăхĕнчи чи кăткăс та çивĕч ыйтусене хускатрăмăр, патшалăхран килекен çăмăллăхсем пирки ăнлантартăмăр, пултаруллă та маттур çĕр ĕçченĕсемпе, ал ăстисемпе паллаштартăмăр, сад-пахчаçăсене сĕнÿ-канашпа пулăшрăмăр. Тĕрлĕ округа çитрĕмĕр, вырăнти халăх кăмăл-туйăмне ыйтса пĕлтĕмĕр. Кăçал тата «Ялти сăнсем» çĕнĕ проект хута кайрĕ [унăн авторĕ — Сергей Журавлев фотокорреспондент]. Сăн ÿкерчĕксенче предприятипе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, тивĕçлĕ канăва тухнисене, юрра-ташша кăмăллакансене çутатса патăмăр. Чăн та, интернет тапхăрĕнче хаçат кăларма, ăна вулакан патне çитерме çăмăл мар. Апла пулин те пичет кăларăмне вăй çитнĕ таран интереслĕрех, пуянрах тăвассишĕн тăрăшатпăр. Ку ĕçре пире общество корреспонденчĕсем те пулăшаççĕ. Почтăпа е электрон майпа çыру яраççĕ, редакцие кĕрсе тухаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн чи хастаррисене тав сăмахĕ калас килет: Вениамин Архипов [Элĕк округĕ], Николай Агаков [Канаш округĕ], Петр Сидоров [Елчĕк округĕ], Илья Яковлев [Муркаш округĕ], Раиса Алексеева [Çĕрпÿ округĕ], Алевтина Петрова [Сĕнтĕрвăрри округĕ], Юрий Корнилов [Элĕк округĕ], Валерий Телей [Елчĕк округĕ], Галина Иванова [Шупашкар хули], Геннадий Моисеев [Муркаш округĕ], Вячеслав Перов [Куславкка округĕ], Александр Леонтьев [Патăрьел округĕ].
Редакци
Материалсемпе туллин паллашас тесен...