Çулталăка ӳсĕмлĕ вĕçлетпĕр
Промышленноç производствин индексĕ Чăваш Енри пĕр муниципалитет округĕнче кăна пĕчĕкленнĕ. Ыттисем, çавăн пекех Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисем производствăна пĕлтĕрхинчен самай ӳстернĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.
Экономикăн кăçалхи 11 уйăхри аталанăвне хакланă май Дмитрий Краснов çавăн пекех строительство отраслĕ ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ — кăрлач-чӳк уйăхĕсенче ĕç калăпăшне 36% пысăклатнă, çак ӳсĕм хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăна тухнă. Министр Çĕмĕрле, Етĕрне, Шупашкар округĕсен кăтартăвĕсем палăрмаллах хушăннине палăртрĕ. Анчах тăхăр округ кăтартăвĕсем республикăри вăтам шайран пĕчĕкрех. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ăнăçусемшĕн строительство организацийĕсене кăна тав туни вырăнсăр. Мĕншĕн тесен уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр калăпăшĕ пысăк — унăн тӳпи 46% танлашать.
Дмитрий Иванович республикăра инфляци 6,2% танлашнине çирĕплетрĕ — Раççей шайĕнчи кăтартуран /6,6%/ пĕчĕкрех. Туризм вăй илни савăнтарать. Хăйне евĕр рекорд: кăçал Чăваш Ене 621 пин ытла турист килсе курнă. Шкул туризмĕ аталанать: 8 пин ача республикăри паллă вырăнсемпе паллашма пултарнă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсен шучĕ пысăклана пыни те — кăмăллă пулăм. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шутласан вĕсен йышĕ 98,7 пин çынна çитнĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем тенĕрен, вĕсен «çарĕ» 1,5 хут пысăкланнă. Çавна май пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферинче ĕçлекенсем те палăрмаллах нумайланнă. Ĕçсĕрлĕх чакни çакăнпа та сăлтавланнă-тăр: вăл паян 0,5% шайĕнче — çулталăк каяллахинчен самай пĕчĕкрех. Ĕç укçи вăтамран 20% пысăкланнă. Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Куславккара шалу ӳсĕмĕ хайхи вăтам шайран та пысăкрах.
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 11 уйăхри ĕç-хĕле бюджет тупăшĕ-тăкакĕ урлă хакларĕ. Вăл Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетне пурнăçлас енĕпе те, република бюджечĕ тĕлĕшпе те хăрушлăх курмасть. Тупăш пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш палăрмаллах хушăннă. Чăн та, нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе Михаил Геннадьевичăн пăшăрхану пур: 13,5 миллиард тенкĕпе усă курнă — ку планланин 80% пулать. Çавăнпа вăл концесси мелĕпе тăвакан шкулсен строительствине, ытти ĕçе васкатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев финанс министрĕ асăннă цифрăсем раштав пуçламăшĕнчисем пулнине палăртрĕ — унтанпа самай вăхăт иртнине кура вĕсем те улшăнма ĕлкĕрнĕ. «Мероприятисене 100% ытла пурнăçлăпăр, укçан 99% усă курăпăр — кăштах перекет пулĕ», — çулталăка ăнăçлă вĕçлессине çирĕплетрĕ вăл.