Комментари хушас

20 Раштав, 2023

Хресчен сасси 50 (2989) № 20.12.2023

Грант пулăшнипе

Куславккара пурăнакан Роман Исаев фермер «Перспектива» грант пулăшнипе сыроварньăна çĕнетнĕ. Халĕ вăл çулталăкне 20 тонна сыр кăларма ĕмĕтленет.

Хăйĕн ĕçне йĕркелеме фермера патшалăх пысăк тĕрев панă. Сыр пĕçерекен цеха юсама тата тĕрлĕ хатĕр туянма 13 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Вĕсенчен пĕр пайĕ патшалăх пулăшăвĕ, ытти — хăйĕн укçи-тенки. Роман Исаев 8 çул каялла Хусантан Куславккана куçса килнĕ. Сыр пĕçересси те ăнсăртран мар. Маларах та ку ĕçпе кăсăкланнă-ха. Кухньăра кастрюльте сыр пĕçерсе пăхнă. Апата чи малтан мăшăрĕ астивсе пăхнă — ырланă, юлташĕсем те кăмăлласах йышăннă. Икĕ çул каялла «Фермер шкулĕнче» ятарлă пĕлÿ илнĕ. «Сыр пĕçерме 2016 çулта пуçланă. Хамăн ĕмĕте пурнăçа кĕртме Хусантан Куславкка округне куçса килтĕм. Грант илтĕм, «Фермерсен шкулĕнче» вĕрентĕм. Шанас килет, манăн продукци çынсен кăмăлне тивĕçтерĕ. Ăна регионта кăна мар, ун тулашĕнче та хапăл йышăнасса шанатăп», — тет фермер. Роман сулугуни тата моцарелла сырсем кăларать. Тавара Шупашкар, Свияжск тата Хусан хулисене ăсатать. Çурма хытă элита сыр сорчĕ ытларах кăмăла каять. Цехра кунне 3 тонна сĕт тирпейлеççĕ, 300 килограмм сыр кăлараççĕ. Чĕр таварпа фермера округри пысăк ял хуçалăх предприятисем тивĕçтереççĕ. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн Роман Исаев сыр кăларас калăпăша 3 тоннăран пуçласа 20 тонна таран ÿстерме тĕллевлĕ. Хальлĕхе производствăра виçĕ çын ĕçлет. Хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртать вăл. «Фермерсен шкулĕн» вĕренекенĕн проекчĕ хута кайнишĕн, илнĕ пĕлĕве практикăра усă курнишĕн, хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пултарнишĕн хĕпĕртетпĕр çеç. Пуçлакан фермерсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ çăмăллăх парать. Вырăнта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленни те паха», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. Республикăра сыр пĕçерес текенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Сăмахран, халĕ пирĕн республикăра 139 миллион тенкĕлĕх 15 проект пурнăçланать. Çулталăк ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май сыр туса кăларасси 3 хут ÿснĕ. Комсомольски округĕнчи Ильшат Пахалова та çемье фермине аталантарма грант пулăшнă. 2022 çулта вăл патшалăхран 12 миллион ытла укçа илнĕ. Фермер мăйракаллă шултра выльăх, строительство материалĕ, трактор, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă. Хуçалăхра юсав ĕçĕсем ирттерме самай тăкакланма тивнĕ. Кунта вăл грант укçине кăна мар, харпăр хăй укçине те явăçтарнă. Ильшат Пахалов ферминче халĕ 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Малтанах вĕсен шучĕ икĕ хут сахалтарах пулнă. Фермер аш-какай туса илет, ÿсен-тăран ÿстерет. Харпăрлăхра 270 гектар çĕр пур. Тухăçăн пĕр пайĕ — хуçалăхри выльăхсем валли, тепри сутлăха каять. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Чулхулара тата Тутарстанра палăрнă

Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Раççейри 38-мĕш турнир пулнă хыççăн Чăваш Енри вăйлă атлетсем Чулхула облаçĕнчи тата Тутар Республикинчи ăмăртусене хутшăнчĕç.

Вĕсене Атăлçи тăрăхĕнчи турнирсене хутшăнтарассишĕн ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кире спорчĕн республикăри федерацине чĕрĕк ĕмĕр ытла ертсе пыракан СССР спорчĕн мастерĕ Юрий Карпов тата Борис Глинкин тренер пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Иртнĕ ĕмĕр варринче Чулхула тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Никандр Вахтуров çĕршыври чи вăйлă пăхаттирсенчен пĕри шутланнă, кĕрешессипе те, кире пуканĕ йăтассипе те спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Виçĕ эрне каялла ăна асăнса унăн тăван хулинче кире пуканĕ йăтассипе регионсен хушшинчи ăмăртусене йĕркеленĕ. Унта 13 регионти 266 атлет тупăшнă. Чăваш Ен командинчи 20 çултан кĕçĕнрех йĕкĕтсен хушшинче пирĕн республикăри пĕрремĕш олимпиецăн, Европа чемпионĕн А.В.Игнатьевăн ентешĕ, Елчĕк округĕнчи Александр Константинов уйрăмах палăрнă. Яшсемпе хĕрсен ушкăнĕнче малти вырăнсене Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем Алексей Петухов, Антон Анисимов тата Канаш хулинчи Карина Николаева йышăннă. Нумаях пулмасть Тутар Республикинче РСФСР тата Совет Союзĕн спорт мастерне Тахир Биккениева асăнса Пĕтĕм Раççейри 25-мĕш турнир вĕçленнĕ. Помост çине пирĕн çĕршыври 17 регионти пăхаттирсемпе пĕрле Армени, Беларуç, Казахстан, Кăркăсстан тата Узбекистан атлечĕсем тухнă. Йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул умĕнхи ăмăртусене пирĕн республикăри спортсменсем тăтăшах хутшăнаççĕ. Чи вăйлисем вара кÿршĕллĕ республикăн правительстви тата Т.Г.Биккениевăн ывăлĕсем çирĕплетнĕ парнесене çĕнсе илеççĕ. Хальхинче унта Чăваш патшалăх аграри университечĕн доценчĕ Борис Глинкин 60 çултан аслăрах ветерансен хушшинче ăмăртса тĕлĕнтернĕ. Борис Николаевич 16 килограмлă снарядсене кăкăр çинчен 252 хут тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 396 очко пухнă. <...>

Петр СИДОРОВ

♦   ♦   


Çамрăксем пулсан ял ватăлмĕ

Кирпĕч çурт умĕнчи сак çинче ватăсем калаçса лараççĕ, тĕрлĕ сăмах-юмах çаптараççĕ.

– Вăт, пурнăç пулса кайрĕ, çамрăксем шкул пĕтерсенех хуланалла талпăнаççĕ. Ялта юлас шутлисем вара сахаллăн, – терĕ кинемей. – Тĕрĕсех калатăн, каччисем курăнкалаççĕ-ха, анчах хĕрсене хунарпа шырасан та тупаймăн, – килĕшрĕ юнашар лараканни, çитмĕле çывхараканскер. Вĕсен калаçăвĕ мана чăннипех те тарăн шухăша ячĕ. Пытармалли çук, хальхи вăхăтра ялсенче çамрăксене кăнтăрла сайра куратăн. Урамра ытларах шкул ачисем çÿреççĕ. Вĕсем те вĕренсе тухсан хуланалла çул тытаççĕ. Юрать-ха, кайччăр, пĕр-пĕр специальноç алла илччĕр, анчах чылайăшĕн дипломлă пулсан та çуралнă кĕтесе таврăнма кăмăлĕ çук. Çавăнпах хулара тĕпленеççĕ, пурнăçне унта малалла тăсаççĕ. Çамрăксен ялта мĕншĕн пурăнас килмест? Хам лайăх пĕлекен яш çапла каларĕ: «Ялта пурăнма хирĕç мар. Шел пулин те, халĕ юратнă профессипе ĕç тупаймастăп. Ĕç çуккипе вара эрех-сăра авăрне путасран хăратăп». Халĕ ялсенче яшсемпе хĕрсене хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама майсем йĕркелеççĕ. Анчах хăшне-пĕрне шалу пĕчĕкки шухăшлаттарать. Укçа-тенкĕ сахал пулсан пурнăçа сыпăнтарса пыма йывăр. Элĕк тăрăхĕнчи пĕр çамрăк вара ял пурнăçне лайăх хак пачĕ: «Яшсемпе хĕрсен яла юлмалла. Тăрăшсан ĕçне те хамăр тăрăхрах тупма пулать. Халĕ ялта пурăнма та условисем лайăх: çут çанталăк газĕ, хытарнă çул пур. Тĕллев лартсан пĕр-пĕр ĕç йĕркелесе яма пулать». <...>

Юрий КОРНИЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.