«Спорт тата эпĕ - чи çывăх туссем»
Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем физкультурăпа спорт, паллă спортсменсем, республикăри палăксем, чăваш халăх йăли-йĕркипе культури çинчен сочиненисем çыраççĕ.
Хулари библиотекăсенче вара юпа уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче Спорт-марафон иртет. Ăна вĕсем Шупашкарта иртекен «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума халалланă.
В.Давыдов-Анатри ячĕллĕ вулавăшра «Мечĕкпе скакалка» праçникĕ пулнă. Унта ача сачĕсене çÿрекенсем хутшăннă. П.Хусанкай ячĕллĕ библиотекăра вара «Спорт тата эпĕ - чи лайăх туссем» сывлăх сехечĕ иртнĕ. Унтан шкул ачисемпе çамрăксем малтанах зарядка тунă. Унта шашкăлла, шахматла выляс енĕпе ăмăртнă. Çĕнтерÿçĕсене пылак призсем тивĕçнĕ.
С.ИВАНОВА.