Хыпар 138-139 (28166-28167) № 08.12.2023
«Пире хаçат памаççĕ»,
е Почтальонсем ĕçрен мĕншĕн каяççĕ?
«Хаçатăн паян тухнă номерне паянах вулас килет. Вăл вара пĕр е икĕ эрнерен тин килет. Ун чухне кама интереслĕ вăл?» — «Хыпар» Издательство çуртне çапла пăшăрханса пĕлтерекен сахал мар. Шăнкăравсем, çырусем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ…
Пичет кăларăмĕсем вулакан патне çитменнин тĕп сăлтавĕ, Çĕрпӳ почтин пуçлăхĕ Андрей Порфирьев пĕлтернĕ тăрăх, почтальонсем çукки. Почтальонсем çитменнин сăлтавĕ вара — ĕç укçи пĕчĕкки. «Çын тăрăшса ĕçлетĕр тесен ăна тивĕçлĕ хавхалантармалла. Хальлĕхе вара ку енĕпе чăрмавлăрах», — терĕ вăл. Кунашкал лару-тăру, шел те, Çĕрпӳ почтин тытăмĕнчи округсенчи çыхăну уйрăмĕсенче кăна мар, пур çĕрте те çирĕпленнĕ.
Пĕчĕк шалупа паян никам та, уйрăмах çамрăксем, нихăш вырăнта та, должноçра та ĕçлесшĕн мар. «Эпĕ, акă, çӳретĕп-ха. Нумай мар пулин те çапах пенси çумне кăшт пулăшу», — терĕ Вăрнар округĕнчи Любовь К. Вăл, культура тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, ялти çыхăну уйрăмĕн ертӳçи тархасласа ыйтнипе хаçат валеçме пуçланă.
«Çынсем вуласшăн, кĕтеççĕ. Ватăсемшĕн çапах та хаçат чуна çывăхрах. Вĕсем, пĕр хăнăхнăскерсем, укçа çук тесе тăмаççĕ — хаçатсене çырăнаççĕ. Виçĕ-тăватă кăларăм илсе тăракансем те пур», — каласа кăтартрĕ вăл. Вăрттăнлăх мар: почта уйрăмĕсем хальхи вăхăтра çакăн пек ĕçченсем çинче тытăнса тăраççĕ. Çук тăк — хаçат-журнал вулакан патне çитменни кăна мар, тата кăткăсраххи сиксе тухать: çыхăну уйрăмĕсем хупăнаççĕ. Юлашки вăхăтра кун евĕрлĕ хыпара час-часах илтме пулать…
Тĕрĕссипе, паян почтальон хаçат валеçекен кăна мар. Унăн сутуçă та, страхлакан агент та пулма тивет. Вăл пенси те валеçет, коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлевсене те йышăнать. Смартфон пулăшнипе çынсем патĕнче килĕнчех çак ĕçе пурнăçлать.
«Ĕçĕ çăмăл мар, яваплăхĕ пысăк. Кирек епле çанталăкра та унăн ял тăрăх утмалла. Çав вăхăтрах почтальонăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă специалист пулмалла. Çĕнĕ технологисене те пĕлмелле. Çынпа пĕр чĕлхе тупса калаçма та ăсталăх кирлĕ. Тивĕçĕ нумай паллах. Анчах, шел те, шалăвĕ пысăк мар», — терĕ Красноармейскинчи çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Реолина Ельмакова. Ахăртнех, чылай чухне пĕчĕк ĕç укçи почтальонсене профессие юратсан та урăх вырăна куçма хистет…
Çынсем вара хаçата кĕтеççĕ… Çакна Реолина Валерьевна та çирĕплетрĕ: «Хăшĕ-пĕри хĕллехи вăхăтра ывăлĕ-хĕрĕ патне хулана пурăнма куçать. Апла пулин те вĕсем хаçат çырăнаççĕ. «Кӳршĕсене парса хăварăр. Ачасем канмалли кунсенче килкелесе каяççĕ, илсе пыраççĕ», — теççĕ». Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех чухне те вĕсен юратнă кăларăм валли тупăнатех. Мĕн пĕчĕкрен хаçат-журналпа туслашнă çынсемшĕн вăл хăйне евĕрлĕ хаклă япала».
Хаçат-журнала вулакан патне çитерессипе çыхăннă çивĕч ыйту ĕнер-паян кăна сиксе тухнăскер мар. Чылай çул каялла Раççей почти оптимизаци ĕç-хĕлне пуçарсан йывăрлăхсем пуçланчĕç. Çав вăхăтрах тиражсем те тăрук чакрĕç. Пичет кăларăмĕсене салатасси те кăткăсланчĕ. Почта çак ĕçе хăйĕн тĕп тивĕçĕсен шутĕнчен кăларчĕ-ши? Е тата урăх сăлтав пур-ши — почта урлă пулакан çырăнтару «уксахлама» тытăнчĕ. Çав самантран — почта çине шанчăк сахалран — çырăнтару редакцисен тĕп ĕçĕ пулса тăчĕ. Журналистсем хаçат валли статьязаметка çырнисĕр пуçне ăна çырăнтарас тĕлĕшпе те вăй хума пуçларĕç. Почтальонсемпе пĕрле килĕрен те çӳренĕ, предприятиорганизаципе килĕшӳсем те тунă… <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Мĕнле ят памалли çинчен нумай шухăшланă
Чипс тума пур çĕр улми те юрăхлă мар
«Ку проект Патăрьел округĕнче çĕр улми туса илессине çĕнĕ шая çĕклет. Çавăн пекех ял хуçалăх çимĕçĕпе тухăçлă усă курассин коэффициентне ӳстерет», — çапла палăртнă чипс тăвакан цеха уçнă чухне Патăрьел округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Аса илтеретпĕр: Анат Туçа ялĕнче Валерий Кузнецовăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче «Чебо» ятпа чипс кăларма пуçланă.
Хыпар хăвăрт сарăлчĕ
«Чăваш Енре чипс кăларма тытăннă» текен хыпар çамрăксен хушшинче питĕ хăвăрт сарăлчĕ. Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем ăна çийĕнчех лавккасенчи сентресем çинче шырама пикеннĕ.
Чăнах та, ăçта сутаççĕ-ши ăна? Тата миçе тĕрлĕ чипс кăлараççĕ? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Анат Туçа тăрăхне çитсе килтĕмĕр. Чипс тăвакан цеха кĕрсе куртăмăр, ачасемпе çамрăксем кăмăллакан çимĕçе епле хатĕрленипе паллашрăмăр. Асăннă проектăн ертӳçи Андрей Платонов каласа кăтартнă тăрăх, çĕр улмине Валерий Кузнецовăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ӳстереççĕ, хĕл каçма пахча çимĕç управне хураççĕ, производствăна ярас умĕн çуса тасатаççĕ, унтан чипс хатĕрлеççĕ, ăна сутлăха ăсатма хитре хутаçсене тултараççĕ. Чипс тума мĕн пур çĕр улми юрăхлă мар иккен. Çавна май вĕсем ятарлă сорт — «Варяг» текеннине — лартаççĕ. Палăртса хăвармалла: вĕсен хальхи вăхăтра саккас питĕ нумай.
«Эпĕ — Самар облаçĕнчен. Эпир Леонид Кузнецовпа — иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе шăллĕ. Манăн аттепе анне ку тăрăхра çуралса ӳснĕ. Атте — механик, анне бухгалтер профессине илнĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче Самар облаçне ĕçлеме янă. Эпĕ — çар çынни. Мускавра çарта тăнă. Каярахпа Самара таврăннă, — хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан пĕлтерчĕ Андрей Витальевич. — Эпир çитĕнтерекен тĕп культура – севок сухан. Ку енĕпе пирĕн ăсталăх, чăннипех те, пысăк. Патăрьел тăрăхĕнче пĕр вăхăтрах тыр-пул та, пахча çимĕç те туса илекен нумай, мĕншĕн тесен пĕр культурăпа кăна ĕçлени пысăк тупăш кӳмест. Эпир ав хĕрлĕ кăшман та ӳстерсе пăхрăмăр. 8 гектар йышăнатчĕ вăл. Унтан купăста ӳстерес терĕмĕр. Пĕлтĕр ăна 10 гектар лартнăччĕ. Пуçлă купăстана упрама сивĕтмелли оборудовани вырнаçтарнă склад турăмăр. Çитĕнтерсе упрарăмăр. Унтан çĕр улмипе аппаланса пăхма йышăнтăмăр. Кунта «иккĕмĕш çăкăр» ӳстерекен хуçалăхсем тата пур. Вара çĕр улмирен чипс тăвасси çинчен шухăшлама тытăнтăмăр. Ун валли, çӳлерех асăнтăм ĕнтĕ, ятарлă сорт кирлĕ. Ăна вара пĕрмай шăвармалла. Упрасси те, ахаль сортсемпе танлаштарсан, уйрăлса тăрать. Эпир усă куракан «Варяг» сорта Раççейрех туса кăларнă. Малашне, тен, ытти сортпа та усă курăпăр? Пĕлтĕр 1 пин тонна «иккĕмĕш çăкăр» ӳстертĕмĕр, управа хутăмăр. Кирлĕ температурăна тытма çăмăл марччĕ. Çавăнпа пăшăрхантăмăр та. Шăнасран хăрарăмăр». Валерий тата Леонид Кузнецовсем хăйсем лартса ӳстернĕ пахча çимĕçрен продукци хатĕрлесе ăна лавккари сентре çине кăларма тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Халĕ ав вĕсен пархатарлă тĕллевĕ пурнăçа кĕчĕ. «Хальлĕхе эпир тулли хăватпах вăй хума пуçламан-ха. Пĕр сменăпа кăна ĕçлетпĕр. Тулли хăватпа чухне талăкĕпех тăрăшмалла. Цехра 10 çын ĕçлет. 6-шĕ — лини çинче. Икĕ оператор пур. Ирина Андреева — технолог. Тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçлакан та пур. Пурăна киле виçĕ сменăпа ĕçлеме тытăнма планлатпăр», — систерчĕ Андрей Витальевич. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Выльăх шутне тата ÿстересшĕн
Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă май мăйракаллă шултра 250 пуç выльăха самăртмалли ферма уçнă. Ăна 2022 çулта çемье фермине аталантарма панă грант укçипе хăпартнă. Асăннă инвестпроекта пурнăçа кĕртме 25 миллион тенкĕ расхутланă. Вĕсенчен 15 миллион тенки — грант укçи, 10 миллионĕ — хăйсем ĕçлесе илнĕ нухрат. Патăрьел округĕнчи Тутар Тимешĕнчи Салиховсен хресченфермер хуçалăхне ашшĕпе ывăлĕ — Марс Равиловичпа Камиль Марсович — тытса тăраççĕ.
Ятарлă ăратлисене туянаççĕ
— Хресчен-фермер хуçалăхне 2019 çулта йĕркелерĕмĕр, — çапла пуçларĕ калаçăва Марс Салихов. — Эпĕ Тутар Тимешĕнче çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра çемьепе Патăрьелте пурăнатпăр. Маларахри вăхăтра сысна комплексĕн директорĕнче ĕçлерĕм. Астăватăп-ха: уйсене пăхмалли кунччĕ. Район тăрăх çаврăнсан Тутар Тимешне çитрĕмĕр те райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ман çине: «Сире намăс мар-и?» — тенĕн пăхрĕ… Ун чухне кунта тавраллах хыт хура «ӳсетчĕ». Ывăлпа канашларăмăр та ĕçе пуçăнса пăхас терĕмĕр. Унччен манăн бизнес пурччĕ. Çапла майпа малтан лашасем туянтăмăр, кайран вăкăрсем илсе килтĕмĕр. Йăлтах 20-30 пуç утран пуçларăмăр. Лаша вити вырăнĕнче «Гвардеец» колхозăн 5-мĕш бригадин ферма юлашкийĕччĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тирпейлерĕмĕр, ферма çуртне çĕнетрĕмĕр. Кунта Америка вĕрени ӳссе тулнăччĕ, уйсене çум курăк пусса илнĕччĕ. Маларах Тутар Тимешĕнче 90 килччĕ, халĕ 50-60 кăна юлнă. Ĕç вырăнĕ çуккипе çамрăксем туха-туха кайнă, çул та юрăхсăра тухнăччĕ. Халĕ Салиховсен хресчен-фермер хуçалăхĕнче 14 çын куллен ĕçлет. Çур аки вăхăтĕнче тата тухăçа пухса кĕртнĕ чухне вăй хуракансен йышĕ 25-е те çитет. Сăмах май, ĕççи вăхăтĕнче кӳршĕ ялсенчен те килеççĕ. — Малтанах 150 гектар çĕре сухаласа акаттăмăр. Паян пирĕн çĕрсем виçĕ ял территори уйрăмĕнче вырнаçнă. Елчĕк тăрăхĕнче — 380, Тутар Сăкăтĕнче — 160 гектар, ытти — Тутар Тимешĕнче. Пĕтĕмпе 900 гектара яхăн çĕр. Лашасене, тĕпрен илсен, какая яма усратпăр. Çак тĕллевпе ятарлă ăратлисене туянатпăр. Вĕсен йышĕ 90 пуçа çитрĕ. Паллах, урхамах тенин чун валли те пулмалла. Вĕсемпе калаçма, йăпанма, канма май пур. Хуласенчен ачасем яла каникула килсен тӳрех лашасем патне пыраççĕ. Кӳршĕ ялсенчен те лашасене пăхмашкăн ятарласа килеççĕ. Туçа тăрăхĕнче лаша вити пирĕннисĕр пуçне тек çук. 260 пуç мăйракаллă шултра выльăха вара самăртма хупнă. Ĕçре мана ывăл Камиль пулăшса пырать. Вăл Шупашкарти аграри университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ хыççăн яла таврăнчĕ, — калаçăва тăсрĕ Марс Равилович. Салиховсем 900 гектар çинче ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем ӳстереççĕ. Нумай çул ӳсекен курăк валли те самаях пысăк лаптăк уйăрнă. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма сенаж хатĕрлеççĕ. Урпа, сĕлĕ, çурхи тата кĕрхи тулăсем, пăрçа туса илеççĕ. — Тĕлĕнмелле те, кăçал çанталăк типĕ тăчĕ пулсан та пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ савăнтарчĕ. Маларах акма ĕлкĕрни те витĕм кӳчĕ-тĕр. «Эсир мĕншĕн çур акине ытла ир тухрăр?» — текенсем те пулнăччĕ. Анчах пире шăпах çавă мая килчĕ ахăртнех. Чи малтан акнă вырăнсенче тыр-пул аван çитĕнчĕ, тухăç лайăх пулчĕ. Ӳсен-тăран нӳрĕк пур чухне вăй илсе юлнă. Эпир, тĕрĕссипе, удобренишĕн те укçа шеллеместпĕр. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ Тутар Тимешĕнче пурăнать. Вăтам ĕç укçи 45 пин тенкĕпе танлашать. Ĕççи вăхăтĕнче комбайнерсем уйăхра 60-70 пин тенкĕ илеççĕ. Ялта пурăнаканшăн, манăн шухăшпа, ку начар мар шалу. Унсăр пуçне ĕçлекенсене кăнтăрлахи тата каçхи апат çитеретпĕр. Пирĕн столовăй шăматкун кăна ĕçлемест, — каласа кăтартрĕ Марс Равилович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Тăшмана ухмаха тăратса хăварнă
Чулхула кĕпĕрнинчи Ардатов хулинче çуралнă вырăс поэчĕ Борис Садовский (1881-1952) хăйĕн икĕ произведенийĕнче чăвашсене асăннă.
Атăл, Коптарккă...
Пĕрремĕшĕ — «1611-1612 çулсенчи Чулхула ополченийĕ паттăрлăх кăтартнăранпа 300 çул çитнине мухтаса çырнă гимн». Унта çак йĕркесем пур: «Вăн, купса, вăрăм сăхманлăскер, тăсрĕ кивĕ турăшне. Ак, чăваш хыврĕ тăлăпне, ав, тутар пачĕ хăмăтне...» Сăмах Мускавра хуçаланнă Польшăпа Литва эшкерĕсене çĕршывран хăваласа кăларма хĕç-пăшал туянмашкăн пурлăх, укçа, ылтăн-кĕмĕл пухни çинчен пырать. Гимна Чулхулара çар пухнă Мининпа Пожарские, вĕсен тавра чăмăртаннă вăйсене халалланă. Иккĕмĕшĕ — «Записки» мемуарĕ. «1894 çулта атте (утел çĕрĕсен департаменчĕн инспекторĕ. — Авт.) Хусан кĕпĕрнинчи Коптарккăри /Шупашкар округĕнчи Вăрман Çĕктер территори уйрăмĕнчи Хыркасси ялĕн пĕр урамĕ шутланать/ хăма-пăрăс çуракан завода (1896 çулта унта 122 çын ĕçленĕ. — Авт.) тĕрĕслеме кайрĕ, хăйĕнпе пĕрле мана та илчĕ, — аса илнĕ Садовский. — Эпир çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Шанăç» пăрахутпа çула тухрăмăр. Шупашкара çитиччен унтан пире кĕтсе тăнă кимме антăмăр. Паркет тăвакан завод çумĕпе иртрĕмĕр, унта шурă шалпаркка тăхăннă чăвашсем ĕçлетчĕç. Акă, Коптарккă — поселок, шĕвĕр тăрăллă çурт тата лавкка. Кун кăнтăрла иртсе пĕр сехет патнелле капашатчĕ. Хĕвелпе пиçнĕ маçтăр, сунарçă тата пулăç Якку пире асăрхарĕ те хирĕç чупрĕ, шлепкине васкасах хыврĕ. Ирхи апат хыççăн эпир машинистăн, нимĕç çыннин, пӳртне кĕтĕмĕр. Унта пире вырнаçтарма пӳлĕм хатĕрленĕ. Сунара Атăлăн сулахай енне кимĕпе виçмине каçрăмăр, хамăрпа пĕрле машиниста тата Якку маçтăра илтĕмĕр. Атăлăн пĕр юппипе хăпартăмăр. Шыв хĕрринче пĕчĕк çыран кайăкне асăрхарăм та петĕм — çунатне çĕклерĕ те ӳкрĕ. Якку ун патне чупрĕ, эпĕ сунарта тытнă пĕрремĕш кайăка йăтса килчĕ...» Садовский улпут йăхĕнчен, Чулхула гимназийĕнчен, Мускав университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, çыравçă çулĕ çине тăнă. Илемлĕ произведенийĕсемпе критика статйисене журналсенче нумай пичетленĕ, 1909-1917 çулсенче — 12, 1922-1928 çулсенче 2 кĕнеке çырса кун çути кăтартнă. 1917 çулта II Николай патшана тронран çапса антарнăшăн питĕ куляннă, социализм революцине тĕнче пĕтсе килнипе танлаштарнă. Совет влаçĕ Садовскин Чулхула айккинчи Щербинки ялĕнчи улпут çурчĕпе хуçалăхне туртса илнĕ. Раççейшĕн монархи çеç юрăхлă тесе шухăшланăскер совет обществинче хăйĕн вырăнне тупайман, улпут романтикĕ пулса юлнă. Совет учрежденине ĕçе вырнаçман, хайлавĕсене юриех пичетлемен. Вĕсен пĕр пайĕ 1990 çулсенче кун çути курнă. Çамрăк чухне ертнĕ сифилисран сипленме чĕр кĕмĕллĕ эмел ытлашшипех ĕçнĕрен 1916 çулта ăна шалкăм çапнă, утайми пулнă та пурнăçĕ вĕçленичченех кӳме çинчен тăрайман. Çапах нумай произведени хайланă. 1928 çулта Мускава куçнă, иккĕмĕш арăмĕпе Надежда Воскобойниковăпа пĕрле Мускаври хĕрарăмсен Новодевичье мăнастирĕн путвалĕнчи пĕр пӳлĕмре пурăннă, библиотекине чаршав хыçĕнче упранă. СССР Писательсен союзĕ иртнĕ саманари хайлавĕсемшĕн тата çĕнĕ пурнăçа кăтартса парасса шанса ăна пенси илсе тăма пулăшнă, вăл пĕр хушă союз столовăйĕнче апатланнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сцена çине гипсланă урапа та тухнă
Хаçатăн паянхи хăни — тунтикуна юратакан артист. Ăна кăмăлламашкăн Вырăс драма театрĕнче вăй хуракан Сергей Иовлевăн сăлтавĕ пĕрре çеç мар. Эппин, хăйне евĕр те кăсăклă шухăш-курăмлă театр ăстипе тĕплĕнрех паллашар.
— Эсир паллă çынсен çемйинче çитĕннĕ (амăшĕ — Чăваш халăх артистки Елена Иовлева, ашшĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев. — Авт.) Çакă мĕнле витĕм кӳчĕ?
— Пĕчĕкренех театр, сцена, гастрольсем мĕнне пĕлнĕ. Манăн ачалăхра шкулта чăваш чĕлхи вĕрентместчĕç, килте вара яланах тăван чĕлхе янăранă. Аттепе анне ĕçрен таврăнсан чăвашла калаçатчĕç, спектакль репетицийĕсене те ирттернĕ. Вĕсем çемьеллĕ мăшăра е савнисене тăтăшах калăплатчĕç. Çавна май туйăмсене выляса кăтартмалла марччĕ, вĕсем чăннисем пулнă ĕнтĕ. Эпир йăмăкпа, хула ачисем, чăвашла лайăх пĕлетпĕр. Çынсем эпĕ чăвашла калаçнине илтсен савăнаççĕ те хăш тăрăхран пулнипе кăсăкланаççĕ. Шупашкартан иккенне пĕлсен малтан ĕненмеççĕ. Тата эпĕ литература чĕлхипе калаçатăп, мĕншĕн тесен спектакльсенче унпа усă кураççĕ-ха та. Аттепе анне мана гастрольсене пĕрле илсе çӳретчĕç. Ачаллах хамăрăн республикăн пур кĕтесĕнче те пулса куртăм темелле. Гастроль вăхăтĕнче эпĕ артистсем лартакан пĕтĕм спектакле пăхмасăр вĕренсе çитеттĕм. Сцена çине кăларса тăратсан кирек хăш артист сăмахĕсене те калама пултарăттăм ахăртнех /йăл кулать/. Мĕн пĕчĕкренех сцена йĕркине ăса хыврăм: постановка пынă вăхăтра кулисăна тĕкĕнме, чаршав хыçĕнче утма юраманнине халĕ те çирĕп пăхăнатăп. Чаршава лекесрен асăрханатăп. Çакна та сăнанă эпĕ: спектакль кашнинчех тĕрлĕрен пулса тухать. Пĕрре пăхнă кинофильма тепре пăхас тăк хăш самантра мĕн пулнине пĕлсе тăратăн. Театрта пачах урăхла. Вăл чĕрĕ. Çавăнпа çынсем халĕ те, кинопа киленмешкĕн май пур пулсан та, театра çӳреççĕ. Куракана вăл хăйĕн чĕрĕлĕхĕпе, артистсен кăмăл-туйăмĕпе тыткăнлать.
- Артиста çывăх çыннăрсем сĕннипе вĕренме кайрăр-и? Е чун ыйтнипе-и?
— Кулиса хыçĕнче çитĕнсе хам та артист профессийĕ пирки шухăшлама тытăнтăм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эстрадник, шӳт-кулăшçă пулас килетчĕ. Евгений Петросян, Лион Измайлов пек… Ун чухне вĕсене телекуравпа тăтăшах кăтартатчĕç. Пултарулăх кружокне çӳреттĕм. Шкулти уявсенче ертӳçĕ пулма шанатчĕç. Телекăларăмсенче илтнĕ шӳтсене каласа кăтартаттăм. Анчах артиста вĕренме каятăп тесе çирĕппĕн палăртса хуманччĕ. 10-мĕш класс хыççăн ăнсăртран Питĕрти патшалăх музыкăпа кинематографи тата театр институтне вĕренме илесси пирки пĕлтерӳ куртăм. Аттепе анне гастроле кайнăччĕ, килте çукчĕ. Эпĕ института вĕренме кĕнине кайран кăна пĕлчĕç. Кĕтмен парне пулчĕ ку вĕсемшĕн. Савăнчĕç. Эпĕ пуканеçĕсен уйрăмне кĕтĕм. Çак уйрăмри артистсем тĕрлĕ театрта выляяççĕ: хăть пукане, хăть драма театрĕнче. Аттепе анне вара мана нихăçан та артист ĕçне алла илме хистемен. Пушшех тепĕр майлă. Мĕншĕн тесен пирĕн профессипе пĕр вырăнта лараймастăн, гастроле тухса çӳремелле — вырăнтан вырăна куçса çӳрекен халăх евĕр пурăнатпăр.
— Карьерăна мĕншĕн Питĕрте пуçлас темерĕр?
— Институтпа сыв пуллашнă çулхинех Çĕнĕ Шупашкарта сăнав драма театрĕ уçăлчĕ, тăван тăрăхрах ĕç вырăнĕ тупăннă май таврăнтăм. Çулталăкран Вырăс драма театрне вырнаçрăм. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, йывăр тапхăрччĕ. Питĕрте чылай театр хупăнчĕ. Стипенди пурăнма çитместчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах унта-кунта ĕçлерĕм — урам тирпейлӳçинче, савăт-сапа çăваканра… Атте-анне ярса панă укçана вăхăтра илме çукчĕ, почта уйрăмĕнче укçа çукран пĕр уйăх ытла кĕтни те пулнă. Апат енчен те япăхрахчĕ, вар-хырăмăн вăраха кайнă амакĕ шăпах унта пуçланчĕ.
— Выçăллă-тутăллă çӳренĕрен вĕренес шухăш сĕвĕрĕлмерĕ-и?
— Çу-у-ук. Пурнăç романтики, энтузиазм, пысăк туртăм пулнă. Каçхи 8 сехетре вĕренӳ вĕçленетчĕ, ун хыççăн общежитири спортзала каяттăмăр. Пурнăç вĕресе тăнă. Эсир мулкач ролĕнчен пуçласа — следователь таранах вылянă. — Ытларах камитсенче вылятăп. Ку хама та килĕшет. Сцена çинче чухне куракан куççульне мар, йăл куллине курас килет. Вĕсене кантарас килет. Хам куракан вырăнĕнче пулнă тăк йывăр ĕç кунĕ хыççăн çăмăлрах спектакльсем пăхăттăм. Лутра пулнăран эпĕ 44 çулччен арçын ача ролĕсене калăпларăм. Аслă классенче хам çӳллĕ марришĕн кулянаттăм. Ара, хĕрсем лутрисене асăрхамаççĕ-çке! Кайран, театрта ĕçлеме пуçласан, кĕлетке çӳллĕшĕ манăн хăйне евĕрлĕх пулса тăчĕ. Пуйăсри çӳлĕк çинче те, кравать çинче те меллĕн тăсăлса выртма пултаратăп, каштасемпе маччана перĕнместĕп. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Шыв çулне уçакана мăйăр çитернĕ
Çăварни тесенех тĕрлĕ хăюпа, илемлĕ тутăрсемпе капăрлатнă лаша, çунашкапа ярăнакан ачапăча, хĕвел пек çавра икерчĕ, улăмран тунă катемпи куç умне тухаççĕ. Хальхи вăхăтра Çăварни пирĕншĕн çапларах. 3-4 çул маларах мĕнле уявланă-ши ăна? Кун пирки пире Сĕнтĕрвăрри округĕнчи «Сире кĕтекен кил» этнографи музейĕн ертӳçи, культура ĕçченĕ Людмила Данькова каласа кăтартма килĕшрĕ.
«Чăвашсем хĕле тивĕçлипе ăсатсан вăл кӳренмест тенĕ. Çавăнпа ăна хаваслăрах ирттерме тăрăшнă. Авал Çăварни икĕ эрнене тăсăлнă. Пĕр эрни — Аслă Çăварни /тури чăвашсем Мăн Çăварни тенĕ/, тепри Кĕçĕн Çăварни ятлă пулнă. Христос тĕнĕ сарăлнă хыççăн вăл вырăссен Çăварнийĕпе пĕр килнĕ. Вара ăна пĕр эрне — вырсарникунран вырсарникуна — уявлама тытăннă. Пĕр вăхăт ăна «Хĕле ăсатни» тетчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче вара ăна ĕлĕкхи йăла-йĕркепе ирттернĕ. Çăварние маларахах хатĕрленме тытăннă. Хĕрсем хитре тутăр, саппун хатĕрленĕ. Йĕкĕтсем лашасене лайăхрах пăхнă. Утсене йывăр ĕçрен хăтарма тăрăшнă, сĕлĕпе тăрантарнă. Çав вăхăтрах хыçлă çунасене тĕрĕсленĕ. Вĕсене юсанă, сăрланă тата капăрлатнă. Аслисемпе тан ачапча та вĕткеленнĕ. Шыв сапса тăвайкки тунă, çунашкисене хатĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, праçнике ачасем пуçланă. Кашниех урама май килнĕ таран иртерех /тул çутăличченех/ тухма тăрăшнă. Тăвайккинчен пĕрремĕш ярăнса анакана «шыв çулĕ уçакан» тенĕ. Ăна пурте хисепленĕ, юратнă, парнесем /хĕвел çаврăнăшĕ, кантăр вăрри, ăшаланă пăрçа, сарă мăйăр/ панă. Ăна, çăмăл алăллă тесе, çурхи ĕçсене пуçлама шаннă. Тăвайккинчен ярăнса аннă чухне ачасем: «Кантăрпа йĕтĕн çӳллĕ çитĕнччĕр. Сала кайăк ури хуçăлтăр, вĕсем кантăра ан çитчĕр», — тесе хыттăн кăшкăрнă. Çак йăлана сала кайăк ори хоçни тенĕ. Çăварни кунхине тăвайкки шавласа-кĕрлесе тăнă: Çăварни! Çăварни! Çăварни килет, куртăр-и? Çуркунне çитет, сисрĕр-и? Хирĕç тухса илтĕр-и? Çăварни! Çăварни! Çăварна карса кил! Çăвар туллийĕ икерчи, Карчĕ сайран çу юхать: Пилĕклĕ-пилĕклĕ пĕремĕкĕ, Карчĕ сайран пыл юхать», — çапла пуçларĕ калаçăва Людмила Геннадьевна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Çăварнин пĕрремĕш кунхине /Аслă Çăварнире/ кашни килтех икерчĕ пĕçернĕ. Ăна янтăлани тыр-пул ăнса пуласса шаннине пĕлтернĕ. Кăнтăрла тĕлнелле тăвайккинчен ярăнма çамрăксем тухнă. Кантăр, йĕтĕн ăнса пулччăр тесен кашнинех çунашкапа ярăнмалла пулнă. Çамрăк арăмсем тăвайккинчен кĕнчеле çине ларса ярăнса аннă. Каç пулттипе çамрăксем саланнă та аслăраххисем çитнĕ. «Вĕсене Çăварни карчăкки, Çăварни старикки тенĕ. Хăш-пĕр вырăнта тăвайккине кая юлса пынă ачасене те çапла каланă. Тепĕр кунхине /хăш-пĕр ялта пĕрремĕш кунхинех/ катаччи чупнă. Е тепĕр тăрăхра «Çăварни чупнă» теççĕ. Хăш-хăш ялта Çăварнин пĕрремĕш тата юлашки кунĕсенче капăрлатнă лашапа ярăннă. Шăнкăравсем тата пĕчĕк пупăньсем çакнă, хитре тутăрсемпе, хăюсемпе капăрлатнă лашапа катаччи чупса халăх шăв-шав усалсене хăваланине ĕненнĕ. Çăварни чупма яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, çамрăк мăшăрсем хутшăннă. Кăнтăрла тĕлнелле вĕсем тĕп урамра пуçтарăннă. Пурте пухăнсан купăс каласа, юрласа, ташласа хĕвеле май виçĕ хутчен çаврăннă. Ăçтан пуçланă çав вырăнтах чарăннă. Çуна çинчен анса ăшăнмалла ташланă. Çав вăхăтрах чи капăр лашана палăртнă. Унтан кӳршĕ ялсене çитнĕ. Тăвансем патне кĕрсе тухнă. Унта та ташланă, юрланă. Кил хуçисем Çăварни чупакансене икерчĕпе, сăрапа хăналанă. <...>
Роза Власова хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Мальдивăра та пултăмăр, Дубая та çитрĕмĕр
Коралл вăрлакана явап тыттараççĕ. Хĕрлĕ тинĕсри кану, ытти вырăнтипе танлаштарсан, уйрăларах тăрать. Унта шыв айĕнчи коралсене, пулăсене пăхма пулать. Ушкăнпа ишекен пулăсене сăнасси çав тери илĕртӳллĕ! Дайвинга кăмăллакансем те Шарм-эль-Шейха суйлаççĕ. Хĕвеллĕ те лăпкă пĕр кунхине пире яхтăна лартса Хĕрлĕ тинĕсри Рас-Мохаммед наци паркне коралсене пăхма илсе кайрĕç. Сăмах май, Египетра коралсене çĕмĕрме юрамасть. Çĕршывран илсе тухма та чараççĕ. Самолета ларнă чухне тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Коралл илсе кайма тăнă çынна тытсан яваплăх палăртаççĕ, Египета килме чараççĕ. Мĕншĕн тесен вăл шыв айĕнчи пысăк пуянлăх шутланать. Пин-пин çул хушши ӳссе çитĕннĕ вĕсем. Коралл çулталăкра 10-30 миллиметр тăршшĕ кăна çитĕнет. Çавăнпа тинĕс тĕпĕнче коралл рифĕсем е коралл утравĕсем — атоллăсем — çитĕнччĕр тесен пин-пин çул кирлĕ. Пире тинĕсри коралл тĕнчине сăнама ятарлă инструкторсем пулăшрĕç. Вĕсем пĕрлех ишрĕç, алăран тытса пычĕç. Тинĕсре ытларах хĕрлĕ тата хăмăр коралсене асăрхама пулать. Çавăнпах ăна Хĕрлĕ тинĕс ят панă-тăр. Апла пулин те тӳпе пек кăвак, сенкер тĕслĕ коралсем те пур. Пирĕн çул малалла тăсăлчĕ. Унта вырăнти Мальдива та пур иккен. Яхтăсем чарăнсан инструкторсем, араб каччисем, 50 метра яхăн иштерсе кайрĕç. Тинĕсре, Майами текен вырăнта, ура çине тăма ыйтрĕç. Вуçех тарăн мар иккен. Питĕ тĕлĕнмелле! Тĕпĕ тикĕс, унта шап-шурă, вĕтĕ хăйăр выртать. Араб каччи Фарид çав хăйăра кĕлеткине сĕрчĕ, унпа шăлне тасатрĕ. Вăл каланă тăрăх, ку хăйăр сиплĕ. Арабсем унпа скраб вырăнне усă кураççĕ. Майами хăйăрне сĕрнĕ хыççăн араб пире йăл кулса кăтартрĕ. Чăн та, унăн шăлĕ чăлт шурă…
Ку фонтан «юрлать», тĕрлĕ тĕспе çуталать. Туристсем канма Шарм-эльШейха кăна мар, Хургадăна та çӳреççĕ. Вăл та Египетри паллă курорт хула. Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем пĕр-пĕринчен? Гидсем пĕлтернĕ тăрăх, египтянсем Хургадăра пурăнаççĕ. Унти тинĕсре шыва кĕреççĕ. Шарм-эль-Шейха вара ĕçлеме çӳреççĕ. Хургадăри пляжсенчи хăйăр вĕтĕ. Шарм-эльШейхра вара чуллăрах вырăнсем те пур. Ку хулара Голливуда та, вырăнти Дубая та çитме май пур. Сохо лапамне Дубай теççĕ. Вăл аэропортран инçех те мар, Шаркс Бей районĕнче вырнаçнă. Чи хаклă, чи чаплă район шутланать вăл. Люкс отельсем шăпах çавăнта вырнаçнă. Ресторанпа казиносем, йăлтăр-ялтăр лавккасем… Кăнтăрлахи вăхăтра хулара çын сахал. Мĕншĕн тесен шăрăх. Каçхине вара хула та, лапам та чĕрĕлет, тĕрлĕ тĕспе çуталать. Пурнăç пуçланать кăна тейĕн. Пальмăсене те çутатмалла тунă. Сохо лапамĕнче «юрлакан» тата çутатакан фонтан ĕçлеме пикенет. Шывне çӳле-çӳле, 15 метра, пĕрĕхтерет. Вăхăт-вăхăтпа хăйĕн кӳлепине улăштарать. Арабсен илемлĕ кĕвви янăрать… Сохо лапамĕ — Шарм-эль-Шейхри çĕнĕ район. Ăна Лондонри кану кварталĕпе пĕрешкелрех тунă. Пуш хирте пулсан та чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче чăрăшсене капăрлатнăччĕ. Çĕнĕ çула кĕтни, хатĕрленни таçта та палăратчĕ.
«Фарес» такама та килĕшет. Шарм-эль-Шейхри «Кивĕ хула» — туристсен чи юратнă вырăнĕсенчен пĕри. Тепĕр майлă ăна «Олд маркет» /хулари хула/ теççĕ. Тĕрĕссипе, вăл кивĕ мар-ха. Ара, хули те çамрăк та. Ячĕ кăна çапла. Кунта тĕрлĕ сувенира, улма-çырлана йӳнĕ хакпа туянма пулать. Египет халăхĕ хунар, люстра таврашне шутсăр кăмăллать. Çăмарта пеккисем, чиркӳ тăрри евĕрлисем пур. Мана вара чăваш тухйи хурăмлисем кăмăла килчĕç. Вĕсене сăн ӳкерсех илтĕм. Унтах çӳллĕ чул хысакне касса хăвăлсем тунă. Вĕсенче — пĕчĕк кафесем. Хайхискерсене тĕрлĕ хунарпа илемлетнĕ. Унсăр пуçне ятарласа тунă шыв сиккипе те киленме май пур. «Кивĕ хулара» темиçе ресторан ĕçлет. Вĕсем пулăпа тинĕс çимĕçĕсенчен расна апат хатĕрлеççĕ. Ресторансене карап манерлĕ хăтланă: савăчĕсем те пĕчĕк кимĕ пек. Тинĕс çимĕçĕсенчен тĕнчипе палăрнă Египет яшкине — фарес — пĕçереççĕ. Ăна пĕрре тутанса курнă çын яланлăхах юратать. Шурă яшка пире те килĕшрĕ. Ресторансен умĕнче мĕн кăна сĕнмеççĕ: лангуст, рак, краб, осьминог, омар, кальмар, креветка… Куç алчăраса каять. «Кивĕ хулари» Аль-Сахаба мечĕт те илемĕпе тыткăнлать. Каçхине вăл тĕрлĕ тĕспе çуталать. Унăн минаречĕ 81 метр çӳллĕш. Унта харăсах 3 пин çын вырнаçаять. Ку храма 2016 çулта хута янă. Ăна вунă çул тунă. Вăл Синай çур утравĕ çинчи храмсенчен чи хитри шутланать.
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...