Автотранспорта çÿреме чарĕç
Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум уçăлнă кун, Шупашкар спорт лапамне çаврăнĕ.
Карл Маркс урамĕнче тематика площадкисем вырнаçтарĕç. Унта спорт организацийĕсемпе федерацийĕсем халăха спортăн уйрăм енĕсемпе паллаштарĕç. Çавăнтах паллă тренерсемпе курса калаçма май пулĕ, вĕсемех ăсталăх сехечĕсем ирттерĕç. Хĕрлĕ лапамра хăнасемпе хула çыннисене чаплă уяв кĕтĕ. «Шупашкар - спорт хули» чĕнÿпе спортсменсен парачĕ иртĕ. Республикăри паллă атлетсем 2015-2016 çулсенче Шупашкарта иртекен Европа тата тĕнче чемпионачĕсен ялавĕсене йăтса утĕç. Театр умĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем «çăлтăрпа» пĕрле зарядкăна тăрĕç, залив хĕрринче утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ старт илĕ, «Спорт - пурин валли те» фестиваль пуçланĕ.
Çавна май «Чăваш Ен» хăна çуртĕнчен пуçласа Ефремов купса бульварĕ патне çитиччен 10-18 сехетсенче автотранспорта çÿреме чарĕç. Кун çинчен Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ятарлă йышăнăва алă пуснă.
Е.АНДРЕЕВ.