Комментари хушас

2 Чÿк, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 43 (1322) № 02.11.2023

Сăнарсене… тăхăнса пăхаттăм, кĕпе пек

— Мĕн каламалли пур?... — тĕкĕр умĕнче çаврăнкаласа пит çинчи йĕрсене сăнать артистка. — Миçе çын пурнăçĕпе пурăнатăп та… «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне паян Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине, «Чĕнтĕрлĕ чаршав-2023» конкурсра «Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан» номинаци çĕнтерӳçине, Юхма Мишши пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Куккук куççулĕ» спектакльти Эльза сăнарĕшĕн Патшалăх премине тивĕçнĕ Венера Пайгильдинăна чĕнтĕмĕр.

Венера Пайгильдина Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра юнашар ялти «Çутă ĕмĕт» /ертӳçи Юрий Пантелеймонов/ ансамбльте юрланă. Пултарулăхне аталантарса пынă май конкурссене хутшăнма тытăннă, «Кĕтне кĕввисем» фестивальте иккĕмĕш вырăн йышăннă. Малашлăха çакă — юрлама юратни — çул уçнă та. Хĕр чухне вăл Сорокина хушаматпа çӳренĕ. Вăхăтĕнче çак хушамат Элĕк тăрăхĕнче кĕрленĕ кăна: ансамбльпе хĕр таçта та çитнĕ. — Пĕррехинче ирхине аннепе атте шăппăн темĕн çинчен тавлашса калаçнипе вăранса кайрăм, — нумай çул каялла пулса иртнĕ, анчах та чунра ĕмĕр сӳнми таса тунсăх хăварнă саманта таврăнать Венера. — «Хĕр мана хывнă», — тет атте. «Епле сана пултăр-ха? Мана хывнă — пĕчĕклех юрламаташлама çӳренĕ», — хирĕçлет анне. «Кусем мана пайлаççĕ иккен», — тутлăн карăннă, утияла пуç çинерех туртнă майăн вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш…» Шухăшсăр, телейлĕ ачалăх… Шел те, Венера çинчен çапла калаймăн. Хĕрарăм ĕçĕсене кĕçех йăлтах тенĕ пек хăйĕн тума тивессе хĕр тĕшмĕртмен те пуль ун чухне. Сорокинсен çемйи йывăр çухату тӳссе ирттерет — Алевтина Вячеславовна 39 çулта йывăр та сиплейми чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать... Виçĕ ачашăн йывăр та асаплă çулсем пуçланаççĕ — амăшĕн ăшшисĕр… «Аннесĕртерех» – çапла калать çав çулсем пирки Венера Ивановна халĕ. Çук, шăпине пачах та ӳпкелемест вăл. Вун сакăр çултискерĕн ир тăрса кăмака хутма, çемье валли апат пĕçерме, выльăх таврашĕнче аппаланма, хĕрарăм ĕçне йăлтах тенĕ пек хăйĕн, аслин, тума тивнĕ пулин те… Такăна-такăна, çапăна- çапăна, пурнăç çине-çине ура лартнине пăхмасăр утнă малалла. Чунне хӳтĕлеме те вĕренсе çитнĕ хĕр: çук ку – унăн мар, унăн пурнăçĕ мар ку… Унăн йăлтах лайăх пулать… Ĕмĕр пирчейми чун суранĕ кăна манăçма памасăр — анне ăшшине нимĕн те çитес çук — чунра пĕртен-пĕр туйăм хăварнă, çутă тунсăх… <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   


Ас тăвăмăн çирĕп никĕсĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра паттăрлăх кăтартнă çынсене халалласа 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславкка тăрăхĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче мемориал уçрĕç. Кăçал Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене асăнмалли кун — юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче — ун таврашĕнче акă тата музей те ĕçлеме пуçларĕ.

Тума палăртнă комплексăн пĕр пайĕ кăна-ха ку. Анчах мультимеди çĕнĕ йышши технологийĕсемпе усă курса иртнĕ тапхăрăн нушаллă вăхăчĕсене куç умне сăнарлă кăларма май парать. — Мемориал лапамĕнче часавай та, ларса канмалли вырăнсем те тума палăртатпăр, — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев музее уçнă май. Олег Алексеевич каланă тăрăх, мемориал тунăранпа куна Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 45 пин ытла çын çитсе курнă. Ятарласа килекенсем те, çула май чарăнакансем те пур ку йышра. Çав вăхăтрах — ачасем те. Историе «чĕрĕ» уроксем урлă вĕреннĕ май тĕрлĕ муниципалитетран килнĕ ывăл-хĕр кунтан пачах урăх туйăмпа таврăнать, хӳтĕлев чиккисен пĕлтерĕшне, кашни çын ĕçченлĕхĕн хакне туйса илет. Тутар Республикин Премьер-министрĕн заместителĕ Василь Шайхразиев каланă тăрăх, мемориала çитме вĕсемшĕн çул инçе те мар. Эппин, музея кӳршĕ регион ачисем те çӳреме пултараççĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисем пирĕн пĕрлехи истори-çке. Хӳтĕлев чиккисем Атăлçи тăрăхĕнчи регионсене пĕрлештернине «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ те çирĕплетет. Ĕç паттăрлăхне асра тытма чĕнсе калаканскер кăçал Атăлçи тăрăхĕнчи 7 регионта: Чăваш Енре, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Пушкăртстанра, Мордовире, Чулхула облаçĕнче тата Мари Элта — иртрĕ. Ăна шăмат кун официаллă майпа Чăваш патшалăх филармонийĕнче пĕтĕмлетрĕç. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.