Комментари хушас

14 Раштав, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 49 (1328) № 14.12.2023

«Музыка урлă ачасене ырра вĕрентетĕп»

Тĕнчипе паллă композитор Иоаганн Бах: «Музыкăн тĕллевĕ — чунчĕрене тыткăнласси», — тенĕ. Музыка çыннăн чун хĕлĕхĕсене хускатать кăна мар, ăна аталанма, пурнăçа юратма, ырă тума вĕрентет. Эпĕ те шкул çулĕсенче юрă-кĕвĕ тĕнчи маншăн çывăххине ăнлантăм. Çавăнпах пурнăçа музыкăпа çыхăнтарма тĕллев лартрăм.

Пĕчĕк чухне анне Антонина Кирилловна юрланине итлесе киленеттĕм. Колхоз пайĕсене çумлама çÿреттĕмĕр. Çывăх çыннăм юрла-юрла ĕçлетчĕ. Ун хыççăн пиччепе иксĕмĕр юрлаттăмăр. Манăн атте ăста купăсçă пулнă. Пĕр уяв та унсăрăн иртмен. Музыкăна юратасси вĕсенчен куçнă тесен те йăнăш мар. Студент çулĕсенче пысăк сцена çинчен ĕмĕтлентĕм. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче вĕреннĕ вăхăтра Вячеслав Петров композитор пулăшнипе ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Ăсталăха куллен аталантарса пысăк сцена çине тухма пултартăм, Иван Христофоровăн концертĕнче куракана пултарулăхпа паллаштартăм. Паллă çак артистпа пĕрре мар юрларăм, Татьяна юрăçпа та дуэтпа юрăсем шăрантартăм. Колледжра ăс пухнă вăхăтра баян калама хăнăхрăм. Халĕ ку мана кулленхи пурнăçра, ĕçре пулăшса пырать. Патăрьелти ача садĕнче музыка ертÿçинче тăрăшнă май хам мĕн ăса хывнине шăпăрлансене пама тăрăшатăп. Музыка урлă ырра вĕрентетĕп. Занятисенче алла час-часах баян тытатăп. Тепĕр чухне пианино умне те ларма тивет. Ытларах минусовкăпа ĕçлетпĕр: çапла майпа ачасене юрлама хăнăхтаратăп. Эпир юрă шăрантаратпăр кăна мар, ташлатпăр та. Эпĕ садикри 4 ушкăнри /унта 80 ача/ шăпăрлансене музыкăна юратма хăнăхтаратăп. Манăн шухăшпа, ачана мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăхрах паллаштармалла. Ку фантазие аталантарма пулăшать. Ача музыка урлă тĕнче çине урăх куçпа пăхма тытăнать.

Людмила АЛЕШЕВА

«Тăрăшса ĕçлемесен талантпа кăна нимĕн те пулмасть»

Чăваш классикĕн Константин Ивановăн вилĕмсĕр Нарспине кам кăна выляман-тăр сцена çинче: О.Ырзем, Ф.Димитриева, А.Долгова, Р.Ананьева, Т.Ерусланова, С.Ефимова-Михайлова, В.Трифонова, В.Иванова… Çапах та Нина Григорьевăн пултарулăхĕнче унсăр пуçне татах та вун-вун тĕп роль пулин те çак сăнар тĕп вырăн йышăнать. Нина Ильиничнăн ытти нумай сăнарĕ те кĕрешÿре палăрать, аталанса, çирĕпленсе пырать. Общество йĕркине пăхăнмасăр хирĕç тăма хăю çитереççĕ вĕсем. Анчах та, «Нарспи» поэмăри тĕп сăнар пекех, тĕнчене хирĕç пĕччен мĕнех тăвайăн?

Сцена çине чи малтан Джульетта сăнарĕпе вирхĕнсе тухнă Нина Григорьева куракана тÿрех пултарулăхĕпе тыткăнлама пултарнă. Каярахпа ытти сăнара та çак шайрах, унран пĕр шит те чакмасăр, калăпланă: Селиме «Хура çăкăр», Илпек Микулайĕ , Лариса «Парнесĕр хĕр», А.Островский , Варька «Уçнă çерем», М.Шолохов , Илем «Илемпе Телей», И.Петрова , Пинерпи «Айтар», П.Осипов , Эрнепи «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ», Н.Сидоров … РФ халăх артистки Нина Григорьева çак кунсенче 85 çул тултарчĕ. Куракан юратăвне, хисепне, сумне тахçанах тивĕçнĕ вăл. Нина Ильиничнăпа калаçăва унăн ачалăхне таврăннинчен пуçларăмăр. Çавна май унăн сăн-пичĕ хăйне евĕр ачашлăхпа çуталнине, куçĕ хăйне евĕр çиçме тытăннине асăрхарăм.

Ачалăх

— Халĕ театрта кашни кунах вылямастăп, — терĕ Нина Ильинична. — Ача ÿстернĕ вăхăтсем те хыçа юлнă. Эпĕ 42 çултах кукамай пултăм. Аслă хĕр Марина ун чухне 2-мĕш курс студенчĕччĕ. Кукашшĕне хисеплесе ывăлне Илья ят хучĕç. Ун чухне питĕ нумай роль калăплаттăм, ытти çĕрте те вăй хураттăм, кружоксем тытса пыраттăм, радиора, телекуравра тăрăшаттăм, кинофильмсене чăвашла куçарнă çĕре хутшăнаттăм… Интереслĕ вăхăтчĕ. 10 сехет валли ĕçе килнĕ, пиллĕк-улттăччен театрта пулнă, унтан каçхи спектакльте вылянă. Çĕрле те ĕçленĕ – дубляж тунă. Ыйхă çинчен шухăшлама вăхăт та пулман. Эпир хресчен ачисем вĕт, йывăрлăхсенчен хăрама хăнăхман.

Эпĕ мĕн пĕчĕкренех, 2-мĕш класран тытăнса, театр кружокне çÿренĕ. Тăхăнмалли пулман. Учительница çитсăран юбка çĕлесе пачĕ — сцена çине пукане пулса тухрăм. Спектакльсемпе кÿршĕ ялсене çÿреттĕмĕр. Анчах атте çак енĕпе вĕренме кĕмешкĕн ямарĕ, ку йĕркеллĕ ĕç пулманнипе сăлтавларĕ. 10-мĕш класс хыççăн машинăпа Хусана лартса ячĕç — манăн метеорологи факультетне вĕренме кĕмеллеччĕ. Анчах та конкурс витĕр тухаймарăм, студент пулаймарăм. Хам питĕ савăнтăм çакăншăн. Хусантан киле Вăрмар урлă таврăнтăм. Ун чух машинăсем çук, тепĕр хĕрачапа çуранах утрăмăр. 25 çухрăма парăнтармалла. Çĕнĕ Енккассине çитсен манăн çулташ: «Çак çуртра пурăнакан хĕрача театр институтне вĕренме кĕнĕ», — терĕ. Мана кам та пулин асăрхамасть-ши тесе чÿречерен пăхрăм. Çав хĕрачана курас килчĕ. Киле çитрĕм, малалла мĕн тăвас? Колхозра ĕçлеме пуçларăм. Çав вăхăтрах кирпĕч çапрăм. Тăмне те çырмаран хамах йăтнă, пысăк та сарлака миххе 4-5 витре яраттăм. Çапла 15-17 пин тенкĕ таран ĕçлесе илеттĕм. Атте чÿлмек тăватчĕ. Асатте учитель пулнă. Ăна астумастăп, эпĕ çуралсан тепĕр кунах вилнĕ вăл. Пластинка нумайччĕ пирĕн. Эпир вĕсене пере-пере пайтах вылянă. Институтра вĕренме пуçласан кăна вĕсен пĕлтерĕшне ăнланса илтĕм. Манăн асатте Луначарские, Ленина итленĕ. Искусствăна юратни мана унран куçнă-тăр. Асатте 4 çултах тăлăха юлнă, ăна пиччĕшĕ вĕрентнĕ. Каярахпа аттене те вĕрентесшĕн пулнă, анчах та лешĕ кайман. Асатте пыл хурчĕ тытнă, чÿлмек тунă. Атте вĕренме кайманшăн тарăхнă та: «Апла чÿлмек ту!» — тенĕ. Çапла атте чÿлмек тума пуçланă. Ун чухне сутма юраман. Атте çапах та майне-шывне тупнă. Вăл тума пĕлмен ĕç пулман-тăр: сад ĕрчететчĕ, пыл хурчĕ тытатчĕ, вăлах арманçăччĕ. Колхозран пĕр пус илмесĕр хăйĕн вăйĕпе çил арманĕ ларттарчĕ. Кăçатă тăватчĕ, питĕ ăста платник-столярччĕ... <...>

Рита АРТИ

♦   ♦   


Çемйипех спорта парăннă

Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Иннăпа Евгений Солоденовсен пурнăç çулĕ ачаранпах пĕр çулпа пынă. Иккĕшĕ те Совет Союзĕн Геройĕ М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслашнă, Олег Булыгин тренер пулăшнипе çăмăл атлетика вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă.

Хĕрĕ — абсолютлă чемпион

— Пĕр çултисемех эпир. Тĕрлĕ класра вĕреннĕ. Вĕрентÿ системине пула Инна виççĕмĕш хыççăн пиллĕкмĕшне куçрĕ, эпĕ — тăваттăмĕш класа. Çавăнпа вăл шкултан пĕр çул маларах вĕренсе тухрĕ. Эпир Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани факультетĕнче пĕлÿ илтĕмĕр, кайран аспирантурăра вĕрентĕмĕр. Диплом илсен Иннăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна чĕнчĕç, мана ЧППУн спорт дисциплинисен кафедринче ĕçлеме хăварчĕç, — калаçăва пуçларĕ Евгений Владимирович.

Шăпах Шупашкарта чухне Солоденовсем спортра лайăх çитĕнÿсем тунă. Чăваш Ен чемпионачĕсенче ăсталăха çирĕплетнĕскерсем Атăлçи округĕн, çĕршыв ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ турнирта малти вырăнсене йышăннă. Иккĕшĕ те спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă: Инна Владимировна 400 тата 800 метрлă дистанцисене чупнă, Евгений Владимирович çăмăл атлетикăн 10 енĕпе ăсталăха аталантарнă. Вăл йĕтре тĕртнĕ, диск тата сăнă ывăтнă, кĕске дистанцисене чупнă... Çитĕнÿсене кура ăна РФ пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Евгений Солоденов Раççей чемпионачĕсенче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, анчах малтисен ретне лекеймен. «Шкулта чухне шахматла выляма юрататтăм. Ăмăртусене те хутшăннăччĕ. Çамрăк чухне темшĕн футбола кăмăлламастăм. Халĕ футбол уйне хаваспах тухатăп», — терĕ 42-ри арçын. Вăл волейбол тата футбол командисенче вылять. Солоденовсем спорт ветеранĕсен ăмăртăвĕсенче те тупăшнă. Раççей чемпионатĕнче Инна Владимировна эстафетăра «бронза» çĕнсе илнĕ, Евгений Владимирович эстафетăра тата сăнă ывăтассипе пĕрремĕш пулнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.