Комментари хушас

22 Раштав, 2023

Хыпар 144-145 (28172-28173) №№

Танлаштаруллă процентсен чăнлăхĕ

Раççей Президенчĕ эрне каялла ирттернĕ «тÿрĕ линипе» пресс-конференцие çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тесе хаклама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Çавна май унта çĕкленĕ темăсем патне пĕрре кăна мар таврăнăпăр-ха. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — çĕршывăн экономика сферинчи суверенитетне тивĕçтересси. Маларах хăй Раççей Президенчĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ май Владимир Путин ку темăна калаçу пуçламăшĕнчех умри тĕп тĕллевсен шутĕнче асăнчĕ.

Владимир Путин шучĕпе, Раççей экономикин çирĕплĕх саппасĕ «хамăра шанчăклă туйма кăна мар, малалла утмашкăн та çителĕклĕ». Экономикăн уйрăм отраслĕсен кăтартăвĕсем çинче вăл пайăррăн чарăнса тăчĕ. Вĕсене Чăваш Енĕн кăçалхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе шайлаштарса тишкерни интереслĕ. Регион вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов отрасльсен ĕçне шăпах çак курăмпа тишкернĕ те – вĕсене пысăка хурать: «Президент «тÿрĕ линире» Раççейĕн кăçалхи çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Кăтартусем чăннипех савăнтараççĕ! Санкцисем çĕршывшăн усса кайнăн туйăнать». Владимир Владимирович çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх экономика ÿсĕмĕ 3,5 процентпа танлашасси, çирĕплĕх саппасĕ çителĕкли çинчен каланине аса илтернĕ май Дмитрий Иванович «пирĕн юратнă Чăваш Ен те çак туртăмран юлманни», «хăш-пĕр кăтартупа вара ытти регион шайĕнче палăрмаллах уйрăлса тăни» çинчен калать — çакна çирĕплетме Чăваш Ен экономикин аталанăвне сăнлакан цифрăсене илсе кăтартать. Апла тăк паллă философ чăнлăх танлаштарура çурални çинчен каланине асра тытса эпир те танлаштаруллă ÿкерчĕк сăнлама хăтланса пăхар-ха. Экономикăн тĕп кăтартăвĕ — Раççейĕн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн ÿсĕмĕ. Вăл, каларăмăр, кăçал 3,5 процентпа танлашмалла. Владимир Путин çакна «лайăх кăтарту, эпир вăл пĕлтĕр чакнине тавăрма пултарнине çирĕплетет — ун чухне, эпĕ астунă тăрăх, 2,1 процент чакнăччĕ пулас» тесе хакларĕ. Чăваш Енĕн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ вара пĕлтĕр те «ÿт хушма» пултарнă. Нумай мар, çапах — ÿсĕм: 0,1 процент хушăннă. Экономика аталанăвĕн министрĕ кăçал вăл 5,1 процент пуласси çинчен калать — Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен самай пысăкрах. «Шел те, инфляци пысăкланчĕ, — терĕ «тÿрĕ линире» Раççей Президенчĕ. – Çулталăк вĕçĕ тĕлне 7,5 пулать пуль тетпĕр. Тен, кăшт ытларах — 8 процент патнелле. Анчах Тĕп банк, Правительство тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ». Чăваш Ен çулталăка 6,9 процент шайĕнчи инфляципе вĕçлет. Кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенчи кăтарту пĕчĕкрех — 6,2 процент. Президент çĕршыв промышленноçĕ çирĕп утăмсемпе малалла утнине палăртрĕ: «Промышленноç производстви 3,6 процент хушăнать. Анчах пушшех савăнтараканни — тирпейлекен промышленноç ÿсни, вăл çулталăк вĕçленнĕ тĕле 7,5 процента çитмелле. Кунашкалли пирĕн тахçантанпах пулман». Чăваш Енре вара — пулнă та, пулать те. Кăçалхи 11 уйăхра республикăра промышленноç производствин ÿсĕмĕ 25,1 процентпа /!/ танлашнă. Тирпейлекен промышленноç кăтартăвĕ пушшех пысăк — кăрлач-чÿк уйăхĕсенче вăл 29,2 процента çитнĕ. Малалла каяр. «Пушшех шанăç кÿрекенни — тĕп капитала хывакан инвестицисен 10 процентлă ÿсĕмĕ. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Малашне те аталану пуласса: укçа хываççĕ тĕк — производство анлăланĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç» — Путин сăмахĕсем. Танлаштарăр: Чăваш Енĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕ — 20,6 процент. Республикăра предприятисен вăтам тупăшĕ те иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăкланнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Дмитрий ПЕТРОВ: Ăста артистсенчен чылай вĕрентĕм

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистне, режиссерне Дмитрий Петрова «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр. Унăн пурнăçĕпе, ĕçĕхĕлĕпе кăсăклантăмăр.

Хамăр халăхран вăтанмалла мар

— Дмитрий Анатольевич, ачалăх çулĕсене вăхăтлăха та пулин таврăнар-и? — Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Ачаранах кĕнеке вулама юрататтăм. Паллах, халĕ те кăмăллатăп. Кĕнеке хăйĕн тĕнчине туртса кĕрет. Çавна май хăйне евĕр тĕнчене çакланатăн. Унсăр пуçне шкулта вĕреннĕ чухне Надежда Федотова ертсе пыракан фольклор ушкăнне çÿреттĕмĕр, тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăмăр. Хайлавсем çырса сцена çине тухни те пулнă. Çапах артист пулатăп тесе ĕмĕтленмен. Чун-чĕре тĕпĕнчи пултарулăх çиеле тухрĕ пулĕ. Çавна май çул уçăлчĕ. Урăх професси суйласшăнччĕ, анчах унта вĕреннĕшĕн укçа тÿлемеллеччĕ. Çапла вара Çĕрпÿри культура училищине лекрĕм, каярахпа — Шупашкарти культура институтне. Училищĕре — режиссер ĕçне, аслă шкулта артист профессине алла илтĕм. Пире вĕренме кĕрсенех сцена ĕçне явăçтарчĕç, спектакльсенче хутшăнма тытăнтăмăр. Манăн хайлавсем çырас туртăм пурччĕ. Чылайăшне çын çине кăларман, хам валли çыраттăм. Хăйне евĕр сюжетсем тăваттăм. 2018 çулта Ярославльте Раççей халăх артисчĕ Александр Кузин патĕнче режиссура вăрттăнлăхĕсене вĕрентĕм. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче «Живые сказки древнего народа» спектакль кăлартăм. Унăн режиссерĕ те, инсценировка авторĕ те хамах. Ăна РФ Президенчĕн гранчĕпе лартнă. Унсăр пуçне Çамрăксен театрĕнче 9 спектакль кăлартăм. Нумаях пулмасть чăваш юмахĕсемпе «Земля Улыпа» анимаци фильмĕсем тухрĕç. Унти пĕр юмах валли сценари çыртăм, ăна хамах вуларăм.

Хăвăр лартнă спектакльсене асăнар-ха, вулакансене аса илтерер-ха.

— Николай Лесковăн «Левша» хайлавĕ тăрăх «Как Иван за море ходил» пьеса, «Снежный цветок», «Где живет театр» юмахсем, Василий Шукшинăн калавĕсем тăрăх «Чунра ялан çуркунне», Максим Горькин «На дне», Александр Пăрттан «Çил çинчи çамрăклăх» тата ыт.те. Юлашки спектакль пирки уйрăммăн палăртас килет: республикăра иртнĕ фестивальте вăл «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан», «Актерсен чи лайăх ансамблĕ» номинацисенче çĕнтерчĕ. Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче лартнă «Живые сказки древнего народа» спектакль пирки те кăштах каласа хăварас килет. Вăл вырăсла пулсан та унта чăвашлăх ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Юлашки çыравра эпир 390 пин чăваша çухатрăмăр. Вĕсем хăйсене «чăваш» теме пăрахнă. Эпир хамăр халăхран мĕншĕн вăтанатпăр-ха? Ку спектакльте шăпах çак ыйтăва хускатрăм. Хамăр халăхран именме кирлĕ мар. Ятлă-сумлă чăвашсемпе мăнаçланмалла. Турра шĕкĕр, вĕсем пирĕн пур

пур. Чăвашлăха упрама çемьерен пуçламалла

— Сире артист е режиссер ĕçĕ çывăхрах?

— Сцена çинче роль калăпламасăр режиссер пулма йывăр. Мĕншĕн тесен çак профессие шалтан пĕлмелле. Анчах вĕсем пĕр-пĕринчен пачах уйрăлса тăраççĕ. Режиссерăн юрă-кĕвĕре те, ташăра та ăнланмалла, постановщик те, монтировщик те, артист та пулмалла... Режиссер — йывăр професси, çав вăхăтрах илĕртÿллĕ те. Ахальтен мар чун унталлах туртать. Мĕншĕн тесен аталанма, хăвна тупма пулать унта. Пĕлес тени хавхалантарать. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Плансем анлă, тĕллевсем çирĕп

«Ĕнесен канмалли кун çук вĕт — вĕсем кунсеренех сĕт параççĕ. Эпир те çапла, тăхтавсемсĕр ĕçлетпĕр», — шÿтлеççĕ сĕт юр-варĕ туса илес енĕпе малта пыракан «Ядринмолоко» завод ĕçченĕсем. Пирĕн хаçат редакцийĕ Етĕрнери çак предприятие çитсе унăн ĕçĕхĕлĕпе паллашрĕ.

Автоматизацие — пысăк тимлĕх

Цехсене кĕрсе курма та май пулчĕ. Унта тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни савăнтарчĕ. Кунта сĕте алăпа тĕкĕнмеççĕ, вăл пысăк резервуарсенчен пăрăхсем тăрăх юхса тĕрлĕ савăта тулать. Çÿп-çап лекес хăрушлăх çук. Йăлтах автоматизациленĕ: пластик сĕт савăчĕсене тăвассинчен пуçласа вĕсем çине этикетка çыпăçтарасси таранах. Завода кÿрсе килнĕ сĕт пахалăхне, паллах, лаборантсем тĕрĕслеççĕ. Цеха кĕрес умĕн тухтăрсем пекех алла çуса дезинфекцилемелле, пуçа — ятарлă калпак, çие халат тăхăнмалла. «Кăçал тăпăрча савăтсене тултармалли çĕнĕ лини вырнаçтартăмăр. Ку продукцие талăкра 6 тонна ытларах хатĕрлеме май пачĕ. Техникăна çĕнетсех тăратпăр. Сивĕтмелли лини те çĕнĕ, генераторсем, 30 тоннăллă сĕт танкне тата йÿçĕтнĕ сĕт юрварне хатĕрлемелли 15 тоннăллă икĕ танка вырнаçтартăмăр. Çитес çул сĕт савăчĕсене паллетсем туса чĕркекен установкăна лартасшăн. Хальлĕхе ку ĕçе цех ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Техника пирĕн ĕçе çăмăллатать. Кунсăр пуçне планра — хатĕр продукцие упрамалли вырăна пысăклатасси. Шаттл системипе усă курасшăн. Çакă складсене икĕ хут пысăклатма май парĕ. Автоматизациленĕ шаттлсем комплектовщиксен хушăвĕпе паллетсене кирлĕ вырăна илсе çитерĕç. Халĕ эпир автоматизацие пысăк тимлĕх уйăратпăр», — каласа кăтартрĕ «Ядринмолоко» заводăн коммерци директорĕ Алексей Поляков. Етĕрнере туса кăларнă турăх, тăпăрчă, хăйма тата ытти сĕт юр-варĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланать. Алексей Николаевич каланă тăрăх, заводăн — икĕ подразделени. Вĕсем Шупашкарта тата Чулхулара вырнаçнă. Тĕп хуларан продукцие Мари Эла та илсе çитереççĕ. Предприятирен юр-вар Мускава тата Самара ăсанать. «Чи анлă сарăлнă продукци — «Наша корова» маркăпа тухса тăраканни. Вăл рынокăн 60%-ĕнче сарăлнă. Ыттине суту-илÿ сечĕсен маркипе кăларатпăр: унта «Дикси», «Вкусвилл», «Магнит» тата ытти лавкка та кĕреççĕ. «Простоквашино» маркăллă тăпăрчă та — пирĕн заводра туса кăларнăскер. Пĕтĕмĕшле илсен, иртсе пыракан çул предприятишĕн тухăçлă пулчĕ. Сĕт юр-варĕ хатĕрлес виçе 28% ÿсрĕ, çавна май пирĕн завод çĕршыв шайĕнче чи лайăххисен йышне кĕчĕ. Сĕт-турăх туса илес енĕпе ĕнтĕ. Паллах, эпир ку çитĕнÿсемпе кăна чарăнмăпăр. Çитес çул сыр, ача-пăча çимĕçĕ туса кăларма палăртнă, çавăн пекех сĕте пластик савăтпа кăна мар, хытă хутран тунă савăтсенче те кăларасшăн. Плансем анлă, тĕллевсем çирĕп», — терĕ вăл. Чылай предприятире санкцисене пула чăрмавсем тухни вăрттăнлăх мар. Етĕрнери завод умĕнче те çак сăлтавпах йывăрлăхсем тухаççĕ. Оборудовани валли унччен Австрирен, Германирен, Италирен, Польшăран кирлĕ пайсем туяннă. Халĕ ку енĕпе лару-тăру кăткăс. Хакĕсем те самаях ÿснĕ. Производство компоненчĕсемпе кĕвелĕк хакĕ те хăпарнă, кунсăр пуçне вĕсене завода илсе çитерессе халĕ унчченхинчен ытларах кĕтме тивет. «Хамăр çĕршывра туса кăларнă хатĕрсемпе ĕçлеме пуçларăмăр темелле. Сăмахран, сĕте картон савăтсене тултармалли лини — Раççейре хатĕрленĕскер. Ăна саккас панă ĕнтĕ. Хăвачĕ пысăк: пĕр сехетре 6000 курупка хатĕрлĕ. Оборудование 2024 çулăн иккĕмĕш кварталĕнче завода илсе çитермелле», — терĕ Алексей Николаевич. Тепĕр çивĕч ыйту — кадрсем. Ĕç условийĕсем аван, кăçал шалăва виçĕ хут ÿстернĕ, киле предприяти транспорчĕпе леçеççĕ, урăх хуларан-ялтан килнисене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтереççĕ тата ытти енчен пулăшаççĕ пулин те çамрăксем завода вырнаçасшăн мар. Çапах вĕсем çук мар. Ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ 35-40 çул пулни те çакна çирĕплетет. Çĕнĕ специалистсене илĕртмешкĕн предприяти ертÿлĕхĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Унта вăй хуракансем е вĕсен ачисем аслă шкулта тÿлевсĕр вĕренме, стипенди илме пултараççĕ. Йăлтах завод саплаштарать. Кунта экскурсисем тăтăш иртеççĕ, ун валли ятарлă график та пур. Шкул ачисем кашни эрнерех килеççĕ. Донбасс ачисем те предприяти ĕçĕпе паллашнă. Кăçалхи çулла экскурсире пурĕ 900 çын пулнă. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


«Халĕ те ĕне усратпăр – мăнуксем сĕт юратаççĕ»

«Çамрăк чухне вăхăт иртни сисĕнмен. Халĕ акă… Тин кăна аллă çулхи юбилее паллă турăмăр. Хăш самантра 70 çула çитрĕмĕр? — калаçăва сыпăнтарчĕ Роза Харитонова. — Ватлăх енне кайрăмăр та… аса илÿсем вĕçĕмсĕр пуçа килеççĕ. Çывăрма выртсан шухăшпа таçта та çитетĕп вара».

Çĕр каçнă та…

Роза Васильевна Шупашкар округĕнчи Мошкассине çак тăрăхри Попой ялĕнчен качча килнĕ. Пулас мăшăрĕпе Николай Харитоновпа тусĕн çуралнă кунĕнче паллашнă. — Ун чухне эпĕ Шупашкарти «чулочкăра» çĕвĕçĕре ĕçлеттĕм. Тепĕр бригадăра вăй хуракан тусăм Люда мана «пĕччен çÿрес килмест» тесе вăйпа тенĕ пек юлташĕ патне çуралнă кунне паллă тума илсе кайрĕ. Опикассинче пурăнатчĕ çав хĕр. Манăн пулас упăшка вара унăн пиччĕшĕпе çарта пĕрле тăнă. Хайхискерсем кăнтăрла Кăнтăр поселокĕнче тĕл пулнă. «Йăмăкăн паян çуралнă кун, пырăр», — тесе йыхравланă. Ку пынă. Сĕтел хушшинче юнашар лекрĕмĕр. Çапла паллашса кайрăмăр. Тĕл пулкалама пуçларăмăр. Килĕштернĕ, юратнă пуль ĕнтĕ, — аса илчĕ Роза Васильевна. — Килĕштернĕ, юратнă паллах. Çавăнпа мăшăр тума шутланă. 1974 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче çураçма кайрăмăр, — калаçăва кил хуçи те хутшăнчĕ. — Илсех каятпăр теççĕ. Хуняман йăмăкĕ: «Аннÿ чирлет, килте ĕçлекен кирлĕ», — тесе хыпалантарать. Пирĕн патра çĕр каçрĕç те вырсарникун пĕрле илсе кайрĕç. Тунтикун хунямана больницăна вырттар¬чĕç. Çавăнтанпа пурăнатпăр, — терĕ Роза Васильевна. — Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Арçынсем вĕт хĕрарăм вĕрентнине юратасшăнах мар. Анчах харкашнине ачасен умĕнче пĕрре те кăтартман. «Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать», — тесе ахальтен каламан. Нихăçан та шала кĕрсе вăрçăнман. Çемьене тытса тăмалла, ачасене ÿстермелле пулнă.

Хастарлăхпа палăрнă

…Çемье çавăрсан Харитоновсем, Шупашкарта ĕçленĕ пулин те, хулара тĕпленес темен. Çамрăксем Николай Петровичăн ки¬лĕнче амăшĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. — Чăлхапа трикотаж фабрикине эпĕ шкул пĕтерсен вырнаçнă та 1978 çулччен ĕçлерĕм. Тата та ĕçлеттĕм пулĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Вĕсене пăхмалла. Хуçалăх пысăк. Хуняма чирлетчĕ. Çавăнпа 1979 çулта Çĕньялти пекарньăна вырнаçрăм. Унта 11 çул ĕçлерĕм. 1991 çулта пекарньăна хупрĕç. Çав вăхăтра самана пăтранса кайрĕ вĕт. Ăçта ĕçлемелле? Упăшкан тăванĕн арăмĕ Трактор заводĕнче ĕçлетчĕ. «Пĕр кун ĕçлетпĕр те виçĕ кун килте. Атя, пирĕн пата», — терĕ. Унта вара 56 çулччен ĕçлерĕм, — каласа кăтартрĕ Роза Васильевна. Хăть ăçта ĕçлесен те Роза Васильевна тă¬рăшулăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Çакна 20 çултах плана тултарса тата общество ĕçне хастар хутшăнса социаллă ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăни те, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Николай Петрович та ылтăн алăллă специалист пулнă. Агрегат заводĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл «Профессире чи лайăххи» ята темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Сăмах май, халĕ те вăл пысăк ăста пек хисепре. Ăна вăл е ку ĕçе тума час-часах чĕнсе каяççĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Пĕр шухăшлă, çаврăнăçуллă пулмалла

— Ятарлă çар операцийĕнчи ытти салтакшăн чун ыратнăран, интернетри хăрушă ÿкерчĕксене курнă хыççăн манăн та кăмăл улшăнчĕ. Тăшмана парăнтармалла. Нацизма тĕп тумалла. Çавăнпа çара кайма тĕллев тытрăм, — чунне уçрĕ Анатолий Степанов.

Икĕ çул — салтакра Çĕрпÿ районĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ арçын çак кунсенче отпуска килнĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе алла пăшал тытнăскер тăван тăрăха иккĕмĕш хут çитнĕ. Анатолий Петрович виçĕ ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Петр Анатольевич хăй те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, икĕ ывăлне пĕчĕкренех çирĕп кăмăллă ÿстернĕ. Спортпа туслаштарнă, ĕçре пиçĕхтернĕ. Çавăнпах Анатолий Степановăн шăллĕ те çарта контракт мелĕпе тăрать. — Пирĕн ачалăхра интернет пулман, çавăнпа эпир ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ, выляма та. Телевизорпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен кăтартакан фильмсем çамрăкранах патриот пулма хăнăхтарнă. Шкула виçĕ çухрăмри Патăрьел ялне çуран çÿреттĕмĕр, вĕренсе тухнă тĕле салтака каймалли çинчен шухăшланă. Аттен çарти сăн ÿкерчĕкĕсене, тумтирне пăхса мăнаçланнă, — аса илчĕ çар çынни. Вăл шкулпа сыв пуллашсан водителе вĕреннĕ. Унтан, 18 çул тултарсан, Приморье крайĕнче салтак тивĕçне 2003-2005 çулсенче пурнăçланă. Уйăхсерен киле çыру шăрçаланă, хуравне те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн уйрăмах тунсăхланă. Амăшĕ Анжелика Алексеевна чирлесен Анатолий кĕске отпуска та килсе кайнă. Салтакра каччă çур çул вĕренÿре пулнă хыççăн инженерпа сапер ротинче тивĕçе пурнăçланă. — Пĕрремĕш çулĕ хăвăрт иртмерĕ, ун хыççăн вара хăнăхрăмăр — вăхăт часах шурĕ. Юлташ шанчăклă пулни, кирек мĕнле ларутăрура та пулăшма пултарни салтакра чухне те, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ, — терĕ виçĕ ача ашшĕ. Чун ыйтсан çеç Ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса кайиччен Анатолий Петрович мăшăрĕпе Мария Вадимовнăпа Шупашкарти пĕр фабрикăра пĕрле ĕçленĕ. Мăшăрне те, ачисене те, 15-ри аслă ывăлне пушшех те, кил хуçине çапăçу хирне ăсатма çăмăл пулман. Анчах арçын тĕрĕс марлăха аркатмашкăн юлташĕсене пулăшма тĕллев лартнă пулсан мĕн тăвăн? «Сура» позывнойпа çÿрекен Çĕрпÿ арĕн тивĕçĕ — механик-водитель. Çар çыннин çулĕ малтанах Алтай крайнелле выртнă. Унтан — Украинăна. Малтанах нимĕн те ăнланманнине, часах хăнăхса çитнине каларĕ вăл. Çĕр ирсерен шăнсан кăнтăрла тĕлнелле ирĕлет, пылчăк çăрăлать. Çавна май урари пушмак та хăвăрт йĕпенет. Вĕсен батарейи хĕрÿ вырăн çывăхнех çитнĕ. Чи хăрушши вара — позицие тухсан. Неонацист çывăхрах, çавăнпа хăрушлăх юнашарах. — Танкра иккĕн эпир: оператор-наводчик тата эпĕ. Унти вун икĕ ракета пĕтсен каллех «тултармалла». Инçетре мар нациста «шăплантармалла». Пирĕн ĕç тăшманпа чĕррĕн, куçа-куçăн мар, техникăпа çыхăннă. Вĕсен техники тапранасса кĕтетпĕр, тăшман хускалсанах перетпĕр, — терĕ ефрейтор. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.