Комментари хушас

18 Раштав, 2023

Çынсем — тĕп спонсорсем

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетрĕ.

Пухнă укçа виçине иртнĕ çулсемпе танлаштарса хакларĕ те — ачасене пулăшасси çуллен вăй илсе пынине çирĕплетрĕ. Юрий Михайлович предприятисемпе организацисен пулăшăвĕ çинчен каланипе пĕрлех уйрăм çынсен енчен тимлĕх пысăккине палăртрĕ: «Çынсем пулăшасшăн, анчах вĕсем фонда паракан укçа хăйсен муниципалитетне килтĕр теççĕ». Фонд шăпах çак принципа тĕпе хума тăрăшать. Перекет банкĕ, АБС Электро, Т Плюс, Чăвашпотребсоюз, «Ачасен тĕнчи» лавкка, ВТБ банк тата ыттисем — вĕсен пулăшăвĕ чăннипех пысăк. Çапах фондăн тĕп спонсорĕсем, Юрий Михайлович шучĕпе, ахаль çынсем — ачасене пулăшма укçа панă граждансен йышĕ 10 пин çынран та иртет.

Паллах, хăш муниципалитетсен халăхĕ ырăрах пулнине укçа виçине кура палăртма хĕн, çапах ачасене пулăшас ĕçе мĕнле йĕркеленине курма пулать. Округсемпе хуласенче пурăнакан кашни çын пуçне фонда мĕн чухлĕ укçа хывнине тишкернĕ. Уйрăмлăх ытла та пысăк. Чи пысăк виçе Куславкка тăрăхĕнче — 29,25 тенкĕ. Унтан Елчĕк округĕн — 20,01 тенкĕ. Çав вăхăтрах Етĕрнесем фонда çын пуçне 3,09 тенкĕ кăна хывнă, Сĕнтĕрвăррисем — 5,45 тенкĕ...

Юрий Кислов Хĕрарăмсен союзне пуçарулăхшăн ырларĕ. Унăн ĕçĕнче хăйне евĕрлĕх те пур: малтан ачасене пулăшассипе çыхăннă пайăр тĕллеве палăртаççĕ, унтан çав тĕллеве пурнăçлама укçа пухаççĕ. Ку пулăшакансене укçана мĕн тума панине пĕлме, çав укçана тĕллевлĕн тăкакланине курса тăма май парать. «Пирĕн çынсем питĕ ырă — çакна «тӳрĕ линире» Владимир Путин Президент та палăртрĕ, — терĕ темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев. — Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Фонд ĕçĕ пин-пин ачана ырă туйăмсем парнелет те — çак ĕç чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ».

www.hypar.ru