Хыпар 128 (28156) № 14.11.2023
Олег НИКОЛАЕВ: Сăмахшăн явап тытма пĕлмелле
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун «Тăван çулсен радиовĕн» эфирĕнче «тӳрĕ лини» йĕркелесе республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Шанăçа çухатнисене те пулăшрăмăр
Калаçу хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă çынсене пулăшас ыйтуран пуçланчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Шупашкарти хута ярасси тăсăлса кайнă объектсемпе çыхăннă çивĕчлĕх сирĕлсе пырать. Чăрмавлисем — «Лидер» компанин тăватă çурчĕ. Республикăри вăхăтра хваттер илеймен 2 пин ытла çынран çурринчен ытларах йышĕ — шăпах çак компани клиенчĕсем. Унăн Гагарин урамĕнчи икĕ çурчĕ тĕлĕшпе ĕçсем вĕçленнĕ теме те юрать ĕнтĕ — коммуникацисемпе çыхăнтармалли çеç юлнă. «Кувшинкăри» икĕ çурт тĕлĕшпе вара лару-тăру кăткăсрах. Ĕç-пуçа суд тишкернине кура — пушшех. Унта хваттер илмелли çынсене тăваткал метрсене парасси çитес çула куçĕ. Кирек мĕнле пулсан та влаç нушаллă çемьесене пăрахманни хаклă. Çавна май Олег Николаев иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех хваттер туянма укçа хывса улталаннă çынсене пулăшма май килнине те асăнчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем хăйсем тĕллĕн çак ыйтăва татса парасси иккĕленӳллĕччĕ, шăпах влаçсем хута кĕнине, строительство организацийĕсенчен пĕри пулăшма килĕшнине кура теçетке ытла çемьене тинех хваттерсем панă. Пурăнмалли тăваткал метрсем нумай ачаллă çемьесене те кирлĕ. Олег Николаев маларах 8, 7 тата ытларах ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтернине аса илтерчĕ. Кăçал 6 тата ытларах ачаллă çемьесен ыйтăвне татса панă. Халĕ 5 тата ытларах ачаллисемпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Çитес çулхи бюджетра кун валли 900 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Нумай ачаллă 160 çемье хваттерлĕ пулĕ. Тата — тăлăхсем, инвалид ачаллă çемьесем, кивелсе çитнĕ çуртсенче пурăнакан çемьесем... Тĕп хула администрацийĕ Шупашкарти пĕр сквера Владимир Жириновский ятне пама килĕшнине мĕнле хаклани пирки ыйтнине хуравланă май Олег Алексеевич хăй вăхăтĕнче Владимир Вольфовичпа Патшалăх Думинче пĕрле ĕçленине аса илчĕ. Ăна лайăх пĕлнĕ: «Хăйне евĕрлĕ, ăслă, нумай вĕреннĕ çын...» Анчах сквера, урама пĕр-пĕр çын ятне парассине, регион ертӳçин шучĕпе, хулара пурăнакансемпе канашласа татса памалла. Хула влаçĕсен килĕшĕвĕ вара сквера асăннă политик ятне параççех тенине пĕлтермест, администраци йышăнăвне Жириновский ятне вăрăм списока кĕртнĕ пек кăна хакламалла. Çулсене тимлĕх кирлĕ Çулсемпе, транспортпа çыхăннă ыйту те¬миçе те пулчĕ. Олег Николаев хăй вăхăтĕнче республика «Чăвашавтотранса» панкрута кăларса пысăк çухату тӳснине йышăнчĕ. Паян çак çухатăва саплаштарас енĕпе вăй хума тивет. Çав шутра тĕп хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче автостанци кирлĕ. Вăл пассажирсемшĕн меллĕ пултăр, çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтертĕр. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул çӳрев хăтлăхне тивĕçтересси те — кун йĕркинче. Ку енĕпе троллейбус маршручĕсем пулăшмалла. Пĕтĕмпе виçĕ маршрут пулĕ, вĕсенчен пĕри кăçалах ĕçлесе каймалла. Республика çĕнĕ троллейбуссем туяннă, татах туянать — çивĕчлĕх ерипен сирĕлмелле. Сăмах май, Олег Николаев икĕ хулана çине тăрсах пĕрлештерни вырăнлă тесе шутламасть, вĕсене пĕрле аталантарни усăллă тата тухăçлă пулни пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. Автоçулсем тенĕрен, вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх ӳссе пынине юлашки çулсенче Çул-йĕр фончĕ чылай пысăкланни те çирĕплетет. Кăçал вăл 9,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çитес çул та унран кая мар пулĕ. Нумай калаçтарнă об±ектсем пирки каланă май Олег Алексеевич 2024 çулта тинех Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулне йĕркене кĕртессине çирĕплетрĕ. Кăçал Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри округĕсене асфальт çулпа çыхăнтарнă. Муниципалитетсене çапла майпа çывăхлатас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлесшĕн, ку вĕсен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. М-12 магистрале тума явăçтарнă йывăр техника аркатнă çулсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă тема та айккинче юлмарĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çулсен 67 километрне юсанă, тата 167 километра йĕркене кĕртмелле. Вăл çак ĕçе çитес икĕ çулта вĕçлессе шанать. Унсăр пуçне М-7 автоçулăн Горький пăрăнчăкĕнчен тытăнса Кӳкеçе çитичченхи сыпăкне реконструкцилесси пирки Мускавпа калаçусем пыраççĕ. Ку проекта Росавтодорăн пилĕк çуллăх планне кĕртнĕ. Çухатусăр мар Йывăр тема — ятарлă çар операцийĕнчи çухатусем. Влаçсем унта пуç хунă ентешсен шутне пĕлтерменшĕн, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче пирĕн ентешсен пысăк ушкăнĕ вилни çинчен нимĕн те шарламаншăн ӳпкеленипе Олег Алексеевич килĕшмерĕ. Никам та нимĕн те пытарманни çинчен каланă май хăй куллен çар комиссариачĕпе, Чăваш Ен салтакĕсем йышлă çар чаçĕн командованийĕпе тачă çыхăну тытнине палăртрĕ. «Нумай ыйтăва эпĕ те пĕлместĕп, мĕншĕн тесен эпĕ Оборона министерствин иерархийĕнче мар. Кашнин хăйĕн ĕçне пурнăçламалла. Эпĕ кунти ĕçсене йĕркелессишĕн яваплă. Çар операцийĕнчи ентешсен çемйисем тĕлĕшпе тимлĕ пулма тăрăшатпăр — ку манăн тивĕç», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. Çухатусем пуррине вăл хирĕçлемерĕ. Ентешсем пуç хунă кашни тĕслĕх пирки калаçманни вара, регион ертӳçи палăртнă тăрăх, вĕсен çывăх çыннисем хăйсем тавра шăв-шав çĕклесшĕн пулманнипе те çыхăннă. Вĕсем тимлĕх ыйтаççĕ, шавлани вара — кирлĕ мар... Çывăх çыннисем ятарлă операцири салтаксене ротаци тума сĕнеççĕ. Олег Николаев вĕсем çак ыйтăва тĕлпулусенче те çĕклени çинчен каланă май салтаксене операци тапхăрĕ валли мобилизациленине аса илтерчĕ. Анчах халĕ мобилизаци шучĕпе çар ретне тăнисем те контракт алă пусма пултараççĕ. Контрактра служба хăçан вĕçленессине уçăмлăн палăртаççĕ. Çар служащийĕсен çулталăкра икĕ хутчен 14 кунлăх отпускра пулмалли ирĕк пур — çакна Президент Указĕпе çирĕплетнĕ. Ку ĕçе йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Ентешсен пысăк ушкăнĕсем отпуска килнĕ чухне Чăваш Ен вĕсем валли транспорт уйăрассине те йĕркеленĕ. Халĕ, чăн та, салтаксем пысăк ушкăнпа отпуска килмеççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕнтерĕçĕсен пĕрремĕш ушкăнне палăртнă
Мускаври ВДНХри Чăваш Республикин стенчĕпе паллашакан кашни çын хăйне чăн-чăн бизнесмен пек туйса илме пултарать.
Предприниматель ĕç-хĕлĕнчи пултарулăха «Чăваш Ен — ăнăçу территорийĕ» вăйăра тĕрĕслеме пулать. Ку — пурте пĕлекен «Монополи», анчах унта хăйне евĕрлĕ «плюшка» пур. «Тĕслĕхрен, «Монополире» «Манăн бизнес» центр пулăшăвне илме çук. Пирĕн вăйăра вара пур институт та пулăшать. Патшалăх пулăшăвĕпе бизнесменсене вăйăра кăна мар, чăн пурнăçра та çăмăлрах», — ăнлантарчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. Тепĕр уйрăмлăх — вăйăра шухăш¬ласа кăларнисенче мар, Чăваш Енри предприятисенче тата банксенче ĕçлемелле. Вăйă йĕрки çавăн пекех: панкрута тухасран асăрханмалла, финанс енĕпе çитĕнӳсем тумалла. Вăййа хутшăнакансем ултă фишкăран пĕрне суйласа илеççĕ. Вĕсем çине Василий Чапаева, «Анне» палăка, Андриян Николаева, Иван Яковлева ӳкернĕ. Чи ăслă 45 бизнесмена парне — «Аслă Атăл çулĕ» тур — кĕтет. «Раççей» куравра Улăп паттăр пулса курма та май пур. Хусканусене «чун кĕртекен» тум пулăшнипе чăваш халăхĕн пăхаттирĕ «чĕрĕлсе тăрать». Çавăн пекех Чăваш Ен стенчĕ патĕнче мультфильмсем валли анимацисем хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ, компьютер вăййисенчи сăнарсене чĕртсе тăратма вĕрентеççĕ. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, интерактива ачасем уйрăмах килĕштереççĕ. «Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи ачасем чăваш фольклорĕпе паллашни питĕ лайăх. Хальхи йышши технологисем пулăшнипе вĕсене тата ытларах кăсăклантарма пулать», — тенĕ вăл. Эсир XVI-XVII ĕмĕрсенчи Шупаш¬кар кремлĕнче пулса курнă-и? Кĕтмен ыйту. Çапла-и? Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав ĕмĕрсем урлă çул çӳреве тухма та пулăшать. Тĕрĕссипе, аваллăха çул уçма пачах ансат пулман. 3D-графика специалисчĕсен çынсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсене палăртма историе тĕпчеме тивнĕ. Кăткăс ĕç-хĕле хăнасем пысăк хак пани куçкĕрет. Çакна виртуаллă экскурсипе кăсăкланакан йышли лайăх çирĕплетет. Курав уçăлнăранпа авалхи Шупашкар хулипе 1500 ытла çын курса çӳренĕ. VR-куçлăх тăхăнсан 3D-объектсене, тĕслĕхрен, Введени соборне, Раççейри пĕрремĕш тĕрмене, Аманатсен, дворянсен, боярсен, тĕн çыннисен çурчĕсене курма пулать. Дмитрий Краснов, сăмах май, «вăхăт çул çӳревçисене» интерактив кăсăклантарасса, вĕсен хальхи вăхăтри Шупашкарпа та паллашма кăмăл çураласса шанать. «Эпир вара хăнасене яланах хапăл», — терĕ вăл. Курав хăнисенчен хăшĕ-пĕри чăматан пуçтарма тытăннă та ĕнтĕ. «Манăн çул çӳревсен кĕнеки» викторинăн пур ыйтăвне те тĕрĕс хуравланисен хушшинче çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Малтан виçĕ çынна парнепе чыслама йышăннă, анчах ку шухăша улăштарнă. Чăваш Ене килсе курмалли путевкăпа ултă çынна чысланă. Тур программине те, сăмах май, улшăнусем кĕртнĕ. Тĕрĕсрех каласан, ăна канмалли кун турĕпе ылмаштарнă. Çапла майпа туристсем Атăл тăрăх та уçăлса çӳреме пултарĕç. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Ырă ĕçшĕн çул уçă
Улатăр округĕнче пурăнакан 92 çулти Антонина Барышева Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли нуски çыхать. «Кĕмĕл» волонтерсем çинчен илтсенех вăл ал ĕçĕ тума ларнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те хĕрача Çĕнтерĕве çывхартма тылра тăрăшнă. Ун чухне алсиш-нуски çыхнине ватлăхра тепĕр хут аса илнĕ. Хăйĕн ĕçĕ халĕ те çĕнтерӳ валли пĕчĕк пулăшу пуласса шанать Антонина Александровна. «Тыл фронт çинчен мансан фронт тыла çитет», — асăрхаттарать вăрçă ачи.
Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе
Чăваш Енри округсенче пурăнакансем пултарнă таран ыр кăмăллăх ĕçне явăçаççĕ: маскировка тетелĕ хатĕрлеççĕ, ăшă нуски-алсиш çыхаççĕ, окопра усă курмалли çурта, паракорд сулли тăваççĕ. Теприсем тумтир, çĕр пӳртре сарса выртмалли япала çĕлесе ăсатаççĕ. Республикăри чылай шкулта ачасем те ыр кăмăллăх ĕçне пуçăннă. Вĕсене вĕрентекенсем кăтартса, ертсе пыраççĕ. Акă Вăрмар округĕнчи Пинер шкулĕн директорĕ Герман Борецкий ыттисене тĕслĕх кăтартса çак ĕçе хăйсен тăрăхĕнче пĕрремĕш тытăннă. — Республикăри «Ырă ĕçсен фончĕн» ертӳçи Ирина Николаева сĕннипе тĕл пулса калаçрăмăр, çар операцийĕнче кирлĕ маскировка тетелĕ çыхма палăртрăмăр. Ĕçе пуçăнмашкăн малтан шкулта станокне Володя Андреев платникпе ăсталарăмăр. Унтан вĕсем пире тетел валли пусма илсе килсе пачĕç. Ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Ачасем ĕçрен хăрамаççĕ — кĕçĕнреххисем те, пиллĕкмĕшсем, пулăшаççĕ. Ĕç урокĕнче çеç мар, музыка урокĕнче те юрласах тетел çыхаççĕ. Салтаксем валли çырусем те ятăмăр. Унсăр пуçне ялти халăх та ĕçлеме килет. Паян та кăнтăрла улттăн килсе тăрăшрĕç. Халĕ вун тăваттăмĕш тетел çыхма пуçларăмăр. Хатĕррисене «Ырă ĕçсен фондне» тата округран гуманитари пулăшăвĕ леçекен волонтерсене парса яратпăр. Халĕ Смоленскри пограничниксен чаçĕ валли саккаспа çыхатпăр. Вĕсем çитес вăхăтра ятарлă çар операцине тухса кайĕç. Пирĕн хыççăн округри ытти шкул та ĕçлеме пуçларĕ, — каласа кăтартрĕ Герман Станиславович. — Эпир те Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма шухăшларăмăр. Ялти клубра округ ертӳçи Василий Шигильдеев пуху ирттернĕ май салтаксем валли пулăшу йĕркелемелли пирки каласан тӳрех маскировка тетелĕ хатĕрлеме пуçăнмашкăн палăртрăм. Герман Борецкипе çыхăнса ĕç-пуç çинчен ыйтса пĕлтĕм. Ятарлă пусма ăçтан тупмалли çинчен те. Ĕçе ачасемпе, вĕрентекенсемпе çеç мар, ялта пурăнакансемпе те йĕркелерĕмĕр, — пĕлӳ çуртĕнчи ыр кăмăллăх ĕçĕпе паллаштарчĕ унăн ертӳçи Сергей Антонов. — Чи малтан ĕçе шкул ачисем пикенчĕç. Учительсемпе пĕрле тăхтав вăхăтĕнче, уроксем хыççăн вăй хучĕç. Унтан ялти тăватă хĕрарăм каçхине килсе маскировка тетелĕ çыхрĕ. Йыш хушăнса пычĕ, халĕ 19-ăн ĕçлеççĕ. Пĕр талăкра пĕр тетел хатĕрлетпĕр, пусми çеç пултăр. Ун валли ятарласа спанбонд пусма кирлĕ. Аслăрах ӳсĕмрисем те ĕçе хутшăнасшăн, анчах вĕсене каçхине килме меллĕ мар, кăнтăрла çыхасшăн. Çавăнпа ялти клубра та çак ĕçе пуçарма палăртрăмăр. Тетел çыхакансен йышĕнче ывăлĕсене çар операцине мобилизаципе ăсатнисем пур. Хальлĕхе 16 тетел хатĕрлесе парса ятăмăр. Ачасене çак ĕçе явăçтарса телефонран кăшт уйăрни те усăллă. Пирĕн пата юнашар вырнаçнă Кавал ялĕнчен килсе вĕренчĕç, вĕсем те пулăшу ĕçне тытăнчĕç. Эпир пурте «Ырă ĕçсен фончĕн» ертӳçипе Ирина Николаевăпа çыхăнса ĕçлетпĕр. «Типĕ душ» та хатĕрлеççĕ 2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Ирина Николаева мăшăрĕпе пĕрле гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçе хутшăнма тытăннă. — Çĕршывра йывăр лару-тăру пуçлансан эпир айккинче юлас мар терĕмĕр. Халăхпа пĕрле хамăрăн салтаксене мĕнпе те пулсан пулăшма шухăшларăмăр. Манăн çемьерен, тăвансенчен унта хутшăнакан çук пулсан та ыттисен чун ыратăвне пĕрле пайлатпăр. «Ырă ĕçсен фондне» кăçалхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçартăмăр. Малтанах çăмăл пулмарĕ. Унта çӳрекен волонтерсемпе Шупашкарта маскировка тетелĕ çыхма пуçларăмăр. Йĕпреç поселокĕнче, Вăрмар округĕнчи Кавал, Пинер, Кивĕ Вăрмар, Чупай шкулĕсемпе çыхăнса ĕçе анлăлатрăмăр. Ăсталăх класĕ ирттернĕ хыççăн пусмапа та тивĕçтертĕмĕр. Çĕнĕ Шупашкарти хими-биологи техникумĕнчи студентсемпе те канашласа тетел хатĕрлеме тытăнтăмăр. Пусмине тупма йывăр мар, маларах саккас памалла çеç, анчах укçа çитсе пымасть. Эпир спанбондран кăна çыхатпăр. Вăл çăмăл, йĕпенмест. Унсăр пуçне çарта усă курмалли «типĕ душ» хатĕрлетпĕр. Ăна Шупашкарти 65-мĕш шкулта ăс пухакан волонтерсем тăваççĕ. Паракорд сулли те çар çыннине çапăçу хирĕнче кирек хăш вăхăтра кирлĕ пулма пултарать. Пирĕн хĕрарăм волонтерсем çав сулла ăсталаççĕ. Алла çыхса çӳремеллискере пĕрре туртсан сӳтĕлмелле тăваççĕ. Кирлĕ чухне усă курас тăк вăл 5 метрлă кантра пулать, — каласа кăтартрĕ Ирина Александровна. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Кашнин – уйрăм пÿлĕм
Патшалăх пулăшнипе Ивановсем икĕ хутлă çурт çĕкленĕ
Максимпа Жанна Ивановсем пӳрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăнсанах уйрăм кĕтес пирки ĕмĕтленме пуçланă. Максим — Шупашкар каччи, Жаннăн ачалăхĕ вара Тутарстанра иртнĕ. Икĕ республика çамрăкĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашнă та унтанпа пĕр çулпа утать. Ивановсен виçĕ пепке çитĕнет.
«Максимпа пĕрлешсен упăшка патне пурăнма куçрăм. Эпир хунямапа пĕрле икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте кун кунларăмăр. Пурăна киле çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килчĕ — хĕрĕмĕр Оля кун çути курчĕ. Кашни çамрăк пекех мал ĕмĕтпе çунатлантăмăр: хваттер туянас шухăш çуралчĕ. Халĕ çамрăксене пулăшу памашкăн тĕрлĕ патшалăх программи пурнăçланать. Ăна-кăна тишкернĕ хыççăн пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн ыйту çыртăмăр, 2013 çулта вăрăм черете тăтăмăр», — каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи. Тепĕр икĕ çултан Ивановсен ывăлĕ Дима çуралсан хваттер хĕсĕкрех пулни ытларах сисĕнме пуçланă. Анчах черет питĕ майĕпен куçнă — харпăр кĕтеслĕ пулас текен сахал мармĕн. Иккĕмĕш ачашăн паракан амăшĕн капиталне тивĕçсен çамрăк мăшăр ипотекăпа пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туяннă. Пурнăç урапи вырăнта тăманни ачасем çитĕннинчен уйрăмах палăрать. Кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те пепкин малашлăхĕ пирки шухăшлать. Ивановсем те çавăнпах кĕтес туяннă. Ăна тĕпрен юсамаллине пула хальлĕхе унта никам та пурăнмасть. «Тĕрĕссипе, хайхи черет пирĕн тĕле шуса çитессе шанманччĕ эпир. Анчах виççĕмĕш пепке Сергей кун çути курсан пирĕн хушамат списокра çӳлерех хăпарчĕ. Мĕншĕн тесен нумай ачаллă шутланакан çемьесене чи малтан пăхса тухаççĕ. Пире ку хавхалантарчĕ. Ара, эпир те нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пулса тăтăмăр-çке-ха. Эппин, шанăç пур. Чăннипех ăраскал пулчĕ — кăçалхи нарăс уйăхĕнче пире пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн пĕр миллион та тăхăр çĕр ытла пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Çак саманта эпир вунă çул кĕтрĕмĕр! Пирĕн тĕслĕх ытти çамрăк çемьене те хавхалантарасса шанатăп. Хальхи вăхăтра яшсемпе хĕрсене ура çине тăмашкăн çăмăл мар, патшалăх пулăшăвĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн черетре тăракан темиçе пĕлĕш те çапла майпа сертификатлă пулса хваттер туянайрĕç», — терĕ кил хуçи арăмĕ. Ивановсен йышлă çемйи пысăкрах хваттер туянасси пирки шухăшланă. Анчах тĕплĕн канашласан çурт хăпартма тĕллев лартнă: пурне те вырăн çиттĕр. Каланă — тунă. Паллах, патшалăх уйăрнă укçа кăна çителĕксĕр, çапах вăл та — пысăк пулăшу. Ивановсем ипотека илнĕ. Хула çывăхĕнчи Лапсар поселокĕнче çĕр лаптăкĕ туяннă хыççăн унта ĕç вĕреме тытăннă: кĕске вăхăтрах строительсем икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Тăррине витнĕ, чӳречисене, алăкне лартнă. Паллах, тумалли ĕçĕ тата çителĕклех. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Халăха çул-йĕр ытларах шухăшлаттарать
Республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйту кулленех тупăнать. Хăшĕ-пĕри ăна татса пама кам та пулин [анчах хăй мар тăрăшасса кĕтет. Тепри лару-тăру хăех йĕркеленессе шанмасăр кирлĕ çĕре çитме васкать. Чылайăшĕ влаçа ӳпкеленипех çырлахать. Тăватăпилĕк çул каялла е тата маларах ку, чăнах та, çаплаччĕ. 2020 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре Региона ертсе пыракан центр [ЦУР] йĕркеленсен вара ĕç- пуç самай улшăнчĕ. Ку тытăм çулленех аталанса пырать. Малтанах ун пирки пĕлекен те сахалччĕ-ха. Анчах вăхăт иртнĕ май, татса панă ыйту йышланнине кура çакнашкал мелпе усă куракан нумайланать. Мĕн пăшăрхантарнине патшалăх органĕсен официаллă страницисене кĕрсе çырмалла çеç.
Кашнин — хăйĕн тивĕçĕ
Региона ертсе пыракан центр йĕркеленнĕренпех унăн ертӳçи – Татьяна Немцева. Ĕçĕн калăпăшĕ пысăк — паллах, пĕр-икĕ çын çеç пĕтĕмпех туса ĕлкĕреймест. Çавăнпа Региона ертсе пыракан центр темиçе пайран тăрать: ыйтусене хуравлакансем, социологсем, СММ специалистсем /социаллă сетьсемпе ĕçлекенсем/, патшалăх пабликĕсене ертсе пыма вĕрентекенсем. Çавăн пекех хыпар çыракансем, редакцилекенсем, видеомонтаж тăвакансем пур. Халăха официаллă ушкăнпа çеç кăсăклантараймастăн — интернетпа усă куракансем ансат, ахаль вулакана çывăх йĕркеленĕ материалсем кĕтеççĕ. Çавăнпа кунти ĕçченсем темиçе тĕрлĕ ушкăн тытса пыраççĕ. Паллах, вĕсене кăсăклă, усăллă хыпарсемпе тивĕçтермелле. ЦУР ĕçĕ мĕнле йĕркеленетха? Республика çыннисем социаллă сетьсенче хăваракан ыйтусемпе çăхавсем «Инцидент Менеджмент» тытăма килеççĕ. Вĕсемпе ятарлă специалист ĕçлет. Çак тытăм тĕрлĕ ведомствăпа çыхăннă. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи этем, ача тата предприниматель прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсем те çак тытăма кĕчĕç. Халĕ вĕсене пырса тивекен ыйтусем социаллă сетьсене тишкерекен тытăм урлă кирлĕ çĕре тӳрех çитĕç, вара хурав та нумай кĕттермĕ. «Инцидент Менеджмент» тытăмра ĕçлекенсем электрон майпа килекен ыйтусене йышăнаççĕ. Çăхавсене икĕ мелпе яма пулать. Пĕрремĕшĕ — «Госуслуги. Решаем вместе» платформа урлă тата влаç органĕсен сайчĕсенче /унта ятарлă баннерсем пур/. Иккĕмĕш мел — социаллă сетьсенче влаç органĕсен официаллă аккаунчĕсенче пĕр-пĕр хыпар айне ыйту хăварни. Çуллахи кăтартусем тăрăх, Улатăрта пурăнакансем хумхантаракан ыйтусене çырса пĕлтерес енĕпе чи хастаррисен йышне кĕнĕ. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш çыннисене кăшт çеç çитеймеççĕ. Улатăрта пурăнакансене, тĕпрен илсен, кил умне тирпей-илем кĕртесси, çул-йĕр, пурăнмалли çуртйĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Çавнашкал кашни тĕслĕхе Региона ертсе пыракан центр ĕçе илнĕ, хула администрацине çитернĕ, унта вара ыйтăва татса парассипе ĕçленĕ. Кăçалхи вунă уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: республикăра чи анлă сарăлнă ыйтусенчен 1-мĕш вырăнта — çул-йĕрпе, 2-мĕшĕнче — урамсене тирпейлессипе, 3-мĕшĕнче — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннисем. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çамрăксене илĕртес тесен весен чĕлхипе калаçмалла
«Тĕрĕре эрешленĕ халап». Çакăн пек ятлă спектакль лартнă Шупашкарти культура колледжĕнчен кăçал вĕренсе тухнисем. Ку постановка — вĕсен диплом ĕçĕ. Мĕн çинчен-ха вăл?
Культура волонтерĕсем ăслăлăх ĕçĕ валли материал пухма этнографи экспедицине тухса каяççĕ. Вĕсене аякри ялта кĕтсе илнĕ Сарпи Ильинична тăван халăхăн тĕрриэрешĕ урлă чăваш халапĕсемпе, культурипе, пултарулăхĕпе, кулленхи пурнăçĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать. Яла пырса кĕнĕ çамрăксем интернет çыхăнăвĕ çухалнипе пĕр хушă аптăраса тăраççĕ. Чаршав уçăлать те — вĕсен умне чăваш хĕрарăмĕн тĕпелĕ тухса тăрать, яшсемпе хĕрсем пач урăх тĕнчене лекеççĕ. Хăйне кукамай тесе чĕнме ыйтнă Сарпи Ильиничнăн чĕлхи тĕрлĕ каларăшпа пуян, ăс паракан юмах-халапĕ те арча тулли. Хăйĕн ячĕн пĕлтерĕшĕнчен пуçласа чăвашсем ачисене кайăк-кĕшĕк, йывăç-курăк ятне мĕншĕн пани таранах ăнлантарать вăл, тĕрлĕ йăлайĕркен пĕлтерĕшне уçса парать. Спектакле студентсем икĕ уйăх хатĕрленĕ. Илемлĕх ертӳçи — Дарья Степанова преподаватель. Пултарулăх ушкăнĕн тĕп тĕллевĕ диплом ĕçне хӳтĕлесси кăна мар, чăваш йăли-йĕркипе çывăхланасси те пулнă. Сăмах май, вĕсем спектакль сценарине те хăйсемех çырнă. «Культура колледжĕнчен вĕренсе тухнă чухне çамрăксен халăх йăли-йĕркине, культурине, пурнăçне сăнлакан спектакль кăтартмалла. Пирĕн студентсем ытларах чухне чăваш е вырăс культурине сăнлаççĕ. Чăвашсен йăли-йĕрки илемлĕ. Унпа çамрăксене паллаштармаллах, мĕнле те пулин илĕртмеллех. Тем тесен те, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа театра çӳретме, спектакльсем пăхтарма йывăр. Ман шухăшпа, вĕсемпе хăйсен чĕлхипе калаçмалла. Пирĕн спектакльте çамрăксен хальхи чĕлхипе чăвашсен авалхи сăмахĕсем хутăшнă калаçу нумай тĕл пулать. Çав вăхăтрах ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене аса илтернĕ вырăнсем те пур. Йăла-йĕркепе çамрăксене тыткăнлас тесе юмахсемпе те усă куртăмăр. Вĕсем урлă халăх пурнăçне, чăваш юрри-ташшине сăнларăмăр. Çакна та калас килет: студентсем, тĕрĕссипе, хăйсене выляççĕ. Тĕлĕнмелле те, ялтан килнĕ чухне вĕсем чăвашлăхпа çыхăннă йăласене питех пĕлмеççĕ. Кунта тăватă курс пĕлӳ илсе йăлт ăса хываççĕ. Вĕсене кайран культура учрежденийĕсене ĕçлеме ямашкăн пĕрре те намăс мар. Спектакльте эпир ниме йăли çинчен каласа паратпăр. Аслисем лайăх пĕлеççĕ: пысăк пĕр-пĕр ĕç тунă чухне, уйрăмах çурт-хуралтă хăпартнă вăхăтра, чăвашсем ялĕпех пуçтарăнса пĕр-пĕрне пулăшнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Ентешсемпе пĕрле хавхаланатăп»
Етĕрне округĕнчи Павел Терентьев çирĕм çул ытла Йӳçпан, Килтĕш ялĕсене илемлĕрех те хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшать. Хастар çын ыттисене те пархатарлă ĕçе явăçтарать.
«Хамăршăн, пулас ăрушăн вăй хуратпăр», — тет вăл. Кăçал Павел Витальевич республикăри «Чи лайăх ял старости» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Камчаткăра пылчăк-ха — Йӳçпаншăн яваплă эпĕ. Килтĕшсене те вăй çитернĕ таран пулăшатăп. Ку ялта темиçе староста та суйларăмăр ĕнтĕ. Шел, шанăçа тӳрре кăлараймарĕç. Староста ĕçне ăнланса çитейменни те чăрмантарать пулас. Пĕр-пĕр хастар тупăнасса, яваплăха хăй çине илессе шанатпăр, кĕтетпĕр, — палăртрĕ\Павел Терентьев. Çак тапхăрта ял çыннисене, шухăш-кăмăлне аван пĕлсе çитнĕ вăл. Вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн, тăван тавралăха хăтлăрах тăвассишĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемест. Килтĕш тăрăхĕ пурнăçран юлмасть темелле: шыв, такăр çул, газ... Хулари хăтлăх ялах çитнĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, аталанать, çĕнĕ тĕллевсем лартать. — 2010 çулта çу шăрăх килчĕ. Пусăра, пĕвере шыв чакни кил хуçалăхĕсене йывăрлăха кĕртсе ӳкерчĕ. Кун хыççăн халăхпа килĕшсе укçа пуçтартăмăр, шыв башни лартса пăрăх хыврăмăр, çивĕч ыйтăва татса патăмăр. Çулсем иртнĕ май вĕсем те юхăнчĕç. Нумаях пулмасть «Пуçаруллă бюджет» программăпа усă курса шыв пăрăхне, башнине, насусне çĕнетрĕмĕр. Патшалăх та пулăшнăран халĕ ку енĕпе çăмăлрах. Унччен вара йăлтах хамăр шутран тума тиветчĕ. Çитес çул та çак ыйтупа малалла ĕçлесшĕн. Пирĕн ялта килĕрен тенĕ пекех пусă чавнă. Çынсем ытларах унпа усă кураççĕ. Çапах пăрăхран шыв киле юхса кĕнине мĕн çиттĕр? — калаçăва тăсрĕ староста. Ял халăхне канăç паман тепĕр ыйту — çул. Йӳçпанри тĕп урамра асфальт çул пулсан, ыттисенче — вак чул. Анчах Камчатка урамĕнче халĕ те пылчăк çăрăлать, йĕпесапара тухса кĕреймĕн. Кунта ватăсем ытларах тĕпленнĕ. Аслă ăру вара ял пурнăçĕнчен юлмасть, курăмлă ĕçсене тума яланах укçа хывать. — Ку урамра — сакăр кил хуçалăхĕ. Вăл ыттисенчен аяккарах вырнаçнă май такăр çулпа, таса шывпа тивĕçтерес енĕпе чăрмавлă. Килĕрен пусă чавнăран вĕсемшĕн шыв ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Камчаткăра пурăнакансем темиçе çул ĕнтĕ такăр çул туса парасса кĕтеççĕ. Халĕ çине тăрса çакăнпа ĕçлетпĕр. Документсене хатĕрленĕ, кăçал ĕлкĕреймесен çитес çул вак чул сарса паратпăрах. Ĕçе «Пуçаруллă бюджет» программăпа пурнăçласшăн, — пĕлтерчĕ Павел Витальевич. Асăннă программăпах ял масарĕн çуртне тунă, унти çула йĕркене кĕртнĕ. Йӳçпанри тăватă урамра — 150 ытла кил хуçалăхĕ. Çулла ял кĕрлесе тăрать, урамра ача-пăча сасси татăлмасть. Хĕлле ял палăрмаллах пушанать, шăплăха путать. Нумайăшĕ çурт-йĕрĕпе дача вырăнне усă курать, хуларан яла яланлăхах пурăнма куçакан сахал. Тăван киле пăрахманни, юсавлă тытма тăрăшни пĕр енчен савăнтарать темелле. Çав хушăрах çамрăксем хулана туртăнни кăмăла хуçать. Ялта ФАП, клуб, лавкка пурри те илĕртмест вĕсене. — Унччен Йӳçпанра халăх йышлă пурăннă. Мĕн пур ĕçе пĕрле пурнăçланă. Унтанпа лару-тăру, çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăнчĕ. Йыш чакнине пăхмасăр пурнăç таппинчен юласшăн мар-ха эпир. 7-8 çул каялла пирĕн тăрăхри нумай ачаллă виçĕ çемьене патшалăх пулăшăвĕпе икĕ хутлă çуртсем лартса пачĕç. Шел, унтанпа Йӳçпанра çĕнĕ çурт-йĕр хушăнманпа пĕрех. Юлашки тапхăрта çемье çавăракан та çукрах, — пăшăрханса калаçрĕ староста. Хушма хуçалăхсенче вите-сарай пушанса пыни сисĕнет. Аслă çултисем кăна-и, çамрăкраххисем те выльăх-чĕрлĕхпе аппаланасшăн мар. Хăшĕ-пĕри сĕт хакĕ чакнăран ĕнерен вăхăтлăха хăпнă та тек туянман. Пĕрре пушаннă витене тултарма йывăр иккен. Çав хушăрах 3-4 ĕне тытакансем те пур. Ав Терентьевсемех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. — Унччен «Дружба» хуçалăхра механизаторта вăй хунă эпĕ. Предприяти арканнă хыççăн хушма хуçалăхпа ĕçлеме тытăнтăмăр, ĕнесен йышне пысăклатрăмăр. Чĕр тавар йӳнелнине пăхмасăр кĕтĕве чакарасшăн мар-ха. Пирĕншĕн тупăшăн тĕп çăл куçĕ вăл, — ăнлантарчĕ арçын. Павел Витальевич хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвне илмешкĕн документсем те хатĕрленĕ, анчах тĕплĕ шухăшланă хыççăн грант илме тăхтанă. — Грантне илме пулĕ-ха, анчах патшалăх шанăçне тӳрре кăларма вăй-хăват çитерĕпĕр-ши? Ура çине çирĕпрех тăрсан пĕр-пĕр программăпа усă курасшăн, — терĕ староста. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...