Комментари хушас

26 Юпа, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 42 (1321) № 26.10.2023

Чĕререн савса

«Артист пекех!» — тет чăваш култарма та, макăртма та пултаракан, такама та, теме те евĕрлекен-путишленекен çын пирки. Ман шухăшпа вара артистăн хăюллă пулмалла, вăтанмалла мар, унсăрăн çын умĕнче епле авкаланăн-хуçкаланăн? К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ушкăнĕнче вăй хуракан Надежда Кузьмина çумне çак ят пĕчĕккĕллех çилĕм пек çыпăçнă. Чăн та, ун пирки ялта «артист» мар, «опера» тенĕ.

«Опера»

Йĕкерен кăшт кăна пысăкрах хĕр пĕрчи ун чухне драма артистки пуласси пирки шухăшлама та пултарайман-ха. Пĕчĕк Натюш вĕçĕмсĕр… юрланă: пӳртре те, картишĕнче те, пахчара та. Виçĕ çултискер аппăшĕсен е амăшĕн вăрăм кĕпине тăхăннă та урама тухнă. Никамран та вăтанмасăр аллине, микрофон вырăнне, патак тытнă та хăй пĕлекен юрăсене шăрантарнă кăна. Ахальтен мар ун пирки урам урлă пурăнакан арçын, Коля пичче тенĕ ăна хĕрача: «Ку ачаран опера пулать», — тенĕ. Çак ят вара чăнласах çилĕм пек çыпăçнă ун çумне. Ялта Надя урампа утса пынине курсан: «Опера килет», — тенĕ пурте. Хĕрача кӳреннĕ. Надя ятлă вĕт-ха вăл, нимĕнле Опера та мар… Хăй чăнах та ĕмĕрĕпех юрласса ун чухне, паллах, вăл тĕшмĕртме те пултарайман. Çапах та юрăç пулма тĕллев лартнă. Пултаруллă ытти ача-пăчапа, çамрăксемпе пĕрле ялтан яла концерт кăтартса çӳренĕ. Улттăмĕш класра ăс пухаканскер юнашар ялти Хирлеппуçĕнчи «Шуçăм» вокалпа инструмент ансамблĕнче юрланă.

Сцена тути

Паллах, йăхра пултарулăх пулсан вăл камра-тăр шăтарса тухатех. Надеждăн ашшĕ Геннадий Федорович тĕрлĕ инструмента ăста «калаçтарнă». Баян та, купăс та, гитара та выляса кăна тăнă унăн аллинче. Инçе кайиччен çакна каласа хăвармалла: те ачисем юрă-кĕвĕпе ытла та кăсăкланнă — ашшĕн баянне аркатса шалти пайĕсенчен шăхличсем ăсталанă хайхискерсем. «Çакăншăн «патак» лекнине кăна ас тумастăп», — йăл кулать паян Надежда Геннадьевна. Амăшĕ Галина Ивановна вара хитре сассипе палăрса тăнă. Элĕкри ветерансен хорĕнче юрланă хĕрарăм. «Халĕ çулĕсене кура унта çӳремест ĕнтĕ, çапах та хăнара-мĕнре е килте çын пухăнсан юрлама ыйтаççĕ те анне нихăçан та турткаланса тăмасть», — каласа кăтартать хĕрĕ. Çапла пур пултарулăха тăванĕсенчен пухнă курăнать Надежда Геннадьевна. Артист-и? Ара, амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, унăн йăмăкĕ тавра яланах çын пухăннă — питĕ пултаруллă пулнă-мĕн лешĕ, темĕн те пĕр каласа култарнă çынсене. Вăт çак енсем хĕре канăç кăтартман ахăр. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл Шупашкарта пултаруллă ачасене йышăнакан Г.Лебедев ячĕллĕ интернат пирки илтет. Никама та нимĕн те каламасăр Элĕке çул тытать хайхи. Администраци çуртне, унта вара культура пайĕн пуçлăхне шыраса тупать. Лешсем ачан ашшĕ-амăшĕпе кăсăкланаççĕ, ара, Надьăн килĕнче никам та нимĕн те пĕлмест вĕт. «Ахăртнех, интернатра тăлăхсене кăна йышăнаççĕ», — пĕтĕмлетет те хĕрача килне таврăнать. Анчах сцена тутине ас тивсе курнăскер ĕмĕтне путармасть…

Çуралнă куна — пуйăсра

11-мĕш класс хыççăн Шупашкара артиста вĕренме кĕмешкĕн йышăнакан пĕлтерĕве асăрхать вăл. Преподавательсем Ленинград хулинчен /халĕ Санкт-Петербург/ килеççĕ, вĕренме те унтах каймалла. Нимĕнрен те хăрама пĕлмен хĕрача Шупашкара çул тытать. Шăпа çапла тухать — унăн экзамена 9-мĕш номерпе виççĕмĕш ăстрăмпа кĕмелле. Анчах маларах кĕме пӳрни шикленет-мĕн, Надьăна хăйĕн черетне сĕнет. Элĕк хĕрĕ преподавательсен умне чи малтан тухать. Ташлать, юптару вулать, чуна тивмелле юрă хатĕрленĕскер унпа та тыкăнлать. Надежда Кузьминана студентсен йышне илес — çапларах вердикт преподавательсен. Анчах та ку — хатĕрленӳ курсĕ кăна иккен. Чăн-чăн студент ятне илтиччен тата çулталăк кĕтмелле. Хĕр кунта та çухалса каймасть, Юхма Мишши йĕркеленĕ «Термен» театра вырнаçать. Пĕр вĕренмесĕр, хатĕрленмесĕр. Çулталăк сисĕнмесĕр иртет. Тинех Ленинграда Театр искусствисен патшалăх академине йыхравлаççĕ. Çула тăваттăн тухаççĕ. Надеждăн çуралнă кунне — çурла уйăхĕн 26-мĕшне — çапла тăватă çамрăк пуйăсра паллă тăвать. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Хăй пекех тĕрленнĕ Сталин

1949 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче СССРти мĕн пур наци халăхĕн ашшĕ вырăнне хурса тенĕ пек хакланă Иосиф Сталин 70 çул тултарнине питĕ анлăн уявланă. Çак ятпа юбиляра, паллах, кашни халăх чыслама тăрăшнă. Кам мĕнпе пуян — паха парне çавă пулнă. Ентешĕсем, Кавказри республикăсем, сăмахран — хăйсен йăлтăр та ялтăр кинжалĕпе хĕçне. Тула облаçĕ, калăпăр, мухтавлă сăмаварне. Ку тăрăх ĕлĕкрен шăпах унпа чапа тухнă. Туркменсем Çулпуçа селĕм кавирпе савăнтарнă. Кашни халăхăн ыттисен хушшинче ăна чаплăлантарса тăракан тĕлĕнтермĕшĕ пур. Эпир, чăвашсем, мĕн парса чыслама пултараяс? Çĕр улмипе пĕçернă хуплупа та хăмла сăрипе кăна çырлахтараймăн. Пур, пур иккен пирĕн те Сталинăн кăмăлне хамăр енне çавăрма кăна мар, пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерен асам. Ку — тĕрĕ. Хаклăран та хаклă этемĕрĕме унăн хĕвелтен те çутă сăнарне тĕрре хывса парне кӳме шутлаççĕ пирĕн республика ертӳçисем. Тӳрех каласа хăварас пулать: йăнăшман! Пĕррехинче çĕршыври тĕп телеканалпа Иосиф Виссарионовича 70 çулхи çавра çулĕпе саламласа мĕнлерех парнесем пани çинчен кăларăм пулчĕ. Чăннипех те тĕлĕнсе пĕтерейместĕн: мĕн кăна парнелемен иккен ăна! Çавсене кăтартнă май пач кĕтменсунман çĕртен Сталинăн тĕрленĕ сăнĕ сиксе тухрĕ. Чăваш ăстисен тăрăшăвĕ пулчĕ тăчĕ. Çаплах асăнчĕç. Шухăшлăр-ха, телекуравпа кăтартма 23 пин те 162 парнерен — кашни шедевр! — чăваш япалине суйласа илнĕ! Ку пирĕн тĕрре, пирĕн пултаруллă ал ĕç ăстисене чыс туни мар-и вара? Чăвашшăн — мухтав! Патшалăх пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пурнăçлама, паллах, чи пултаруллисене суйласа илнĕ. Пĕччен тумалли ĕçех те мар. Ăстасенчен пĕри Александра Филипповна Гаврилова пулнă.

Ун чухне вăл, 1923 çулта Алькеш салинче çуралнăскер, Филиппова хушаматпа çӳренĕ-ха. Эпир унпа Кукеçре тĕл пултăмăр. Вăл тăван аппăшĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать. Анчах ниепле те лăпкăн ларса хамăр калаçăва пуçлаймастпăр — эпĕ пынă вăхăтра вăл кăвакал, тĕрĕсрех каласан индокăвакал, чĕпписем валли кăнтăрлахи апат хатĕрлетчĕ. Пахча хыçĕнчи вăрмантан татса килнĕ çулçăсене пуртăпа вĕтететчĕ.

— Вăрмана каятăп, çакăн пек çулçăсем татса килетĕп, вĕсене типĕтсе алăпа ватса çăнăх пек тăватăп та вĕлтĕренпе хутăштарса паратăп. Вилсе каясла юратса çиеççĕ.

— Миçе чун-ха вĕсем кунта сирĕн? — кăсăкланатăп эпĕ.

— Вĕттисем 17 те, ваттисемпе 20 пуç. Чăхсем — 14, йытă — 1, кушакĕ — 1.

— Çаксене пĕтĕмпех эсир пăхса тăратăр?

— /Кулать./ Пăхас пулать. Çĕр улми пĕçерсе паратăп, пăттине. Тутлă çитерме тăрăшатăп. Çаксемпе савăнса пурăнатăп. Вăрмана кайсан уçăлса килетĕп.

Вăрман пирки Александра Филипповнăн уйрăм калаçу. Вăрман çынни вĕт вăл. Пурнăçĕн чылай пайне Атăлăн тепĕр енче — Йăлăмра ирттернĕ. Торфопредприяти текен поселокра. Çавăнтах тĕпленсе пурăнмаллаччĕ те, 1990 çулсенче «Чувашия» санатори таврашне санитари зони тума тапратсан унти халăха Шупашкара куçарнă. Александра Филипповнăна пĕр пӳлĕмлĕ хваттер панă. Анчах хула сывлăшĕ ун валли мар иккен, ăна аппăшĕн Мария Филипповнăн хăйсен çурчĕпе пурăнакан хĕрĕпе кĕрӳшĕ Кукеçе илсе килнĕ. Çавăнтанпа кинеми хăйне тымартан татнă йывăç пек туйса кун кунлать. Ниепле канлĕх, канăçлăх тупаймасть.

— Чун чăтмасть, ман çавах хамăн вăрмана каяс килет. Унта кайсан уçăлатăп.

— Тунсăхлатăр-им?

— Хам кунта çӳресен те чун унтах манăн. Халь тесен халь хура çырла пуçтарма каяс килет. Антип /мăшăрĕ — Авт./ самосвалпа ĕçлетчĕ, пире пĕр 10 çухрăм та пуль шала кĕртсе хăваратчĕ. Машина каялла киличченех унта кунĕпе çӳреттĕмĕр. Хальтерех те çу каçа пĕр икĕ хутчен Атăл урлă каçса килеттĕм, кăмпа тататтăм. Ку чух çӳреместĕп ĕнтĕ, килтисене пăшăрхантарас килмест. Хамăн вара çавах кайса курас килет. Унта сывлăш уçă. Лайăх.

Эпир çапла калаçнă вăхăтра кăвакал чĕпписем кинеми хăйсем çинчен манăçрĕ терĕç пулĕ-и — карталанса чупса та çитрĕç.

— Ах, шăпăрлансем! Кĕтсе кăна тăраççĕ!

Кăвакал чĕпписем пĕр хушă шыв тултарнă чарара чăмпăлтатрĕç те лăпланса кăнтăрлахи ыйха путрĕç. Александра Филипповна ватнă çулçăсене иксĕмĕр шăналăк çине типĕтме сарса хутăмăр та вăл тинех пушаннă пек пулчĕ. Эпĕ çак самантпа усă курса хамăрăн тĕп калаçăва пуçлама васкарăм:

— Сталин сăнне тĕрленине манса кайман-и?

— Манса кайман. Халĕ те куç умĕнчех. Эпир виççĕн тĕрленĕ ăна: Галя Гордеева, Анна Филиппова /манăн аппа/ тата эпĕ. Художникĕ камччĕ-ха?.. Манса пĕтнĕ халь. Ăс-тăн унчченхи мар çав. Ватăскерччĕ. Вăл пире Сталин сăнне хут çине кăранташпа йĕрлесе пачĕ. Эпир çав хут çинчен куçарнă. Таçта та тĕрлеме тиврĕ: Атăл хĕрринчи чиркӳ алтарĕнче те икĕ эрне лартăмăр, ун хыççăн Советсен çуртне куçарчĕç. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   


Йывăр пулсан та…

Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа шкулĕ — районти чи ватă та сумлисенчен пĕри. Унăн тĕрлĕ пулăмпа пуян историне пĕлес тесен вулакансене 1991 çулта кун çути курнă Г.Дмитриевăн «Тăван ялăм — савнă ялăм» кĕнекипе, 2000 çулта Лаш Таяпа вăтам шкулĕ 160 çул тултарнă май «Тăван шкултан — инçе çула» Петĕр Лаштайпа Василий Эктел пĕртăвансем çырнипе тата 2005 çулта К.Леонтьевăпа Н.Малышкин редакциленĕ «Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕпе» паллашма сĕнесшĕн.

Нумай-и, сахал-и пурнăçра — Лаш Таяпа шкулĕнче ĕçленĕ 1981-2018 çулсем хыçа юлчĕç. 38 çул хушшинче шăпа тĕрлĕ çынпа çывăхлантарчĕтуслаштарчĕ...

Часах Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине те анлăн кĕтсе илме хатĕрленĕпĕр. Çав йывăр вăхăтсене эпир нихăçан та манас çук, вĕсем яланах халăх асĕнче, кашни çыннăн чун-чĕринче юлĕç. Эпĕ ĕçлеме пуçланă тапхăрта шкулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем: Леонид Гордеев, Иван Мижеров, Николай Сугутский, Иван Игнатьев вăй хуратчĕç. Леонид Мефодьевич военрук вара çывăх юлташпа наставник пекех пулнă. 2023 çул Педагогпа наставник çулĕ пулнă май ăна ырăпа асăнас килет. Мана, çамрăк учителе, вăл яланах кирлĕ сăмах каласа ертсе пынă‚ пурнăçри хура-шурра чухлама та сахал мар вĕрентнĕ‚ ăс панă. Вăрçă çулĕсене час-часах аса илетчĕ вăл: «1943 çулта, вун çиччĕре, мана Совет Çарне илчĕç. Эпĕ пĕр вăхăт запасри полкра пултăм. Унтан танкистсен шкулне ячĕç. Вĕренсе тухнă хыççăн танк командирĕ пулса Беларуç 2-мĕш фронтĕнче çапăçма тиврĕ. Пĕрремĕш гвардин танк корпусĕн 13-мĕш уйрăм разведбатальон йышĕнче Польшăна тата Хĕвел тухăç Пруссине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм». Вăхăт иртнĕ. Малта — Берлин. Анчах старшина Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ. Леонид Гордеев «Паттăрлăхшăн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тата ытти наградăна тивĕç пулнă. Вĕрентекенсем йывăр вăхăтра та малалла талпăнни яланах пирĕн асра. Вăрçă пуçлансан, çав тери нушаллă пулин те, ачасене вĕрентесси чарăнман. Олимпиада Сметанина каласа пани те манăçман: «Мана, 19 çулти хĕрачана, шкула завхоз пулса ĕçлеме илчĕç. Калама çук йывăрччĕ. Кирпĕч çапса кăмакасене хамăрах тăваттăмăр. Чӳречисене лартма кантăк çуккипе фанерăсемпе хуплаттăмăр. Хутма вутă çитменнипе шăмат кунпа вырсарни кун, каникулсенче вăкăрсем кӳлсе ачасемпе Шăмăршă вăрманне каяттăмăр. Мăйракаллăскерсем çул çинче йăвана-йăвана каятчĕç, вилнисем те пулкалатчĕç. Вутă илсе килсен, хамăрах касса çурса, чĕрĕ пуленккесене çунтарса нушаланаттăмăр, çĕр улми аврисемпе те хутаттăмăр. Ачасене те çăмăл марччĕ. Хутпа кăранташ та хальхи пек çителĕклĕ пулман, çавăнпах хăрăмран чернил, хур тĕкĕнчен перо туса кивĕ хутсем çине çыратчĕç. Шкул пахчине çиме юрăхлă курăксем акаттăмăр». Математикăпа вĕрентнĕ Лидия Петрова калани те тарăн шухăша яратчĕ: «Пирĕншĕн вăрçă çулĕсем чăтмалла мар йывăр килсе тухрĕç. Вĕреннĕ вăхăтра 9-10-мĕш класс ачисене колхозниксемпе пĕрле Улатăр хулине ĕçлеме илсе кайрĕç. Сăр шывĕ урлă танксем каçмалла мар çырана чăнкă чавтарчĕç. Вăрман касса блиндажсем туса хатĕрлеттерчĕç. Питĕ йывăр пулсан та, ачасем тăрăшса, лайăх паллăсемпе вĕренетчĕç. Уявсене халалласа концертсем, каçсем ирттерме те вăхăт тупнă. Раççей тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Осип Ятманов ертсе пынипе спектакльсем те лартнă. Экзаменсене тытса пĕтерсен, ăсату каçĕ хыççăн, арçын ачасем вăрçа тухса кайрĕç. Хĕрачасене юнашарти шкулсене ачасене вĕрентме ячĕç...» <...>

Валерий ТЕЛЕЙ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.