Комментари хушас

Вĕсем патне çитсе курни маншăн асăмра юлчĕ. Чăн та, çемье институчĕн шкулĕнче пулнăнах туйăнчĕ. Ара 5 теçетке çула яхăн пĕрле пурăнакансен аса илмелли те, пире, çамрăксене, ăс памалли те, вĕрентмелли те, вăрттăнлăха «уçмалли» те чылай... Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан Вера Георгиевнăпа Вадим Маркович Мешковсем пирки. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕсем туй кĕрлеттернĕренпе 50 çул çитнĕ. Юрату хывнă сукмакпа пĕрле утма пуçланăранпа çур ĕмĕр иртмен те тейĕн. Вĕсем çине пăхсан мăшăр кăвакарчăн, мăшăр шурă акăш аса килеççĕ. Паян та вĕсем хĕрпе каччă пекех шăкăл-шăкăл, чĕвĕл-чĕвĕл, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ, шÿтлеççĕ, пĕр-пĕрин сапăрлăхĕпе, чун ăшшипе киленеççĕ...

«Пурнăç урапи вăл пĕр тикĕс кусмасть. Савăт-сапан та шакăртатмаллах. Йĕмелли те пулать пурнăçра. Савăнмалли, хĕпĕртемелли вара сахалрах килет. Ахальтен-им: «Телей - лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть»,- тенĕ ваттисем»,- сăмах пуçарчĕ Вера Георгиевна. Ăна, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕскере, шăпа вăрманлă тăрăха - Пăлапуç Пашьелне - илсе çитернĕ. «И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститут пĕтернĕ хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Люля поселокне ĕçлеме ярасшăнччĕ. Карттă çине пăхрăм та - çул çук, йĕри-тавра вăрман! «Çук, каймастăп унта»,- терĕм. Телее, Пăлапуç Пашельте шăпах пĕр вырăн пурччĕ. 1963 çулта вара ачасене вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ пама тытăнтăм. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ чухне Судакова хушаматлă учительницăна сĕре килĕштереттĕмччĕ. Унăн тыткаларăшĕ, утти - халĕ те куç умĕнчех. Ăна юратнăранах вĕрентекен пултăм. Чăн та, купи-купипе тетрадь тĕрĕслемеллеччĕ пулин те ĕçĕм кăмăла килетчĕ. 40 çула яхăн вăй хутăм шкулта, вăхăт иртни сисĕнмерĕ те»,- чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унăн хастарлăхĕпе пуçарулăхне асăрхамасăр хăварман: чылай хисеп хутне, ытти наградăна тивĕçнĕ вăл. Çав вăхăтрах мăшăрне те ĕçре хавхалантарса пынă, тăватă ача пăхса ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх те чылай усранă, пахчара ĕçлеме те вăхăт тупнă... Мĕн тăвăн, çакăн пек шăпа вăл ялти вĕрентекенĕн.

Çемье пуçĕ вара «Комсомолец» колхозра выльăх тухтăрĕнче, каярах зоотехникра ĕçленĕ. Пĕр тапхăр ферма заведующийĕнче те вăй хунă. Ун чухне вырăнти хуçалăхра выльăх питĕ йышлă тытнă. «Атте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăран ирех ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Вун иккĕре чухне кĕтÿ кĕтме кайрăм, ĕне те сăваттăм. Кочегарта та ĕçленĕ, 60-70 килоллă михĕсене çĕкленĕ. Çавăнпа манăн ачалăх пулман тетĕп. «Эх, çав ачалăх ытамне лексе курасчĕ, мĕнлерех-ши вăл?» - тетĕп хушăран мăшăрăма. «Ирхи йĕрсем» мар, хамăр тĕпренчĕксене ÿстернĕ тапхăр ытларах аса килет халĕ мана. Пĕрин хыççăн тепри ÿсрĕç, мăшăрăмпа иксĕмĕр те ачасене питĕ юрататпăр. «Мĕншĕн нумайрах ача çуратман эсир?»- тет халĕ пире асли. Пирĕн ялта садик çукчĕ. Вĕсене ÿстерме, тĕрĕссипе, çăмăлах пулман. Эпĕ ирхине 4 сехетрех фермăна тухса утаттăм. Мăшăрăн 7 сехет тĕлне шкула каймаллаччĕ. Çав тĕлелле эпĕ киле чупса килеттĕмччĕ. Ачасене фермăна, Канашри аш-какай комбинатне нумай сĕтĕрнĕ. Ара никампа та хăварма çукчĕ те... Цех заведующийĕ Ольга Морозова ачасене хапăлччĕ: «А-а-а, «Мясокомбинатскисем» çитрĕç. Айтăр, айтăр», - тесе мастер пÿлĕмне ертсе каятчĕ. Чей те ĕçтеретчĕ, апат та çитеретчĕ. Алăри пÿрнесем пекех тăватă ачи тăватă тĕрлĕ пирĕн. Анчах пĕрне те уйăрмастпăр, пурне те пĕрешкел юрататпăр. Кинсемпе кĕрÿсем те - пирĕн ачасемех. Турă пÿрнисем вĕсем. Кашни кĕркунне выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пусатпăр. Мăшăрăм какая кашни ачине пĕрешкел уйăрса парать. Çемьере яланах килĕшÿпе çураçу пултăр, ачасем пĕр-пĕринпе туслă пурăнччăр тетпĕр»,- пытармарĕ кил хуçи.

«Ачасене лайăх воспитани парас тесен мĕн тумалла-ха?»- час-часах çак ыйту патне пырса тухать çамрăк ашшĕ-амăшĕ. «Ĕçлесе ÿсекен ачасем йĕркеллĕ пулаççĕ. Пирĕннисем пĕчĕкрен ĕçе юратнă. Эпĕ шкултан килнĕ çĕре вĕсем - ун чухне газ та пулман - вун-вун витре шыв йăтса хунă, тислĕк тасатнă, выльăх пăхнă, картишĕнчен юр кăларнă, вутă татса çурнă, йăтнă. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Халĕ ав мăнуксене /пурĕ 9 мăнук вĕсен. - Авт./ ĕçе хăнăхтаратпăр. Çăвĕпех пирĕн патăмăрта пурăнаççĕ вĕсем. Çум çумлама, çырла пуçтарма, кайăк-кĕшĕке пăхма пулăшаççĕ»,- калаçăва хутшăнчĕ пурнăçне ачасене вĕрентсе воспитани парса ÿстерес ĕçе халалланă Вера Георгиевна.

Аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Çемье пуçне ĕçри çитĕнÿсемшĕн III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă. 1973, 1974, 1979, 1980 çулсенчи социализм ĕçĕн çĕнтерÿçин, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, 9-мĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕн паллисем пур унăн. Вадим Маркович Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне те тивĕçнĕ. Район администрацийĕн Тав çырăвĕ те чылай унăн. Район тата ял Канашĕн депутачĕ те пулнă. Мешковсем пур ачине те аслă пĕлÿ панă, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. «Ăçта çуралнă - çавăнта кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Çапах та эпĕ пурнăçра хăюллă пĕр утăм туманшăн паянхи кунчченех ÿкĕнетĕп. 1978 çулта Пятигорскра канма тÿр килнĕччĕ. Мускав облаçĕнчи пĕр совхоз директорĕпе, Павел Иванович ятлăччĕ пулас, 21 кун пĕр пÿлĕмре пурăнтăмăр. Вăл мана питĕ хăйсем патне ĕçлеме илсе каясшăнччĕ. «3-4 зоотехник те тытрăм. Çук, ăнăçмасть. Эпĕ сана пĕрре курсах эсĕ ĕçе чунтан юратнине ăнлантăм. Миçе машина кирлĕ - кала: çуртна та, лупасна та, арăмна та - йăлт куçарса каятпăр, çитсенех 3 пÿлĕмлĕ хваттер паратăп»,- тет. Социализм Ĕçĕн Геройĕ пулнă вăл. Унта кунти пек ĕçленĕ пулсан-и... Çапла, пурнăç алăка уçса хупнă пек иртрĕ. Вăхăт чуппи ĕç пуррипе сисĕнмерĕ те»,- аса илÿ ытамне путрĕ Вадим Маркович.

- Паян вăхăта мĕнлерех ирттеретĕр? Кичем мар-и?

- Эпир пĕрре те пушă мар. Ĕне, кăрк-кăвакал, кăркка, чăх-чĕп йышлă усратпăр. 30 çул ĕнтĕ хурт-хăмăр тытатпăр. Пирĕн асатте те - Кĕçтÿк мучи - утарçă пулнă. Пахча çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Çĕр çырли те, хăмла çырли те, иçĕм çырли те - куç тулли. Теплица та пур. Чечек ÿстересси те пирĕншĕн чун киленĕçĕ. «Хыпара» 60 çул ытла çырăнса илетпĕр. Питĕ вулама юрататпăр. Статйисене сÿтсе яватпăр. Иксĕмĕр те ялти фольклор ушкăнне юрлама çÿретпĕр, - йăл кулчĕ кил хуçи.

Хальлĕхе Мешковсем ылтăн туя паллă туман-ха. Килти кăмакана çĕнетсен, кĕрхи ĕçсене пуçтарсан ачисем кĕрекене ларасшăн-мĕн. Мĕнех, 60, 70, 80... çул пĕрле пурăннине те паллă тумалла пултăр вĕсен. Хальлĕхе вара 7 теçетке çула хыçа хăварнăскерсем ĕмĕтпе пурăнаççĕ: «Пурнăç çулне тĕрĕс-тĕкел утса тухасчĕ».

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Роза ВЛАСОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.