Комментари хушас

29 Авăн, 2023

Хыпар 109-110 (28137-28138) №№ 29.09.2023

Нумай профильлĕ пулмасан техникумсем аталанаймĕç

Иртнĕ тунтикун ЧР Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлура округсенчи техникумсенче вĕренекен сахалли пирки сăмах пуçарнă. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков округсенчи техникумсен ĕçне тĕпрен çĕнетмелле тесе шухăшлать. «Пĕр вырăна 0,8 çын пулни вĕрентÿ шайĕ ниме юрăхсăррине е вĕрентекен специальноçсем никама та кирлĕ маррине кăтартать. Эпир вĕсене тытса тăма пысăк укçа тăкаклатпăр. Специальноçсене е çĕнетмелле, е вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне оптимизацилемелле», — палăртнă вăл. Округсенче вырнаçнă техникумсенче паян студентсене мĕнле специальноçсемпе хатĕрлеççĕ? Унта пĕлÿ илес кăмăллисен йышĕ мĕншĕн сахал? Çак тата ытти ыйтăва тишкертĕмĕр.

Йыш чакман

«Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче 510 студент вĕренет. Студентсене çичĕ тĕрлĕ специальноçпа хатĕрлетпĕр. Ветеринара вĕренме кăçал 32-ĕн заявлени пачĕç, 25 çамрăка илтĕмĕр. Ял хуçалăхĕнчи çак специалиста виççĕмĕш çул кăна хатĕрлетпĕр-ха. Вĕсем валли лаборатори те уçрăмăр. Унта вĕсем ĕçре усă куракан питĕ нумай инструментпа паллашаççĕ. Халĕ çĕнĕ темăна ĕлĕкхи пек доска çине çырса вĕрентместпĕр. Студентсем ĕçре кирлĕ инструментсене алăпа тытса пăхса пĕлÿ илеççĕ, çавăнтах анализ тăваççĕ. Унсăр пуçне УЗИ аппарачĕсем, хирурги сĕтелĕсем пур. Кушак, йытă çăмартине касаççĕ. Студентсене Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрара вырнаçнă пысăк фермине илсе çÿретпĕр. Техникумсенче вĕренÿ практики иртеççĕ, производствăра ĕçлеме вĕренеççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан та, пирĕн студентсен шучĕ чакман. Эпир çитес вăхăтра программăна çĕнĕ специальноçсем кĕртесшĕн. кĕçех Çĕмĕрлери автофургон заводне кайăп. Вĕсенчен мĕнле специалистсем кирли çинчен ыйтса пĕлĕп. Вара çавсене хамăр патра хатĕрлеме пуçлăпăр. Пирĕн «ял хуçалăх производствин мастерĕ» специальноç пур. Çамрăксем ку енĕпе темшĕн вĕренесшĕн мар. Хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн интерессем урăхларах. Экономика та паян урăхларах кадрсене кĕтет. Çавăнпа хăш-пĕр специальноçа программăран кăларса çĕннисене кĕртсе пыратпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Ольга Львова. Ольга Валериановна пĕлтернĕ тăрăх, техникумра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем валли икĕ специальноç уçнă: пахчаçă тата каменщик. Ку енсемпе вара конкурс яланах пысăк-мĕн. «Юлашки вăхăтра темшĕн сусăр ача нумайланчĕ. Пĕр шухăшласан, ку специальноçсене алла илес кăмăллисен хушшинче конкурс пысăккишĕн савăнмаллиех çук. Ушкăнсенче 15-шер вырăн кăна. Вĕсене кăçал 25-шер çын заявлени пачĕ. Çав ачасене интернатра, ача çуртĕнче пурăннă чухне пĕçерсе çитернĕ, тăхăнтартнă, çăвăнтарнă. Кунта вĕсене хăйсем тĕллĕн пурăнмашкăн хăнăхтарма тивет. Çавăнпа пирĕн педагогсем, мастерсем вĕсем вĕренччĕр тесе кăна мар, хăйсене пурнăçра тытма хăнăхчăр тесе нумай тăрăшаççĕ. «Пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ» специальноçа та çамрăксем кăмăллани палăрать. 25 ача илмеллеччĕ, 30-ăн заявлени пачĕç. Ял хуçалăхĕнче те строительсем кирлĕ. Ку пирĕн профиль мар пулсан та çавăн йышши специалистсене хатĕрлетпĕр. Нумай профильлĕ пулмасан нимĕнле техникум та паянхи пурнăçра аталанаймĕ», — шухăшне палăртрĕ директор. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Çĕнĕ юлташ лайăх, малтанхи тата лайăхрах»

«Эпир — унăн пурнăçĕ», — çапла çырнă хăй вăхăтĕнче сочиненире Йĕпреçри 2-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ Катя Петрова. «Кашни çыннăн пурнăçĕнче вĕрентекен пысăк вырăн йышăнать. Учитель хăйĕн пурнăçне пысăк тĕнчене халаллать. Лайăх вĕрентекенпе пĕрле утас, унăн тĕнчине кĕрес килет. Шăпах çавăн пек çын пирĕн Алена Ядрицова. Алена Андреевна хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Ачасемпе хăйне ырă кăмăллă, сăпайлă тытать. Кирек епле лару-тăрура та çул-йĕр тупма пултарать. Хăйне интереслентерекен япаласем çинчен каласа кăтартма кăмăллать. Енчен те предмет учительшĕн интереслĕ мар тăк вăл ачасене кăсăклантараймасть кăна мар, сивĕтме те пултарать. Пирĕн вĕрентекен компьютер технологийĕсемпе усă курать, презентацисем, пособисем хатĕрлет. Йăлтах лайăх асра юлмалла ăнлантарать. Алена Андреевна пире вулама, çырма кăна мар, пĕр-пĕрне хисеплеме, яваплăха туйма, ĕçе юратма, туслăха хаклама вĕрентет. Унăн ачасем валли яланах вăхăт нумай тупăнать. Вăл пире пурне те пĕр пек юратать. Унăн ялта кил, хуçалăх пуррине пурте пĕлетпĕр. Анчах вăл шкула килсен çакăн пек туйăм çуралать. Унăн вĕренекенĕсемсĕр пуçне никам та çук тейĕн. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ — эпир», — хăйĕн шухăшне уççăн палăртнă Катя. «Раççейри чи лайăх вĕрентекен» ята кăçал Чăваш Енрен 9 педагог тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Йĕпреçри 2-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Алена Ядрицова та пур. Ăна эпир хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Нарспи» уншăн — тупмалли юмах

— Алена Андреевна, эсир епле майпа вĕрентекен пулса тăнă-ха?

— Педагогикăра ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Эпĕ Çемен Элкер çут тĕнчене килнĕ ялта, Пысăк Упакассинче, çуралса ÿснĕ. Çав ялтах пурăнатăп. Йĕпреçри 2-мĕш шкулта ĕçлетĕп. Аттепе анне колхозниксем пулнă. Çав вăхăтрах халăх педагогикине питĕ лайăх ăнланса пире тĕрĕс воспитани панă. Çемьере эпир вун пĕрĕн ÿснĕ. Эпĕ вăталăххисен йышĕнче. Сакăр арçын ача пулнă. Шел те, пĕри пурнăçран уйрăлнă. Çичĕ ывăл та виçĕ хĕр халĕ. Пысăк та пуян çемье. Пирĕн çемьере ĕç яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Халĕ те çаплах. Мĕн ачаран кĕнекепе туслаштарнă. Аслисем пире черетпе сасăпа вулаттаратчĕç. Пирĕн килте çакăн евĕрлĕ методика пулнă. Манăн профессие тăван чĕлхепе çыхăнтарас килнĕ. Çакăн пек шухăш 5-мĕш класра чухнех çуралнă. «Нарспи» поэмăна пĕрремĕш хут вуласан калама çук хитре чĕлхе мана тыткăна илнĕччĕ. Эпĕ Константин Ивановăн чĕлхинчен паянхи кунчченех тĕлĕнетĕп. Мĕнле пуян вăл! Çав вăхăтрах вăл çырнисенче философиллĕ шухăш нумай. Вунă çул каялла ачасене «Нарспи» поэма сыпăкĕсене пăхмасăр каламашкăн вĕренме параттăм. «Ачасене хушатăп-ха, хам вĕренме пултараятăп-и?» — шухăшларăм пĕррехинче. Хама тĕрĕслесе пăхас тесе «Нарспи» поэмăна вĕренме тытăнтăм. Пĕр уйăха яхăн иртрĕ çапла. Вĕренме пултартăм. Паянхи кун та «Нарспи» поэма чĕлхи маншăн тупмалли юмах пек. Питĕ тĕлĕнетĕп çавăн пек илемлĕ чĕлхепе çырма пултарнишĕн. Шкул хыççăн ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Эпĕ 3-мĕш курсра чухне чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркелерĕç. Унта пĕлÿ илтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Çапмасăр, вăрçмасăр тĕрĕс воспитани панă

— «Никама та усал сăмах ан кала, ан кÿрентер, ан вăрç, итле, ют япалана ан тыт, ÿкнĕ çынна тăма пулăш, путакана туртса кăлар», — вĕрентетчĕ атте, — аса илчĕ ашшĕн Нестер Семеновичăн сăмахĕсене Шупашкар округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Зинаида Гранацкая. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл пĕр ĕмĕр — 100 çул — тултарать. Хисеплĕ ватă çулне кура мар çамрăк курăнать. Пурнăçĕнчи тĕрлĕ саманта, савăнăçлине те, терт-нуша тÿснине те, астăвать. Пуçласа колхоз йĕркеленĕ чухне унта кĕрекенсенчен ашшĕ пĕрремĕш çын пулнине те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хăй ачасене шкулта вĕрентнине те…

Колхоза чи малтан кĕнĕ

Зинаида Нестеровна Чулкасси ялĕнче ултă ачаллă çемьере çуралнă. Килте чи асли пулнă. Хыççăнхисем — икĕ йăмăкĕпе виçĕ шăллĕ. Çемье пуçĕ Нестер Гранацкий Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕн шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Юлашки курсра чухне пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. — Эпĕ çуралнă вăхăтра колхозсем йĕркелеме пуçланман-ха. Анне Анастасия Васильевна килте ачасене пăхнă, выльăхчĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал нумай усранă, лаша та пулнă. Атте ĕçленĕ май яваплăх анне çинче пулнă. Анне чиперччĕ, вăрăм çÿçлĕччĕ. Атте Граждан вăрçинчен таврăнсан çемье çавăрнă. Ăна Шемшер вулăсĕн председательне лартнă. Çав вăхăтрах вăл шкулта та ĕçленĕ, шут ĕçне те пурнăçласа пынă. Часах вун пĕр хуçалăх пĕрлешсе колхоз йĕркеленĕ. Атте килти лашана, тăрантаса, çунасене унта илсе кайнă. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене ытларах анне пурнăçланă май вăл лаша çине те хăпарса ларатчĕ. Атте ăна: «Наçтаç, ку лашаран мĕнле хăрамастăн?» — тетчĕ. Пирĕн лаша пысăкчĕ, мăнтăрччĕ, ăна лайăх пăхатчĕç, — аса илчĕ Зинаида Нестеровна. Унăн ачалăхĕ мĕнле иртни сисĕнмен те. Кĕçĕннисене астумалла. Аслă ачи амăшĕн сылтăм алли вырăнĕнчех пулнă. — «Çина, пĕремĕк çиес килет, пĕр канфет кăна та пулин пар ĕнтĕ», — ыйтатчĕç йăмăксемпе шăллăмсем. Анне мана шанса паратчĕ, эпĕ ыттисенчен уйрăм пĕртте çимен. Çителĕклĕ пулманран çапла ыйтатчĕç кĕçĕннисем. Колхоз йĕркеленсен аттене председателе лартрĕç. Унта панă лашасене пăхма хуçалăхсене çирĕплетрĕç. Атте килтен питĕ тĕреклĕ лаша илсе кайрĕ, хăй вара председатель пулсан та «Лохмат» ятлăскере пăхрĕ. Чăн та, ятне кура лĕпĕс-лĕпĕс чупатчĕ. Каçхине ачасемпе вĕсене утланса çитерме каяттăмăр. Пĕррехинче Лохмат такăнчĕ те эпĕ ун çинчен ÿкрĕм. Темĕнле ăнăçлă пулчĕ. Тырă вырма пайтах çÿренĕ. Килте пĕртте ларман — атте пире уя никамран малтан хăваласа яратчĕ. Çурлапа алла кастарни пайтах пулнă. Ача чухнех ирхине пĕр вăхăтра вăранма хăнăхрăмăр. Ерш шывĕн хĕррине пахча çимĕç шăварма, тырă вырма е утă пуçтарма каймалла-и — юлташсем кантăкран шаккатчĕç те пĕрле вĕçтереттĕмĕр. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Залри шăплăх спектакль ăнăçлă пулса тухнине кăтартать

Раççей халăх артисчĕ Никита Михалков режиссер ертсе пыракан Театрпа кино центрĕ Шупашкара «Пысăк гастрольсемпе» çитрĕ. Авăн уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче сцена ăстисем — паллă артистсем — «12» спектакль кăтартрĕç.

Икĕ кунĕнче те Оперăпа балет театрĕн курав залĕнче пушă вырăн пулмарĕ. Пирĕн йышра «12» фильм курнисем пурах. Никита Михалков режиссер ăна 2007 çулта ÿкернĕ. Каярахпа унти ĕç-пуçпа спектакль урлă паллаштармашкăн шухăш тытнă. Сăмах май, ку ĕçе 2021 çулта Пысăк театрта пуçласа кăтартнă. «Маншăн спектакль вăхăтĕнчи залри шăплăх, урăхла каласан, артистсемпе куракансен çыхăнăвне туйни нимрен хаклă. Залри çынсем сăнар калăплакансемпе пĕрле сцена çинчи ĕç-пуçа чун витĕр кăларнăран вăхăт иртни те сисĕнмест», — терĕ Никита Сергеевич журналистсемпе тĕл пулнă май. Чăн та, виçĕ сехет ытла тăсăлакан спектакль вăрăм пулнине куракан туймасть те. «Сцена çинче мана — артистсемпе, пире пĕр-пĕринпе пĕрле пулма килĕшет. Эпир хамăрăн пурнăçпа пурăнатпăр. Куракана çавна курма йыхравлатпăр. Залри çынсем лару-тăрăва документ фильмĕнче тĕпчев ирттернĕ майлă йышăнни куçкĕрет. Çапах çакă — артистсен пысăк ĕçĕ», — ăнлантарать сумлă хăна. Никита Михалков Чăваш Енпе паллашнă май Раççейĕн тĕрленĕ карттине çитсе курнă. «Турă хăвачĕпе хатĕрленĕ ĕç», — терĕ ун пирки вăл. Ахальтен мар унпа географи урокĕнче кĕçĕн классене вĕрентмешкĕн усă курма сĕнчĕ. Шупашкар хулине никĕсленĕренпе çитес çул 555 çул çитет. «Раççейĕн культура тĕп хули» ята тивĕçлĕ-и вăл? Никита Сергеевич пирĕн тăрăх чунра хисеп туйăмĕ çуратнине палăртрĕ. Чăваш Енре малтан та пулнăскер хула хăйĕн сăнне çухатмасăр аталаннине, вăхăт уттипе тан пынине пĕлтерчĕ. Апла тăк Шупашкар хулин çав ята çĕнсе илмешкĕн шанăç пур. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Питĕре – иртнĕ ĕмĕрсен илемне курма

«Пулмарĕ-и пирĕн кăçал Питĕре каясси», — терĕ пĕр кунхине Вероника тусăм. «Атя, кайăпăр», — терĕм те хам килĕшнинчен хам хăраса кайрăм. Тепĕр тесен, ют çĕршыва кайни мар-çке. Вырăсла пĕлетпĕр, килтен тухса курманскерсем мар. Пирĕн рубрика хăнисем каласа кăтартни те чылай хавхалантарчĕ. Эппин, мĕн кĕтмелле? Билет туянмалла та çула тухмалла.

Хĕвеллĕ çанталăкран тартăмăр та…

Шупашкартан Питĕре пуйăспа пĕр талăк каймалла. Самолетпа вара икĕ сехетрех çитме пулать. Çул çинче нумай вăхăт ирттерес килменни иккĕмĕшне суйлама хистерĕ. Унччен «самолета нихăçан та лармăп» текен тусăм та тăрăшсах авиабилет шырарĕ. Пирĕн телее, хаксем самаях пĕчĕк. Çакнашкал ăнăçлă саманта мĕнле вĕçертĕн? Билетсене онлайн мелпе туянтăмăр та палăртнă куна кĕтме тытăнтăмăр. Шупашкарта çанталăк хĕвеллĕ пулнăран пур çĕрте те çаплах пулас пек туйăнчĕ. Самолета çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕрсе вырнаçрăмăр. Питĕре çитеспе вара пĕр вăхăт пĕлĕтсен ăшĕнче пытăмăр. Унтан самолет аэродрома анмашкăн хатĕрленме тытăнчĕ. Куç умĕнче Шупашкарти хĕвеллĕ çанталăк мар ĕнтĕ, талккăшпех — пĕлĕтсем. Аэропортран тухсан çил вăйне пушшех туйса илтĕмĕр. Тара тытнă хваттере çитиччен çумăр ÿккелеме те тытăнчĕ. «Шупашкартах лайăхчĕ», — терĕ Вероника. Ну, Питĕрти çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсем çинчен эпĕ унччен те илткеленĕччĕ-ха. Питĕре килме палăртнă чухне пире пĕр пулăм илĕртрĕ — Петергофри фонтансене хупнин уявĕ. Интернетра пăхкаланă хыççăн унта экскурсипе çитсе курас терĕмĕр. Кая юласран хăранипе билетсене малтанхи пайне тÿлесе çав каçах йышăнса хутăмăр. Ну, халĕ ытти пирки те шухăшлама юрать. Тепĕр кунхине те пĕлĕтлĕрехчĕ, анчах хушăран хĕвел те пăхса илчĕ. Питĕрте мĕн курса çÿремеллине унччен интернетра пăхса хунăскерсем автобуспа Кермен тÿремне çити каяс терĕмĕр. Чи кăсăклисем шăпах та çав тĕлелле вырнаçнă. Автобусра кондуктор пур, анчах вăл транспорт карттине çеç йышăнать. «Мир» карттăпа вара хамăр тĕллĕнех ятарлă терминалта тÿлеме пулать /вăл автобусра темиçе те пур/. Кунашкал майсемпе тÿлени енчĕкрен укçа кăларса тыттарнинчен йÿнĕрех. Питĕр лăпкă хула тенине те илтнĕччĕ-ха. Чăнах та, хирĕçекенсене, çапкаланчăксене курмарăмăр /е пирĕн куç тĕлне пулмарĕç-ши?/ Темĕн тĕрлĕ тумланакан та пур, никам та пĕрпĕрин çи-пуçне сăнаса е тиркесе пăхнине асăрхамарăмăр. Çакна та палăртса хăварам: хăш-пĕр вырăнта хама тăван Шупашкарти пекех туйрăм. Акă эпир Мода çуртĕнчен инçе мар тăратпăр, акă залив хĕрринчи çулпа утатпăр, акă «Ача-пăча тĕнчи» патнеллерех пек… Çыннисем те хамăрларах. <...>

Лариса ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.