Комментари хушас

15 Чÿк, 2023

Хресчен сасси 45 (2984)№ 15.11.2023

Кĕрхисем вăй илессе шанаççĕ

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем кăçалхи 9 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу Çĕрпÿ округĕнче иртрĕ.

Кăтартусемпе Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Сергей Павлов паллаштарчĕ. Вăл отрасльти çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри округсенче филиалăн 14 уйрăмĕ ĕçлет. Ведомство ĕçченĕсем ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ: уй-хирти фитосанитари лару-тăрăвне тишкереççĕ, апробаци ирттереççĕ, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслесе сертификатсем параççĕ... Кăçал, сăмахран, 11 муниципалитетра çурхи культурăсене 7,39 пин тонна тĕрĕсленĕ, кĕрхисене 6 округра — 3,26 пин тонна. Палăртмалла: виçĕ çул каялла филиал специалисчĕсем «АгроЭксперт» цифра платформипе ĕçлеме пуçланă. Асăннă программа ял хуçалăх специалисчĕсене онлайн мелпе вырăнти лару-тăрăва тишкерме, хÿтĕлев ĕçне вăхăтра йĕркелесе ял хуçалăх культурине сăтăрçăран, массăллă чиртен хÿтĕленме, унтан хăтăлмалли майсене шырама тата тухăç çухатăвне чакарма пулăшать. Пĕлтĕр специалистсем 663,36 пин гектар çинче фитосанитари тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Пур даннăя та «АгроЭксперта» кĕртнĕ. Сергей Павлов каланă тăрăх, кăçалхи типĕ çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсемшĕн чылай чăрмав кăларса тăратрĕ. Паянхи кун калчаланман уйсем те пур. «Кăçал типĕ çул пулчĕ. Тыр-пул тухăçĕ мĕнлерех пулать-ши тесе самай кулянма тиврĕ. Телее, кĕрхисем пирĕн тăрăхра аван шăтса тухнă. Вырăнта туса ирттернĕ ĕç те куç умĕнчех. Филиал ĕçченĕсемпе 4 пин ытла элитлă, 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллĕ культурăсене апробаци турăмăр. Халĕ çурхи культурăсен шăтаслăхне, тасалăхне тĕрĕслетпĕр. Ку енĕпе хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр», — тĕллевсемпе паллаштарчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Комсомольски округĕнчи тĕп агрономĕ Надежда Чернова. «Нÿрĕк сахалланнине кура хăш-пĕр округра кĕрхисем аталанайман иккен, — терĕ Патăрьел округĕнчи ертсе пыракан агроном Василий Ермошкин. — Тыр-пул тухăçĕ те, ытти çулпа танлаштарсан, вăтам шайра пулчĕ. Пĕр çулталăк тепринпе пĕр килмест. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Пăхаттирсем тупăшрĕç

Иртнĕ канмалли кунсенче Патăрьелти «Паттăр» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче кире пуканĕ йăтассипе Чăваш АССР тата Пĕтĕм Раççейри турнирсен çĕнтерÿçине Федор Моисеева асăнса 35-мĕш турнир иртрĕ. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче тата 6 ушкăнра мала тухассишĕн 100 яхăн пăхаттир вăй виçрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче Федор Петрович Атăл тăрăхĕнчи чи вăйлă атлетсенчен пĕри шутланнă. 40 çула яхăн каялла вăл Патăрьелти апат-çимĕç комбиначĕн директорĕнче ĕçлетчĕ. Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ чи пĕрремĕш турнирта Патăрьел районĕн чысне виçĕ Моисеев хÿтĕлерĕ: Федор Петрович тата унăн ывăлĕсем — Юрипе Анатолий. 1980 çулсен варринче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ Юрий В.И.Чапаева асăнса ирттернĕ Пĕтĕм союзри турнирта çĕнтернĕ, СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăнă. Вăл пуçарнипе Патăрьелте Федор Петровича асăнса республикăри турнир йĕркелеме пуçларĕç. Йăлана кĕнĕ ăмăртура хаклă хăнасен йышĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕн директорĕ, 1991 çулхи тĕнче чемпионки Алина Иванова, Шăнкăртам салинче çуралса ÿснĕ икĕ хут Европа чемпионĕ Минсеит Тазетдинов, республикăри кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов, Чĕмпĕр облаçĕнчи паллă атлет тата тренер Касим Гилязетдинов, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Европа чемпионачĕн призерĕ Иван Григорьев, бокс енĕпе тĕнче Кубокне тивĕçнĕ Валерий Лаптев, Элĕкре çуралса ÿснĕ Виктор Семенов олимпиец, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев пулчĕç. Спорта юратакансене çĕршывĕпе чапа тухнă атлетсем мĕнле ăмăртни уйрăмах кăсăклантарчĕ. Арçынсен хушшинче абсолютлă чемпион ятне виçĕм çул Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă тĕнче спорт мастерĕ Алексей Иванов çĕнсе илчĕ. Вăл 32 килограмлă снарядсене кăкăр çинчен 72 хут тĕртрĕ, пĕр кире пуканне 120 хут сулласа çĕклерĕ. 60 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕнче вара унăн тренерĕ, 30 çул каялла Европа чемпионĕ пулнă Борис Глинкин доцент мала тухрĕ. Вĕсене çĕнтерÿпе чи малтан аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев саламларĕ. Çавăн пекех ылтăн медальсене Самарти тĕнче спорт мастерĕ Олег Щербин, Чĕмпĕр облаçĕнчи СССР спорчĕн мастерĕ Михаил Симонов, унăн командăри юлташĕ Илья Попов, Елчĕк округĕнчи Константин Андреевпа София Соловьева, Канашри Владимир Понихидкинпа Алевтина Евграфова, Комсомольски округĕнчи Владимир Гаврилов тивĕçрĕç. <...>

Владислав СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.