Комментари хушас

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ - Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ. Ăна «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет? Николай Курчаткин генеральнăй директор хуравлать.

- Кăçалхи 9 уйăхра филиалра 7097 тонна сысна ашĕ /чĕрĕ виçепе/ туса илтĕмĕр, - терĕ Николай Григорьевич. - Ял хуçалăх продукцийĕ 800 млн тенкĕлĕх сутрăмăр. 2014 çулта ăна пĕр млрд тенкĕлĕх сутма, укçа çаврăнăшне 30% пысăклатма палăртрăмăр. Сыснасем кашни талăкра 685-шер грамм ÿт хушрĕç. 2010 çулта филиалăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ 202 гектар çеçчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи усă курман уйсене çуллен пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Халĕ филиалăн сухалакан-акакан лаптăкĕ - 5 пине яхăн гектар. Пĕлтĕр - 7 пин, кăçал 9,3 пин тонна тырă пухса кĕртрĕмĕр.

ЦИТАТА
   

 Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллев лартатăп, çывăх икĕ çулта ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене туллин инвентаризацилессине тата вĕсене йĕркелесе çитерессине туса ирттермелле. Ку енĕпе тумалли иккĕмĕш утăм – йĕркелесе çитернĕ çав çĕрсене пулас инвесторсене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама аукцион урлă уйăрса парасси.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран. 

- Тухăç мĕнле?

- Кашни гектартан иртнĕ çул - 29, кăçал 37,2 центнер.

- Çуркунне, çу пуçламăшĕнче республикăра çумăр пулмарĕ. Çапах тыр-пул ăнса пулнине мĕнле ăнлантаратăр?

- Филиал таврашĕнчи уйсенче тырă ярăнса çитĕнмелли тапхăрта нÿрĕк пĕрре те ÿкмерĕ. Çĕр ĕçĕн хальхи вăхăтри чи тухăçлă технологийĕсенчен пĕринпе, норматива пăхăнса минерал удобренийĕсемпе усă куртăмăр, чи паха вăрлăх çеç акрăмăр.

- Кăçал механизаторсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтертĕр-и?

- 8 млн тенкĕ тăракан «Бюлер» трактор, 3 млн тенкĕ парса тăпрана кăпкалатмалли агрегат туянтăмăр. Йĕтеме асфальт сарма 10 млн ытла тенкĕ тăкакларăмăр. 2011-2014 çулсенче производство объекчĕсем туса, техника хатĕрĕсем туянса - 150 млн, çав шутра кăçалхи 9 уйăхра 38 млн тенкĕ пĕтертĕмĕр.

- Çурла уйăхĕнче Раççей Правительстви чикĕ леш енчен çĕр-шыва темиçе тĕрлĕ продукци, вăл шутра сысна ашĕ, кÿме чарчĕ. Çавна май вăл тата унран хатĕрлекен продукци лайăхрах сутăнмĕ-ши?

- Пирĕн сысна ашĕ çуркуннех, Правительство Европăри патшалăхсем тĕлĕшпе санкци йышăничченех, маларахри уйăхсемпе танлаштарсан лайăхрах кайма пуçларĕ. Юлашки вăхăтра продукци ытларах сутăнма тытăнчĕ теместĕп, кăçалхи ака-çу уйăхĕсенчи калăпăш чухлех илсе каяççĕ. Тутарстанри Пăва районĕнчи сысна комплексĕпе Çĕрпÿ филиалĕн пĕрлехи ашĕ пĕлтĕр те, кăçал та - 12500 тонна. Иртнĕ çулсенче кунтан нумайрах туса илме тĕллев лартман. Çав шутра Çĕрпÿ филиалĕ çуллен çулталăкра 9200 тонна сысна ашĕ /чĕрĕ виçепе/ сутать. Чăн та, ăна ытларах туянас текен йышлă. Вĕсен кăмăлне шута илсе кăçал производствăна ÿстерме тĕллев лартрăмăр. Ăна пурнăçлассишĕн 2015 çулта филиалран инçе мар репродуктор тăвăпăр.

- Кун пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха?

- Сысна амисене пĕтĕлентермелли, çăвăрлаттармалли, çурасене çитĕнтермелли комплекс. Паян филиал çывăхĕнче çавнашкал ферма çук. 23-24 талăкри 7-7,5 килограмм таякан çăвăрсене самăртма Пăва районĕнчен филиала илсе килетпĕр. Пулас репродуктор проекчĕ - 550 млн тенкĕ.

- Пăва тăрăхĕнчи комплекспа филиалăн пĕрлехи калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулĕ?

- 2017 çулта 22 пин тонна аш сутма хатĕрленетпĕр. Ÿсĕм - 10500 тонна.

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнта туса кăларнă е хатĕрленĕ продукцие федераци супермаркечĕсенче нумайрах сутма май туса памалла тесе пĕрре çеç мар каларĕ. Филиал какайне вĕсене вырнаçтараятăр-и?

- Унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Пирĕн продукцие федерацин Чăваш Енри супермаркечĕсем мар, аш-какай комбиначĕсемпе предпринимательсем илсе каяççĕ.

- Апла пулсан сирĕн аша е унран хатĕрленĕ çурма фабрикатсене асăннă сетьсене ытларах сутассишĕн комбинатсемпе пайтаçăсен тăрăшмалла.

- Çапла. Филиал продукцийĕн çурри ытла республика тулашне, ытти Шупашкарти, Канашри, Çĕмĕрлери, ытти хулапа райцентрти пасарсене каять.

- Ытларах сутма май килет-и?

- Çитес çул «Авангард» общество хăйĕн Пăва енчи цехĕнче унти комплексра тата Çĕрпÿ филиалĕнче туса илекен сысна ашĕнчен çурма фабрикатсем хатĕрлеме тытăнĕ. Вĕсене «Ак Барс» холдингăн Шупашкарти лавккисенче, «Пятерочка» сечĕсенче сутма пуçлăпăр.

- Чăваш Ене сысна ашĕ ăçтан тата мĕн чухлĕ кÿреççĕ?

- Мана калăпăшне калама йывăр. Эпĕ Мари Элри Йошкар-Олапа Звенигово хулисенчи аш-какай комбиначĕсенчен, Тутарстанри «Камский бекон» обществăран турттарнине пĕлетĕп.

- Професси кунне епле кĕтсе илетĕр?

- Кĕрхи тĕш тырă культурисене 1500 гектар акрăмăр, вăрлăха минерал удобренийĕпе апатлантартăмăр. Хальхи вăхăтра филиалра 98 çын тăрăшать. Вĕсен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи - 25 пин тенке яхăн. Коллектив «Авангард» обществăн Пăвара иртекен савăнăçлă пухăвне хутшăнĕ. Унта предприятин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетĕпĕр, ĕçре пултаруллисене хавхалантарăпăр. Эпĕ филиал ĕçченĕсен кăçалхи кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Коллектива професси кунĕн ячĕпе саламлатăп, сывлăх, ĕçре ăнăçу тума ырă сунатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Юрий МИХАЙЛОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.