Комментари хушас

30 Чÿк, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 47 (6497) № 30.11.2023

«Кĕнекесем мана ĕмĕтленме вĕрентрĕç…»

«Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсемшĕн Нина Царыгинăн ячĕ ют мар. Вăл — пирĕн ĕçтеш. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çамрăк журналистăн тата прозаикăн «Çил-тăманлă ĕмĕт» ятлă пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Унта ултă калав кĕнĕ.

Калавсенче – пурнăç чăнлăхĕ

— Пĕрремĕш кĕнекӳне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕн, Нина?

— Тĕрĕссипе, кĕнеке кăларас тесе тĕллев лартман, ĕмĕтленсе пурăнман. Пĕр-пĕр кăсăклă кăларăм туянса вулассишĕн çеç çунаттăм. Паллах, хамăн кĕнеке пичетленсе тухасса маларах пĕлнĕ, çапах маншăн ку кĕтмен савăнăç пулчĕ. Хумхантăм та, хĕпĕртерĕм те.

— Калавусене пĕр кĕнекене пухас шухăш хăçан çуралчĕ? Эсĕ ачаранпах çыравçă пулма ĕмĕтленнĕ-и?

— Калавсем хаçат-журналта кун çути курнă май вĕсене пĕр çыхха пухас килчĕ. Кирлĕ чухне шыраса тупма меллĕ халĕ. Пĕррехинче шкулти библиотекăна ручкăпа пырса кĕтĕм те, Нина Львова библиотекарь: «Пĕлетĕн-и, çыравçăсемпе поэтсем çеç çапла пĕрмай ручкăпа çӳреççĕ. Эсĕ те писатель пулатăн пуль», — терĕ йăл кулса. Шутсăр кĕнеке вулама юрататтăм çав. Вĕсем урлă тĕнче мĕн тери кăсăклă та анлă пулнине пĕлтĕм. Кĕнекесем мана ĕмĕтленме вĕрентрĕç. Çырас туртăм та шкулта вĕреннĕ чухне çуралчĕ. Паллах, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ чухне те алла ручка тытмасăр май çукчĕ.

— «Çил-тăманлă ĕмĕт» калаври Виолетта мĕнпе çывăх сана?

— Вăл йывăрлăхра парăнманни килĕшет. Пĕтĕмĕшле илсен, çак сăнар манран вуçех уйрăлса тăрать: сăмахран, вăл çирĕп дисциплинăна пăхăнма хăнăхнă, пур çĕре те палăртнă вăхăтра çитет тата кăмăл-туйăмне ирĕке ямасть. Манăн вара ку енсене туптамалла /кулать. — Авт./.

— «Хĕври пăр катăкĕнче» эсĕ студентсен общежитири пурнăçне сăнлатăн. Мĕн хистерĕ ăна çырма?

— Манпа пĕр пӳлĕмре пурăннă хĕрпе пулса иртни. Çуллахи пĕр ир эпĕ, хайлаври сăнар пек, тантăшăм ихĕлтетнипе вăрантăм. Валя /ятне улăштарнă/ морозильникран кăларнă пăра уçă чӳречерен ывăтать те хăй пĕшкĕнсе пытанать. Калавра малалла мĕн пулса иртни урăх ĕç-хĕлпе çыхăннă.

— «Симĕс çӳçлĕ хĕр, е Уйрăлу кĕвви» хайлаври Тая — питĕ хăйне евĕрлĕ сăнар.

— Манăн юратнă сăнар пулса тăчĕ вăл. Тĕпрен илсен, Тая — хальхи вăхăтри хĕр. Анчах чунне çывăх çынна тĕл пулайман-ха. Апла пулин те ăна шырамасть, юратушăн çунмасть. Хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллăскер нимĕн те кĕтмест, ирĕклĕхе питĕ хаклать. «Ирĕклĕхрен хакли мĕн пур-ши? Ирĕклĕх кăна!» — тет вăл. Унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Тайăра кăмăла кайман ен те пур: вăл чун канăçлăхне сирнĕ саманта хăвăртрах йĕркелеме ăнтăлать. Унсăрăн лăпкă пурăнаймасть имĕш. Манăн та çӳçе симĕс тĕслĕ сăрлас шухăш пулнă, анчах эпĕ Тая пекех хăюллă мар çав. Пире музыкăна юратни пĕрлештерет /йăл кулать. — Авт./.

— «Амăшĕн йăнăшĕ» — кĕнекери чи хурлăхлă калав. Сăнарсен йывăр шăпи самаях шухăша ярать. Луизăпа Эльăн тата Игнатăн прототипĕсем пур-и?

— Хурлăхлă мар ĕнтĕ, пурнăç чăнлăхĕ. Хăш чухне телевизорпа кăтартакан фильмран кăсăклăрах сюжетсем куç умĕнчех аталанаççĕ. Çырма çеç ĕлкĕр. Прототипĕсем пур. Ăна çырнă чухне кукамай каласа кăтартнă историе тĕпе хутăм. Пĕр вăрттăнлăха уçам: чăнлăхра Эльăн прототипĕ çĕнĕ мăшăр тупса çемье çавăрнă, йĕркеллех пурăнать, Игнатăн вара — ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. — «Пике блогер» калавра паянхи çивĕч ыйтусене хускатнă.

— Кĕнекене çамрăксем валли хатĕрленине шута илсе паянхи кунпа пĕр килекен темăсене çутатас терĕм. Блогер пурнăçне сăнлас шухăш та çапла çуралчĕ. Унăн чăнлăхĕ соцсетьринчен уйрăлса тăрать-и? Блогер ĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатмашкăн хамăр республикăри паллă блогерсенчен пĕринпе тĕл пултăм. Эпир вĕсен ĕçне ача-пăча вăййи пек йышăнатпăр. Анчах пурнăç мĕн тери улшăнса пынине те, çĕнĕ профессисем «çуралнине» те шута хумалла. Интернетра ĕçлекенсем хальхи вăхăтра ытти специалист пекех кирлĕ. Тĕслĕхрен, контентмейкер, СММ-специалист, сторисмейкер... «Пике блогерăн» тĕп шухăшĕ акă мĕнре: хăвăн ĕçне чăннипех юрататăн, вăл киленӳ кӳрет пулсан чăрмавсене пăхмасăр çав çулпа утмалла. Çине тăракан ăнăçу патне çитетех. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   ♦


«Ентешсемшĕн чун ыратать»

— Вĕсене те çăмăл мар, çавăнпа пулăшмалла, — терĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Григорьев. Вăл Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан никамран пĕр пус илмесĕр хăйĕн ирĕкĕпе ентешсене гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçе пикеннĕ. Волонтерпа черетлĕ пулăшу леçме тухса каяс умĕн тĕл пултăмăр.

Хăйĕн машинипе

Сергей Григорьев çемье çавăрса Шупашкарта тĕпленнĕ. Апла пулин те вăл хăйĕн тăван тăрăхне манмасть, ентешĕсене кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшма васкать.

— Шкулта пĕрле вĕреннĕ, салтакра юнашар тăрса Тăван çĕршыва сыхланă, манăн туйра каччă çумĕ пулнă Анатолий Хованский иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне каяссине пĕлтерсен эпĕ пĕрле çула тухма тӳрех килĕшрĕм. Çавăнтанпа унта темиçе те кайса килтĕмĕр. Çак кунсенче тăххăрмĕш хут çула тухма хатĕрленетпĕр, — каласа кăтартрĕ Сергей Николаевич.

Вăрмар округĕнче пурăнакансем салтаксем валли пуçтарнă япаласене — апат-çимĕç, тумтир, тимĕр кăмака, эмелсем, дезинфекци хатĕрĕсем тата ытти те — Сергей Григорьев хăйĕн МАЗ машинине тиесе ытти волонтерпа пĕрле çула тухнă. Çак ĕçре ăна Вăрмарта пурăнакан Сергей Козлов пулăшса пырать. Волонтерсем машинăна япаласем тиенĕ хыççăн Мăнçырма салинчи чиркĕве кĕрсе тухнă. Леонид атте кашнинчех кĕлĕ ирттерсе, вĕсене ăнăçлă çул пиллесе ăсатать. Хирĕç тăру иртекен вырăна çитсе килме çăмăл мар паллах. Çакă кирек кама та шиклентерĕ.

— Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене çитсен, çар техникине курсан кăмăл-туйăм улшăнать. Пире унта пĕр сехетре 100 километр хăвăртлăхпа пырсан аванраххине систерчĕç. Мĕншĕн тесен тăшман машинăна тĕллесе лектерме пултарать. Палăртнă вырăна çапла хăвăрт çитрĕмĕр, — терĕ уçă чунлăскер.

Чун ыйтнипе

Вăрмар округĕнче гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма çамрăксемпе ватăсем те, предпринимательсем те хутшăнаççĕ. Шкул ачисем салтаксем патне çыру çырса хатĕрлеççĕ. Сергей Козлов, «Фанат» ятпа çӳрекенскер, мобилизациленнисем патне малтан Ульяновска çӳренĕ, япаласем илсе кайнă. Кайран Сергей Григорьевпа пĕрле инçете леçме пуçланă. Тăван çĕршыва хӳтĕлекен ентешсене ытларах çĕр пӳртсем тума строительство материалĕсем, апат-çимĕç, тумтир, супăньпорошок, эмелсем кирлĕ. Хăйсем апат хатĕрленĕ чухне хамăр патри çĕр улмирен тутлăраххи мĕн пултăр? Салтаксем уншăн та тунсăхлаççĕ. РФ Оборона министерстви апат-çимĕçпе тивĕçтерет паллах, анчах ентешсем кӳнĕ пулăшу темрен хаклă. — Çапăçусем çинчен кунта сӳтсе явма çăмăл, анчах çав вырăнта хамăр темиçе хутчен пулса курнă хыççăн ун пек калаймăн. Самолетсем вĕçеççĕ, танксем çӳреççĕ, снаряд-мина çурăлнă сасă пĕр вăхăт та шăпланмасть, — ыттисемшĕн пăшăрханса калаçрĕ Сергей Николаевич. Волонтер пулни хăйĕн ĕçĕпе аппаланма кансĕрлемест-ши ăна? — Кирек мĕнле ĕçе пурнăçлама та кăмăл кирлĕ. Вара веçех йĕркеллĕ пулать. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем ăна хăйсенчен аслине кура «Старый» хушма ятпа чĕнеççĕ. «Старый» черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ илсе пырсан хĕпĕртеççĕ вĕсем. Ыр кăмăллăх ĕçне пуçăннă арçын хăйĕн машинипе кайса килсе мĕн чухлĕ тăкакланнине хăй кăна пĕлет. — Мана ку ĕçе хутшăнма никам та хушман. Чун ыйтнипе май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Ентешсем машина ыйтсан шухăшласа тăмарăм, хамăн УАЗа вĕсем патне леçме тĕллев тытрăм. Кирлĕ пулсан — мĕн тăвăн? Юлташсем УАЗа юсаса çĕнетнĕ хыççăн ентеш салтаксем патне илсе кайса патăмăр. Эпĕ уншăн çука юлмастăп. «Параканăн алли типмест», — теççĕ. Пирĕн Вăрмар округĕнче лавккасенче ятарлă курупкасем пур. Унта лавккана килен-каян мĕн те пулин туянса хурса хăварать. Кам мĕнле пултарать, çапла пулăшать. Ентешсемпе çыхăнма май тупатпăрах. Хăшĕ-пĕри йывăрлăхра пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çапăçу хирĕ вĕт. Çавăнпа пулăшу кирлĕ. Тăшман енчен снаряд-мина талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вĕçсе килет. Ялан окоп чавмалла. Çанталăкĕ вара улшăнсах тăрать: хăш чухне çумăр чарăнмасăр лӳшкет. Тумтире çума кĕпе-йĕм çумалли машина та кирлĕ, — каласа кăтартрĕ волонтер. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Тăван халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе те паллаштаратпăр»

Алевтина Такина — тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн чунран тăрăшакан учитель. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 31 çул вăй хурать. «Эпир — ĕçе, ĕç пире юратать. Эпир урăхла ĕç тума пĕлместпĕр», — тет вăл.

Канашри педучилище Ача чухне вăл шăпа ăна хулана илсе çитересси пирки шутлама та пултарайман. Алевтина Такина Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче Маргаритăпа Александр Ильинсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ дояркăра вăй хунă, ашшĕ колхозри хисеплĕ тракторист пулнă. Çемьере икĕ ывăл та икĕ хĕр çитĕннĕ. Ачисем пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне пулăшнă. «Пирĕн касри чылай ачан амăшĕ дояркăра ĕçлетчĕ. Эпир 3-4-мĕш класра чухнех ĕне фермине вĕсене пулăшма çӳреттĕмĕр: тислĕк хыраттăмăр, утă-улăм сарса параттăмăр. Кăштах ӳссен ĕне сума тытăнтăм. Фермăра выльăхĕ нумайччĕ. Çулла ĕнесене хире илсе тухатчĕç. Вăл ялтан аякраччĕ. Хĕрачасемпе пухăнаттăмăр та унта каяттăмăр. Никам та нăйкăшман. Анне ирхи 3-4 сехетре ĕçе каятчĕ. Севокпа чĕкĕнтĕр пайĕсене те валеçсе паратчĕç. Аслăрах классенче çулла колхоза утта çӳреттĕмĕр. Кунне 16 машина тиени те пулнă. Халтан каяттăмăр, анчах киле çитсе апат çисенех ывăнни таçта кайса кĕретчĕ. Ирхине пире асанне тирпейлесе шкула кăларса яратчĕ. Килти ĕçсене тума вĕрентекенни те вăлах пулнă. Ача чухне чăх пусса тирпейлеме те асанне вĕрентрĕ. Шкулта лайăх вĕренеттĕм, килте те, фермăра та пулăшма ĕлкĕреттĕм. Ача чухне тухтăр е учитель пулас килетчĕ. 8-мĕш класа çитсен учитель пулас ĕмĕт тĕвĕленсех çитрĕ. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсен хĕр тантăшсемпе Канашри педагогика училищине çул тытрăмăр. Вĕренме килĕшетчĕ, анчах мана, тин çеç атте-аннерен уйрăлнă 15-ри хĕре, çемьерен аякра пурăнма çав тери йывăрччĕ. Пĕррехинче чăтаймарăм. Занятисем хыççăн чăматана пур-çук япалана тултартăм та юлашки автобуспа яла кайрăм. Хаваспах кĕтсе илчĕç тетĕр-и? Тепĕр кун ирхи 5-ре мана пĕрремĕш рейспа çав чăматанпах каялла Канаша лартса ячĕç. Унтанпа вĕренме пăрахас шухăш пулман. Çав чăматан паянхи кун та упранать. Кайран училище тăван кил пекех пулса тăчĕ. Мана старостăна суйларĕç. Çулла ССОпа Молдавие арпус, помидор пуçтарма кайрăмăр. Пирĕн ушкăна Клавдия Губанова преподаватель ертсе пычĕ. Питĕ лайăх хĕрарăм. Унпа халĕ те кашни пилĕк çулта тĕл пулатпăр», — аса илчĕ Алевтина Такина. «Чăн-чăн учитель пулас тесен Канашри педучилищĕре вĕренмелле», — тенĕ СССР халăх учителĕ, ĕмĕр тăршшĕпех Елчĕк шкулĕнче директорта вăй хунă Петр Чернов. Алевтина Александровна пĕрремĕш практикăна шăпах ун патĕнче ирттернĕ. Çавăн чухне вăл хăй тĕрĕс çул суйланине пĕрремĕш хут туйнă. Педучилище пĕтернĕ хĕре ăçта ĕçлеме кăмăл пур — çавна суйлама хушнă. Вĕсен шутĕнче Çĕнĕ Шупашкар та пулнă. Преподавательсем ăна çак хулана суйлама сĕннĕ. Анчах ялти шкулта ĕçлеме ĕмĕтленнĕскер унта кайма килĕшмен, тăван районнех таврăннă, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Качча килсен те çитмен пурнăç манран юлмарĕ»

«Пурнăçăм савăнăçлă самантсемпе асра юлнине астумастăп. 86 çул тултартăм пулин те хурлăхлă кунсем темшĕн паянхи кун та асран тухмаççĕ», — çапла пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Патăрьел тăрăхĕнче Тури Туçа ялĕнче пурăнакан София Кересева. Соня аппа 1937 çулта Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче Максимпа Нина Петровсен çемйинче кун çути курнă. Вăл вăрçă пуçланнине питĕ лайăх астăвать.

Пĕр кунра — икĕ виле

«Эпĕ ун чухне 4 çулти ача кăна пулнă. Çапах аттене вăрçа ăсатни куç умĕнчех. Килтен тухса каяс умĕн мана йăтса илчĕ те çӳлелле çĕклесе лайăх пурăнма пиллесе хăварчĕ. Текех эпир ăна курман. Аттерен виççĕн юлтăмăр: 1934 çулта çуралнă тете, эпĕ тата çулталăкри шăллăм. Пурнăç питĕ йывăрччĕ. Юрать, çулла пулатчĕ. Ун чухне курăк пухаттăмăр та шӳрпе пĕçереттĕмĕр. Тĕрĕссипе, ăна та тупма йывăрччĕ. Пирĕн пек чăкăт курăкне, мăян пухакансем ялĕпехчĕ. Хăш чухне шӳрпене анне киличченех çисе яраттăмăр. Вăл килнĕ çĕре татах курăк пухма каяттăмăр вара. Вăрмантан çăка çулçи пуçтарса килеттĕмĕр. Ăна типĕтсе çăнăх авăртаттăмăр, анне унран пашалу пĕçеретчĕ. Мана, пĕчĕкскере, вучах чĕртме хушса хăваратчĕç. Хуранĕ патне алă çитменрен анне тенкел лартса паратчĕ. Анчах вутти те кирлĕ-çке. Тетепе, шăллăмпа михĕ çакса вăрмана каяттăмăр, типĕ çапă пуçтарса килеттĕмĕр. Май пулсан курăкне те таткалаттăмăр. Пирĕн аннесем çав курăк яшкине çисе йывăр ĕçсене мĕнле тăвайнă-ха? Анне лаша вырăнĕнче ĕçлетчĕ. Сухапуçĕ хушшине хăй тăратчĕ, эпир, вĕтĕр-шакăр, çĕр улми пăрахкаласа пыраттăмăр. Халĕ аса илетĕп те тĕлĕнетĕп. Анне мĕнле чăтнă-ши? Юрать, пирĕн ĕне пулнă. Вăл йăтмасан тăраймастчĕ те. Çапах сĕтне пăртак паратчĕ. Яшкана сĕт ярса шурататтăмăр. Çулла ĕне валли курăкĕ пулнă-ха. Хĕлле вара аслăк тăррине витнĕ кивĕ, çĕрнĕ улăма çитереттĕмĕр. Ĕне унпа мĕн сĕчĕ парайнă ĕнтĕ? Вырмана тухсан анне пĕр ывăç тырă тĕшĕлесе килетчĕ. Ăна пухса пыраттăмăр та кӳрше каçса алă арманĕпе авăртаттăмăр. Куншăн кӳршĕ хĕрарăмĕ пĕр кĕреке курки кĕрпе илсе юлатчĕ. Пурпĕрех курăк яшкине кăшт кĕрпе ярса пĕçерсен савăнаттăмăр. Пĕррехинче шăллăм кӳршĕ ачипе кĕлете кĕнĕ те такана çинчи пур-çук çăнăха çисе янă. Ăна анне пашалупа хутăштарма хăварнăччĕ. Эх, шăллăма вăрçрăмăр. 3-4 çулти ачасен хырăмĕ чăтма çук выçнă ĕнтĕ. Çăнăха ахальтен типĕлле çимен. Ыйткалакан нумайччĕ. Пирĕнтен инçех те мар аннен хĕресне ывăлĕн çемйи пурăнатчĕ. Мишутка манпа пĕр çултаччĕ. Ун чухне эпир 6-7 çулта пулнă. Унăн амăшĕ ыйткалама тухса каятчĕ. Пĕррехинче анне мана: «Мишуткăн амăшĕ темиçе кун курăнмасть, ача мĕнле пурăнать-ши? Кайса килер-ха», — тесе вĕсем патне илсе кайрĕ. Мишутка валли пĕр курка сĕт илчĕ. Вырăн çинче вилнĕ пек выртакан арçын ачана курсан анне тӳрех ун патне чупса пычĕ, кăкăрĕ çумне тытса сĕт ĕçтересшĕн пулчĕ. Анчах Мишутка сĕт ĕçеймесĕрех ассăн сывласа илчĕ те вилчĕ. Кӳршисем чупса каçрĕç. Çав вăхăтра амăшĕ кĕрсе тăчĕ. Ывăлĕ вилнине курсан хĕрарăм кăшкăрса макăрчĕ, кутамккинчи мĕн пур çимĕçне Мишутка çумне силлерĕ. Унтан 3-4 çĕр улми, темиçе татăк хытнă çăкăр тухса ӳкрĕç. «Çакна та çисе кураймарăн-çке», — тесе йĕчĕ. Амăшĕ ывăлне ыталаса ун çумне кĕрсе выртрĕ те юлашки сывлăшне кăларчĕ. Пĕр кунра пĕр çуртра икĕ виле пулчĕ. Ун чухне çын пытарма та питĕ йывăр пулнă. Мишуткăпа амăшĕ темиçе кун выртрĕç. Тупăк тума хăма тупаймарĕç. Аннепе унта çӳренине астăватăп. Хырăм питĕ выçнипе пĕр кунхине чăтаймасăр Мишуткăн амăшĕ илсе килнĕ пĕçермен çĕр улмине йĕре-йĕре çирĕм. Ялта арçынсенчен пĕртенпĕр ватă Мике мучи пурччĕ. Вăл колхозăн лаша витинчи кункăраран тупăк тума сĕнчĕ. Лашасене пурне те фронта илсе кайнăччĕ. Хĕрарăмсем тупăк турĕç. Ăна йăтса пыма та вăй çитмен пулĕ çав хĕрарăмсен. Мишуткăпа амăшне тараттайккă çине хурса пытарма кайрĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Кукашшĕ ăсталанă пĕве тинĕсрен те лайăхрах

«Салам, кукаçи! Эпир çитрĕмĕр!» — теççĕ Николаевсем Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Юрьевка ялĕнчи килне çитсен. Ватă çын тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан та сывлăх сунаççĕ вĕсем ăна. Егор Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1943 çулта Курск пĕккинче снаряд ванчăкĕпе аманнă. Вăл темиçе операци чăтса ирттернĕ, госпитальсенче вăрах сипленнĕ. Тухтăрсем организма лекнĕ мĕн пур ванчăка кăларман. Яла таврăнсан 6 теçетке çул ытла пурăннă.

«Кулак» тесе 2 хут айăпланă «Кукаçи пирĕнтен шăппăн уйрăлчĕ. Каçхине кил-çурт тавра утса çаврăнчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, ăна тĕлĕнсе сăнарăм. Пӳрте кĕрес умĕн чарăнса тăчĕ те тӳпенелле тинкерчĕ. Ирхине унăн чĕри тапма чарăннине пĕлтерчĕç. Çак хыпар пурне те анратрĕ. Снаряд ванчăкĕ вырăнтан хускалса юн тымарне суранлатнă терĕç», — аса илчĕ Станислав Анатольевич. Николаевсен пурнăçĕ çăмăл пулман. Йăха пуçараканĕ ача чухнех хăр тăлăха юлнă. Улпут патĕнче ĕçлекенскер выçса вилмен, иртен пуçласа каçченех тар тăкнă. Çĕр улпучĕ унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнă та… шыв арманĕ парнеленĕ. Хăйĕн вăйне çеç шанма хăнăхнă Якур тăрăшсах ĕçе пикеннĕ. Часах шыв арманĕ пирки çывăхри ялсенче пурăнакансем пĕлнĕ. Ĕç кал-кал пынă. Арçын çав вырăнтах çăм тата çу арманĕ, кирпĕч лаççи уçнă, укçа пухса йывăç çурт çĕкленĕ. 10 ачине унта ирĕклĕ пулнă. Самана улшăннă. Совет влаçĕн тилхепине тытнисем пуянсене кулак тесе Çĕпĕре ăсатнă, кил-çуртне туртса илнĕ. Николаевсем те çак пăтранчăк тапхăрта инкек тӳснĕ. Вĕсен пурлăхне туртса илнĕ, кĕçĕнрех ачисене мăн кукашшĕпе хăварнă та аслăраххисене ашшĕпе пĕрле Урала ăсатнă. Темиçе çултан çеç вĕсем каялла таврăнма пултарнă. Анчах вĕсен хуйхи-суйхи çакăнпа вĕçленмен. Николаевсене «кулак» тесе иккĕмĕш хут айăпланă. «Архив докуменчĕсене тĕпчерĕм. Вĕсенчен пĕринче çăхав пирки пĕлтĕм. Николаевсен ĕни икĕ вăкăр пăруланă. Пĕрне патшалăха панă, теприне килте хăварнă. Ачасене тăрантарма какай пултăр тенĕ. Пĕри çакăн пирки пĕлнĕ те çăхав янă. Хĕлле Якур ачисем ăшă тумсăр, кил-çуртсăр тăрса юлнă. Çемье пуçне Çĕпĕре ăсатнă. Кун хыççăн мăн кукаçи çĕр пӳрт чавнă. Вĕсен тĕттĕм те сивĕ шăтăкра кун кунлама тивнĕ. Пĕррехинче вăл йĕрекен ачисене хăйĕн тавра пухнă та: «Ан макăрăр. Вăхăт çитсен пирĕн таса ята тавăрĕç», — тенĕ. Çĕпĕртен таврăнсан Якура арманта ĕçлеме ирĕк панă», — каласа кăтартрĕ Станислав Анатольевич. Арман 1960 çулччен ĕçленĕ. 1964 çулта ăна аркатнă. Çав çулах Егор Николаевич çут тĕнчепе сыв пуллашнă. Вăл 70 çул тултарайман. Халĕ унăн кĕçĕн хĕрĕ пурăнать. Лена аппа 90 çул тултарнă. Вăл ачалăхне аса илме юратмасть. Мĕн пĕчĕкрен нушаллă ӳснĕскерĕн çухату нумай пулнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.