Чăваш хĕрарăмĕ 47 (1326) № 30.11.2023
Реквизиторăн яшка та, кукăль те пĕçерме тивет
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялтан куçса килекен çамрăксене хулара тĕпленме пĕрре те çăмăл пулман. Ĕç çук, шалу тӳлемен. Тăван кĕтесри, Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшри, клубра тăватă çул ĕçленĕ хыççăн Ирина Романова мăшăрĕпе, хунямăшĕпе тата хуняшшĕпе пĕрле Шупашкарта тĕпленнĕ. Йăлтах лайăх пек. Ĕç кăна пулман… Агрегат заводĕнче вăй хуракан мăшăрĕ ниçта та вырнаçаймасан арăмне пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. «Заводра кам пулса вăй хурăп-ши?» — шухăша путнă бухгалтери енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ хĕрарăм. Вăхăт иртсен вăл, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центран инçех мар пурăнаканскер, çавăнта кайса пăхма шухăшланă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне реквизитор кирлине пĕлнĕ. Мĕн тăваканскер вăл? Банк хучĕсем çинче «реквизит» тесе çырнине асăрханă-ха. Театрта та документсемпе ĕçлекене шыраççĕ-ши? Мĕн тумаллине пĕлнĕ пулсан-и? Ниçта нимĕн шыраса çӳремесĕр тӳрех унта кайнă пулĕччĕ вăл. 24 çул каялла театра ĕçе вырнаçнă Ирина Ивановна кунта килнĕшĕн пĕр кун та ӳкĕнмест. Çав çула тепĕр хут утса тухма пӳрсен ниçта та мар, пĕр шухăшласа тăмасăр тăван театрах килĕччĕ. Ĕçĕ вара документсемпе мар, пач урăххипе çыхăннă.
«Пирĕн ĕçе асăрхани савăнтарать»
«Театра килсе кĕрсенех ун чухнехи пай пуçлăхĕ Галина Евдокимова кадрсен пайне çавăтса кайрĕ: «Ниçта та нимĕн те шыраса çӳремелле мар, сан вырăн — çакăнта», — терĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Ирина Ивановна. Пĕрремĕш ĕç кунне вăл паян кăна пулса иртнĕ пек астăвать. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ. Сцена çинче лăк тулли çын! Ун чухне театрăн илемлĕх ертӳçин Валерий Яковлевăн 60 çулхи юбилейне паллă тунă. Пурте унталла та кунталла чупкаланă кăна. Сцена çинче лаша та утнă. Чăн-чăнни! «Ăçта çаклантăм?» — çакăн пек шухăш мĕлтлетнĕ хĕрарăм пуçĕнче. Майĕпен-майĕпенех ĕçе хăнăхнă вăл. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ. Халĕ ĕнтĕ хăй пай пуçлăхĕ — çак тивĕçе 14 çул каялла пурнăçлама тытăннă. «Пирĕн япаласем — реквизитсем — сцена икĕ айккипе те, хыçалта та выртаççĕ, — каласа кăтартрĕ Ирина Ивановна. — Кирек хăш артист та вĕсене куçа хупса тупма пултартăр. Япаласене спектакль тăршшĕпех сăнаса тăратпăр: кам-тăр чăрмантарать тесе айккинелле илсе ан хутăр. Унсăрăн, калăпăр, артист вăл е ку япала патне пырать те вăл вара вырăнта мар. Пĕтрĕмĕр! Мĕн тумалла кун пек чухне? Хĕрсем /пĕр пайра ĕçлекен Эльвира Кузнецовăпа Наталья Егоровăна çапла чĕнет вăл. — Авт./ питĕ яваплă пулнипе кун пек кăлтăк пачах та сиксе тухман». Чăн та, ĕçре темĕн те пулать. Акă, сăмахран, сценарипе килĕшӳллĕн пĕр артистка мăшăрĕпе вăрçăнать. Вăл арçынна çатмапа хăмсарать. Кĕтмен çĕртен çатман… аври хуçăлса ӳкет. «Сана тарăхнипе аври те хуçăлчĕ авă», — телее çухалса кайман артистка. Кун пек пăтăрмахсем Ирина Романовăн ĕç биографийĕнче çук. Шăпах пăтăрмахсенчен сыхланса реквизитсен пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ вĕсем. Темиçе складра упранакан япаласене те куçран вĕçертмеççĕ. Чи кирли — артистсене сцена çинче выляма хăтлă пултăр, реквизит енчен чăрмав сиксе ан тухтăр. Сцена çинче темĕн те курма пулать. Юрă-ташă та, драма-камит те… Сценарипе килĕшӳллĕн ĕçсе çиме те тивет. Пĕррехинче ӳсĕр арçынна сăнланă артист каласа кăтартнăччĕ – хăйĕн тăван пиччĕшĕ те вăл сцена çине урă тухнă пирки иккĕлленнĕ-мĕн. Ара, ытла та ĕнентерӳллĕ вылянă-ха та. Паллах, сцена çинче черккесене хаяр шĕвек тултармаççĕ. «Шурă эрех вырăнне кĕленчене вĕретнĕ шыв ярса паратпăр, — каласа кăтартрĕ тĕп реквизитор. — Хĕрли вырăнне — чей. Чăн та, апат çимелле пулсан яшка та пĕçеретпĕр, сĕтел çине кукăль-пӳремеч те хурса паратпăр. Реквизит пайĕнче çакăн валли пĕтĕм услови пур — апат хатĕрлемелли плита та, пăсăласран упрама холодильник та. Тепĕр чухне сĕтел çине бутафори — çимелли мар çимĕçсем — кăна вырнаçтаратпăр». Реквизиторсем те артистсем пекех пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ: вĕсен яланах сыхă, кашни самантра хатĕр тăмалла. Анчах куракан артистсене «браво!» тесе кăшкăрать, тăвăллăн алă çупса хавхалантарать. Чаршав хыçĕнчи, «курăнман фронт» ĕçченĕсем хавхалану çăл куçне мĕнре кураççĕ-ши? «Театра юратни, артистсене пулăшма май пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăн та, хавхалану пирĕншĕн те ют мар, — пытармарĕ Ирина Ивановна. — Паянхи пекех асра… Пай пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнни çулталăк çитнĕччĕ. Сезон хупрăмăр. Залра пĕр пушă вырăн та çук. Артистсене чечек айне турĕç. Пĕри пĕр ытам хĕп-хĕрлĕ кĕлчечек çыххи çĕклесе тухрĕ те Валерий Яковлева саламласа тыттарчĕ. Валерий Николаевичăн ырă йăла пур — вăл премьера е пĕлтерĕшлĕ ытти мероприяти хыççăн кашни артист патне гримеркăна кĕрсе çӳрет, пурин валли те ăшă сăмах тупать. Кĕтмен çĕртен пирĕн пата, реквизит уйрăмне, çитсе кĕчĕ. Аллинче — хайхи тĕлĕнмелле илемлĕ кĕлчечексем. Вĕсене мана, пай пуçлăхĕнче çулталăк ĕçленĕ тата сезон вĕçленнĕ ятпа саламласа, тыттарчĕ. Пирĕн театр виçĕ хутлă. Вăл кашни хута çитсе çаврăннă, çав чечексене шăпах мана пачĕ... Чунра ăшă пулса кайрĕ. Çакăнтан ытла пире нимĕн те кирлĕ мар. Пирĕн ĕçе асăрхани, ăшă сăмах тупма пĕлни савăнтарать». <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Спектакль курса чун-чĕрине уçаççĕ
Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ. Кĕтнине пĕлсе тăракансем вара хăйсене пин хут вăйлăрах, патвартарах туяççĕ. Уйрăмах паянхи саманара. Арçынсем ятарлă çар операцине хутшăннă, çĕршыва неонацистсенчен хӳтĕленĕ вăхăтра вĕсен мăшăрĕсен пĕтĕм йывăр ĕçе хăйсен черчен хул пуççийĕ çине тиеме тивет. Тĕрлĕ шухăш та канăç памасть паллах. Хăшĕ-пĕри çакна йывăррăн тӳссе ирттерет, ыттисемпе хутшăнма пăрахать, теприсем чун-чĕрепе тата çирĕпрех пулса тăраççĕ. «Кĕт мана» иммерсив программине шăпах ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕпе ЧР хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн проекчĕ ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Акă иртнĕ вырсарникун Пукане театрĕн залĕ аслă çулсенчи куракансене пуçтарчĕ. Хальхинче кунта Шупашкарти вĕрентекенсем пулчĕç. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă проектпа артистсем ку таранччен республикăри тĕрлĕ округа çитсе çаврăннă. Программа кашнинчех чăн пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе пуянланать. Унăн режиссерĕ Денис Андронов палăртнă тăрăх, çак çĕнĕлĕхе сцена çине кăлариччен нумай иккĕленӳ пулнă. Куракансем мĕнле йышăнасси шухăшлаттарнă. Тата кирлех-ши ун пек спектакльсем хӳтĕлевçĕсен çемйисене? Анчах спектакль хыççăн куракансемпе калаçни çакна çирĕплетет — кирлех. Чылайăшĕ пĕтĕм йывăрлăха чунра тытса тăрать, анчах ку туйăм чĕрене вăрттăн кăшлать. Иммерсив программипе паллашнă хыççăн вара хĕрарăмсем йывăр туйăма пĕрле пайлакансем пуррине ăнланаççĕ, ыратăва кăлараççĕ те чунра çăмăлрах пулса тăрать. Спектакль никĕсĕнче — Константин Симонов сценарийĕ тăрăх Александр Столперпа Борис Иванов ӳкернĕ фильм сюжечĕ. Вăл юратупа шанчăклăх çинчен калать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пулнăранпа 80 çул иртсен çав ахрăм тепĕр хут янăрать — каллех тăшманпа кĕрешмелле. Тин çеç çĕнĕ хваттере кĕнĕ çамрăк мăшăр малашнехи ĕмĕт-тĕллеве палăртатчĕ. Сасартăк алăкран шаккаççĕ. Тĕп сăнар повестка илсенех çĕршыв умĕнчи тивĕçне туйса çар комиссариатне каять, ятарлă çар операцине хутшăнать. Мăшăрĕ уншăн яланах кĕлтăвать, вăл ырă-сывă çаврăнса çитессе шанса хăйне лăпкă тытать. Анчах унăн хĕр тусĕ пачах тепĕр май — чун ыратăвне нимĕнпе те сиплеймест, ятарлă çар операцине хутшăнакан мăшăрĕ хыпар яманнишĕн тарăхать, унтан урăххине тупать те уйрăлассине пĕлтерсе упăшки патне çыру ярать. Çырăва илеймест арçын, мĕншĕн тесен пуç хурать. Тĕп сăнар вара амансан та юратнă мăшăрĕ патне чиперех таврăнать. Çак программăна пĕрре те лăпкă пăхма çук — куç хăех шывланать. Спектале ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисен историйĕсене видео мелĕпе кĕрте-кĕрте янă. «Кĕтме йывăр мар, кĕтни вăл — юратни, чĕрери пысăк юратупа ĕненни. Кĕтни вăл — туйни тата вăйлă пулни. Программăна курнă хыççăнах йĕрсе ятăм, çав кунсене тепĕр хутчен туйса ирттертĕм. Мăшăрăм юнашар мар, анчах чĕрĕ-сывă пулнине ăнланатăп. Унта ахаль кайман — Тăван çĕршыва, ачасене хӳтĕлет. Ирĕклĕхшĕн, пĕрлĕхшĕн кĕрешет. Çавăнпа та вăйлă пулмалла, ĕненмелле тата кĕтмелле», — тет экран çинчен Ольга Иванова. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисене калаçтарнă кадрсем те пур. «Çар операцине хутшăнакан мăшăра эсир хавхалантарни кирлĕ. Сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк, хĕрарăмăн — уйрăмах. Арçынсене çирĕп пулма чĕнсе каласа вăй парăр. Çапла, йывăр пулĕ. Анчах çывăх çынсем вăй парсан кашни иккĕмĕшĕ паттăр пулса тăрĕ», — терĕ вĕсенчен пĕри. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Наци мăнаçлăхĕ чунра пулмалла»
Кăмăл-туйăм вылявĕ наци ташшипе, хĕвел тухăç кĕвви-çеммипе, актерсен вĕри сăнарĕсемпе хутшăнса-пăтранса каять те куракан чунĕнче сирпĕнсе тухать… Çакă йăлтах чӳк уйăхĕн 17-22-мĕшĕсенче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулса иртрĕ. Республика кăçал Вера Кузьмина ячĕллĕ наци театрĕсен «Чĕкеç» фестивальне пĕрремĕш хут йĕркелерĕ.
Чăваш сценин легендине тĕнче пĕлет тесен те йăнăш мар. Ахальтен мар Вера Кузьмина ячĕллĕ пĕрремĕш фестивале тĕрлĕ çĕршыв артисчĕсем хутшăнчĕç. Пурăннă тăк кăçал чăваш çĕрĕн мухтавĕпе мăнаçлăхĕ шăп 100 çул тултарĕччĕ… Вера Кузьмина — СССР халăх артистки, «Ылтăн маска» Раççей наци театр премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ. 1947 çулта Мускавра ГИТИСран вĕренсе тухнă хыççăн вăл чăваш драма театрĕнче ĕçлеме пуçланă та мĕн юлашки кунччен сцена çине тухнă. Юбилей мероприятийĕсем мухтавлă артисткăн çуралнă кĕтесĕнче, Тăвай округĕнче, пуçланчĕç те шыв юххи евĕр шуса театра куçрĕç: унта вăл 74 çул вылянă, çав хушăра 150 ытла сăнар калăпланă. Унăн репертуарĕнче ют çĕршыв, вырăс классикĕсен, чăваш наци драматургĕсен ĕçĕсем пур. Тăван театрта Вера Кузьмина ячĕпе асăну каçĕ иртрĕ. Унта артистка пултарулăхĕпе паллашма, сассине тепĕр хут итлесе киленме май пулчĕ. Артистсем Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай савнă мăшăрне халалланă сăвă йĕркисене хумхануллă вуларĕç. «Чăваш Ен» ПТРК Вера Кузьминана «Амăшĕ» фильм халалланă. Шупашкарти Дзержинский урамĕнчи 31-мĕш çурт çине /Вера Кузьмина унта ывăлĕпе Атнер Хусанкайпа тата кинĕпе Гажидмапа 22 çул пурăннă/ асăну хăми вырнаçтарнă. Халăх юратакан артистка 2021 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Вăл Шупашкарта, паллă çынсене пытарнă аллейăра, мăшăрĕ çумĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă. Вера Кузьминана халалланă «Чĕкеç» фестиваль ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тĕревĕпе иртрĕ — çакăн çинчен регион ертӳçи ятарлă Указ кăларнă. Çавăн пекех фестивале ирттерме РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулăшнă. Фестивале хутшăнма Азербайджан, Тутар, Мари, Пушкăрт, Калмăк, Крым республикисенчен килсе çитрĕç. Ăна калмăксем Константин Эрендженовăн биографиллĕ романĕ тăрăх Сергей Бурлаченко режисер лартнă «Чудесная планета» ĕçпе уçрĕç. Чуна хускатакан истори, репресси авăрĕ… Халăх – наци философийĕн управçи. Калмăксем «хура» çав куна астума тивĕç — 1943 çулхи раштав уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче халăхăн пысăк пайне Çĕпĕре ăсатнă. Çавăнтан пуçласа Калмăк республикинче инкеклĕ куна асра тытаççĕ. Константин Эрендженов пурнăçран уйрăличчен хăйĕн тĕлĕнмелле инкеклĕ шăпи çинчен çырса хăварнă. Роман автор лагерьсенче ирттернĕ 20 çул çинчен каласа кăтартни çинче никĕсленнĕ. Спектакле пĕрремĕш хут Хакасире иртнĕ фестивальте кăтартнă. Колыма сиввинче чун тасалăхне, ăшшине упраса хăварма пулать-и? Çак ыйтăвăн хуравне режиссерпа пĕрле шыраса тĕп сăнара калăплакан Очир Такаев «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире çĕнтерчĕ. Сăмах май, вăл Хакасире те çак премиех тивĕçнĕ. Жюри пайташĕсенчен пĕри палăртнă тăрăх, наци вăл — пуç тăррине капăрлăх тăхăнса çӳрени мар. Наци мăнаçлăхĕ чунра пулмалла. Тен, шăпах çакă актера çапла тарăн туйăмлă выляма пулăшать те. Калмăксем фестивале пуçланă май /çакăнтан начар выляма юрамасть тенĕн/ актер ăсталăхне тӳрех çӳл тӳпене çĕклерĕç. Азербайджан патшалăх çамрăксен театрĕн актерне Шовги Гусейнова «Контрабас» моноспектакльте выляма ай-яй! çăмăл пулмарĕ вĕсен хыççăн. Спектаклĕн ĕмĕрĕ вăрăм — çакă сцена çинчи кашни хусканурах палăрчĕ. Постановкăра контрабасăн та сасси пур. Вăл тĕп сăнаршăн такам та: пĕрре — тус, тепре — тăшман, е пулăшать ăна вăл, е чăрмантарать… «Нур» Уфа патшалăх тутар театрĕ куракана «Фатима» спектакльпе /Зифа Кайдыровăн «А я все жду» хайлавĕ тăрăх Азат Зиганшин хатĕрленĕ/ тыткăнларĕ. Фестивальте шăпах çак ĕç çĕнтерчĕ те. Вĕçĕ-хĕррисĕр, чикĕсĕр юратакан Фатима шăпи урлă халăхăн вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçĕ сăнланнă. Çапах та Фатима ырă пуласлăхах шанать: ачине ют çын аллине пама тивсен те, юратнă çыннине ĕмĕрĕпех кĕтсен те… <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
«Пурнăçпа тан утмасан ÿсĕм пулмасть»
Çĕрпӳ округĕнчи Михайловка ялĕнчи вăтам шкул директорне, РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Владимир Андреева педагог пулма тата чăвашлăха аталантарма, çитĕнекен ăру тăван чĕлхинчен ан пистĕр тесе тăрăшма шăпи хăех çак пурнăç çулĕ çине илсе тухнă пулĕ. Вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутарта çуралса çитĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче çак ялта Илья Ульянов чăваш ачисене хутла вĕрентме ятарласа шкул уçнă. Иван Яковлев вĕсем мĕнле пĕлӳ илнипе кăсăклансах тăнă. «Эпĕ пуçламăш классенче çав йывăç шкулта вĕреннĕ. Пĕрремĕш парта хушшинче ларнă. Шкула уçнăранпа 100 çул çитнĕ тĕлеччĕ-ши е урăх юбилее хатĕрленнĕ чухне — çурта çĕнĕ шкул патне куçарчĕç. Класпа юнашар хваттер пеккиччĕ. Учитель пӳлĕмĕ пулнăскерте музей уçнăччĕ», — аса илчĕ Владимир Юрьевич.
— Владимир Юрьевич, эсир икĕ мухтавлă çын — Илья Ульянов тата Иван Яковлев — чăвашсемшĕн пысăк ĕç тунине, пĕлӳ çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине мĕн пĕчĕкрен ăса хывса ӳснĕ. Çавăнпах педагог, кунран та ытларах шăпах чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ пулас тени, ача чухнехи ĕмĕтчĕ-и?
— Манăн çыравçă пулас килетчĕ. Статья-тĕрленчĕк çырма ĕмĕтленеттĕм. Журналиста вĕренме каятăп тенĕччĕ. Салтака кайса килтĕм. Унтан Çĕмĕрле районĕн хаçатĕнче ĕçлеме пуçларăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар майпа пĕлӳ илтĕм. Шупашкара ĕçлеме тесе кайса пăхрăм. Май килмерĕ те Çĕрпӳ районĕн хаçачĕн редакцине вырнаçрăм. Тăлмачă пулса тăтăм. Вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçараттăм. Хваттер пачĕç. Çемье çавăртăм. Чиперех ĕçлеттĕм. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула ĕçрен кайма тиврĕ. «Шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен кирлĕ. Çавăнта кайса пăхмастăн-и?» — сĕнчĕç мана. Халĕ эсир асăннă Илья Николаевичпа Иван Яковлевичăн пархатарлă, сăваплă ĕç- хĕлĕ те аса килчĕ-тĕр — нумай шухăшласа тăмасăр шкула çул тытрăм. Ĕç укçи икĕ хут пысăкрах илме пуçларăм. Ун чухне шкулта ача йышĕ самаяхчĕ. Чăваш чĕлхине пĕччен вĕрентеттĕм. Чăннипе, ĕç килĕшме тытăнчĕ. Ачасене пĕлӳ панипе пĕрлех чăваш тĕнчи хамшăн та çĕнĕлле уçăлчĕ темелле. Тăван чĕлхен пуянлăхне, илемлĕхне туллин курса хаклама пуçларăм. Пĕр-икĕ çул ĕçленĕ хыççăн директор пуканне йышăнма сĕнчĕç. Турткалантăм, туркалантăм — унтан килĕшрĕм. Çавăнтанпа манăн пурнăç çак шкулпа тачă çыхăннă.
— Эсир ку шкулта 1992 çултанпа ĕçлетĕр. 31 çул, чăн та, сахал мар. Темĕнле саманара та пурăнса куртăмăр. Пурнăç питĕ улшăнчĕ. Çĕнйĕркелӳ тапхăрĕнче республикăсенче наци ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлеме тытăнчĕç. Хуласенчи кашни шкултах тăван чĕлхин, тăван тăрăхăн историпе культурин урокĕсене ирттерме пуçларĕç. Анчах ялсенче пачах урăх лару-тăру пулни палăрчĕ: ачасем тăруках чăваш пулма пăрахрĕç.
— Пĕлетĕр-и, чăваш ялĕнчи шкулта чăвашла ирĕккĕн, никам хистемесĕр, хăйĕн кăмăлĕпе калаçакан ачасене пӳрне хуçлатса шутласа кăларма пулать. Çамрăксем чăвашлăхран тухса ӳкнине курса тăратăн /çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне хаклама, амăшĕн чĕлхине чунне хывтарма чылай çул тăрăшса ĕçленĕ вĕрентекен пăшăрханни сисĕнчĕ — Авт./ Çак процеса чарма çав тери йывăр. Шел те, кунта ашшĕ-амăшĕнчен те пулăшу ыйтаймастăн, вĕсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхене вĕренме хирĕçлет.
— Сирĕнпе килĕшмесĕр май çук. Халĕ пирĕн ачасем çеç мар, хамăр та, çитĕннисем, тĕнче тетелĕнче пурăнатпăр тесен те йăнăш мар. Ирхине ĕçе кайнă чухне общество транспортĕнче пурте тенĕ пекех телефонра чакаланаççĕ. Ан тив, эпир çапах та хамăра кулленхи пурнăçра кирлĕ информаци е сĕнӳ-канаш шыратпăр. Çамрăк чуна ытларах вăйă, юрă-кĕвĕ, шӳтлĕ сюжетсем илĕртеççĕ. Çавăнпах эсир те чăваш чĕлхине çĕнĕ технологисем пулăшнипе вĕрентме шухăшларăр-и?
— Паянхи кун кĕнеке, тетрадь ĕнерхи самана теесех килмест, çапах та халĕ урăхла хатĕр-хĕтĕр нумай: компьютер, планшет, смартфон тата ытти те. Ачасене вăйă урлă, ытти çĕнĕ технологи пулăшнипе пĕлӳ пама пулать. Вĕсене сăмахпа каласа ăнлантариччен çав процеса кĕртсе яратăн та технологи туса паракан майсем патне хăйсем пырса тухаççĕ. Унччен эпир ачасемпе урамра авалхи чăваш вăййисене — «Çăпата кантри» е «Чăх карти» — выляса вĕсене чăвашлăхпа çывăхлататтăмăр. Хальхи ачасен интересĕсем урăхларах, вĕсемшĕн компьютер вăййисем илĕртӳллĕрех. Пирĕн унашкал чăвашла вăйăсем çук. «Ачасене компьютерти вăйăсем кăсăклантараççĕ пулсан, эппин, чăваш чĕлхине вĕрентессине те вĕсемпе çыхăнтармалла», — çавăн пек шухăшларăм та ятарласа информатика учителĕн профессине алла илтĕм, электрон вăйăсем хатĕрлеме пуçларăм. Малтанласа ачасем валли виçĕ вăйă çырса хатĕрлерĕм. Хальлĕхе эпĕ вĕренӳре пулăшса пыракан 20 ытла вăйă шухăшласа кăларнă. Пĕрремĕшĕ «Пĕлӳ шыраса» ятлă. Сюжет тăрăх Арçури ача пуçĕнчи пĕлĕве вăрманта сапалать, ăна йĕкелсем ăшне пытарать. Шăпăрланăн вĕрентекен пулăшнипе вĕсене тупса, уçса пĕлĕве пуçтармалла. Веçех тупса пĕтерсен вăйă ăнăçупа вĕçленет. <...>
Арсений ТАРАСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...